Муркаш районӗнчи Москакасси ялӗнче пурӑнакан Неонила Белова 105 ҫул тултарнӑ. Вӑл халӗ 6 ачипе, 10 мӑнукӗпе, 22 кӗҫӗн мӑнукӗпе, вӗсен 3 ачипе савӑнса пурӑнать.
Неонила Белова колхозра ӗҫленӗ, унтан вӑрҫӑ пуҫланнӑ. 2 ҫулти Аримӑна талӑклӑха, е ытларахлӑха хӑварса окоп чавма кайнӑ. «Вӑл – тӗслӗх. Унӑн мӗн чухлӗ вӑй-хал. Вӑл нихӑҫан та хуҫӑлмасть», - теҫҫӗ ун пирки тӑванӗсем.
Ватӑскер кунсерен хусканусем тӑвать: картлашкапа 8 хут анса хӑпарать. Ҫапла вӑл сывлӑхне ҫирӗплетет.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа вилекенсем ҫаплах нумай-ха. Кунсерен 10-20 ҫын пурнӑҫран уйрӑлать.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑшӑлвируспа ытларах кам чирленине палӑртнӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем. Чирленисен 25 проценчӗ - 61-70 ҫулсенчи ҫынсем, 27 проценчӗ – 71-80 ҫулсенчисем, 28 проценчӗ – 81-90 ҫулсенчисем. Апла вилекенсен 85 проценчӗ 60 ҫултана аслӑрах пулнӑ.
Чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсенчен ытларахӑшӗ чӗрепе юн тымарӗсен, эндокрин /сахӑр диабечӗ, самӑр пулни/ тытӑмӗн чирӗсемпе аптӑранӑ.
Пирус асӑрханмасӑр туртнӑран Шупашкарта балкон ҫунма тытӑннӑ. Анчах хальлӗхе паллӑ мар: хуҫи хӑй туртнӑ е пирус пуҫӗ ҫӳлти балконран ӳкнӗ.
Ӗнер 17 сехет ҫурӑра Николаев урамӗнчи 47-мӗш ҫуртра балкон ҫунма тытӑннӑ. Икӗ пӳлӗмлӗ хваттертен 90 ҫулти кил хуҫине эвакуациленӗ. Унта ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Ватӑ арҫынна тухтӑрсем пулӑшнӑ.
Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Алтайра 83 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Вӑл Чӑваш Ене килме пултарнӑ. Ҫапла пӗлтерне Чӑваш митрополийӗн сайтӗнче.
Евдокия Захарова Алтай Республикинчи Турочак районӗнчи Лебедское ялӗнче пурӑнать. Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл килтен кайнӑ та таврӑнман. Ывӑлӗ пулӑшу ыйтать.
Ватӑ хӗрарӑм нерв тытӑмӗн чирӗпе аптӑрать, ҫавӑнпа вӑл тӑван тӑрӑхне, Чӑваш Ене, килме пултарнӑ. Евдокия Захарова имшер кӗлеткеллӗ, 150 сантиметр ҫӳллӗш. Тухса кайнӑ чухне хӗрлӗ куртка, хура атӑ тӑхӑннӑ, симӗс тутӑр ҫыхнӑ. Ӑна куракансене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (800) 700-54-52.
«Лиза Алерт» отряд хастарӗсем юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрӗпех 73 ҫулти арҫынна шыранӑ. Вӑл ҫухални пирки 21 сехет те 25 минутра пӗлтернӗ.
Ватӑ арҫын ӑс-тӑн енчен арпашӑннӑ. Вӑл кӑнтӑрла урама уҫӑлма тухнӑ та киле таврӑнман. Ҫӗрле ун чухне 3 градус таранах шӑнтмалла пулнӑ. Арҫын ҫумӗнче телефон та пулнӑ. Анчах шӑнкӑравласан вӑл ӑна тытман. Темле майпа арҫын телефона тытнӑ, темиҫе сӑмах каланӑ. Ҫӑкна пула нимеҫӗсем «ребус» хуравне тупнӑ. Вӗсем старике ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре тупнӑ.
Сӑмах май, нимеҫӗсем пӗлтӗр те ҫак арҫынна шыранӑ. Ун чухне те вӑл ӑс енчен арпашӑннӑ.
(«Чӗрӗ чӑваш. Чӗрӗ мар чӑваш» кӗнекерен)
2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Горький ячӗпе хисепленекен МХАТ-ра А.Г. Дугин «Метафизика Синей Птицы» лекци вулать (14 лекцирен тӑракан «Онтология и антропология театра» ярӑмран). Ӑна 1905 ҫулта ҫырнӑ бельги ҫыравҫын тата философӗн Морис Метерлинкӑн «Сенкер Кайӑк» пьесине халалланӑ. «Пьесӑсен пьеси. Кайнисен тӗнчи пирки, ӗмӗр чӗрӗ архетипсен тӗнчи пирки, хӑватсен чӗмӗсем вӑранни пирки каланӑ тарӑнран тарӑн, философилле, неоплатоникла халай/сӑмах» («Пьеса пьес. Глубинное, философское, неоплатоническое послание о мире мертвых, о мире вечных архетипов, о пробуждении духов стихий». – Дугин А.Г. Формирование нашего сознания через русский театр. Студия «Аврора», 2020 г.).
«Вилнисем ҫук, вилӗм те ҫук», — тесе ӗненнӗ Метерлинк.
А.Г. Дугин лекцийӗнчен:
«Тильтильпе Митиль вилнисен тӗнчине ҫитеҫҫӗ. Ку вӑл шаман тӗнчен тӗрлӗ сийӗсене ҫул ҫӳренин классикӑлла пуҫламӑшӗ. Малтан ачасем аслашшӗпе асламӑшӗ пурӑнакан ҫӗре лекеҫҫӗ. Кунтах ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ пиччӗшӗ-шӑллӗсем, аппӑшӗ-йӑмӑкӗсем.
Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан Анна Петрова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл халӗ те юрлама пултарать.
Анна Павловна 6 ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑл вӑрҫӑ ҫулӗсенче окоп чавма кайнӑ. «Кивӗ тумтир тӑхӑнса 10-шар сехет чаваттӑмӑр, ҫил ҫурӑм витӗр вӗретчӗ», - аса илет Анна Петрова.
Анна Павловна питӗ ир тӑлӑха арӑма юлнӑ. Упӑшки вилнӗ чухне хӗрӗ Мария 7 уйӑхра пулнӑ. Вӑл ӑна пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ.
Анна Петровӑн вӑрӑм ӗмӗр варттӑнлӑхӗ пур: ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла тата Турра ӗненмелле. Вӑл Библин пӗр пайне каллиграфи почеркӗпе тетрадь ҫине ҫырса илнӗ. Халӗ унӑн 5 мӑнук, вӗсен 8 ачи. Кӗҫех 9-мӗшӗ ҫуралмалла.
Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм банк картти тупнӑ та унпа лавккара тавар туяннӑ. Халӗ ун куншӑн судра явап тытма тивӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ача пахчин воспитателӗ полицие пырса карточки ҫинчен такам 3 пин тенкӗ вӑрланине пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫакна тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм тунине палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 73 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл айӑпне йышӑнса тӑкака саплаштарма шантарнӑ.
Ваттисен кунӗнче тивӗҫлӗ канури ҫынсем валли ҫулсерен акци йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал та ку йӑлана пӑрахӑҫламӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал та ваттисен ҫӳҫне йӳнӗ хакпа касма май пулӗ. Ку 60 ҫултан аслӑраххисене пырса тивет. Администраци пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал акци икӗ куна тӑсӑлӗ.
60 ҫултан аслӑраххисем парикмахерские маларах ҫырӑнса ҫӳҫне йӳнӗ хакпа – 150 тенкӗпе – кастарма пултараҫҫӗ. Акцие Шупашкарти 24 парикмахерски хутшӑнать.
Чӑваш Енре 107 ҫулти ҫын пурӑнать.
Пӗтӗмӗшле илсен, пирӗн республикӑра 90 ҫултан пуҫласа 99 ҫула ҫитичченхисем – пурӗ 5 309 пенсионер. 100 ҫултан иртнисем – 49 ҫын. Пӗр ӗмӗр ытла пурӑнакансенчен 44-шӗ – хӗрарӑмсем, 5-шӗ – арҫынсем.
Чи аслӑ хӗрарӑм, вӑл 107 ҫулта, Шупашкарта пурӑнать. Чи аслӑ арҫын, вӑл кӑҫал 102 ҫул тултарнӑ, Етӗрнере тӗпленнӗ.
РФ Пенси фончӗн республикӑри пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрӑм
ӗмӗрлисем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Патӑрьел, Елчӗк тата Етӗрне районӗсенче пурӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |