Шупашкарти Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк ҫемьере йӗкӗреш ҫуралнӑ. Вӗсем – хӗрачасем.
Ашшӗ-амӑшӗ ачасем валли илемлӗ ят суйлама тӑрӑшнӑ. Пӗрне Ангелина тесе ят хунӑ. Теприн вара ячӗ питӗ хӑйне евӗр. Вӑл «Сумерки» фильмри тӗп сӑнарӑн ячӗ пекрех янӑрать: Рэнэсмэ.
Сӑмах май, «Сумерки» фильмри тӗп сӑнарсен Эдвардпа Бэлла Калленӑн хӗрӗ Ренесми ятлӑ.
Шупашкарта «Сывлӑх хумӗ» теплоход чарӑнӗ. Унпа тухтӑрсен бригади килет. Вӗсемпе пӗрле хальхи йышши хатӗр-хӗтӗр те пур.
Паллӑ медицина учрежденийӗсен тухтӑрӗсем Чӑваш Енри ача-пӑча сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Вӗсем патне йывӑр диагнозлӑ пациентсем лекӗҫ. Анчах списокпа килӗшӳллӗн ҫеҫ йышӑнӗҫ. Вӗсем патне ҫырӑнас тесен малтан вырӑнти педиатр е профильлӗ специалист патне каймалла.
Теплоход Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 13 сехетре чарӑнӗ. Тухтӑрсем кунта 19 сехетчен пулӗҫ.
Паян, аван уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхине Шупашкарта авари пулнӑ. Чутах шкул ачин пурнӑҫӗ татӑлман. Юрать-ха, инкек лайӑхпа вӗҫленнӗ.
Паян ирхине Октябрь 50 ҫул тултарнине халалланӑ урамра автокран ҫул урлӑ каҫакан шкул ачи ҫине кӗрсе кайнӑ. Ача «Мега Гелекси» патӗнче утнӑ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ача 7 ҫулти пек курӑнать. Вӑл велосипедпа пулнӑ. Вырӑна ҪҪХПИ, ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарта каллех ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Юрать-ха, хальхинче ку пысӑк инкекпе вӗҫленмен.
Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 15 сехетре Николаев урамӗнчи 26-мӗш ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнчи чӳречерен 3 ҫулти ача тухса ӳкнӗ. Вӑл чӳрече ани ҫине хӑпарса кантӑка уҫнӑ, москитлӑ сетка ҫине таяннӑ та аялалла ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра амашӗ килтех пулнӑ.
Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Суранланнӑ ачана Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ.
Чӑваш тӗрри кунӗ тӗлне Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗ «Чӑваш тумӗн азбуки» тӗпчевпе пултарулӑх тетрачӗ тӑрӑх Пӗтӗм Раҫҫей ача-пӑча конкурсӗ ирттерет.
«Чӑваш тумӗн азбуки» пултарулӑх тетрачӗ ачасем чӑваш халӑхӗн этнокультурипе кӑсӑкланассине вӑйлатасса шанаҫҫӗ.
Конкурса 5-10 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Вӗсен пултарулӑхне ӳсӗмне кура ҫак ушкӑнсенче: 5 ҫултан пуҫласа 7 ҫулччен; 8-тан 10-ччен; сывлӑх енчен хавшак ачасен тӑрӑшӑвне уйрӑм тишкерӗҫ.
Конкурс авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Етӗрнери агротехникум ҫумӗнче ачасен цифра вӗренӗвӗн «ИТ-куб» ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет.
«ИТ-кубра «Программирование на Java», «Программирование на Python», «Программирование роботов», «Мобильная разработка», «Кибергигиена и работа с большими данными», «Системное администрирование» енсемпе вӗрентӗҫ. Ачасене 24 специалист, 12 наставник ӑс парӗ. Вӗсем квалификацие ӳстернӗ ӗнтӗ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре халӗ 3 ИТ-куб. 2019 ҫулта Канашра уҫӑлнӑ, пӗлтӗр – Вӑрнарта.
Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта пӗчӗк ача ӑнсӑртран хваттерте питӗрӗнсе ларнӑ. Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем 2 ҫулти пепкене пулӑшма ҫитнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав каҫхи 7 сехетре ҫитнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ачи хваттерте ӑнсӑртран питӗрӗнсе ларнӑ, аслисем алӑка хӑйсем тӗллӗн уҫайман.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен «Умелец» наборпа алӑка уҫма пултарнӑ. Ача пӳлӗмре ларнӑ, унпа нимӗн те пулман.
Раҫҫейри 8 регионта ҫӗршыври футбол пӗрлӗхӗ «Шкулта – футбол» проект пуҫарать. Чӑваш Ен те сӑнав регионӗсен йышӗнче.
Ку проект Чӑваш Енри 7 шкулта пурнӑҫланӗ: Шупашкарти 6-мӗш тата 61-мӗш шкулсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулта, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш тата 6-мӗш шкулсенче, Улатӑрти 7-мӗш шулта тата Вӑрнар поселокӗнчи 2-мӗш шкулта. Проектпа килӗшӳллӗн, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак пӗлӳ ҫурчӗсенче физкультурӑн кашни виҫҫӗш урокӗ команда вӑййипе иртӗ.
Проекта пурнӑҫласа массӑллӑ футбола 1,5 пин ытла шкул ачине явӑҫтарасшӑн.
Шупашкарти Ленин районӗн загсӗнче ҫурла уйӑхне пӗтӗмлетнӗ. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ачине сайра тӗл пулакан ят панӑ. Унашкаллисем 15 ҫемье пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗнче ку районта хӗрача нумайрах ҫуралнӑ: 74 ача. Арҫын ачасем вара 58 пулнӑ.
Сайра тӗл пулакан ятсен хушшинче ҫаксем: Лея, Василиса, Камилла, Серафима, Анисия, Аглая, Эмилия, Мия, Федор, Давид, Григорий, Демьян, Родислав, Лев, Семен.
Аглая ята тӑтӑшах хумаҫҫӗ. Вӑл Авалхи Грецирен килнӗ, «илем», «савӑнӑҫ» тенине пӗлтерет.
Шупашкарта 17 ҫулти яша шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хутчен те пӗлтерчӗ.
Каччӑна маларах «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ шыранине хыпарларӗ, ӗнер — ЧР Шалти ӗҫсен министерствипе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ.
Паян ырӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 19 сехет тӗлӗнче велосипедпа тата палаткӑпа тухса кайнӑ Тимур Мохаммад Азадович Миа тупӑннӑ. Вӑл таса сывах. Ӑна никам та хур туман.
Йӗрке хуралҫисем яша шырама пулӑшнӑ ҫынсене тав тунӑ, каччӑ тупӑннине пӗлтернӗ. Яш 10 кун таран ӑҫта пулнине официаллӑ хыпарта ӑнлантарса тӑман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пугачёв ҫарӗ Кӑрмӑша тытса илнӗ. | ||
| Орлов Пётр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |