Ыран, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Вера Кузьмина» кӗнеке-альбома хӑтлӗҫ.
СССР халӑх артисткин, Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннин, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауеачӗ, «Ылтӑн маска» Пӗтӗм Раҫҫейри театр премийӗн лауреачӗ Вера Кузьмина (16.11.1923 – 22.10.2021) ҫинчен хатӗрленӗ ӗҫе Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути кӑтартнӑ.
Пултаруллӑ артистка Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 150 ытла сӑнара калӑпланӑ.
Вера Кузьминана темиҫе хутчен орденпа чысланӑ. Ҫав шутра – «Халӑхсен туслӑхӗ», «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденсем, Хисеп орденӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Арҫури» поэмӑпа ҫыхӑннӑ документпа ӳнер куравӗ ӗҫлет. «Параллели: мифы и легенды в поэзии» (чӑв. Параллель: Поэзири мифсемпе легендӑсем) ят панӑскере чӑваш литературин классикӗ, педагог тата этнограф, Михаил Фёдоров ҫуралнӑранпа 175 ҫул, унӑн «Арҫури» поэмине ҫырнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Курава уҫма ӑслӑлӑх, культура, ӳнер ҫыннисем, журналистсем хутшӑннӑ.
Филологи наукисен докторӗ Виталий Родионов Михаил Фёдоровӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, вӑл чӑваш литературине епле витӗм кӳни ҫинчен асӑнса хӑварнӑ.
Чӑваш Респубикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Сармантей» кӗнеке ҫинчен пӗчӗк вулакансене каласа кӑтартнӑ.
Иван Яковлевӑн «Сармантей» сӑрласа илемлетмелли кӗнекипе хулари 75-мӗш ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансене паллаштарнӑ.
Асӑннӑ кӗнекене Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа кун ҫути кӑтартнӑ. Вӑл ҫӗнӗ чӑваш алфавитне йӗркелекенӗ, чӑвашсем валли чӑваш тата вырӑс чӗлхи учебникӗсене хатӗрленӗ, куҫаруҫӑ пулнӑ, чӑваш фольклорне пухнӑ.
Вулавӑшӑн краеведнипе наци литературин пайӗн заведующийӗ Эвелина Малеева кӗнеке ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Кӗнеке художникӗ – Светлана Бритвина.
Малтанласа кӗнекене чӑвашла ҫеҫ пичетленӗ. 2005 ҫулта ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑвашла тата вырӑсла кун ҫути кӑтартнӑ. Халӗ вара ӑна сӑрласа илемлетмелли кӗнеке евӗр пичетленӗ.
Чӑваш Енӗн наци библиотекин «Варкӑш» клубӗнче ӗнер «Сухви сехмечӗсем» кӗнекене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, издательствӑра ӑна «Алран алла» ярӑмпа кун ҫути кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ ярӑмпа унччен виҫӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӗсене пурне те Галина Антонова редактор пухса, редакцилесе хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма Микиш Павӑлӗн, Петӗр Львовӑн, Виталий Енӗшӗн, Геннадий Мальцевӑн, Григорий Лучӑн пысӑках мар сатирӑллӑ хайлавӗсем, Николай Мартыновӑн, Юлия Силэмӑн, Нелли Петровскаян калавӗсем тата Александр Угольниковӑн повеҫӗ кӗнӗ. Вӗсем — совет саманинче ҫуралса ӳснӗ ҫыравҫӑсем.
«Варкӑш» клуба пухӑннисене Галина Антонова пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ятсене манӑҫа кӑларас мар тесе ҫӗнӗ кӗнекене кӗртнӗ. «Пӗрлехи сборниксенче те пулин вӗсем ҫинчен аса илтерес килет», — тенӗ вӑл.
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Атнер Хусанкай учёнӑйӑн 75 ҫулхи юбилейне халалласа «Язык, филология и феномены чувашской культуры» (чӑв. Чӗлхе, филологи тата чӑваш культурин палӑрӑмӗсем) ятпа ҫавра сӗтел иртӗ.
Унта Виталий Родионов, Галина Семёнова профессорсем, филологи наукисен кандидачӗсем Геннадий Дегтярёв, Алевтина Долгова тата Эдуард Лебедев, искусствоведени кандидачӗ Антонина Мордвинова, истори наукисен кандидачӗ Алексей Леонтьев туха калаҫӗҫ.
Атнер Хусанкай 1948 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ.
Чӑваш Енӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ социаллӑ тата культура проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫавна май унта чӑвашла ҫутӗҫ программи хатӗрлӗҫ.
«Родной язык чувашской сказки» (чӑв. Чӑваш юмахӗн тӑван чӗлхи) проект «Лукойл» организаци Владимир, Вологда, Ярославль облаҫӗсенче, Мари Эл, Мордва Респуликинче, Чӑваш Енре ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ.
Грант укҫипе вулавӑш «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем = Щебет ласточек» ҫутӗҫ программине хатӗрлӗ. Вӑл шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли пулӗ. Ӑна чӑваш халӑх юмахӗсене тӗпе хурса пукане юмахӗ лартма 7 сценари хатӗрлӗҫ.
Чӑваш Енӗ Наци вулавӑшӗнче «Асамлӑ тӗрӗ» чӑваш тӗррин куравӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
Вӑл клуб 10 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Библиотекӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫулсенче 200 ытла ҫынна тӗрлеме вӗрентсе кӑларнӑ.
Клуба Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Тӗнсӗр ялӗнче ҫуралнӑ Евгения Жачева хутшӑннипе пуҫарса янӑ. Клуба вӑл 5 ҫул ертсе пынӑ.
Халӗ клуба Надежда Кузнецова ӑста ертсе пырать. Заняти кӗҫнерникунсерен иртӗ.
Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче республикӑри писательсен тата журналистсен союзӗсене йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа конференци иртӗ.
Мероприятие библиотекӑн акт залне (вӑл 4-мӗш хутра вырнаҫнӑ) йыхравлаҫҫӗ. Конференци 10 сехетре пуҫланӗ.
Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче Зинаида Иванован «Пчёлка. Пыл хурчӗ» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, хайлав пуххине вырӑсла тата чӑвашла кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли хатӗрленӗ. Кӑларӑма икӗ юмах – «Пыл хурчӗ» тата «Икӗ улмуҫҫи» – кӗнӗ. Вӗсене чӑвашла Ольга Иванова куҫарнӑ.
Зинаида Ивановна чылай вӑхӑт Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче вӑй хунӑ.
Хӑтлава Зинаида Ивановӑн мӑшӑрӗ те – Геннадий Иванов-Орков паллӑ искусствовед, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Галина Антонован «Ҫил ҫинчи турат» кӗнеке хӑтлавне ирттерӗҫ. Кун пирки ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хӑтлав 16 сехетре пуҫланӗ. «Пурне те хапӑл туса кӗтетӗп», — тесе ҫырнӑ автор.
Аса илтерер: Галина Алексеевна Вӑрнар районӗнчи Витӗртухан Ялтӑра (Аҫӑм-Ҫырми) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Республикӑри хаҫатсенче чылай ҫул ӗҫленӗ, 2006 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хурать. Маларах унӑн «Хамӑркка», «Чӑваш», «Его звали Чуваш», «Курак тӑманӗ», «Мӑшӑр ҫунат», «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец», «Ҫураҫми кӳршӗсем. Недружные соседи» кӗнекисем пичетленсе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |