Йӗрке хуралҫисем BI.ZONE эксперчӗсем пулӑшнипе банкри счетсенчен 20 миллион ытла тенкӗ вӑрланӑ хакерсен ушкӑнне тытса чарма пултарнӑ. Вӑрӑсем пилӗк ҫул хушши ӗҫленӗ, вӑрланӑ укҫа-тенке хӑйсен кӗсьине криптоукҫана куҫарса чикнӗ.
Хакерсем укҫана вӑрлама FakeToken сиенлӗ программӑпа усӑ курнӑ, вӑл Android системи ҫинче никӗсленекен кӗсье телефонӗсене вырнаҫса СМС-пӗлтерӳсене вулама май панӑ.
Ҫак ӗҫпе аппаланнисене тытса чарнӑ. Вӑрӑ-хурах ушкӑнӗн ертӳҫине хупса хунӑ, ытти ҫынсене килтен тухма юраманни пирки алӑ пустарнӑ. ШӖМ представителӗ пӗлтернӗ тӑрӑх преступниксем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ. Хӑйсен ӗҫне хакерсем 2015 ҫулта пуҫланӑ. Юлашки пилӗк уйӑх хушшинче кӑна вӗсем пилӗк пинтен кая мар телефона ҫӗмӗрсе кӗнӗ, 2500 банк карттинчи укҫа патне ҫул уҫма пултарнӑ.
Мари Элти ҫынсене, ҫаратса ҫӳрекенсене, Чӑваш Енри полицейскисем тытса чарнӑ. Вӗсем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти Водопровод урамӗнчи пӗр офиса хурахсем кӗрсе унти мӗнпур техникӑна йӑтса тухнӑ: ноутбук тата икӗ моноблок. Вӑрӑсем сӗтел ещӗкӗнчи укҫа-тенке те хӑварман. Вӗсем пӗтӗмпе 65 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Чӑваш Енри полицейскисем ҫак ӗҫе ике арҫын тунине палӑртнӑ. Вӗсем – Мари Элтен. Хайхискерсем вӑрланӑ япаласене ломбарда панӑ. Ҫитес вӑхӑтра вӑрланӑ пурлӑха шар курнӑ ҫынсене тавӑрса парӗҫ. Йӗрке хуралҫисем вӑрӑсене кӳршӗ республикӑри полицейскисене панӑ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри Первомайски урамӗнчи лавккаран Ҫӗнӗ ҫулхи 4 парне ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, вӑл касса ещӗкне те йӑкӑртнӑ. Унта вара 5 пин тенкӗ пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрра часах тытса чарнӑ. Вӑл - Кӳкеҫре пурӑнакан 32 ҫулти арҫын. Унччен вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ вӑрланӑ япаласене каялла тавӑрса парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫак арҫынна тухса ҫӳреме юраманни пирки расписка ҫыртарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Кӑҫалхи раштавӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Калинин урамӗнчи пӗр киоска ҫаратнӑ. Кун пирки 72 ҫулти арҫын полицине пӗлтернӗ. Унта ҫав ҫын сувенир продукцине сутнӑ.
Киоскра ӗҫлекен патне палламан арҫын пырса укҫа ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫленӗ. Пуҫтах этем вӑрах шухӑшласа тӑман — сентре ҫинчи 10 тенкӗлӗх юбилейлӑ укҫасене илме тытӑннӑ. Сутуҫӑ ӑна чарса пӗтереймен. 20 тимӗр укҫана илсе вырӑнтан ҫухалнӑ.
Ҫаратакан ҫынна йӗрке хуралҫисем кӗҫех тупса палӑртнӑ. Вӑл судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ. Халӗ вӑл судран тарса ҫӳренӗ. Вӑрра тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнче «ГАЗель» машинӑран телефон ҫухалнӑ. Водитель напарникӗпе пӗрле лавкка умӗнче тавар пушатнӑ, салона питӗрме манса кайнӑ. Вӑрӑ ҫакӑнпа усӑ курнӑ та.
Хайхискер хуҫи куриччен салонри телефона йӑкӑртнӑ. Анчах ӑна видокамера асӑрхаса юлнӑ. Полицейскисем ҫав ҫын кам пулнине палӑртнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти арҫынна Мускавра тытса чарнӑ. Ӑна конвойпа Чӑваш Ене илсе килнӗ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн телефон вӑрланӑшӑн суд сакки ҫине ларма тивӗ.
Шупашкар хулинчи вӑйпитти арҫыннӑн пылак ҫиес килнӗ-ши? Вӑл лавккасенчен пӗринчен 72 плитка шӑккӑлат вӑрланӑ.
Шӑккӑлат вӑрлани видеокамера ҫинче ҫурла уйӑхӗнче ҫырӑнса юлнӑ. Ҫавна йӗрке хуралҫисене лавккара ӗҫлекенсем панӑ.
31 ҫулти арҫын унччен те аолици куҫӗ тӗлне ҫакланкаланӑ. Унччен те — лавккасенчен япала вӑрланипе.
Халӗ арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна Шупашкарти тата Шупашкар ҫывӑхӗнчи районсенчи суту-илӳ точкисенчен япала вӑрланӑ тесе шанмаҫҫӗ. Вӑйпитти тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, тӗпчев пырать.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче машинӑри барсеткӑна ҫухатнӑ. Автомобильрен вӑл пӗр 40 минутлӑха тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра машинӑри пурлӑх ҫухалнӑ. Арҫын машина алӑккине хупса хӑварман иккен.
«ГАЗель» автомобиль Эльмен урамӗнче ларнӑ. 51 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӗчӗк сумкӑра 15 пин тенкӗ укҫа пулнине пӗлтернӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ теҫҫӗ. Хула урамӗ куҫлӑ та, хӑлхаллӑ та. Машина патӗнче ҫӳрекен шанчӑксӑр ҫынна асӑрхакансем, чӑн та, тупӑннӑ. Шӑпах вӗсем пулӑшнипе 38 ҫулти арҫынна тытса чарма май килнӗ. Вӑл унччен темиҫе хут та судпа айӑпланнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 16 ҫулти яш банк счечӗ ҫинчи ҫын укҫине вӑрланӑ. Вӑл укҫа ачан аслашшӗ пулнӑ.
16-ри яш пӗррехинче 74-ри аслашшӗн банк карттипе лавккана кайнӑ. Лешӗ ӑна хӑйне валли апат-ҫимӗҫ туянса пама ыйтнӑ.
Банк картти алла лексен ҫамрӑк хӑйӗн телефонӗ ҫине мобильлӗ приложени вырнаҫтарнӑ. Унтан вӑл аслашшӗн банк картти ҫинчен 320 пин тенкӗ ытла вӑрланӑ.
Ҫын укҫине (аслашӗнне пулин те) тытнӑ ҫамрӑка тӗрмене хупса усрамасӑр 1,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын базӑран консерв вӑрласа пурӑннӑ. Куншӑн вӑл суд сакки ҫине ларнӑ.
Хайхи арҫын кӑҫал ҫӗртмен 25-мӗшӗнче вӑрра кайнӑ. 23 сехет те 30 минутра вӑл хапха айӗпе базӑна кӗнӗ, морозильникӑн ҫӑрине ҫӗмӗрнӗ. Ун чухне арҫын 5 курупка ӗне чӗлхи йӑкӑртса тухнӑ.
Тепӗр кун та ҫав «схемӑпах» ӗҫленӗ. Ун чухне вӑл каллех ӗне чӗлхи вӑрланӑ, пӗтӗмпе – 14 курупка. Кунсӑр пуҫне икӗ курупка лосось йӑтса тухнӑ.
Ҫӗртмен 30-мӗшӗнче каллех «сунара» тухнӑ. Хальхинче вара морозильник пушах пулнӑ. Палӑртмалла: пур тӗслӗхре те арҫын ӳсӗр пулнӑ.
Кӑҫал ҫулла Ҫӗнӗ Шупашкарти полицие икӗ ҫын пынӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫӑва ҫинче вӗсен тӑванӗсен вилтӑприсем ҫинчен картасем ҫухалнӑ. Ҫак ӗҫе кам тума пултарнине часах палӑртнӑ, Шупашкарта пурӑнакан 46-ри арҫынна тытса чарнӑ.
Ҫакскер Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Муркаш районӗнче те ҫак ӗҫпех аппаланса ҫӳренине палӑртнӑ. Вӑл унччен те судра явап тытнӑ-мӗн. Арҫын вӑрланӑ тепер виҫӗ тӗслӗхре те хӑй айӑплине йышӑннӑ.
Хальхинче те 46 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ вӑл ытти ҫакнашкал преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |