Халӑх хушшинче экстремаллӑ спортпа ҫамрӑксем кӑна аппаланма пултараҫҫӗ текен шухӑш анлӑ сарӑлнӑ. Тӗслӗхрен, сӑрт-ту юрҫӳренӗпе ытларах чухне ҫамрӑксем ярӑннине курма хӑнӑхнӑ. Ватӑ ҫынсене вара ун пек хатӗрсемпе ярӑнма питӗ йывӑр, хӑрушӑ тесе шутлаҫҫӗ. Чӑнах та, ҫулсем иртнӗҫемӗн ҫыннӑн сывлӑхӗ чакать, шӑм-шакӗ те малтанхи пек йӑрӑ та ҫирӗп мар. Ҫавӑнпа та нумайӑшӗ экстремаллӑ кану пенсионерсем валли мар тесе шухӑшлать.

Анчах та ку чӑннипех ҫапла-ши? Чӑн та 50–60 ҫултан иртнӗскерсен диван ҫинче кӑна вӑхӑта ирттерме пултараҫҫӗ-ши? Ҫук пуль. Пенсие тухсан та кӑмӑл пур пулсан адреналин шырама май пур. Паянхи кун ҫак стереотип йӑнӑш пулнине час-часах курма пулать. Ятарлӑ хатӗрленӳ, ӑста инструкторсем тата хальхи вӑхӑтри шанчӑклӑ инвентарь пулӑшнипе аслисем те ту ҫинчен ҫилпе вӗҫтерсе анаҫҫӗ. Чи кирли кунта — ҫын миҫе ҫулта пулни мар, хӑйӗн вӑй-халне тӗрӗс хаклани тата пурнӑҫа юратни.
Сӑрт-ту юрҫӳренӗсемпе кӑсӑкланакансем «Ревущие в глуши» канал пирки илтнех ӗнтӗ. Нумай пулмасть ҫак каналта пӗр кӑсӑклӑ ролик курма тиврӗ.

Австралири Сидней тата Канадӑри Калгари университечӗсен тӗпчевҫисем самолет аварийӗ вӑхӑтӗнче ҫынсем мӗнле хӑвӑртлӑхпа эвакуациленнине тӗпченӗ.
Вӗсем Airbus A320 самолет ҫинче 27 тӗрлӗ лару-тӑрӑва йӗркелесе пӑхнӑ. Тӗп пӗтӗмлетӳ ҫакӑн пек пулнӑ: 60 ҫултан иртнӗ пассажирсем нумай пулни тата вӗсем салонра епле ларни эвакуаци хӑвӑртлӑхне питӗ вӑйлӑ витӗм кӳрет. Ватӑ ҫынсене пула самолетран хӑвӑрт тухса тарма йывӑртарах пулнӑ.
Тӗнчере йышӑннӑ йӗрке тӑрӑх, хӑрушлӑх самантӗнче пассажирсен лайнертан 90 ҫеккунт хушшинче тухса шӑвӑнмалла. Анчах та 152 ҫын (вӗсенчен 30-шӗ ватӑ ҫын) салонра пӗр тикӗс ларсан, эвакуаци валли 141 ҫеккунт кирлӗ пулнӑ. Пенсионерсем ӑнсӑртла ларса тухнӑ чухне вара тухса тармалли вӑхӑт тата вӑрӑмрах — 218,5 ҫеккунт иртнӗ.

Шупашкарта пурӑнакан Мария Пигенешева паян 90 ҫул тултарнӑ.
Мария Борисовна Муркаш районӗнчи Мӑн Шашкар ялӗнче 1936 ҫулти ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ вӑл вӑхӑтри нумай танташӗнни пекех йывӑр килнӗ.
Паян кинемее Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Надежда Фёдорова (сӑнӳкерчӗкре сулахайри) пӑхса пулӑшать. Кинемей хӗрӗпе пурӑнать, анчах хӗрарӑм хӑй те чирлет, ҫавӑнпа вӑл амӑшӗ валли социаллӑ ӗҫчен тытнӑ.
Мария Борисовна 18 ҫулта качча тухнӑ, ултӑ ача ҫуратнӑ, анчах виҫҫӗшӗ вилнӗ. 1959 ҫулта ҫемье Шупашкара куҫса килнӗ, пӳрт лартнӑ. Хӑй вӑл Шупашкарти заводсенчен пӗринче 30 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Тава тивӗҫлӗ канӑва тухсан арҫынсен мӑнастирӗнче кухньӑра 8 ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ.

Паян, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан Идрис Мингазов 100 ҫул тултарнӑ. Идрис Хангареевич — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.
Юбиляра хулари тӳре-шарапа пӗрлех чӑваш парламенчӗн депутачӗсем, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ Светлана Милкина саламланӑ.
Идрис Хангареевич Тутарстанра ҫуралнӑ, анчах шӑпа ӑна Чӑваш Енпе ҫыхӑнтарнӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Инҫет Хӗвелтухӑҫ фронтӗнче ҫарта пулнӑ, Японие хирӗҫ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.
Ветеран паян та ӑспа-тӑнпа пурӑнать, пӳртре ятарлӑ хатӗрпе тытӑнса утса ҫӳрет. Куҫне катарактӑран операци тунӑ та куҫлӑхсӑрах хаҫат вулать. Унсӑр пуҫне вӑл телевизор пӑхма юратать.
Ҫулла ҫитсен хӗрӗ пулӑшнипе урама тухса кӗрет.

Красноармейски районӗнчи Кивьялта 85 ҫулти кинемей пушарта вилнӗ. Пӑтӑрмах пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.
Пушар ҫурҫӗр хыҫҫӑн тухнӑ. Вут-ҫулӑм 110 тӑваткал ытла метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Шел пулин те, ватӑ ҫын пӳртрен тухайман — инкекре унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пушара сӳнтерме Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сакӑр ӗҫченӗ тата ятарлӑ икӗ техника вырӑна пырса ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем газ баллонне илсе тухса ӗлкӗрнӗ. Вӑл сирпӗннӗ пулсан инкек тата ытларах шар кӑтартма пултаратчӗ тесе пӗлтереҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем.
Пушара пӗтӗмпех сӳнтерме 1 сехете яхӑн вӑхӑт иртсе кайнӑ.
Кинемее, шел пулин те, ҫӑлма май килмен. Халӗ унӑн ҫывӑх ҫыннине пысӑкран та пысӑк хуйхӑ пырса ҫапнӑ.

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова асӑннӑ ведомствӑна пӑхӑнса тӑракан учрежденисен директорӗсемпе тӗл пулнӑ. Министр 2026 ҫул валли хыснаран уйӑрнӑ укҫапа пӗлсе усӑ курмалли пирки сӑмах хускатнӑ, ҫав шутра — тӗплӗ юсав ирттернӗ чухне тата социаллӑ инфраструктурӑна юсаса ҫӗнетнӗ вӑхӑтра.
Республикӑра ваттисен ҫурчӗсене юсаса ҫӗнетесшӗн. Йӳҫкассинчи, Турханти психоневрологи диспансерӗсене, Шомикпа Атратьри интернат-ҫуртсене юсама 104 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрӗҫ. Кӳкеҫри интернат-ҫуртӑн пурлӑхпа техника базине ҫӗнетесшӗн, Шупашкарти ачасен реабилитаци центрӗ валли тӗрлӗ оборудовани туянасшӑн. Ун валли тепӗр 11 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Раҫҫей тава тивӗҫлӗ юрӑҫи ШАМАН Канаш хулинче кинемейрен пӗр витре ҫӗрулми туяннӑ. Кун пирки вӑл «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Юрӑҫ Канашра Пензӑна кайнӑ чухне чарӑннӑ. Пуйӑс кӗтнӗ чухне вара вӑл хулапа паллашма шухӑшланӑ. Вокзал ҫывӑхӗнче, ӑна хирӗҫ урамра, ШАМАН сутакан кинемейрен пӗр витре ҫӗрулми туяннӑ, ытлашши укҫана каялла илмен.
«Чукун ҫул мана ҫӗнӗ хуласемпе малалла паллаштарать. Хальхинче пуйӑс кӗтнӗ вӑхӑтра илемлӗ Канаш хулипе паллашрӑм. Пуйӑса каялла телейлӗ таврӑнтӑмӑр, пушӑ алӑпа мар», — ҫапла ҫырнӑ юрӑҫ хӑйӗн страницинче.

Кунсем-ҫулсем сисӗнмесӗр иртеҫҫӗ те ватлӑх та алӑкран килсе часах шаккать.
Канашра ҫуралнӑ, Сӗнтӗрвӑрринче пурӑннӑ Галина Синдячкина юлашки вӑхӑтра ҫын куҫӗнчен пӑхма пуҫланӑ. Кинемейӗн ҫулӗ те аванах пур — вӑл 91-ре. Малтан ӑна киле пырса социаллӑ ӗҫчен пӑхса тӑнӑ-ха. Ҫавӑн пек ҫур ҫул пурӑннӑ. Анчах юлашки вӑхӑтра кинемее пӗрмаях пулӑшу кирлӗ пулма пуҫланӑ.
Сӗнтӗрварринчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр ӗҫченӗсем кинемей шухӑшне шута илсе ӑна ваттисен ҫуртне ӑсатма йышӑннӑ. Документсене хатӗрлесе ҫитерсе Галина Аркадьевнӑна Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртне илсе кайнӑ. Унта ватӑ ҫынна ҫӑмӑлтарах пулмалла: апатне пӗҫерсе ҫитереҫҫӗ, вырӑн таврашне тата ҫипуҫа ҫуса тасатаҫҫӗ, тухтӑр ҫырса панӑ эмелсене парса тӑраҫҫӗ.

Макао хулинче кӑсӑклӑ пӑтӑрмах пулса иртнӗ: полици 70 ҫулхи хӗрарӑма хӑратнӑ робота тытса чарнӑ.
Каҫхине пенсионерка тротуар тӑрӑх телефон ҫине пӑхса пынӑ. Вӑл вулама чарӑннӑ вӑхӑтра ун хыҫне ҫын евӗрлӗ Unitree G1 робот пырса тӑнӑ. Тротуар ансӑр пулнӑран робот ӑна пӑрӑнса иртсе каяйман. Хӗрарӑм хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхсан ҫутатса тӑракан робота курах кайнӑ, ҫакӑ ӑна хытӑ хӑратнӑ. Вӑл кӑшкӑрма пуҫласан робот аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ.
Хӗрарӑм аманман пулин те, ӑна тӗрӗслеме пульницӑна илсе ҫитернӗ, сывлӑхне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулни палӑрнӑ. Полици вара робота тытса чарнӑ та хуҫине тавӑрса панӑ. Лешӗ ӑна аякран тытса пынӑ иккен, машинӑпа вӑл пулас реклама акцийӗ валли усӑ курма шутланӑ.
2024 ҫулта Китайра кӑларнӑ ҫак робот чӑрмавсенчен ҫӑмӑллӑн пӑрӑнса иртет, анчах ку хутӗнче урам ансӑр пулни пӑтӑрмах патне илсе ҫитернӗ.

Канашра пурӑнакан тутар хӗрарӑмӗ 99 ҫул тултарнӑ.
Бибизяйняп Сибгатуллина Тутарстанра ҫуралнӑ. 6 ҫулта тӑлӑха юлнӑ, кайран шӑпа ӑна Канаша илсе ҫитернӗ.
Бибизяйняп Сафиулловна вакун юсакан заводра ҫур ӗмӗр ытла ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе 50 ҫул пурӑннӑ, унпа пӗр хӗр ура ҫине тӑратнӑ.
