Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Аркадий Лукина халалласа поэзи сехечӗ ирттернӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.03.2024 04:18 | 3434 хут пӑхнӑ
Персона
alikovo-bib.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
alikovo-bib.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри паллӑ ҫыравҫӑ, Чӑваш АССР тата Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Аркадий Лукин ҫуралнӑранпа паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 90 ҫул ҫитет. Ҫавна май Элӗкри тӗп вулавӑшра «Аркадий Лукин – чӑваш поэчӗ» поэзи сехечӗ иртнӗ. Аркадий Лукинӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе библиотека ӗҫченӗсем паллаштарнӑ. Уяв каҫӗнче ентешӗн сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем хайланӑ юрӑсем те янӑранӑ.

Аркадий Лукин Элӗк районӗнчи Лутра Пакӑш ялӗнче 1934 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен район хаҫатӗнче ӗҫленӗ. Тӗп комсомол шкулӗнче журналистика курсӗнче тата СССР Писательсен союзӗн Аслӑ литература курсӗнче вӗреннӗ. Унтан Чӑваш кӗнеке издательствинче консультантра тата аслӑ редакторта, «Тӑван Атӑл» тата «Ялав» журналсенче ӗҫленӗ.

#ят-сум, #юбилейсем, #ҫыравҫӑсем, #вулавӑшсем, #астӑвӑм, #Лутра Пакӑш, #Элӗк районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 3618.07.1261
2024.03.23 07:04
Маттурсем, элĕксем!
Аркадий Лукина манма юрамасть! Вăл питĕ лайăх лирик-поэт тата питĕ лайăх Çын пулнă. Тăван тăрăхне питĕ юрататчĕ Аркадий Васильевич!..
Питĕ шел, нумай пурăнаймарĕ пултаруллă сăвăçăмăр...
Шупашкарта та ирттермелле А.Лукинăн асăну каçне. Анчах та КАМ йĕркелет ăна?..
Валери ТУРКАЙ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем