Шупашкарта кӗмӗл волонтёрсем валли ёлка ирттернӗ. Ӑна йӗркелекенни — Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр.
Хастар ватӑсене социаллӑ учрежденири «Палан» хор тата коллективӑн солисчӗсем Зинаида Никифорова, Галина Осипенко тата Вячеслав Судаков хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Центра ташлама ҫӳрекенсем те уява кӑмӑлтан хутшӑннӑ. Эльвира Зеленкова ятлӑ хастар ватӑ «Жизнь» сӑвва вуласа панӑ май юрӑ-кӗвӗ, хавас кӑмӑл тӗрлӗ йывӑрлӑха ҫӗнме пулӑшнине палӑртса кӑтартнӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пуҫарса янӑ «Ҫӗнӗ ҫула кашни киле» уяв акцийӗ малалла пырать.
Асӑннӑ учрежденин социаллӑ ӗҫченӗсем пӑхса тӑракан пенсионерсемпе сусӑрсене ҫулталӑкри чи асамлӑ уяв умӗн Хӗл Мучипе Юрпике саламласа ҫӳреҫҫӗ.
«Пирӗн социаллӑ ӗҫченсен саламӗ ватӑҫемпе сусӑрсене хавхалантарасса шанатпӑр», – теҫҫӗ центр ӗҫченӗсем.
Вӑрнар округӗнчи Уравӑш ялӗнче пурӑнакан Варвара Порфирьевна Гаврилова 103 ҫул тултарнӑ! Вӑл мӑшӑрӗпе 2 хӗр те пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, вӗсем 19 мӑнук парнеленӗ. Халӗ Варвара Порфирьевнӑн 25 кӗҫӗн мӑнук тата вӗсен 4 ачи пур.
Варвара Гаврилова Уравӑшри участок пульницинче ача ҫураттармалли уйрӑмра 38 ҫул ӗҫленӗ. Вӑл паянхи кун та ӑспах пурӑнать, ӑна юратнӑ мӑнукӗ Вероника пӑхать.
Сӗнтӗрвӑрри окрунӗнчи Малти Пукаш ялӗнче пурӑнакан кинемей 100 ҫулзи юбилейне паллӑ тунӑ. Мария Кольцова тӑванӗсене уяв кӗрекине пухнӑ.
Мария Яковлевна «Ленин ҫулӗпе» колхозра вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл хӑйсен районӗнче окоп чавнӑ, кайран ӑна Уралти алюмини савутне ӗҫлеме янӑ.
Вӑл – ӗҫ ветеранӗ. Мария Яковлевна хӑмла пунктӗнче те, кайӑк-кӗшӗк ферминче те ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе Анатолий Мироновичпа 46 ҫул пурӑннӑ, 6 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Мария Кольцовӑн «Амӑшӗ-героиня» орден та пур.
Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Мишеркассинче пурӑнакан Мария Владимировна Трифонова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл паянхи кун та пурнӑҫпа киленет. Юбилейра хӑнасене писевпе сӑрланӑ тутапа кӗтсе илнӗ.
Вӑл – тыл ӗҫченӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Сӑр хӗрринче окоп чавнӑ.
Кинемее саламлама Хӗрлӗ Чутай округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вера Ярабаева саламлама килнӗ.
Хӗрлӗ Чутай округӗнче пурӑнакан кинемей Елена Захарова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Елена Васильевна ӳсӗмне пӑхмасӑр кашни куна, савӑнӑҫпа кӗтсе илет.
Унӑн ачалӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑтне лекнӗ. Политика репрессийӗ, реабилитаци – нушине нумай курма тивнӗ унӑн. Ҫирӗп кӑмӑлӗ, лайӑххине ӗненни ӑна йывӑрлӑхсене парӑнтарма пулӑшнӑ.
Елена Васильевна вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхне уҫнӑ: килӗшӳре пурӑнмалла, савӑнма пӗлмелле, сывлӑха упрамалла.
Шупашкарта пурӑнакан Фаина Сивова паян 95 ҫул тултарнӑ. Ун патне ҫав ятпа ҫӗршыв Президентӗнчен ӑшӑ салам килсе ҫитнӗ.
Фаина Фёдоровна Каҫал тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта вӑл шкулта вӗренме пуҫланӑ. 1944 ҫулта ҫиччӗмӗш класран вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах вӑл вырӑнти машинӑпа трактор станцийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан счетовод, кайран бухгалтер пулса тӑрӑшнӑ. 1962 ҫулта хӗрарӑм Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Тава тивӗҫлӗ канӑва тухсан Культура ҫуртӗнче тӑрӑшнӑ.
Кинемейӗн 1 ывӑл, 1 хӗр, 2 мӑнук, мӑнукӗн ачи пур.
Шупашкар хулинче пурӑнакан вӑрӑм ӗмӗрлӗ 10 ҫын ҫак уйӑхра хӑйсен сумлӑ юбилейне кӗтсе илӗ.
Вӑрӑм ӗмӗрлисен пурнӑҫ условийӗпе Шупашкар хулнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплексла центр ӗҫченӗсем кӑҫӑклансах тӑраҫҫӗ.
90 ҫултан иртнисене юбилейпа ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та саламлать. Вӑл вӗсене саламла открыткӑсем ярса парать.
Шупашкар хулине кӗрекен Йӑлӑмра пурӑнакан Агниса Григорьева паян, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл Сӗнтервӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Ҫамрӑклӑхӗ, ытти тантӑшӗнни евӗрех, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсене тивнӗ. Торф кӑларакан предприятире ӗҫленӗ, кайран шкулта кочегарта тӑрӑшнӑ. Унтан мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе Туберкулез диспансерӗнче санитаркӑра тӑрӑшнӑ.
Юбилей ячӗпе кинемее Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ Светлана Милкина тата Шупашкар хулин Йӑлӑмри территори управленийӗн пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ.
Тӑвай округӗнчи Лачкассинче пурӑнакан Анна Тихонова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ун патне ҫак ятпа РФ Президенчӗн саламлӑ открыткине илсе ҫитернӗ, чечек ҫыххи парнеленӗ.
100 ҫулта та вӑл хастар, вӑйӗ тапса тӑрать. Кинемей хӑнасемпе калаҫнӑ хушӑра шӳтлесе те илнӗ.
Анна Тихоновна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн «Канаш – Тӑвай» ҫула тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Халӗ ӑна ывӑлӗпе хӗрӗ пулӑшсах тӑраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |