Етӗрне районӗнчи ниҫта та ӗҫлемен, судпа унччен те айӑпланнӑ 57 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле (уголовлӑ) ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ҫын пурлӑхне ҫаратнӑшӑн тата медальсем вӑрласа сутнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарлать.
Ку пӑтӑрмах Сарьял ялӗнче пулнӑ. Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хайхи арҫын яла канмалли кунсенче ҫеҫ килсе ҫӳрекенсен ҫуртне кӗнӗ, унтан кухньӑри япаласене, йӑлари техникӑна, наци капӑрлӑхне тата еткерлӗхе юлнӑ медальсене йӑкӑртса тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем унӑн килӗнче капӑрлӑха тата «Ача амӑшӗн мухтавӗ» икӗ медале тупнӑ. Йӑлари техникӑна вӑл сутма ӗлкӗрнӗ, анчах «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль ӑҫта иккенне калайман. Ҫакна вӑл темиҫе кун эрех ӗҫнипе сӑлтавланӑ.
Краснормейски районӗнчи Карай ялӗнче пурӑнакан 30 ҫулти арҫын тата унӑн 23-ри пӗлӗшӗ суд сакки ҫине ларӗҫ. 30 ҫултискер – Карай ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак арҫын Infiniti QX-70 автомобиль пулӑшнипе Муркаш районӗнче ларнӑ куҫса ҫӳрекен пӳрт-вакуна вӑрланӑ. Пурлӑх вырӑнти ял хуҫалӑх кооперативӗн пулнӑ.
Депутат пӗччен «ӗҫлемен». 23-ри пӗлӗшӗпе иккӗшӗ пӳрт-вакуна Элӗк районе туртса кайнӑ. Вӗсем хуҫалӑха 210 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Депутат тата унӑн пӗлӗшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна суда пӑхса тухма панӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫыннӑн питӗ эрех ӗҫес килнӗ. Анчах укҫи пулман ахӑртнех. Хайхискер апат-ҫимӗҫ лавккине чирлӗ ачасем валли укҫа пухмашкӑн вырнаҫтарнӑ ешчӗке куҫ хывнӑ.
Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 61 ҫулти арҫын никам та ҫуккипе усӑ курса ҫав ешчӗке уҫнӑ та нухрата вӑрланӑ. Лавккаран укҫа ҫухални пирки тӳрех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Вӑрра тепӗр икӗ сехетренех тытса чарнӑ.
Арҫын ешчӗкрен 4500 тенкӗ вӑрланӑ. Йӗрке хуралҫисем тытса чариччен вӑл укҫан пӗр пайне эрех туянса тӑкакланӑ.
Ҫӗмерле хулинчи йӗрке хуралҫисем 61 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна чиркӳ хӑпартмашкӑн укҫа пуҫтарма лартнӑ ешчӗкрен укҫа вӑрланӑ тесе шанмаҫҫӗ. Ҫавна май тивӗҫлӗ канури ҫак арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче такам апат-ҫимӗҫ лавккинче ларакан ешчӗке уҫса укҫа йӑкӑртса тухса кайнӑ. Укҫана хапсӑнма пултарнӑ ҫынна пакунлисем тепӗр икӗ сехетренех тупса палӑртнӑ. Вӑл — судпа унччен те айӑпланнӑ 61 ҫулти арҫын. Чиркӳ хӑпартма пуҫтаракан укҫаран хайхискер 4 пин те 500 тенкӗ илни паллӑ пулнӑ. Укҫана вӑрласа тухса кайнӑ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ канури арҫын нумай шухӑшласа тӑман — эрех туянса ӑшне кантарнӑ.
Мускаври Хусан вокзалӗнче Чӑваш Ен ҫыннине тытса чарнӑ. Вӑл 8,5 пин доллар вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
«Хусан – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑспа килнӗ пӗр ҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл купере ӑнсӑртран укҫа манса хӑварнӑ-мӗн. Хайхискер Мускава ҫитсен укҫа чикнӗ конверта кӑларнӑ та матрас ҫине хунӑ. Ҫав вӑхӑтра тепри япалисене пуҫтарнӑ, тухма хатӗрленнӗ.
Ҫак арҫын куперен тухса кайнӑ, укҫи пирки вара маннӑ. Аса илсен каялла таврӑннӑ, анчах купере нимӗн те пулман. Транспорт полицийӗ пуйӑсра ҫак арҫынпа урӑх пассажирсем те пулнӑ.
Полицейскисем Чӑваш Енри хӗрарӑма тытса чарнӑ. 40 ҫултискерӗн ҫумӗнче конверт пулнӑ, унта вара – 8,5 пин доллар. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Муркаш районӗнчи пӗр ялта арҫын Александр Невский чиркӗвне тӑтӑшах ҫӳренӗ. Пӗр кунхине вӑл кассӑна тата ҫынсем храма парса хӑварнӑ ҫӗрре вӑрланӑ. Кун пирки полицие ҫийӗнчех пӗлтернӗ.
Ҫак киревсӗр ӗҫе 28 ҫулти арҫын тунӑ. Ҫынсем ӑна Муркашра курнӑ. Кайран вӑл хӑйӗн ялне кайнӑ. Шӑпах ҫавӑнта тытса чарнӑ та ӑна. Хайхискер вӑрланӑ укҫа-тенкӗн пӗр пайне тӑкаклама ӗлкӗрнӗ.
Алтарьтен илсе тухнӑ ылтӑн ҫӗрӗ, укҫан пӗр пайӗ тата кӗлӗ кӗнеки хӑйӗн ҫумӗнчех пулнӑ. Тӗлӗнмелле те, вӑрланӑ укҫана вӑл Муркашри храма кӑштах панӑ. Хӑйӗн айӑпне ҫемҫетесшӗн пулнӑ-ши? Арҫын хӑй пысӑк айӑпа кӗнине питӗ лайӑх ӑнланать, ӳкӗнет.
Арҫыннӑн психиатр патӗнче тӗрӗсленме тивӗ. Салтакран таврӑнсан ял ҫыннисем вӑл хӑйне урӑхларах тытнине асӑрханӑ.
1-мӗш курсра вӗренекен студент тивӗҫлӗ канури кинемее ҫаратнӑ. 72 ҫулти хӗрарӑм каҫхине урампа пынӑ. Такам чупса пынӑ та унӑн сумкине туртса илнӗ. Унта вара 5 пин тенкӗ пулнӑ.
Йӑлтах хӑвӑрт пулса иртнӗ. Ватӑскер тапӑннӑ ҫыннӑн сӑнне астуса юлайман. Сумкӑра банк картти те пулнӑ. Хурах унпа та усӑ курнӑ: кинемей патне унӑн карттипе лавккара таваршӑн тӳленӗ тесе смс килнӗ. Тӗлӗнмелле те, вӑрӑ карточкӑпа ЧР ШӖМӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ лавккара тӳленӗ.
Вӑрра часах тытса чарнӑ. Вӑл – Чулхула облаҫӗнчи каччӑ, Шупашкарти пӗр аслӑ шкулта вӗренет. Хайхискер унччен те ватӑ ҫынна ҫаратнӑ пулнӑ. Ун чухне вӑл 7 пин тенкӗ йӑкӑртнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ куҫарса панӑ укҫа пӗтнӗ-мӗн унӑн, ҫавӑнпа кинемейсене ҫаратма шухӑшланӑ. Ҫапла ӑнлантарнӑ вӑл следовательсене.
Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ҫамрӑк вӑрӑ усал ӗҫ тӑвиччен чиркӗве хӗрес хурсах кӗнӗ. Унтан вӑл мӑнастире парне паракансем валли ҫакса хунӑ ешчӗкрен 15 пине яхӑн тенкӗ йӑкӑртнӑ.
28 ҫулти арҫын усал ӗҫпе унччен те ҫакланкаланӑ иккен. Тӗрмерен черетлӗ хутчен пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче тухнӑ. Ирӗкре савӑнса пурӑнас вырӑнне каллех йӑнӑш ҫул ҫине тӑнӑ.
Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастирне арҫын икӗ хутчен кайнӑ. Пӗрремӗшӗнче вӑл мӗн пур укҫана вӑрламан. Тепӗр икӗ кунтан тепре ҫул тытнӑ. Турӑ ырламан ӗҫ тӑваканскер кашнинчех тӗрлӗ хӗрарӑмпа пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрра видеокамера пулӑшнипе тытса чарнӑ. Укҫана ҫынсем хӑйсен кӑмӑлӗпе хураҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл никамӑн та мар тесе пупленӗ хайхискер. «Саккуна пӗлменни яваплӑхран хӑтармасть», — теҫҫӗ йӗрке хуралҫисем.
Канашри ача пахчисенчен пӗрин ертӳҫи тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе вӗҫне-хӗрне тухнӑ. Хӗрарӑм шӑпине ҫитес вӑхӑтра суд татса парӗ. Хайхискере ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫана хӑй кӗсьине чикнӗшӗн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ ҫапларах: 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫӗртмеччен хӗрарӑм ертӳҫӗ хӑйне пӑхӑнса тӑракан тӑхӑр ҫынна самай пысӑк преми пама хушусем кӑларнӑ. Хайхи премине вара, налуксене тытса юлнӑ хыҫҫӑн, хӑйне тавӑрса пама ыйтнӑ. Ҫакна вӑл укҫа ача пахчин нушисене татса памашкӑн кирлипе сӑлтавланӑ е пачах нимӗн те шарламан. Хуҫа каланинчен иртейӗн-и вара? Ӗҫтешӗсем укҫана кӑларса тыттарнӑ. Ҫапла майпа саккуна пӑхӑнмасӑр ача пахчин ертӳҫи 170 пин тенкӗ ытла хӑйӗн енчӗкне пуҫтарса чикнӗ имӗш.
Палӑртса хӑварар, следстви пынӑ вӑхӑтра 38 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, пӗтӗм хутсене тӗплӗ тишкернӗ.
Сӑн ӳкерчӗкрен шикленсе банк карточки ҫинчи укҫасӑр тӑрса юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кун пек пӑтӑрмахсем тата сиксе тухнине кура сисчӗвлӗх пирки тепӗр хут аса илтерни ытлашши пулас ҫук.
Маларах, аса илтерер, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакан 39 ҫулти, Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-ри тата Шупашкарти 26-ри хӗрарӑмсем шар курнӑччӗ. Хальхинче 22 ҫулти Шупашкар хӗрӗ улталаннӑ, укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Вирус программа банк карттипе ҫыхӑннӑ телефон номерӗ ҫине смс-ҫыру ӑсатать. Унта кӑсӑклантармалли материал (калӑпӑр, сӑн ӳкерчӗк) пурри пирки ӗнентереҫҫӗ. Вӗсене пӑхас е хӑвӑн патна уҫласа илес тесен пӗр-пӗр каҫӑпа иртме сӗнеҫҫӗ. Ҫак утӑма тӑвакансем туххӑмрах укҫасӑр тӑрса юлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |