Шупашкарти пӗр урама И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрремӗш ректорӗ пулнӑ Семен Сайкин ятне парасшӑн. Кун пек сӗнӳпе Ваттисен канашӗ республика ертӳҫисем патне тухнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта пухӑннӑ аслӑ ӑру ҫыннисем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 75 ҫул ҫитни пирки те сӑмах хускатнӑ, Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине сӳтсе явнӑ. Ҫавна май Шупашкарти пӗр урама Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрремӗш ректорӗ пулнӑ Семен Сайкин ятне пама ыйтнӑ ваттисем. Республика Пуҫлӑхӗ аслисем палӑртнӑ шухӑша ырланӑ тесе пӗлтерет Элтепер Администрацийӗн пресс-служби.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Типҫырма ялӗнче пурӑнакан 75 ҫулти хӗрарӑм килтен тухнӑ та таврӑнман – таҫта ҫухалнӑ. Тӑванӗсем тӳрех пӑшӑрханса ӳкнӗ. Ара, ҫитменнине, ватӑскер ӑс-тӑн арпашӑннипе аптӑрать.
Каҫхине кинемее «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем шырама тытӑннӑ. Ҫур ҫӗр иртнӗ, ватӑскере тупайман-ха.
Ҫур ҫӗр иртни виҫӗ сехет шакканӑ. Йӑлтах шыранӑ ӗнтӗ, вариантсем те юлман. Унччен те пулман – нимеҫӗсем ҫул айккипе пыракан ӗмӗлкене курнӑ. Ку – кинемей иккен! Ӑна киле чӗрӗ-сывӑ илсе ҫитернӗ.
Паян Шупашкарта «Спортивное долголетие» (чӑв. Спортри вӑрӑм ӗмӗр) спартакиада пуҫланнӑ. Унта аслӑ ҫулхисем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫулланнисен ӑмӑртӑвне Чӑваш Енӗн Спорт министерстви тата Раҫҫей пенсионерсен союзӗн регионти уйрӑмӗ йӗркеленӗ.
Паянхи ӑмӑртура теннисла выляса ӑмӑртнӑ.
Паянхи ӑмӑрту Шупашкарта иртет. Унта районсемпе хуласенчен 50 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. «Спартак» спорт шкулӗнче вара шашка-шахмат вылякансем, пурӗ 80 ытла ҫын, пухӑннӑ. Вӗсем те — асли ҫулхисемех. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене тӳре-шара саламланӑ, хастарлӑхшӑн ырланӑ.
Спартакиадӑн тепӗр тапхӑрӗсенче пульӑран перес, йӗлтӗрпе ӑмӑртас, ишес, дартс, волейбол, мини-футбол, ҫӑмӑл атлетика тата хутӑш эстафета енӗпе тупӑшассисем пулӗҫ.
Куславкка районӗнчи Кармӑш ялӗнче пурӑнакан Тимуршина Эрфия Сабирзяновнӑна пӗр эрне шыраҫҫӗ. 88 ҫути кинемей кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та тек таврӑнман. Ҫитменнине, ӑна тухтӑрсене пулӑшӑвӗ кирлӗ.
Килтен кайнӑ кун Эрфия Тимуршина мӗн тӑхӑннине хальлӗхе палӑртайман. Хӑйӗнпе пӗрле унӑн хура пӗчӗк сумка пулнӑ.
Кинемей 150 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, хура ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ тӗттӗм хӑмӑр тӗслӗ. Ҫак кинемей, тен, ҫул ҫинче машинӑсен видеорегистраторне лекме пултарнӑ, ҫавӑнпа водительсене камерӑсене тепӗр хутчен пӑхма ыйтаҫҫӗ. Ватӑскер пирки хыпар пур тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 (800) 700-54-52 е 112.
Пӗлтӗр Шупашкарта Хаяр Йӑван палӑкне лартни пирки пӗлернӗччӗ. Анчах ку чылай ҫынна килӗшмест-мӗн. Чӑваш Енри ваттисен канашӗ те ҫак палӑка хирӗҫ. Унӑн пайташӗсем палӑка илсе музее пама сӗнеҫҫӗ.
«Ку факта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп халӑхсене хисеплеменнипе тан йышанатпӑр. Палӑка илсе Чӑваш наци музейне памалла тесе шутлатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ общество пӗрлешӗвӗн пресс-секретарӗ Тимӗр Акташ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Тутарстанра тата Пушкартстанра 200 пин ытла чӑваш пурӑнать. Ку факт ҫак республикӑсенчи чӑваш халӑхӗ патне лайӑх мар хутшӑну йӗркелеме пултарать.
Шупашкарти хулаҫум автовокзалӗнче пӗр ватӑ арҫын хутаҫ манса хӑварни пирки, унта укҫа пулни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ҫав арҫын тупӑннӑ, укҫана ӑна тавӑрса панӑ. Ҫак хутаҫа вокзалта асӑрханӑ хӗрарӑма вара ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗ Марат Михайлов тав хучӗ, чечек ҫыххи тата парне парса чысланӑ.
Ӗҫ-пуҫ мӗнле пулнине аса илтерер. Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине ватӑ арҫын ывӑлӗ патне хӑнана кайма тухнӑ. Хайхискер вокзалта алӑри хутаҫне ӳкерсе хӑварнӑ. Ҫак хутаҫа вокзал ӗҫченӗ Елена Алексеева асӑрханӑ, малтанах ҫӳп-ҫап тесе шутланӑ. Уҫса пӑхнӑ та – унта укҫа, 90 пин тенкӗ ытла. Вӑл хутаҫа диспетчера панӑ. Анчах ун хуҫи тупӑнман. Кун хыҫҫӑн полици ҫав арҫынна шырама тытӑннӑ, МИХсем унӑн сӑнне вырнаҫтарнӑ.
Ватӑ арҫыннӑн ҫемйи ӑшра ҫав укҫапа «сывпуллашнӑ» ӗнтӗ, тупасса шанман. Халӗ старике укҫине тавӑрса панӑ.
Шупашкарти пӗр бизнес-центрта арҫын тӑрук вилсе кайнӑ. Ку паян ирхине, 8 сехетре, пулнӑ.
Ватӑ арҫын медицина организацине справка илме пынӑ-мӗн. Вӑл унпа инвалидноҫ ҫине тухма хатӗрленнӗ. Арҫын 8 сехетре вилсе кайнӑ, вилене 11 сехетре ҫеҫ илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра, 3 сехет, йӗрке хуралҫисемпе тухтӑрсем иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ, кирлӗ ӗҫсене пурнӑҫланӑ.
Бизнес-центр хуралҫи каланӑ тӑрӑх, ватӑ арҫынна алӑкран кӗнӗ чухнех япӑх пулса кайнӑ. Ӑна кӗме пулӑшнӑ, анчах шалта вӑл хӑйне тата япӑхрах туйнӑ, кайран вилсе кайнӑ. Тӑванӗсем ватӑ арҫынпа пӗрле справка илме пынӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Зинаида Клопова ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1919 ҫулта Муркаш районӗнчи Ҫулав ялӗнче ҫуралнӑ.
Зинаида шкул пӗтерсен ҫыхӑну уйрӑмӗнче телефонисткӑра ӗҫленӗ. 23 ҫулта чухне вӑл пулас мӑшӑрне Гордей Клопова тӗл пулнӑ. Арҫын вӑрҫӑра аманнӑ пулнӑ. Ҫамрӑксем пӗрлешсен Уйкаса пурӑнма куҫнӑ. Унта Зинаида икӗ вырӑнта ӗҫленӗ. Каярахпа вӑл почтӑра тӑрӑшнӑ, унтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Зинаида Клопова халӗ виҫӗ ачипе, сакӑр мӑнукӗпе, мӑнукӗсен 10 ачипе тата кӗҫӗн мӑнукӗсен пӗр ачипе савӑнса пурӑнать.
2019 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче Чӑваш шурсухалӗсен (ваттисен) тӗп канашӗн ларӑвӗ пулса иртнӗ. Унта ҫак ыйтусене пӑхса тухнӑ:
1. 2019 ҫулта аксакалсен канашне пӑшӑрхантарнӑ ыйтусем (вӑл шутра — Слакпуҫӗнчи сысна комплексӗ лартассине сивлени; удмурт чӗлхине хӳтӗлесе Альберт Разин хӑйне ҫунтарса яни тата чӑваш шкулӗсенчи вӗрентӳ).
2. Тӗрлӗ пӗрлешӳсемпе уйрӑм ҫынсем Халӑх ячӗпе паракан чыс паллисем (медальсемпе орденсем) ҫинчен 2016 ҫулта хускатнӑ ыйтӑва малалла сӳтсе явни).
3. Чӑваш Республикин 100 ҫулне тата Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 75 ҫулне ял-хулари Шурсухалсен ушкӑнӗсем мӗнле кӗтсе илесси (ӗҫ планне палӑртни).
4. Халӑх Хуралӗпе Шурсухалсен канашӗн йышне ҫӗнетесси пирки.
Лару ӗҫлӗ те тухӑҫлӑ иртнӗ. Малтан кун йӗркинчи ыйтусемпе Шурсухалсен канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял хӑй шухӑшӗсене пӗлтернӗ, Унтан кашни ыйтӑва тӗплӗн шӗкӗлченӗ. Тӑван чӗлхе шӑпи тата ӑна шкулсенче мӗнле вӗрентни ҫинчен Владислав Эльмен (Шупашкар районӗ), педуниверситетра ӗҫленӗ Александр Мефодьевпа Василий Васильев профессорсем, Тимер Акташ журналист хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ, Эдуард Бахмисов (ЧНКан «Чӑваш ялӗ» комитечӗ ертӳҫи) хӑй юлашки ҫулсенче Муркаш районӗнчи Калайкассинчи, Шупашкар районӗнчи Анат Кӗнерти, Элӗк районӗнчи Юнтапари тата ытти нумай шкулсенче чӑваш чӗлхипе культурин кунӗсене ирттерме пулӑшни ҫинчен, ку ӗҫре тем тӗрлӗ ӑнӑҫлӑ майсемпе меслетсем пурри ҫинчен тӗплӗ каласа панӑ.
Куславкка хулинче пурӑнакан арҫын суд сакки ҫине ларӗ. 64 ҫулти арҫын, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер, Атӑл хӗрринче пӑшал тупнӑ та ӑна хӑйӗн килӗнче упранӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ватӑ арҫын кӑҫалхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Атӑл хӗрринче полиэтилен хутаҫпа чӗркенӗ пӑшал обрезӗ выртнине асӑрханӑ та ӑна килне йӑтса кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӑл ӑна пӗлӗшне панӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, Куславкка районӗн судне пӑхса тухма ярса панӑ. Палӑртса хӑварар: куншӑн 4 ҫул таран колоние ӑсатма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |