«Хӗрӗхри юрату. Вӑл тата хӗрӳрех», — тесе юрлатчӗ пӗр юрӑҫ хӑй вӑхӑтӗнче. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти стационар уйрӑмӗнче пурӑнакан Мильковсем хӑйсен телейне 70 ҫул урлӑ каҫсан тупнӑ.
Паян та 74 ҫулти Галина Александровнӑпа 75-ри Сергей Степанович пӗрне пӗри юратса та хисеплесе, пӗр-пӗрин ҫине ӑш пиллӗн те юратуллӑн пӑхса пурӑнаҫҫӗ.
Паян республикӑра суйлав пуҫланчӗ те, суйлава та вӗсем пӗрле кайнӑ. Таҫта аякка мар-ха. Ватӑсене хӗрхенсе центр суйлав комиссийӗн членӗсене социаллӑ учреждение йыхравланӑ. Центрта унта-кунта тухса ҫуреймен ватӑсем те пурӑнаҫҫӗ-ҫке.