Раҫҫейри шкулсенче массӑллӑ мероприятисене ирттерме чарнӑ. Ку чару 2022 ҫулхи кӑрлаччен вӑйра пулмаллаччӗ. Чару мерисене тӑснӑ, массӑллӑ мероприятисене 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен ирттерме юрамӗ. Ку йышӑнӑва Раҫҫейӗн тӗп тухтӑрӗ Анна Попова алӑ пуснӑ.
Ку чару ятарлӑ 18 ҫул тултарман ҫӳрекен учрежденисене, спорт организацийӗсене те пырса тивет. Анчах ку чару аслӑ шкулсене, техникум-колледжсене пырса тивмест.
Малашне те ачасем пӗр класра вӗренӗҫ, пӳлӗмсене уҫӑлтарӗҫ, кашнин ӳт температурине виҫӗҫ. Сӑмах май, шкул ачисен каникулӗ чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Наталья Васильеван «Сказки маленького домовенка. Кил хуралҫи уява чӗнет» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмра ачасене хӑйсен аллипе тӗрлӗ япала ӑсталама вӗрентнӗ. Илемлӗ япала тума нумаях та кирлӗ мар. Тӗрлӗ хут, ал айӗнчи ытти ансат хатӗр-хӗтӗр.
Кӗнекене Наталья Васильева художник илемлетнӗ, редакторӗ – Ольга Федорова. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетленӗ. Вырӑсларан чӑвашла Галина Матвеева куҫарнӑ.
Наталья Васильева — ача-пӑча иллюстраторӗ тата юмах ҫыракан писатель. Тӗрлӗ ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн «Сказки Радужного города», «Новогодняя история» ярӑмри кӗнекисем пичетленнӗ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи ҫӗрле Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пушар тухнине, ҫавна пула йывӑҫ ҫурт ҫӗрпе танлашнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пушарта тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Леш тӗнчене 55 ҫулти кил хуҫи, унӑн виҫӗ пӗлӗшӗ – 47-ри арҫынпа унӑн 40-ри арӑмӗ, ҫак ялтах пурӑннӑ 49 ҫулти хӗрарӑм — ӑсаннӑ.
Инкек хыҫҫӑн Патӑрьел районӗнчи тӳре-шара ларӑва пухӑннӑ. Унта республикӑри ГКЧС председателӗн ҫумӗ Сергей Павлов тата пушарпа кӗрешекен сулжбӑн пуҫлӑхӗ Герман Михайлов хутшӑннӑ.
Ларура нумай ачаллӑ, пӗччен ватӑсем пурӑнакан тата эрех-сӑрапа иртӗхекен ҫемьесене ҫитсе тимлӗх пирки асӑрхаттармаллине сӳтсе явнӑ. Туса ирттерни пирки ятарлӑ комиссие хыпарламалла.
Чулхула облаҫӗнчи арҫын Етӗрне районӗнче пурӑнакан 10-мӗш класс хӗрачине улталанӑ.
Пике тӗнче тетелӗнче вутӑ туянас кӑмӑллине пӗлтерсе пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «сутакан» та тупӑннӑ. Татса-ҫурмалла мар. Йӑлтах хатӗр. Пӗр автомашина вутӑшӑн 7 пин тенкӗ тӳлемелле. «Сутуҫӑ» хӗре укҫана куҫарса пама ӳкӗте кӗртнӗ. Укҫана илнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем ултавҫӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл Чулхула облаҫӗнчи 31 ҫулти арҫын пулнӑ. Унччен судпа айӑпланнӑскер тӑван тӑрӑхӗнче ҫынсене вутӑ сутатӑп тесе 13 хутчен улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
«Ковид» каникулӗсенче ача пахчисем мӗнле ӗҫлӗҫ? ЧР Вӗренӳ министерствин шкулчченхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ уйрӑмӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗ ӗҫленипе ӗҫлеменнинчен килет. Тӗрӗсрех каласан, ачана садик кирлӗ тӗк ушкӑн ӗҫлӗ.
Кун пек йӗрке юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 7-мӗшӗччен пулӗ. Ҫак тапхӑрта ашшӗ-амӑшӗ ӗҫлет тӗк ачине ача пахчине илсе кайма ирӗк пур.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑпӑрлан ҫӳрекен ушкӑнах ӗҫлӗ. Халӗ ача пахчисенче ыйтӑм ирттереҫҫӗ, канмалли кунсенче миҫе ача ҫӳренине пӑхаҫҫӗ.
Никита Тӗнче ҫемйи машинӑпа ҫула тухассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Икӗ пӗчӗк ачаллӑ ҫемье ҫак кунсенче ҫула хускалнӑ. Кун пирки Никитӑн Ютубри «Путешествия Тенче» (чӑв. Тӗнче ҫулҫӳревӗсем) страницинчи видео тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Ҫемье хӑйсемпе пӗрле велосипедсене илнӗ, кирлӗ тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗре. Кушаккине те пӑрахса хӑварман. Вӗсем ҫулҫӳревҫӗсен чатӑрне те илнӗ.
Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ютуба вырнаҫтарнӑ видеора ҫемье вӑрманта ҫӗр каҫнине пӗлтернӗ.
Тӗнчесем хальлӗхе Пенсильвани штатӗнчех-ха. Никита каланӑ тӑрӑх, ҫемье океан енне ҫул тытать. Унта вӗсем вӑрах тытӑнса тӑрасшӑн. Анчах хӑш океан иккенне каламан. Сылтӑм еннелле ҫул тытсан Лӑпкӑ океан патне ҫитсе тухайӑн, сулахаялла кайсан — Атлантика океанӗ патне.
Чӑваш Республикин ертӳлӗхӗ пулӑшнипе республикӑри районсенче ҫӗнӗ шкулсем хӑпарӑнаҫҫӗ, ҫӗнӗ ача пахчисем уҫӑлаҫҫӗ, маларах туса лартнӑ шкул умӗнхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсенче тӗп юсавсем иртеҫҫӗ. Ҫак ӗҫсен тӗп тӗллевӗ вара — ачасем валли аталану условисене хӑтлӑлатасси, педагогсемшӗн – ачасене вӗрентес тата воспитани парас ӗҫе ҫӑмӑллатасси.
Тӗслӗхрен, «Демографи» нацпроектӑн «Хӗрарӑмсене ӗҫпе тивӗҫтересси — виҫӗ ҫула ҫитичченхи ачасем валли шкул умӗнхи вӗренӳ условийӗсем туса парасси» регион проекчӗ шайӗнче Ҫӗрпӳ хулинче бассейнлӑ 240 вырӑнлӑ ача пахчи хӑпартас ӗҫ малалла пырать.
Объекта хӑпартакан тӗп подрядчик «ПМК-8» ТМЯП шутланать. Проектпа килӗшӳллӗн кунта бассейн, юрӑ-кӗвӗ урокӗсен залӗ, акт тата вӑй-хал культурин залӗсем, кружок занятийӗсем ирттермелли пӳлӗм, компьютер класӗ, медицина кабинечӗ тата административлӑ пӳлӗмсем хута яма палӑртнӑ. Ачасемшӗн канмалли тата аталантармалли мӗн пур условисене туса парӗҫ.
Паянхи кун тӗлне объектра 120 яхӑн ҫын вӑй хурать. 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш хутсенче шалти ӗҫсене тӑваҫҫӗ. Вентиляцине вырнаҫтарас ӗҫ малалла пырать.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм 6 ача ҫуратнӑ. Кӗҫӗнни пӗлтӗр ҫут тӗнчене килнӗ. Халӗ вӑл «Малюткӑра». Икӗ ачине ҫемье илнӗ, тепӗр виҫҫӗшӗ – опекӑра.
Хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне йӗркеллӗ тытмасть, алимент парӑмӗ 70 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Хӗрарӑма приставсем шыранӑ, ун патне шӑнкӑравланӑ, лешӗ тытман. Килне те тӑтӑшах кайса тӗрӗсленӗ, вӑл унта та килсе курӑнман. Нумаях пулмасть 34 ҫулти хӗрарӑм килне тумне улӑштарма килнӗ. Приставсем шӑп ҫавӑн чухне ӑна ярса тытнӑ.
Анчах хӗрарӑм вӑл нимӗн япӑххи те туман тесе шутлать. Вӑл ачасӑр ҫемьесем валли ырӑ ҫеҫ тунӑ-мӗн. «Вӗсене патшалӑх пособи тӳлет», - тенӗ вӑл. Унӑн шухӑшӗпе, ачасен ҫӗнӗ ашшӗ-амӑшӗ пур е пулас чухне унӑн алимент тӳлемелле мар.
Ахӑртнех, хӗрарӑм уголовлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Иртнӗ эрнере ЧР вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Дмитрий Захаров ачасен кӗркуннехи каникулне тӑсма сӗнни пирки пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва оперштаб ларӑвӗнче те сӳтсе явнӑ. Ун чухне Олег Николаев Элтепер ачасене 2 эрнелӗхе каникула яма сӗннӗ.
Министр каланӑ тарӑх, хальхи вӑхӑтра шкулсенче лару-тӑру йывӑр. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, чирлесси 25 процент ӳснӗ. Графикпе килӗшӳллӗн, шкул ачисен юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 1-мӗшӗччен канмалла. Кӑшӑлвируса пула ӑна чӳкӗн 7-мӗшӗччен тӑсӗҫ.
Каникул вӑхӑтӗнче хушма пӗлӳ паракан учрежденисем те ӗҫлемӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 17 сехет те 59 минутра Шупашкарта Пирогов тата Крылов урамӗсем хӗресленекен вырӑнта 3 ачана машина ҫапса кайнӑ. Ачасем «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫнӑ.
«Опель Омега» машинӑн 23 ҫулти водителӗ «зебра» умӗнче хӑвӑртлӑха чакарман, ҫул каҫакан шӑпӑрлансем ҫине пырса кӗнӗ. Ачасем 14-17 ҫулсенче. Вӗсем, телее, суранланнӑ ҫеҫ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне тӗрӗсленӗ.
23 ҫулти водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ачасене асӑрхаса ӗлкӗреймен. Вӑл ӳсӗр пулманни пуллӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |