Канаш районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен приючӗ йӳнӗ путевка илме тивӗҫ мар ачанах ун пеккине тыттарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӑтӑрмаха вӑл тӑрӑхри прокуратура асӑрханӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнса тӑракан приют ҫӑмӑллӑхлӑ путевка панӑ ачасенчен пӗри асӑннӑ учреждени ертӳҫин тӑванӗ пулнӑ иккен. Йӗрке тӑрӑх ӑна йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесенчи ачасене кӑна памалла. Асӑннӑ ача ун пек йыша кӗнине ҫирӗплетсе паракан хутсем пулман. Пуҫлӑх тӑванӗн ачи ҫуллахи лагерьте приют шучӗпе 21 кун каннӑ, путевка хакне 5 процент кӑна тӳлеттернӗ.
Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑрӑва халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе ҫирӗплетсе пама май килсен суда ярса парӗҫ.
Мускавра Чӑваш Енри 36 ҫулти арҫын пульницӑра вилнӗ. Унта вӑл Домодедовӑри лавккари ҫапӑҫу хыҫҫӑн лекнӗ.
Пӑтӑрмахӗ авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун икӗ арҫын лавккаран пӗр кӗленче эрех хӗстерсе тӑма пӑхнӑ. Анчах ҫакна хуралҫӑсем асӑрханӑ. Эрех вӑррисене кӗленчешӗн тӳлемелли пирки каланӑ. Йӑпӑр-япӑр татӑлас та ӗҫӗ пӗттӗр тес вырӑнне лешсем хирӗҫме пуҫланӑ. Сӑмах ҫине сӑмах — хуралҫӑсемпе вӑрӑсем ҫапӑҫсах кайнӑ.
Ку ӗҫе тӗпчекен йӗрке хуралҫисене ӗненсен, ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра пӗри лавккари грузчика лектернӗ. Лешӗ уншӑн ӑна хырӑмран темиҫе хутчен тапнӑ. Хытах аманнӑ 36-ри арҫын пульницӑна тепӗр кун ирхине кайнӑ. Анчах унта ӑна ҫӑлса хӑварайман. Вилмеллех суранлатнӑ тесе 19-ти грузчик тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ултавҫӑсем ҫынсене шахвӑртмалли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ мелсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Халӗ вӗсем ватӑ ҫынсем патне килеҫҫӗ те хӑйсемпе Пенси фончӗн ӗҫченӗ тесе паллаштараҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Любовь Степанова ултавҫӑсене хӑйӗн икӗ пенсине куҫарса панӑ. Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ун патне шӑнкӑравланӑ та Пенси фончӗн 2012 тата 2014 ҫулсемшӗн компенсаци тӳлемелли пирки каланӑ. Пӗтӗмпе — 18 пин те 670 тенкӗ.
Палламан ҫын банк карттин реквизичӗсене калама ыйтнӑ. Унтан Любовь Анатольевнӑн телефонӗ ҫине код ҫырнӑ СМС-ҫырусем килме пуҫланӑ. Ҫав палламан ҫын каллех шӑнкӑравланӑ та кодсене пӗлтерме каланӑ. Кинемей йӑлтах пӗлтернӗ. Кӑштахран карточка ҫинче пӗр пус та тӑрса юлман.
Халӗ ку ӗҫе полици тӗпчет. Кунашкал ултав пӗрре кӑна пулман. Пенси фончӗ ҫине тӑрсах асӑрхаттарать: унти специалистсем телефонпа нихӑҫан та шӑнкӑравламаҫҫӗ, кил тӑрӑх ҫӳремеҫҫӗ.
Тӑвай районӗнче пурӑнакан 31 тата 30 ҫулти пӗр тӑвансем колхоз шиферне пула ята кӗнӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн пӗр кунӗнче вӗсем вырӑнти ял хуҫалӑх кооперативӗн шиферне куҫ хывнӑ. Каҫ пулсассӑн, 22 сехет хыҫҫӑн, вӗсем ҫивиттие витмелли ҫав хатӗре йӑкӑртма кайнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем 21 шифер персе килнӗ. Укҫа ҫине куҫарса шутласан сумми нумаях та мар пек: тӑватӑ пин тенкӗ ытларах. Анчах халӗ пӗр тӑвансен ҫавна пула суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ. Вӗсене РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «а» пайӗпе ушкӑнпа каварлашса вӑрланӑшӑн явап тыттарӗҫ. Айӑплав хутне Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Йӗрке хуралҫисем пырса кӗрсен тӑвансенчен пӗри стройматериала сарай витме тиесе килнине йышӑннӑ.
Чӑваш полицейскийӗсем преступленисен серине кам тунине уҫӑмлатнӑ. Вӗсем пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫине-ҫинех пулнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗнче Улатӑр хулинче ҫынсене улталанӑ тӗслӗхсене шута илнӗ. Палламанскер ҫынсем патне шӑнкӑравланӑ та вӗсен тӑванӗ ҫул ҫинче инкеке лекни пирки пӗлтернӗ. Лешне пӑтӑрмахран кӑларас тесен укҫа кирлӗ-мӗн.
Ку вӑлтана пурте ҫакланман. Ҫапах палламан арҫынна ӗненекенсем тупӑннӑ. Оперативлӑ шырав ирттерсен ултавҫӑ кам пулни ҫиеле тухнӑ. Вӑл – 34 ҫулти арҫын, Самар облаҫӗнчи колонире ларать. Ҫакскер 24 ҫынна улталани пирки каласа кӑтартнӑ.
Ултавҫӑсем ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартмалли ҫӗнӗ меслет шыраса тупнӑ. Вӗсенчен тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ икӗ хӗрарӑм шар курнӑ ӗнтӗ.
Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче полицие 73 ҫулти хӗрарӑм килнӗ. Шупашкарта пурӑнаканскер кӑнтӑрла банкра пулнине, унта 90 пин тенкӗ илнине пӗлтернӗ. Киле утнӑ чухне ӑна арҫын хӑваласа иртсе кайнӑ, унӑн пӗр тӗрке укҫа ӳксе юлнӑ. Кинемей ӑна чӗннӗ, анчах лешӗ хӑнк та туман. Тӗркене тепӗр арҫын илнӗ, укҫана пайлама сӗннӗ.
Ҫав вӑхӑтра вӗсем патне леш арҫын таврӑннӑ. Вӑл кинемее тата арҫынна мӗнпур укҫине кӑтартма ыйтнӑ. Вӗсем пӗр пайне хӑйсене илнӗ тесе каланӑ. Хӑйӗн укҫине ҫӑмӑллӑнах паллать-мӗн вӑл: паллӑ тунӑ имӗш. Ҫапла майпа йӗксӗк кинемейӗн укҫине тӗрӗсленӗ чухне «шӳт банкӗ» укҫана чӑн-чӑннипе ылмаштарма ӗлкӗрнӗ. Ҫапла майпа кинемейӗн 67 пин тенкине йӑкӑртнӑ.
Ҫак мелпех Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫынна улталанӑ. Вӑл каланинчен ҫак ӗҫе ҫав йӗксӗксемех туни паллӑ.
Чӑваш Енри пӗр ҫын суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна ют ҫын килне кӗрсе кӑлпасси ҫинӗшӗн айӑпласшӑн.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 37 ҫулти арҫын ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн пӳртне кӗнӗ. Вӑл ун чухне ӳсӗр пулнӑ.
Хайхи арҫын пӳрте кӗнӗ, анчах унта никам та пулман. Нумай шухӑшласа тӑман вӑл — холодильник уҫнӑ. Унта пӗр татӑк кӑлпасси выртнӑ. Арҫын ӑна ҫисе янӑ. Тутӑ хырӑмпа хайхискер верандӑра ҫывӑрма выртнӑ.
Тӳре-шара киле ҫитсен арҫынна асӑрханӑ. Вӑл хӑнана кайма ыйтнӑ, анчах лешӗ итлемен. Ирӗксӗрех полицейскисене чӗнме тивнӗ.
Палӑртмалла: ҫак арҫынна 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче урапа вӑрланӑшӑн 1 ҫул та 4 уйӑхлӑха тӗрмене янӑ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсем хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнине полицейскисене пӗлтернӗ.
49 ҫулти хӗрарӑм телекуравпа экстрасенс пулӑшу сӗннине курнӑ. Вӑл рекламӑра кӑтартнӑ телефон номерӗпе «парапсихолога» шӑнкӑравланӑ. Лешӗ хӑйӗн яланхи юррине пуҫланӑ: хӗрарӑма питӗ вӑйлӑ пӑснӑ имӗш, ӑна пӗтермелле.
«Парапсихолог» пӑснине телефонпа калаҫсах илнӗ-мӗн. Хӗрарӑм тӑватӑ йӑлана ирттермешкӗн кӗсйинчен 150 пин тенкӗ ним мар кӑларса панӑ, усси пуласса шаннӑ. Хӑйне улталанине вӑл, шел те, кая юлса ӑнланнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче полицие 18 ҫулти хӗр пулӑшу ыйтма килнӗ. Халӗ тӗнче тетелӗнче шӑнман пӑр ҫине лартакан ултавҫӑ нумай. Тен, вӑл та вӗсен аллине ҫакланнӑ.
Хӗр халӑх тетелӗнчи пӗр ушкӑнра чаплӑ смартфон саккас панӑ. Вӑл официаллӑ компани сутаканнинчен самай йӳнӗрех пулни ҫамрӑкскере илӗртнӗ ахӑртнех.
Посылкӑна илсен ҫеҫ укҫа тӳлемелле пулнӑ. Хӗр ҫапла тунӑ та – 6,5 пин тенкӗ кӑларса хунӑ. Анчах курупкана уҫсан пике унта телефон вырӑнне стакан выртнине курнӑ.
Халӗ полицейскисем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Тен, ку упаковщик йӑнӑшӗ. Е пике ултавҫӑсен аллине лекнӗ? Унччен те кунашкал пӑтӑрмах пулнӑ-мӗн. Пӗр ҫын тӗнче тетелӗнчи саккаспа кирлӗ япала вырӑнне газлӑ пылак шыв илнӗ. Кайран фирма йӑнӑша тӳрлетнӗ.
Иртнӗ эрнере Шупашкарти 1-мӗш полици уйрӑмне 29 ҫулти хӗр пынӑ. Ӑна ултавҫӑҫем шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Хайхискер полицейскисене йӳнӗ путевка туянас тесе вӑл тата унӑн икӗ пӗлӗшӗ укҫа-тенкӗсӗр тӑрса юлни пирки каласа кӑтартнӑ.
Вӗсем хӑйне Раҫҫейӗн Испанири посольствин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ арҫынпа калаҫнӑ. Лешӗ укҫа куҫармалли счета пӗлтернӗ. Шупашкар ҫыннисем йӳнӗ путевкӑна ҫухатас темен — ултавҫа 33 пин те 700 тенкӗ куҫарса панӑ.
Йӳни йӳнеҫтерет. Ҫакна кайран ҫеҫ ӑнланнӑ вӗсем. Ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнкарсан хайхискерсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Йӗрке хуралҫисем тимлӗхе ҫухатмалла маррине пӗлтереҫҫӗ. Палламан ҫынсене укҫа куҫарса памалла марри ҫинчен тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |