Шупашкарти полицейскисем ватӑ хӗрарӑма пулӑшнӑ. Кинемее урамра япӑх пулса кайнӑ. Ҫурт алӑкӗ ҫине таянса тӑраканскере ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем Вадим Мыльниковпа Сергей Егоров асӑрханӑ.
86 ҫулти кинемейӗн тӑрук пуҫӗ ҫаврӑнса кайнӑ-мӗн. Полици ӗҫченӗсем пӑрӑнса иртмен, ӑна пулӑшнӑ: тулли сумккисене киле ҫите йӑтса панӑ. Кинемей инспекторсене чӗререн тав тунӑ.
Улатӑр округӗнче пурӑнакан Борис Никоновичпа Анастасия Петровна Сюзюкинсем пӗрлешнӗренпе 60 ҫул ҫитнӗ. Мӑшӑр пилӗк ачана кун ҫути парнелесе ура ҫине тӑратнӑ: Василий, Владислав, Наталья, Сергей тата Ирина. Халӗ вӗсем 11 мӑнукпа, 2 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Борис Никоновичпа Анастасия Петровна Патӑрьел районӗнче паллашнӑ. Настя пӗчӗк чухне вӗсене ҫемйипе ҫак района эвакуациленӗ. Сюзюкинсем лесокомбинатра ӗҫленӗ. Вӗсем – вӑрҫӑ ачисем, ӗҫ ветеранӗсем.
«Ватлӑх - савӑнӑҫ» ырӑ кӑмӑллӑх фончӗ Вӑрмарти комплекслӑ центрпа пӗрле ватӑ ҫынсене малалла пулӑшать. Нумаях пулмасть вӗсем кӑмака хутса пурӑнакан, 65 ҫултан аслӑрах тата сывлӑх енчен хавшак ҫынсене вутӑ кӳрсе панӑ.
«Ку питӗ кӑмӑллӑ! Эсир пире ӑшӑтатӑр кӑна мар, малалла пурӑнма шанчӑк, ӗненӳ тата вӑй парнелетӗр», - тенӗ ватӑсем.
Кун пек пулӑшу чӑннипех те пархатарлӑ. Вӑл пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене уйрӑмах кирлӗ.
Ҫак кунсенче Самар хулинче «Чупура эпир пӗрлӗхре» ҫӑмӑл атлетика эстафети иртнӗ. Ӑна Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне халалласа ирттернӗ.
Унта пирӗн ентеш, Шупашкар округӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн «кӗмӗл нимеҫи» Роза Алексеева, хутшӑннӑ. Роза Васильевна 65-69 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче 3 ҫухрӑм чупнӑ. Вӑл финиша пуринчен малтан ҫитнӗ.
Палӑртмалла: Роза Алексеева – ветерансен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионкин ятне 18 хут тивӗҫнӗ.
Чӳк, уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар округӗнчи Анаткас-Марги ялӗнче 86 ҫулти кинемей ҫухалнӑ. Христина Васильева килтен ҫӑмӑл тумпах тухса, кайнӑ. Вӑл ӑҫта ҫӳренине унччен хӑй те ӑнланманни паллӑ.
Кинемее тупнӑ. Шел те, вӑл чӗрӗ мар. Ӗнер унӑн виллине тупнине пӗлтернӗ. Кинемее Тутарстанри, Чӗмпӗр тата Чулхула облаҫӗсенчи нимеҫӗсем те шыранӑ.
Тӑвай округӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗнче пурӑнакан Юлия, Чумышева ӗнӗр, чӳкӗн 3-мӗшӗнче, 101 ҫул тултарнӑ. Вӑл 2023 ҫулта нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. 17 ҫулта чухне вӑл окоп чавма кайнӑ, вӑрманта вутӑ хатӗрленӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл шкклта ачасене 10 ҫул вӗрентнӗ, кайран тивеҫлӗ канӑва тухиччен библиотекарьте вӑй хунӑ.
Юлия вӑрҫӑра пулнӑ Александр Чумышевпа ҫемье ҫавӑрнӑ, Тӗмерте тӗпленнӗ. Вӗсем 3 ача ҫуратнӑ. Халӗ кинемей 7 мӑнукпа, 7 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать.
Шупашкарта кун кунлакан Валентина Николаевнӑпа Иван Дмитриевич 64 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫирӗп ҫемье ҫавӑрнӑ, виҫӗ ача ӳстернӗ, халӗ 11 мӑнукпа, 6 кӗҫӗн мӑнукпа сӑвӑнаҫҫӗ.
Валентина Николаевна бухгалтерта ӗҫленӗ, Иван Дмитриевич тракторист пулнӑ. Мӑшӑр халӗ те ӗҫсӗр лармасть, качакасем тытаҫҫӗ, пахчара кӑштӑртатаҫҫӗ.
Паян Красноармейски округӗнчи Яманак ялӗнче пурӑнакан Анастасия Васильевна Викторова 100 ҫул тултарнӑ. Юбилейпа саламлама ӑна ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, Краснаормейски округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов саламлама килнӗ.
Анастасия Васильевна пурнӑҫне вӗрентӗвӗ, ачасене воспитани парассине халаллани Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Шкулта вӑл 70 ҫул тултариччен ӗҫленӗ. Унӑн стажӗ – 42 ҫул.
Паян, чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Викторова 100 ҫул тултарнӑ.
Кинемей Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче 1924 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, тӑлӑх салтак арӑмӗ.
Анастасия Васильевна 7 класс вӗренсе пӗтерсен Ҫӗрпӳри педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. 1943 ҫулта шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ, тӑван колхоза та пулӑшнӑ. Ӗмӗрне Яманакри шкулта пуҫламӑш класс ачисене вӗрентсе ирттернӗ. Ҫав енӗпе вӑл 42 ҫул тӑрӑшнӑ.
Виҫӗ ача амӑшне паян виҫӗ мӑнук, мӑнукӗн 5 ачи савӑнтараҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан Лина Емельянова чылай ҫул Италире ӗҫленӗ, вӑл унти ватӑсене пӑхса пурӑннӑ. Халӗ хӗрарӑм Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта социаллӑ ӗҫчен пулса тӑрӑшать.
Паян 50 ҫул тултарнӑ Лина Аркадьевна пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑсене хӗрхенсе пулӑшас тени шӑпах Италирен пуҫланнӑ та. Вӑл паян 10 ватта пӑхса тӑрать, вӗсенчен ҫиччӗшӗ патне кунсерен кайса тӑрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |