ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашри вӑрман хуҫалӑхӗнче лиственницӑн йӗкелне пуҫтарма тытӑннӑ. Ку ӗҫе спициалистсем ҫеҫ мар, районти Карӑклӑ шкулӗнче вӗренекен ачасем те хутшӑнаҫҫӗ.
Йӗкел пухса хунав хатӗрлемешкӗн вӑрӑ хатӗрлӗҫ. Хунавсене питомникре ҫитӗнтереҫҫӗ, кайран вӗсене вӑрмана кайса лартаҫҫӗ.
Хальлӗхе специалистсемпе шкул ачисем 900 килограмм йӗкел пухнӑ. Питомник валли 1300 килограмм хатӗрлеме палӑртнӑ, ҫавӑнпа ку ӗҫ малалла пырать.
«ЛизАлерт» шырав отрячӗ Шупашкарти шкул ачине шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе кун каялла пӗлтернӗччӗ-ха. 17-ри яша халӗ Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем те шыраҫҫӗ.
Тимур Мохаммад Азадович Миа пирки Чӑваш Енӗн ШӖМӗнче ҫапларах пӗлтернӗ: яш ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 19 сехет тӗлӗнче велосипедпа ярӑнма тухса кайнӑ та килне таврӑнман. Шупашкар кӳлмекне тухса кайнӑ. Яша шырас ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем те хутшӑннӑ. Ҫак хыпарсене асӑннӑ икӗ ведомствӑн сайчӗсене паян хыпарланӑ. Каччӑ Шупашкар кӳлмекне каяссине пӗлтернӗ-мӗн.
Аса илтерер: сӑнпа пӑхсан яш 17-18 ҫулсенче курӑнать, ҫӳллӗшӗ 183 сантиметр, яштака кӗлеткеллӗ, тӗксӗмрех сӑн-питлӗ, хура ҫӳҫне кӗске кастарнӑ, куҫӗ хӑмӑр, куҫлӑхпа ҫӳрет.
Килтен тухса кайнӑ чухне яш ҫутӑ-сӑрӑ тӗслӗ толстовкӑпа, хаки тӗслӗ шӑлаварпа, хура кроссовкипе, шурӑ нускипе пулнӑ, ҫурӑмӗ хыҫне хура рюкзак ҫакнӑ.
Чӑваш Енре ҫулла виҫӗ уйӑхра 33 ҫын путса вилнӗ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
33 ҫынран виҫҫӗшӗ – ачасем. Ҫак инкексенчен чылайӑшӗ шыва кӗме хатӗрлемен вырӑнсенче пулнӑ. Нумай тӗслӗхре ҫынсем ӳсӗр шыва кӗнӗрен инкек пулнӑ. Ачасем вара ҫумра аслӑ ҫынсем асӑрхаман чухне шыва кӗрсе вилнӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, шыва кӗмелли сезон официаллӑ майпа вӗҫленнӗ. Малашне пляжсенче ҫӑлавҫӑсемпе тухтӑрсем дежурствӑра тӑмӗҫ.
Пӗр шӑрӑх кун Шупашкарти маршруткӑра пӗчӗк хӗрачана япӑх пулса кайнӑ. 1 ҫул та 8 уйӑхри ача тӑнне ҫухатнӑ. Водитель чарӑннӑ. Амӑшӗ ӑна йӑтса уҫӑ сывлӑша тухнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Хӗрарӑм инҫех мар полицейски тӑнине асӑрханӑ, ун патне чупса пынӑ та пулӑшма ыйтнӑ. Юрий Зайцев капитан тӳрех вӗсене хӑйӗн машинине лартнӑ, маяксене ҫутса Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем ачана вӑхӑтра пулӑшнӑ, ҫапла унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Кӑҫалтан пирӗн ҫӗршыври ачасем «Пушкин карттипе» усӑ курма пуҫлӗҫ. Аса илтерер: ӑна ҫӗршыв ертӳҫи сӗннипе хатӗрленӗ. Асӑннӑ карттӑпа ачасем культура тата ӳнер учрежденийӗсене тӳлевсӗр ҫӳрейӗҫ. Карттӑпа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен усӑ курма май килӗ. Ун ҫинче 3 пин тенкӗ пулӗ. Ӑна 14-22 ҫулсенчи ачасемпе ҫамрӑксем илейӗҫ.
Пирӗн республикӑри учрежденисенчен 12-шӗ «PRO.Культура.РФ» порталта модераци тухайнӑ. Ҫав шутра 6 театр: Оперӑпа балет театрӗ, Чӑвашдрамтеатр, Вырӑс драма театрӗ, Ҫамрӑксен театрӗ, Пукане театрӗ, Сӑнавлӑ театр; виҫӗ концерт учрежденийӗ: Чӑваш патшалӑх филармонийӗ, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Симфони капелли; 3 музей: Чӑваш наци музейӗ, Ӳнер музейӗ, СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн Шуршӑлти мемориал комплексӗ.
Шупашкарта шкул ачине шыраҫҫӗ. 11-мӗш класра вӗренекен 17 ҫулти каччӑ килтен тухса кайсан таврӑнман.
Тимур Мухамад Азадович Миа, 2004 ҫулта ҫуралнӑскер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче рюкзак, палатка йӑтнӑ та хӗрлӗ велосипед ҫине ларса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман.
Тимур 182 сантиметр ҫӳллӗш, симӗс куртка, кӑвак джинс шӑлавар, хура кеда тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫӳллӗ, куҫлӑх тӑхӑннӑ каччӑна курсан 8 800 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГС пайӗ тин ҫуралнӑ ачана регистрациленӗ. Пепке Президент пепкелӗх центрӗнче ҫурлан 11-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ку вӗсен кулленхи ӗҫӗ-ха, анчах ачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ: Луна. Пусӑм «у» саспалли ҫине ӳкет.
Луна ят латин чӗлхинчен пулса кайнӑ. Ҫапла Авалхи Римра Уйӑх туррине чӗннӗ. Унтан «Луна» сӑмах итальян тата испан чӗлхисене куҫнӑ, хӗрачасене ҫавнашкал ят пама тытӑннӑ.
Шупашкар хулинче Сарпи ятлӑ ачана регистрациленӗ. Ӑна республикӑн тӗп хулин Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГСӗнче шута илнӗ.
Сарпи ятлӑ хӗрача Дениспа Илемпин ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Ҫамрӑк ҫемье йышӗ ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хушӑннӑ.
ЗАГС ӗҫченӗсене ҫамрӑк мӑшӑр пӗлтернӗ тӑрӑх, пепкен ятне арӑмӗпе упӑшки пӗрле канашласа татса панӑ. Ят хитре та янӑравлӑ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Тата ятне кура шӑпи тесе те калаҫҫӗ.
Сайра тӗл пулакан, чӑн чӑвашла ят хунӑ ҫемьери ачана ЗАГС ӗҫченӗсем ырлӑхпа-сывлӑх, ҫемьере килӗштерсе пурӑнма суннӑ.
Шупашкар хулинче кӳршӗллӗ Мари Элти хӗрача шар курнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 6 ҫулхи ача Чӑваш Енре хӑнара пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл типӗ фонтанӑн решетки ҫине урипе пуснӑ та ури анса кайнӑ. Ачана тухтӑрсен пулӑшӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Урине хытах ыраттарнӑ ачана васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ. Ку хыпара «Ҫыхӑнура» форумра «Марийская Правда» пӗлтерни тӑрӑх ҫырнӑ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫри хыпара тӗрӗслеме форум журналисчӗсем пирӗн республикӑри васкавлӑ пулӑшу службипе ҫыхӑннӑ, унтисем ҫирӗплетсе панӑ.
Форумра хыпара вуланисем тимлӗрех пулмалла, фонтан ҫине кӗрсе каймалла мар тесе ҫыраҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑҫалхи 6 уйӑхра эрехпе наркӑмӑшланнӑ 320 ҫынна шута илнӗ. Ку наркӑмӑшланнӑ ҫынсен 42,6 проценчӗпе танлашать.
Ку ыйтӑва паян ЧР Правительствинче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Экономика министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ тӑрӑх, эрехпе наркӑмӑшланнӑ 320 ҫынран 245-шӗ этанол ӑша янӑ.
Паллӑ мар эрехпе 60 ҫын наркӑмӑшланнӑ, виҫҫӗшӗ – суррогатлӑ эрехе пула. 14 ҫын этанол ӗҫсе аптӑранӑ, пӗри - пропанол.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 17 ҫул тултарман 37 ача эрехпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсен йышӗнче 14 ҫул тултарманнисем – 16-ӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пугачёв ҫарӗ Кӑрмӑша тытса илнӗ. | ||
| Орлов Пётр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |