Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Республикӑри прокуратура вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлать.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Леонид Григорьевич район хыснинче укҫа ҫителӗклӗ пулманнине пӗлсе тӑрсах подряд организацийӗпе стадион тумашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Вӑл Вӑрнарти ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ ҫумӗнче вырнаҫмалла пулнӑ. Контрактра палӑртнӑ укҫа виҫи — 30 миллион тенкӗ. Ӑна 15 кунра тумалла пулнӑ. Анчах укҫа ҫуккине пула ӗҫ чарӑнса ларнӑ.
Ҫав ҫулах пуҫлӑх подрядчикпе 2 миллион та 800 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ тесе алӑ пуснӑ. Анчах кун чухлӗ ӗҫ туман. 2015 ҫулта организаци 1 миллион та 900 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ, ун хыҫҫӑн унпа килӗшӗве татнӑ. Ҫапла майпа Вӑрнар районӗн хыснине пуҫлӑх 880 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Егоркино ялӗнче нимӗҫ овчарки вӑрӑ ҫулӗ ҫине лекме пулӑшнӑ.
Унти ял лавккине пӗр каҫхине такамсем чӳречерен кӗрсе апат-ҫимӗҫ ҫаклатса тухнӑ. Чӗнмен хӑнасем ҫимеллипе пӗрлех пылак апата та илнӗ, эрех-сӑра таврашне те тиркесе тӑман. Лавкка хуҫи йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, кукӑр ӑллисем 20 пине яхӑн тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Вӑрра шырама йӗрке хуралҫисем хӑйсен шанчӑклӑ тусне, «Мухтар» ятлӑ нимӗҫ овчаркине ертсе кайнӑ. Лавккана вӑрӑ чӳрече тимӗр решеткине касса кӗнине асӑрханӑ вӗсем. Ҫак ӗҫпе аппаланнӑ ҫыннӑн йӗрӗ ҫине кинологпа йытӑ часах лекнӗ. Пӗр километр шыраса кайсан вӗсем ялти пӗр киле пырса ҫитнӗ. Унта вӑрланӑ пурлӑха асӑрханӑ та. Пӗр пайне кил хуҫисем пахчана тухса пытарнӑ.
Кил хуҫийӗ 35 ҫулти, унччен судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм пулнӑ. Ун патӗнче хӑй пекех тахӑҫан суд тенкелӗ ҫинче пулнӑ хӑнасем пулнӑ. Вӗсенчен пӗри Етӗрне районӗнченех пырса ҫитнӗ. Эрех пӗтсе ҫитсен ҫавсем ялти лавккана ҫаратма шутланӑ.
Телевизорпа пӗлтерӳ курнӑ та 663 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Муркаш районӗнче пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм ҫак укҫана йӑлтах экстрасенса панӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм телевизор курнӑ чухне экстрасенс пулӑшу пани пирки пӗлтерӳ асӑрханӑ. Лешӗ йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшма хатӗр-мӗн.
Хайхи хӗрарӑм ун патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ унӑн ыйтӑвӗсене татса пама шантарнӑ. Ҫакна курнӑҫмасӑрах пурнӑҫлать-мӗн.
Укҫа тӳлесен ултавҫӑсем сеанс ирттернӗ. Унтан усал-тӗселрен сыхлакан япаласем туянма сӗннӗ. Ҫапла майпа ҫак хӗрарӑм пӗлтӗрхи ака-юпа уйӑхӗсенче «экстрасенса» 663 пин тенкӗ панӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе следстви тата оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ.
Вӑл Абхазире канма шухӑшланӑ. Анчах ҫунатлӑ ӗмӗчӗ ӑна ҫука хӑварнӑ. Арҫын тӗнче тетелӗпе усӑ курса укҫа-тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
59-ти арҫын кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче Абхазири санаторире канмалли путевка туяннӑ. Ӑна укҫа-тенкӗн пӗр пайне маларах тӳлеме ыйтнӑ.
Хайхи арҫын тӗнче тетелӗнчи ҫынна 25 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн лӑпках пурӑннӑ-ха вӑл. Утӑ уйӑхӗнче вӑл ҫав пансионатпа ҫыхӑнма шухӑшланӑ. Анчах лешсем пӗлтернӗ тӑрӑх, санаторий ҫурла уйӑхӗнче канмалли путевкӑшӑн тӳленӗ укҫана илмен. Тепӗр «санаторие» шӑнкӑравласан никам та тытман.
Йӗрке хуралҫисем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ултавҫӑсем ҫав санаторин суя сайтне йӗркеленӗ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн экс-ректорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ, тӳре приговор вуланӑ. Суд вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Экс-ректор должноҫри полномочипе ытлашшипе усӑ курнӑ, укҫа-тенке кӗсьене чикнӗ.
Следстви тата Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ректор 2007–2009 ҫулсенче хӑйне преми парасси пирки хушусем алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа вӑл кӗсйине 8 миллион та 600 пин тенкӗ чикнӗ.
Следстви умӗнхи следствире 11 том ӗҫ хатӗрленӗ, 30 ытла кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, бухгалтери экспертизи ирттернӗ.
Айӑпланнӑ ректор следстви вӑхӑтӗнче тӑкакӑн пӗр пайне, 3 миллион та 200 пин тенке, саплаштарнӑ. Суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, унӑн пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире 1,5 ҫул ларма тивӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн 50 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Аслӑ шкул элчи ун тӗлӗшпе тӑратнӑ тавӑҫа та (5 миллион та 400 пин тенкӗ) суд йышӑннӑ. Ҫапла айӑпланнӑ экс-ректорӑн урапине, ҫӗр лаптӑкне арестленӗ.
Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ йывӑҫ саккуна пӑсса каснӑ. Пӗтӗмпе 192 йывӑҫа йӑвантарнӑ вӑл.
Ку ӗҫре ӑна ял халӑхӗ пулӑшнӑ. Анчах халӑха улталанӑ вӑл. Йывӑҫсене касни саккунлӑ пулнине, унта йӗлтӗр йӗрӗ тумаллине каланӑ вӑл. Ҫапла пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче халӑх кар тӑрса 192 йывӑҫа — хыр, ҫӑка, вӗрене, юман — каснӑ. Вӗсене вӑл ял халӑхне пама шантарнӑ.
Халӗ должноҫри ҫыннӑн явап тытма тивӗ. Вӑл Ильинкӑри вӑрман хуҫалӑхне сиен кӳнӗ. Пӗтӗмпе 1,5 миллион тенкӗ тӑкак кӑтартнӑ. Следовательсем 30 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Велосипедпа тӗнче курса ҫӳрекен Никита Васильев халӗ Бурятие ҫитнӗ. Пӗр ялта чутах унӑн телефонне вӑрламан. Телее, гаджета тупма май килнӗ. Ӑна вӑрлани видеокамера ҫине лекнӗ, ӑна тупма полицейскисем пулӑшнӑ.
Ку утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Никита лавккана ҫӑкӑр илме кӗнӗ. Телефонне сумкине чикнӗ те велосипед ҫинчех хӑварнӑ. Вӑл лавккара пулнӑ чухне телефона йӑкӑртнӑ. Телефон ҫухалнине сиссенех Никита кун пирки патрульпе пост службин ӗҫченӗсене пӗлтернӗ.
Никита ҫак ӗҫе икӗ ҫамрӑк тума пултарнӑ тесе шухӑшланӑ. Лешсем лавккаран инҫех мар тӑнӑ. Пӗри ҫавӑнтах юлнӑ, лешӗ телефон вӑрлани пирки пӗлмен ахӑртнех. Ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ, тӗпченӗ. Вӑл пулӑшнипе вӑрра та тупнӑ. Вӑл — 13-ри ҫамрӑк. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем тӗрмере ларнӑ-мӗн. Хӑй вӑрланине йышӑнман. Анчах ҫакна видеокамера ҫирӗплетнӗ. Телефона вӑл тӗмӗ ӑшне пытарнӑ, 5 симкӑна та кӑларнӑ.
Телефона тупсан полицейскисем Никитӑна апатлантарнӑ, хӑна ҫуртне вырнаҫтарнӑ. Никитӑн ҫулӗ малалла Читана выртӗ. Унтан — Хабаровска, Владивостока. Хӗлле вӑл Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Азире пулӗ.
Мускавра пурӑнакан 81 ҫулти кинемей полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ултавҫӑсене аллине ҫакланнӑ-мӗн.
Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ӑна килти телефон ҫине палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер хӑйӗнпе тухтӑр тесе паллаштарнӑ. Арҫын ватӑскерӗн анализӗсем япӑх пулнине, унӑн чир аталанма пултарнине пӗлтернӗ. Унӑн сӑмахӗпе, кинемей кӗҫех вилет-мӗн.
«Тухтӑр» сиплев валли 210 пин тенкӗ тӑракан эмел илмеллине каланӑ. Укҫана счет ҫине куҫарсан курьер илсе килессине пӗлтернӗ.
Ватӑскер вилесрен хӑраса ӳкнӗ, арҫын каланӑ пек йӑлтах тунӑ. Анчах нимӗнле курьер та килмен. Вара тин вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ.
Полицейскисем ултавҫа тупнӑ. Вӑл – Чӑваш Енрен. 35 ҫулти арҫын суд сакки ҫине унччен те ларнӑ-мӗн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Халӗ тӗнче тетелӗнче ултамалли темӗн тӗрлӗ мел те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын та вӗсен аллине ҫакланнӑ.
Ултавҫӑсем халӑх тетелӗнчи аккунта ҫӗмӗрнӗ. Ҫавна пула 23-ри каччӑ шар курнӑ. Вӑл ултавҫӑсенчен хур курнине полицие пӗлтернӗ. Каччӑ каланӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче халӑх тетелӗнче ун патне аслӑ шкулта пӗрле вӗреннӗ хӗр ҫыру ҫырнӑ.
Ҫакскер каччӑран 9 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Анчах лешӗн ун чухлӗ укҫа пулман, 1800 тенкӗ ҫеҫ куҫарса панӑ. Ҫакскер пӗрле вӗреннӗ хӗр пулманнине кайран тин пӗлнӗ вӑл. Лешӗн йӑлтах йӗркеллӗ-мӗн. Халӑх тетелӗнчи унӑн страницине ҫӗмӗрсе кӗнӗ иккен.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫакнашкал тӗслӗх татах пулнӑ. Ун чухне 38 ҫулти хӗрарӑм ҫакланнӑ. Хӗрарӑм ултавҫӑсене счечӗ ҫине 25 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ.
Вӑрмар районӗнче вырӑнти потребкооперацин обществин аптекин заведующийӗнче тӑрӑшнӑ хӗрарӑма судпа айӑпланӑ. Алефтина Федорова фармацевта шаннӑ ют пурлӑха вӑрланӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе суда илсе ҫитернӗ.
Хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе 2015 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнчен тытӑнса 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗччен усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ. Пӗтӗмпе вӑл 500 пине яхӑн укҫана хӑйӗн кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ.
Аптека заведующийӗнче тӑрӑшнӑскер хӑйӗн айӑпне йышӑннине, тӑкакӑн пӗр пайне хӑй кӑмӑлӗпе саплаштарнине кура ӑна икӗ ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ, тӗрӗслев вӑхӑтне 1 ҫул та 8 уйӑхлӑха панӑ. Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ют укҫана куҫ хывнӑ тата хапсӑннӑ хӗрарӑма укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫре тӑрӑшма икӗ ҫуллӑха чарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |