Шупашкарти пӗр автоцентртан чирлӗ ачасем валли пухнӑ укҫа ешчӗкне йӑкӑртнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫамрӑка тӳрех тытса чарнӑ.
Ку кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Автоцентр ӗҫченӗсем ешчӗк ҫухални пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Темӗнле ҫамрӑк чирлӗ ачасем валли пухнӑ укҫа ешчӗкне фойерен йӑтса тарнӑ. Юрать, ӑна видеокамера ӳкерсе илнӗ. Ӑна пӑхсан ҫав каччӑ мӗнлерех пулнине палӑртнӑ.
Кӗҫех вӑрра ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ та тытса чарнӑ. 20 ҫулти каччӑ ҫумӗнче пӗтӗрсе чикнӗ укҫа тупнӑ. Пӗтӗмпе — 1000 тенкӗ ытларах. Вӑл вӑрланӑ ешчӗке ӑҫта пӑрахса хӑварнине полицейскисене кӑтартнӑ.
Чӑваш Енри виҫӗ хӗрарӑм сӑн ӳкерчӗкрен шикленсе банк карточки ҫинчи укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене вӗсем ӗнер пӗлтернӗ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм телефонӗ ҫине «Что будем делать с фото?» (чӑв. Сӑн ӳкерчӗкпе мӗн тӑвӑпӑр?) смс-ҫыру килнӗ. Унта сӑн ӳкерчӗк пӑхмалли каҫҫа кӑтартнӑ. Хӗрарӑм ҫав каҫҫӑпа кӗме хӑтланнӑ та телефонӗ хытса ларнӑ. Унтан ҫав номерпе ҫыхӑнтарнӑ банк картти ҫинчен 3 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-ри хӗрарӑм патне те ҫавӑн пекрех ҫыру килнӗ, сӑнӳкерчӗксене уҫласа илмелли каҫҫа кӑтартнӑ. Вӑл каҫӑпа иртсен банк счечӗ ҫинчен 4500 тенкӗ ҫӗтнӗ.
Шупашкарти 26-ри хӗрарӑм сӑнӳкерчӗкрен шикленнипе 33 пин тенкӗ ытла ҫухатнӑ.
Шупашкарти йӗрке хуралҫисене раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 16 сехетсенче Арбат текен районтан сӗтелпе тенкел ҫухалнине пӗлтернӗ. Хула администрацийӗ вырнаҫтарнӑ ҫав пурлӑх ҫӗтнине илтсен пакунлисем шырама пикеннӗ. Часах вӗсем вӑрӑ йӗрӗ ҫине тухнӑ.
Сакпа сӗтеле 40 ҫулти арҫын куҫ хывнӑ. Унччен судпа айӑпланнӑскер вӑрланӑ япаласене пӗрле пурӑнакан хӗрарӑм патне кайса лартнӑ. Кукӑр алӑлли йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, сакпа сӗтеле вӑл ҫав хӗрарӑма Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе парнелес тенӗ.
Шупашкарти Арбатран сакпа сӗтел хӗстерсе кайнӑ самантра арҫын самаях хӗрӗнкӗ пулни ҫиеле тухнӑ. Анчах ӳсӗрри те, савнине парнелес тени те ӑна яваплӑхран хӑтараймӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан хӗрарӑм тӗлӗшпе тунӑ преступление уҫӑмлатнӑ.
Ку ҫапла пулнӑ: 60 ҫулти хӗрарӑм хулари пӗр паркра арҫын ларнине курнӑ. Хайхискер ӑна хӗрхеннӗ, пулӑшма шухӑшланӑ. Хӗрарӑм арҫынна килне апатланма чӗннӗ.
Анчах хӑна ырӑ тунине ырӑпа тавӑрман. Хайхи арҫын кайнӑ хыҫҫӑн кил хуҫи хӗрарӑмӗ килтен ылтӑн эреш-алка ҫухалнине асӑрханӑ. Вӑл пӗр тӑхтамасӑр полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Полицейскисенчен пӗри кӑшт маларах цирк шапитора пулнӑ-мӗн. Ылтӑн эреш-алкана вӑрланӑ арҫынна вӑл шӑпах ҫавӑнта курнӑ иккен. Лешӗ сцена ҫинче номер кӑтартнӑ.
Вӑрӑ Астрахань облаҫӗнчен. 26 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл айӑпне тунман, анчах эреш-алкана тавӑрса пама хирӗҫленӗ. Ахӑртнех, вӗсене сутнӑ вӑл.
Ҫак арҫын 1 399 тенкӗ тӑракан парфюм шывне вӑрланӑ. Шупашкарти Калинин районӗн сучӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑнтӑрла Скворцов хушаматлӑ арҫын Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ «Магнит Косметик» лавккана кӗнӗ. Хайхискер «Lacost Natural» парфюм шывне кӗсьене чикнӗ те алӑк патне утнӑ. Сутуҫӑ ӑна таваршӑн тӳлеме ыйтнӑ, ку вара хӑлхине те чикмен.
Ҫакна пула унӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Мӗншӗн приговор ҫав тери ҫирӗп-ха? Нивушлӗ парфюм шывӗ вӑрланӑшӑн 7 ҫул кирпӗч шутламалла? Арҫынна ҫирӗп айӑплама сӑлтав пулнӑ-мӗн. Вӑл унччен судпа икӗ хутчен айӑпланнӑ.
Шупашкарта икӗ медсестрана чирлӗ ҫыннӑн картти ҫинчен укҫа илнӗ тесе шухӑшланӑран йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Шурӑ халатлисем 6 пин тенкӗ ытларах укҫана хӑйсен тунӑ.
Усал хыпара Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ.
47 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе пынӑ иккен. Вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Сипленсе тухнӑ хыҫҫӑн арҫын банк картти ҫухалнине асӑрханӑ. Унӑн кодне вӑл паспортра тытнӑ.
Арҫыннӑн укҫи вӑл пульницӑра сипленнӗ чух ҫухалнӑ иккен. Пӗтӗмпе 6 пин те 500 тенкӗ ҫӗтнӗ унӑн.
Тупрана 38 ҫулти икӗ медсестра вӑрланӑ иккен. Вӗсем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ, ҫапла хӑтланнишӗн ӳкӗннине палӑртнӑ.
Кукӑр алӑллӑ хӗрарӑмсем тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем часах пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Халӗ ӑна вӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта «Чӑвашкредитпромбанкӑн» уйрӑмӗн офисне ҫаратнӑ. Хыпара pg21.ru портал правӑна сыхлакан органсене ҫывӑх ҫӑлкуҫсем пӗлтерни тӑрӑх ҫӗркаҫ ҫырса кӑтартнӑ.
Порталта авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 19 сехет тӗлӗнче, «Чӑвашкредитпромбанкӑн» офисне хӗҫпӑшалланнӑ арҫын кӗрсе тӑнӑ. Офис Гагарин урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл Шупашкарти тӗп пасарпа юнашар. Хурах тӗксӗм хӑмӑр тӗслӗ камуфляжпа пулнӑ, питне медицина маскипе хупланӑ, пуҫне ҫыхнӑ хура калпак тӑхӑннӑ. Аллинче сунчӑк пулнӑ, ӑна вӑл хӑйӗн сӑнарне пытарма усӑ курма пултарнӑ.
Операциониста хӗҫ-пӑшалпа хӑратса вӑл 1,5 миллион тенкӗ йӑтса тухнӑ. Пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн хулара вӑрӑ-хураха тытмалли план йӗркеленӗ.
Хӗрсем ҫапла майпа укҫа ӗҫлесе илме шухӑшланӑ ахӑртнех. Анчах ҫӑмӑл мел вӗсене ырри патне илсе ҫитермен.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 16 ҫулти икӗ хӗре йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем мопед вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
28 пин тӑракан мопед кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнчех ҫухалнӑ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫыннин пулнӑ. Анчах мопед «ураланни» пирки вӑл полицие нумаях пулмасть ҫеҫ пӗлтернӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче ҫакӑ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: мопеда 16 ҫулти икӗ хӗр вӑрлама пултарнӑ. Траснпорта хӗрсенчен пӗрин гаражӗнче тупнӑ. Ӑна вӗсем сӳтнӗ. Хайхискерсем пайӗсене, двигателӗпе кустӑрмисене, сутма ӗлкӗрнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Владимир храмӗн турӑш лавккине ҫамрӑксем ҫаратнӑ. Полицейскисем вӑрӑсене тытса чарнӑ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ик ҫамрӑк турӑш лавккине кӗнӗ те кӗлӗ саккас панӑ. Каччӑсенчен пӗри сутуҫӑпа калаҫнӑ вӑхӑтра тепри сентре ҫинчи ешчӗке йӑтса кайнӑ. Унта вара халӑх пухнӑ укҫа пулнӑ. Пӗтӗмпе – 800 тенкӗ.
Сутуҫӑ ҫакна асӑрхасан полицие пӗлтермелли пускӑча пуснӑ. Ҫав вӑхӑтра чиркӳ старости тухнӑ, каччӑсем хыҫҫӑн чупнӑ. Пӗрне тытса чарма май килнӗ. Теприне, 17 ҫултине, тепӗр кунхине ярса илнӗ. Вӑл курупкана ҫул ҫинче пӑрахса хӑварнӑ.
Ҫав ҫамрӑксем профилактика шутӗнче тӑраҫҫӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарта банкомат ҫаратнӑ ҫынсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Мускавра пурӑнакан 28 ҫулти арҫын пӗлӗшӗпе лавккара вырнаҫнӑ банкомата ҫаратмалли план хатӗрленӗ. Вӗсем камерӑсене юрӑхсӑра кӑларнӑ, унтан банкомат алӑкне ҫӗмӗрнӗ те унтан 4 тимӗр кассета туртса кӑларнӑ. Вӗсенче 2 миллион та 318 пин те 500 тенкӗ пулнӑ.
Халӗ пуҫиле суда ярса панӑ. Палӑртмалла: ҫав арҫын Вологда облаҫӗнчи Камышин хула сучӗн приговорӗпе килӗшӳллӗн юсанмалли колонире ларать. Унта та вӑл ҫавнашкалах преступлени тунӑшӑн ҫакланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |