Кӳршӗ регионта пурӑнакан икӗ ҫын Чӑваш Енри лавккасенчен япаласем вӑрланӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче Улатӑрта лавккасенчен хаклӑ йышши эрех, парфюм ҫухални пирки полицие пӗлтерме тытӑннӑ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрӑсене тупса палӑртнӑ. Вӗсем – Мӑкшӑ Республикинчи гастролерсем. Арҫынпа хӗрарӑм машинӑпа ҫӳренӗ, икӗ сехет хушшинче виҫӗ лавккана кӗрсе 9 кӗленче виски, 5 мартини, 13 дезодорант, 6 шӑл пасти, боритва станокӗ вӑрттӑн йӑтса тухнӑ.
Улатӑрти полицейскисем Мӑкшӑ Республикине кайса 30 ҫулти арҫынна тата 42 хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӗсем унччен те вӑрланӑшӑн айӑпланнӑ-мӗн. Арҫынпа хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем ҫакнашкал ытти преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын велосипед вӑрланӑ, ӑна сутма шутланӑ. Анчах ӗҫ-пуҫ шутланӑ пек пулса тухман.
Нумаях пулмасть Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм полици уйрӑмне ҫитнӗ, ачи вылямалли лапамра велосипед пӑрахса хӑварни пирки пӗлтернӗ. «Транспорт» ҫав вырӑнтан ҫухалнӑ. Велосипед йӳнӗ йышши пулман, ӑна 20 пин тенкӗпе туяннӑ.
Полицейскисем велосипеда вӑрланӑ ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӑл – Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти арҫын, судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ. Велосипеда вӑрланӑ чухне вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер ӑна сутма шутланӑ, анчах ӗҫ тухман – вара велосипеда пӗр лавкка умӗнче тӑратса хӑварнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын икӗ велосипед вӑрланӑ. Пӗрне вӑл хӗрне ҫуралнӑ кунпа парнеленӗ, теприне ломбарда панӑ.
Ҫак арҫын унччен те хваттер ҫаратнӑшӑн айӑпланнӑ. Хальхинче те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 37 ҫулти хӗрарӑм 8-мӗш хутра хваттер умӗнче хӑварнӑ велосипечӗ ҫухалнине пӗлтернӗ. Оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттерсен ӑна 36-ри арҫын вӑрлани палӑрнӑ. Ӑна вӑл хӗрне ҫуралнӑ кунпа парнеленӗ.
Хайхи арҫын ҫав ҫуртрах тепӗр велосипед вӑрлани тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Шупашкарта лавккаран сумка вӑрланӑ тесе шухӑшлакан хӗрарӑма шыраҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 15 сехетре Карл Маркс урамӗнчи курттӑм тата ваккӑн суту-илӳ тӑвакан лавккара тавар туянакан япала суйланӑ чух хӑйӗн сумкине ҫӳлӗк ҫине хурса янӑ. Кайран кассӑна ҫитсен ҫавна аса илнӗ. Сумкӑна илме тесе каять те тупаймасть. Такам ӑна «ҫаклатса» кайма та ӗлкӗрнӗ.
Сумкӑра документсем, карас телефонӗ, укҫа-тенкӗ пулнӑ.
Хаклӑ япаласене ҫухатнӑ хӗрарӑм пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Видеокамера объективне ҫамрӑках мар хӗрарӑм лекнӗ. Ют ҫын сумкине вӑл йӑтса кайма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑма паллакансене, вӑл ӑҫта пурӑннине пӗлекенсене ун пирки йӗрке хуралҫисене систерме ыйтаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи общежитисенчен пӗринче вӑйпитти арҫын хӗрарӑмӑн телефонне тата сумкине вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи каҫхине пулса иртнӗ. 50 ҫулти усал шухӑшлӑ ҫын 63 ҫулхи хӗрарӑм аллинчи телефона асӑрханӑ та ӑна туртса илнӗ. Унтан унӑн сумкине ярса илнӗ.
Пенсири хӗрарӑм пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Таврари вырӑнсене пӑхса тухнӑ май пенсионерка сумки кӳршӗри картишӗнче тупӑннӑ. Ӑна вӑрӑ урамра пӑрахса хӑварнӑ. Сумкӑра ним пахи те пулман. Тен, ҫавӑнпах вӑл унран хӑтӑлас тенӗ курӑнать.
Шалти ӗҫсен министерствин уголовлӑ шырав управленийӗн ӗҫченӗсем тата Ҫӗнӗ Шупашкарти полицейскисемпе пӗрле телефона вырнаҫтарма пултарнӑ точкӑна тупса палӑртнӑ. Кайран вӑрра та тупнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа темиҫе хутчен чайӑпланнӑ ҫын пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм тин кӑна паллашнӑ арҫынна ҫаратнӑ. Халӗ вӑл кӳнӗ тӑкака саплаштарнӑ ӗнтӗ.
Ҫак арҫын унпа паллашу сайтӗнче паллашнӑ. Хайхискер хӗрарӑма хӑнана чӗннӗ. Часах кил хуҫи ҫывӑрса кайнӑ. Ҫакӑнпа хӗрарӑм усӑ курнӑ та: 15 пин тенкӗ тӑракан телефонне йӑтса тухса кайнӑ. Арҫын кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Оперативниксем ҫав хӗрарӑма лартса кайнӑ таксиста шыраса тупнӑ. Ун хыҫҫӑн хӑйне те тытса чарнӑ. Арҫынна кӳнӗ такакшӑн вӑл укҫа тӳленӗ ӗнтӗ.
Ҫак хӗрарӑм – нумай ачалӑ амӑшӗ, унччен судпа айӑпланман. Калинин районӗн сучӗ ӑна 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта сутуҫӑра ӗҫленӗ хӗрарӑм лавккари укҫана тата унти пурлӑха вӑрланӑ. Пӗр кунтах мар. Пӗчӗкшерӗн. Темиҫе уйӑх хушшинче.
44 ҫулти хӗрарӑм лавккари пурлӑхшӑн яваплӑ пулнӑ. 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен вӑл лавккана 289 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, лавкка хуҫине — райпона. Ҫакӑн пек шутлаҫҫӗ тӗпчевҫӗсем.
Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм хӑй айӑпне йышӑннӑ. Тӑкакӑн пӗр пайне вӑл саплаштарнӑ.
Сутуҫӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. «Ку статьяпа айӑплакансене 6 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать», — пӗлтереҫҫӗ прокуратурӑн пресс-службинче.
Шупашкарта пӗр этем тара илнӗ хваттерти пурлӑха ҫаратнӑ. Йӑлтах мар-ха. Унти телевизора йӑтса тухса кайнӑ вӑл. Ҫухлрнӑ пурлӑха хуҫисем 25 пин тенкӗпе хакланӑ. Ӑна вӑрӑ Шупашкарти ломбардсенчен пӗрине кайса вырнаҫтарнӑ.
Телевизорсӑр юлнӑ хваттер хуҫи вӑрра шыраттарма пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем ӑна вӑрах шыраса тӑман. Пӗр каҫлӑха хвтатер тара илнӗ арҫын кил хуҫине салука паспорт парса хӑварнӑ иккен. Телевизор йӑтса тухса кайнӑскер унччен те темиҫе хут судпа айӑпланни паллӑ. Вӑл Комсомольски районӗнчен. 40 ҫулта. Вӑрӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна халӗ суда ярса панӑ.
бард.
Шупашкарта полици ӗҫченӗсем лавкка кассинчен укҫа вӑрланӑ ҫынна тытса чарнӑ. Магазин Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирхине арҫын суту-илӳ точкине чупса кӗнӗ. Касса апаратӗнчи укҫана сутуҫӑ умӗнчех кӑларса илнӗ. Темиҫе купюрӑна илме ӗлкӗрнӗ вӑл.
Кассӑри укҫана шутласа пӑхнӑ та арҫын 2,5 пин тенкӗ ҫаратса кайни палӑрнӑ.
Шупашкарти полицейскисем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑрӑ пӗр 20 минут маларах суту-илӳ точкине тепӗр икӗ ҫынпа кӗнине, вӗсем эрех туяннӑ. Ҫаратакан этем паллине мӗнпур наряд патне ҫитернӗ. Кӗҫех арҫына шыраса тупнӑ. Вӑл унччен те ҫавӑн пек усал ӗҫпе палӑрнӑскер иккен. Хӑйне тытса чарсан укҫана тавӑрса панӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе пакунлисем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкар хулинче видеокамерӑсем халӗ чылай вырӑнта пур. Вӗсене предприяти-организацисенче те вырнаҫтараҫҫӗ, урамсенче те йышлӑ. Урамрисенчен хӑшӗсем ӳкерекен информаци пакунлисем патне каять. Ҫав камерӑсем преступление палӑртма пулӑшаҫҫӗ.
Усал шухӑшпа ҫӳрекене нимӗн те чараймасть пуль ҫав. Шупашкарти икӗ ҫамрӑк камерӑсенчен пӗрне вӑрланӑ. Вӗсем Речников лапамӗнчи ҫурт ҫинчи камерӑна куҫ хывнӑ. Ӑна кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче каҫхи 7 сехет тӗлӗнче пӗҫертсе кайнӑ.
Урамри видеокамерӑна вӑрлаканӗсем 20-25 ҫулсенчи икӗ ҫамрӑк тесе шухӑшлаҫҫӗ. ЧР Шалти ӗҫсен министерствин Инстаграмӗнче каччӑсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтаранӑ.
Вӗсене пӗлекенсене 8(8352) 24-07-71 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |