Хусанта пурӑнакан чӑваш арҫынни 100 тултарнӑ. Кун пирки Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче пӗлтернӗ.
Хусан ҫумӗнчи Мирный поселокӗнче пурӑнакан Федор Мердюков Ҫӗпрел районӗнчи Кӗҫӗн Аксура 1925 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Ветерана РФ Президенчӗн В.Путинӑн, ТР Раисӗн Р.Миннихановӑн, Хусан мэрӗн И.Метшинӑн саламӗсене Хусанти Приволжски тата Вахитов районӗн пуҫлӑхӗ Альберт Салихов ҫитернӗ. Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, унӑн ҫумӗ, районти ЧНКЦ председателӗ Алексей Ярухин, Кивӗ Чакӑ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Артем Солдатов та ватта саламалама ппырса ҫитнӗ. «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗпе Ирина Трифоновӑпа ТР ЧНКА Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Константин Малышев та хисеплӗ ветерана ӑшшӑн саламласа парнесем панӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан хастар ватӑсем паян кивӗ Ҫӗнӗ ҫула уявлама Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пуҫтарӑннӑ.
Унта хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ташлама ҫӳрекен ватӑсем те хутшӑннӑ. Вӗсем хаваспах ташланӑ, савӑннӑ, пӗр-пӗринпе калаҫса йӑпаннӑ.
«Ватӑ ҫынсене ташлани питех усӑ кӳрет, вал вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетет», — тет Шупашкарти социаллӑ центра ташлама ҫӳрекен тава тивӗҫлӗ канури врач-терапевт Раиса Евсеева.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан Алла Поздеева 95 ҫул тултарнӑ. Ӑна хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Кристина Вахтеркина пӑхса пулӑшать.
Алла Григорьевна Курск хулинче ҫуралнӑ. 1965 ҫулта Шупашкара пурӑнма куҫса килнӗ. Качча кайса икӗ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратнӑ. Халӗ кинемейӗн тӑхӑр мӑнук тата мӑнукӗн виҫӗ ачи пур.
Шупашкарти ватӑсем тӳлевсӗр концертра пулнӑ. Питӗрти «Посолонь» вокал ансамблӗн концертне Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи кӗмӗл волонтёрсем тивӗҫнӗ.
Вырӑс драма театрӗн сцени ҫинче 4 сасӑ пӗрлешсе тыткӑнламалла янӑранӑ.
«Концерт питӗ килӗшрӗ», — тенӗ концертра пулнӑ Татьяна Тихонова.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Нина Конова 1925 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Анчах хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл 1 ҫул маларах кун ҫути курнӑ, документсене илнӗ чухне хӗр тусӗн ҫуралнӑ кунне каланӑ. Эппин, Нина Николаевна 101 ҫул тултарнӑ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Хусан ҫывӑхӗнче окоп чавнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен качча кайнӑ, мӑшӑрӗпе 4 ача ҫуратса ӳстернӗ.
Нина Николаевна судоверфинче ӗҫленӗ. Халӗ кинемей хӗрӗпе пурӑнать. Ахаль лармасть вӑл, мӗн те пулин тума тӑрӑшать.
Комсомольскинче пурӑнакан Феодосия Мартышкина ҫак кунсенче 101 ҫул тултарнӑ.
Феодосия Трофимовна хӑйӗн ӗмӗрӗнче тем те курнӑ: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи, ун хыҫҫӑнхи йывӑр тапхӑр, тӑван районне ҫӗкленӗ вӑхӑт...
Феодосия Мартышкина – тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ. Вӑл – 7 ача амӑшӗ. Паянхи кун вӑл 11 мӑнукпа, 15 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать.
Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Ҫӗнӗ Атикассинче пурӑнакан Клавдия Ижетникова 101-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.
Вӑл ача чухне вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Анчах 1942 ҫулта вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе фронта кайнӑ. Унта аманнӑ, киле кӑкӑр тӗлӗнчи виҫӗ ванчӑкпа таврӑннӑ. Кун хыҫҫӑн Клавдия шкулта ачасене малалла вӗрентнӗ.
Паянхи кун Клавдия Гавриловна виҫӗ ачипе, ултӑ мӑнукӗпе, 11 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.
Элӗк округӗнчи Хуравар ялӗнче пурӑнакан Валентина Васильевпа 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.
Ӑна саламлама тӑванӗсем кӑна мар, Николай Малов депутат та, округ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Терентьев та килнӗ.
Валентина Нестерова хӑнасене яланах тарават.
Ҫӗрпӳре каҫхине ҫул-йӗрпе патруль служби шӑнса кӳтнӗ кинемее асӑрханӑ. Вӑл ҫӳхе тӑхӑннӑ, килӗ ӑҫтине манса кайнӑ.
Полицейскисем 86 ҫулти кинемее часрах машинӑна лартнӑ. Ватӑскер хӑй ӑҫта пурӑннине манса кайнӑ иккен. Йӗрке хуралҫисем вӑл ӑҫта пурӑннине хӑвӑртах палӑртнӑ. Вӗсем ӑна киле илсе ҫитернӗ. Тӑванӗсем савӑнса кайнӑ, полицейскисене тав тунӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Нина Анисимова 90 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫав ятпа Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр (кинемее унти социаллӑ ӗҫчен пулӑшса пурӑнать) ӗҫченӗсем килне пырса саламланӑ.
Нина Емельяновна Шупашкар районӗнчи Колешша ялӗнче ҫуралнӑ. Упӑшкипе хӗрпе ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, паян кинемей 4 мӑнукпа тата мӑнукӗн 4 ачипе савӑнса пурӑнать. 40 ҫул ытла Электроаппаратура заводӗнче слесарь-сборщик пулса тӑрӑшать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |