Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Музыка композицийӗн ӳнерӗнчи чӑваш халӑх юрри» ятпа ҫавра сӗтел иртӗ. Вӑл ыран, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 15 сехетре пуҫланӗ.
Ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннисем Л.И. Бушуеван «Чувашская народная песня в творчестве композиторов: композиторский фольклоризм, фольклорные «волны», жанр обработки» монографине сӳтсе явӗҫ. Кӗнеке 2021 ҫулта кун ҫути курнӑ.
Асӑннӑ ӗҫе, сӑмах май каласан, Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер енӗпе пашалӑх премине илме тӑратнӑ.
Ҫавра сӗтелте искусствоведени кандидачӗ Антонина Мордвинова тата ыттисе мтухса калаҫӗҫ.
Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 10 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш краевечӗсен регионсем хушшинчи форумӗ иртӗ. Ӑна Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Мероприятие Чӑваш Енри краведсен союзӗпе Наци вулавӑшӗ йӗркелӗҫ.
Пуш уйӑхӗн юлашки шӑматкунӗнче ҫулталӑка пӗтӗмлетме пуҫтарӑнас ырӑ йӑлана таврапӗлӳҫӗсем тахҫанах пуҫарса янӑ.
Форумра чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне упраса хӑварас, краеведенипе туризм ыйтӑвӗсене сӳтсе явӗҫ. Таврапӗлӳлӗхпе ҫыхӑннӑ, пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене тата чи маттур тӑван тавралӑх тӗпчевҫисене чыслӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вулавӑшӗнче аслӑ шкул преподавателӗн тата ҫыравҫӑн Елена Нарпин «Телей патне пин ҫухрӑм» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ.
Вӑл кӗнеке пӗлтӗр кун ҫути курнӑ. Ӑна аслӑ ӳсӗмри ачасем валли ҫырнӑ.
Хӑтлавра Николай Осипов литература тӗпчевҫи, Марина Карягина сӑвӑҫ тата тележурналист; Ольга Туркай ҫыравҫӑ, журналист; Римма Прокопьева ҫыравҫӑ тата «Халӑх шкулӗ» журнал редакторӗ, Ольга Австрийская Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, Лариса Петрова «Хыпар» хаҫат журналисчӗ тата аслӑ шкута ӗҫлекенсем тухса калаҫнӑ.
Чӑваш Енри тата темиҫе ҫынна нумаях пулмасть «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ.
Ҫав йышра — халӑх ӳнер промыслисен ӑсти, Чӑваш Енри ремесленниксен гильдийӗн пайташӗ Любовь Вазюкова; Чӑваш Республикин Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн директорӗн ҫумӗ Наталия Мисина; республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министӗн ҫумӗ Надежда Павлова. Надежда Ивановна патшалӑх службинче чӗрӗк ӗмӗр ытла ӗҫлет.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшӗнче кӗнеке фондне ҫӗнетме палӑртнӑ. Ҫак ӗҫ валли 1 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Муркаш муниципаллӑ округӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вулавӑша ҫӗнӗ кӗнекесем ҫитме те пуҫланӑ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви, ҫавӑн пекех Раҫҫейпе паллӑ «Эксмо», «Треола» йышши издательствӑсем кӑларнӑ кӗнекесем. Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекисене илес пулсан Муркаш тӑрӑхӗнчи вулавӑш Елена Нарпи, Николай Ишентей, Ева Лисина тата ытти авторсен кӑларӑмӗсене суйланӑ.
Кӗнеке фондне ҫӗнетес ӗҫ «Культура» наци проекчӗ шайӗнче пурнӑҫланать.
Чӑваш Наци библиотекинчи «Аталану» ассоциацийӗн «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» ушкӑнри ачасен черетлӗ тӗлпулӑвӗ иртнӗ.
Наци библиотекин тӗп специалисчӗ Вера Архипова пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем тӑванлӑх сӑмахӗсене аса илнӗ, унтан «Аннене эп пулӑшатӑп» сӑвӑ каласа пахча-ҫимӗҫе ҫуса тасатса шуратнӑ, туранӑ пек туса вӗсен ячӗсене каланӑ. Чӑваш пуканине ҫывӑрттарса янӑ май Петӗр Хусанкайӑн «Сӑпка юррине» вӗреннӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ хутран амӑшӗсем валли парне ӑсталанӑ.
Шӑпӑрлансем Чӑваш тӗррин куравӗнче пулса курнӑ, ӑстасен ӗҫӗсене сӑнаса тӗллӗннӗ.
Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Чӑваш романсӗ» ятпа лекци ирттернӗ.
Лекторӗ – Чӑваш Республикин культурӑпа ӳнер институчӗн кафедри доценчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Алиса Агакова.
Пухӑннисене вӑл чӑваш музыкин хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, чӑваш романсӗпе паллаштарнӑ. Малтанхи чӑваш романсӗсене Александр Пушкинпа Михаил Лермонтов хайлавӗсене чӑвашла куҫарса йӗркеленӗ.
Лекцие Филипп Лукинӑн, Григорий Хирпӳн, Виктор Ходяшевӑн, Олимпиада Агакован, Григорий Анчиковӑн, Аристарх Орлов-Шуҫӑмӑн хайлавӗсем пуянлатнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Серебряный век» (чӑв. Кӗмӗл ӗмӗр) галерейинче Викентий Лукияновӑн «С любовью к Родине» (чӑв. Тӑван ҫӗршыва юратса) куравӗ уҫӑлнӑ.
Пултаруллӑ пейзажист — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейри Художниксен союзӗн пайташӗ.
Светлана Гордеева ҫыравҫӑ тата художник халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Каҫал тӑрӑхӗнчи ҫав ӑстана чӑваш Шишкинӗ теҫҫӗ. Унӑн ӳкерчӗкӗсенче хӗвел анса ларнӑ вӑхӑтри илем, ылтӑн тӗспе кашлакан тулӑ уй-хирӗ, Атӑлпа Кӗтнен хӑйӑрлӑ ҫаранӗсем сӑнланнӑ.
Курава каҫалсен «Кӗтне» ентешлӗхне йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш Енӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Кӗнеке парнелемелли пӗтӗм тӗнчери куна халалласа ҫыравҫӑсем пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, поэт, прозаик, драматург Лидии Сарине; ача-пӑча ҫыравҫи Алевтина Корочкова; Чӑваш кӗнеке издательствин ача-пӑча литературин редакторӗ Ольга Федорова пулнӑ.
Вӗсем тата вулавӑш тусӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса библиотекӑна 1200 ытла кӗнеке парнеленӗ. Ҫав шутра илемлӗ литература ҫеҫ мар, аслисем валли те.
Кӗнеке пуххине 10 ҫемьери ачасене парнеленӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Хальхи чӑваш лирики» лекци иртӗ. Лекторӗ – Ольга Скворцова, филологи наукисен кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ.
Ольга Владимировна хальхи вӑхӑтри паллӑ чӑваш поэчӗсен пултарулӑхӗпе, вӗсем чӑваш литературине епле тӳпе хывнипе паллаштарӗ, XXI ӗмӗрте чӑваш лирики епле аталаннине, унӑн хӑйнеевӗрлӗхне тишкерӗ.
Мероприяти вулавӑшӑн конференц-залӗнче 14:00 сехетре пуҫланӗ. Кӑмӑл пуррисене унта пурне те кӗртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |