Муркаш муниципаллӑ округӗнчи А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшӗнче кӗнеке фондне ҫӗнетме палӑртнӑ. Ҫак ӗҫ валли 1 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Муркаш муниципаллӑ округӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вулавӑша ҫӗнӗ кӗнекесем ҫитме те пуҫланӑ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви, ҫавӑн пекех Раҫҫейпе паллӑ «Эксмо», «Треола» йышши издательствӑсем кӑларнӑ кӗнекесем. Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекисене илес пулсан Муркаш тӑрӑхӗнчи вулавӑш Елена Нарпи, Николай Ишентей, Ева Лисина тата ытти авторсен кӑларӑмӗсене суйланӑ.
Кӗнеке фондне ҫӗнетес ӗҫ «Культура» наци проекчӗ шайӗнче пурнӑҫланать.
Чӑваш Наци библиотекинчи «Аталану» ассоциацийӗн «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» ушкӑнри ачасен черетлӗ тӗлпулӑвӗ иртнӗ.
Наци библиотекин тӗп специалисчӗ Вера Архипова пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем тӑванлӑх сӑмахӗсене аса илнӗ, унтан «Аннене эп пулӑшатӑп» сӑвӑ каласа пахча-ҫимӗҫе ҫуса тасатса шуратнӑ, туранӑ пек туса вӗсен ячӗсене каланӑ. Чӑваш пуканине ҫывӑрттарса янӑ май Петӗр Хусанкайӑн «Сӑпка юррине» вӗреннӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ хутран амӑшӗсем валли парне ӑсталанӑ.
Шӑпӑрлансем Чӑваш тӗррин куравӗнче пулса курнӑ, ӑстасен ӗҫӗсене сӑнаса тӗллӗннӗ.
Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Чӑваш романсӗ» ятпа лекци ирттернӗ.
Лекторӗ – Чӑваш Республикин культурӑпа ӳнер институчӗн кафедри доценчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Алиса Агакова.
Пухӑннисене вӑл чӑваш музыкин хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, чӑваш романсӗпе паллаштарнӑ. Малтанхи чӑваш романсӗсене Александр Пушкинпа Михаил Лермонтов хайлавӗсене чӑвашла куҫарса йӗркеленӗ.
Лекцие Филипп Лукинӑн, Григорий Хирпӳн, Виктор Ходяшевӑн, Олимпиада Агакован, Григорий Анчиковӑн, Аристарх Орлов-Шуҫӑмӑн хайлавӗсем пуянлатнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Серебряный век» (чӑв. Кӗмӗл ӗмӗр) галерейинче Викентий Лукияновӑн «С любовью к Родине» (чӑв. Тӑван ҫӗршыва юратса) куравӗ уҫӑлнӑ.
Пултаруллӑ пейзажист — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейри Художниксен союзӗн пайташӗ.
Светлана Гордеева ҫыравҫӑ тата художник халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Каҫал тӑрӑхӗнчи ҫав ӑстана чӑваш Шишкинӗ теҫҫӗ. Унӑн ӳкерчӗкӗсенче хӗвел анса ларнӑ вӑхӑтри илем, ылтӑн тӗспе кашлакан тулӑ уй-хирӗ, Атӑлпа Кӗтнен хӑйӑрлӑ ҫаранӗсем сӑнланнӑ.
Курава каҫалсен «Кӗтне» ентешлӗхне йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш Енӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Кӗнеке парнелемелли пӗтӗм тӗнчери куна халалласа ҫыравҫӑсем пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, поэт, прозаик, драматург Лидии Сарине; ача-пӑча ҫыравҫи Алевтина Корочкова; Чӑваш кӗнеке издательствин ача-пӑча литературин редакторӗ Ольга Федорова пулнӑ.
Вӗсем тата вулавӑш тусӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса библиотекӑна 1200 ытла кӗнеке парнеленӗ. Ҫав шутра илемлӗ литература ҫеҫ мар, аслисем валли те.
Кӗнеке пуххине 10 ҫемьери ачасене парнеленӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Хальхи чӑваш лирики» лекци иртӗ. Лекторӗ – Ольга Скворцова, филологи наукисен кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ.
Ольга Владимировна хальхи вӑхӑтри паллӑ чӑваш поэчӗсен пултарулӑхӗпе, вӗсем чӑваш литературине епле тӳпе хывнипе паллаштарӗ, XXI ӗмӗрте чӑваш лирики епле аталаннине, унӑн хӑйнеевӗрлӗхне тишкерӗ.
Мероприяти вулавӑшӑн конференц-залӗнче 14:00 сехетре пуҫланӗ. Кӑмӑл пуррисене унта пурне те кӗртӗҫ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче пирӗн республикӑра тава тивӗҫлӗ ята илнисен йышӗ хушӑннӑ.
Культура отраслӗнче тӑрӑшакансене илсен,«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗнчи «Нарспи» клубӑн «Сарпике» халӑх ташӑ ансамблӗн балетмейстерне Алиса Лукинана, Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю. Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑшӑн йӗркелӳпе меслетлӗх пайӗн заведующине Ольга Федотовӑна, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗн секторӗн заведующине Светлана Филатовӑна панӑ.
Шупашкарти вулавӑшсем ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем час-часах ирттереҫҫӗ. Калем ӑстисемпе курнӑҫма ачасене йыхравлаҫҫӗ. Чӑваш Республикин Л.Н. Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшне нумаях пулмасть Раиса Воробьева поэта чӗннӗ.
Мероприятие хулари 2-мӗш ача-пӑча пахчине ҫӳрекенсем пырса ҫитнӗ. Пӗчӗкскерсем поэтӑн шкул ҫулне ҫитмен ачасем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ «Лера теттисем: сӑвӑсем. Игрушки Леры: стихи» кӗнекине аслисем пулӑшнипе тишкернӗ.
Поэт шӑпӑрлансене хӑйӗн ҫинчен те каласа кӑтартнӑ, хӑйӗн «Асамлӑ вӑрманта. В волшебном лесу», «Чарусӑр ҫерҫисем. Шумные воробушки», «Чи лайӑх тетте. Самая лучшая игрушка» сӑввисене вуласа панӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри темиҫе ҫынна хисеплӗ ятсем пама йышӑннӑ.
Культура отрасльне илсен, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекен Михаил Мокшанов артист-вокалист «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята тивӗҫнӗ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑ ялӗнчи «Чемен» халӑх фольклор ансамблӗн ертӳҫине Анатолий Гаврилова, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти вулавӑшӑн заведующине Татьяна Кирилловӑна, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп художникне Лариса Комиссаровӑна, Вӑрнарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавательне Зоя Табаковӑна пама йышӑннӑ.
Шупашкарти 20-мӗш шкулта вӗренекенсемпе паллӑ чӑваш халӑх писателӗн Денис Гордеевӑн хӗрӗ Светлана Гордеева тӗл пулнӑ. Ӑна республикӑн Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ йӗркеленӗ.
Светлана Денисовна — поэт, художник тата журналист. Вӑл ачасем валли ҫырма юратать. Унӑн кӗнекисенчен ҫаксене асӑнса хӑвармалла: «Верить в чудеса = Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчи», «Веселая карусель = Хаваслӑ карусель», «Карҫинкари кӑмпасем = Корзинка с грибами», «Элик и его друзья», «Буквы в букете».
Икӗ чӗлхепе пичетленнӗ ҫав кӗнекесене хитре ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Поэт ачасен нумай ыйтӑвне хуравланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |