
Чӑваш наци вулавӑшӗ буфет уҫас кӑмӑллине пӗлтерет.
Культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, пӗчӗк те хӑтлӑ кафе уҫасшӑн. Ун валли арендатор шыраҫҫӗ.
Кафе 17 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнӗ.
Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен +7(8352) 23-02-17 (хушма номер 107) телефонпа шӑнкравлама сӗнеҫҫӗ.

Кӑҫал паллӑ тюрколог, 17 томлӑ чӑваш чӗлхи словарне пухса хатӗрленӗ, СССР Наука академийӗн член-корреспонденчӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 155 ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ «Корифей чувашской филологии» онлайн-ивкторина ирттерет.
Николай Ашмарин чӑваш халӑхӗн культурипе вӗрентӗвне нумай тӳпе хывнӑ. Мускаври тухӑҫ чӗлхесен институтӗнче вӗреннӗ. Вӑл чӑваш чӗлхине нумай тӗпченӗ, унтан вӑл 17 томлӑ чӑваш чӗлхи словарьне пухса хатӗрленӗ. Вӑл кӑларӑм чӗлхе пӗлӗвӗнче питех те пӗлтерӗшлӗ.

Паян Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Алексей Кулешовпа тӗлпулу иртӗ.
33-ри ҫамрӑк арҫын Кӑнтӑр Африкӑра пулса курни ҫинчен каласа кӑтартӗ. Тӗрӗссипе, вӑл 119 ҫӗршывра пулнӑ, Раҫҫейӗн кашни регионне тенӗ пек ҫитсе курнӑ. Алексей пилӗк континентра пурӑннӑ, Япӑх пӳртсенче чухӑнсем хӗсӗнсе пурӑнакан вырӑнсенче тата керменсенче пурӑнса пӑхнӑ. Ҫамрӑк арҫыннӑн чи юратнӑ регионӗсенчен пӗри — Кӑнтӑр Африка. Ҫавӑнпа вӑл унта пӗрмай каять.

Паян Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Алексей Кулешовпа тӗлпулу иртӗ.
33-ри ҫамрӑк арҫын Кӑнтӑр Африкӑра пулса курни ҫинчен каласа кӑтартӗ. Тӗрӗссипе, вӑл 119 ҫӗршывра пулнӑ, Раҫҫейӗн кашни регионне тенӗ пек ҫитсе курнӑ. Алексей пилӗк континентра пурӑннӑ, Япӑх пӳртсенче чухӑнсем хӗсӗнсе пурӑнакан вырӑнсенче тата керменсенче пурӑнса пӑхнӑ. Ҫамрӑк арҫыннӑн чи юратнӑ регионӗсенчен пӗри — Кӑнтӑр Африка. Ҫавӑнпа вӑл унта пӗрмай каять.

Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗнче Николай Мордяков (Мӑрчак Кули) сӑвӑҫӑн «Юр ҫийӗн кӑвар» кӗнекине пахаланӑ. Кун пирки Марина Карягина журналист, поэт халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Тавралӑха тӗлӗнекен ача куҫӗпе пӑхма манман ӳнерҫӗн, сӑвӑҫӑн шухӑшлавӗпе тӗнчекурӑмӗ хӑйне евӗрлӗ, ҫавӑнпах ӗнтӗ унӑн йӗркисенче — кӗтмен танлаштару, илемлӗ сӑнарлӑх, тарӑн шухӑш...», — ӑшшӑн паллаштарнӑ виҫӗ йӗркерен тӑракан сӑвӑсен автор пултарулӑхӗпе Марина Карягина.

Пирӗн республикӑра купсасен пурнӑҫӗпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӑл «История купечества Чувашии» ятлӑ.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 14 сехетре, ҫав кӑларӑма Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче хӑтлама пуҫтарӑнӗҫ. Унта ӑслӑлӑх, вӗрентӳ, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем пырса ҫитмелле.
Чӑваш Енри купсасен паллӑ династийӗсен йышӗнче Астраханцевсем, Ефремовсем, Волчковсем, Забродинсем, Таланцевсем тата ыттисем пур. Вӗсем культурӑпа экономика аталанӑвне нумай тӳпе хывнӑ. Апла пулин те купсасен историне хальччен тарӑннӑн та тӗплӗн тӗпчемен иккен.

Шупашкарта пурӑнакан 99 ҫулти ватӑ, вӑрҫӑ ветеранӗ,нумай ҫул тухтӑр пулса ӗҫленӗ, тӗп врач та пулнӑ Михаил Сорокин паян та вулавӑша ҫӳреме юратать.
Михаил Григорьевича библиотекӑна хӑй тӗллӗн кайса килме йывӑртарах. Ҫавӑнпа ӑна хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем илсе кайса килнӗ.
«Ӑслӑ, пурне те астӑвакан ҫынпа вӑхӑта ирттерме мана питех те кӑҫӑклӑ пулчӗ», — каласа кӑтартнӑ центр специалисчӗ Татьяна Васильева.

Ҫӗмӗрле хулинче модельлӗ вулавӑш уҫӑлнӑ. Унӑн дизайнне вырӑнти ӳнерҫӗ Сергей Разгудаев хатӗрленӗ.
Унта хӑтлӑ та хӑйне евӗр стильлӗ. Вуламалли зона, интернета тухмалли май туса панӑ ӗҫ вырӑнӗсем, ача-пӑча кӗтесӗ тата мероприятисем ирттермелли вырӑн пур.
Фасада росписьпе илемлетни, интерьерлӑ панносем, стенасем ҫинчи живопиҫ – ҫаксене йӑлтах Сергей Разгудаев хатӗрленӗ.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Хавхалану» клуб ҫуллахи кану хыҫҫӑн каллех поэзие юратакансене пуҫтарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ.
Унта иртсе кайнӑ уйӑхра ҫуралнӑ сӑвӑҫсене чыслаҫҫӗ. Хальхинче вара пурнӑҫран уйрӑлса кайнисене те асӑннӑ, вӗсен сӑввисене вуланӑ.
Авӑн уйӑхӗнче Валем Ахун, Трубина Мархви, Александр Артемьев, Мӗтри Кипек, Стихван Шавли, Фёдор Павлов тата ытти сӑмах ӑсти ҫуралнӑ. Ҫав шутра Петӗр Яккусен те.
«Хавхалану» клубӑн черетлӗ ларӑвне юпа уйӑхӗн виҫҫӗмӗш кӗҫнерникунӗнче ирттерме палӑртаҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Ачасен чи ҫывӑх тусӗ» ятлӑ куҫса ҫӳрекен куравне йркеленӗ. Экспозицие Николай Ытарай ача-пӑча ҫыравҫин пурнӑҫӗпе тата пултарулахӗпе паллаштарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче тухса калаҫакансем хушшинче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Надежда Ефремова-Ильина та пулнӑ. Вӑл Н.В. Васильев (Ытарай) пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа панӑ. Николай Ытарай пултаруллӑ ача-пӑча ҫыравҫи кӑна мар, тӑван халӑх сӑмахлӑхне ырми-канми пуҫтаракан пулни, Ытарай Тӗпчев институчӗн штатра тӑман ӗҫченӗ пулнӑ май комплекслӑ фольклор экспедицийӗсене тулай чӑвашӗсем патне тухса ҫӳрени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кун пирки институтра пӗлтернӗ.
