Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Мир проспектӗнчи 6-мӗш ҫуртран ача ӳкни пирки, ӑна ҫав вӑхӑтра ҫывӑхра пулнӑ ҫын алли ҫине тытни ҫинчен сайтра пӗлтернӗччӗ..
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм 27 ҫулта. Ун тӗлӗшпе малтан амӑшӗн тивӗҫӗсене йӗркеллӗ пурнӑҫламнашӑн протокол ҫырнӑ. Ача ӳкнӗ вӑхӑтра вӑл ҫырӑнмасӑр пурӑнакан упӑшкипе пӗрле хӑнара пулнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Аса илтерер: ача 5-мӗш хутран арҫын алли ҫине, унтан ҫӗр ҫине ӳкнӗ. Вӑл вӑйлах суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ачана реанимацирен ахаль палатӑна куҫарнӑ ӗнтӗ.
Ӗнер Шупашкарта тата тепӗр ача инкеке лекнӗ. 2016 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ача Мир проспектӗнчи 6-мӗш ҫуртри 5-мӗш хутран персе анма тӑнӑ. Ача пулӑшма чӗннине Вениамин Егоров ятлӑ ҫын илтнӗ. Турра шӗкӗр, вӑл инкек ҫывӑхӗнче пулнӑ.
«Йӑлтах темиҫе ҫеккунтра пулса иртрӗ. Эпӗ чӳрече патне чупса пынӑ чухне арҫын ача пиллӗкмӗш хутӑн карнизӗнчен ҫакӑнса тӑратчӗ. Эпӗ аялтан алӑпа тытрӑм, вӑл ман алӑ ҫине, унтан курӑк ҫине персе анчӗ», — каласа кӑтартнӑ арҫын журналистсене. Вениамин Егоров ҫийӗнчех 112 номерпе шӑнкӑравласа янӑ.
Халӗ арҫын ачан сывлӑхӗ аптӑрасах каймасть. Ӑна реанимаци уйрӑмӗнчен ахаль палатӑна куҫарнӑ.
Питӗр хулинчи Национальноҫсен ҫуртӗнче Чӑваш эстрада юррин «Кӗмӗл сасӑ» пӗтӗм Раҫҫейри ХХII конкурсӗн регионсем хушшинчи тапхӑрӗ иртнӗ. «Невари кӗмӗл сасӑ — 2021» фестиваль-конкурса Питӗр тӑрӑхӗнчи «Юрату» тата «Парне» чӑваш ансамблӗсем те хутшӑннӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш Енри Дарья Моранькова та пырса ҫитнӗ. Конкурсра вӑл 1 степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. «Кӗмӗл сасӑ — 2021» пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра пике Ленинград облаҫӗн чысне хӳтӗлӗ.
Дарья 2008 ҫулта Куславккара ҫуралнӑ. Унти ӳнер шкулӗнчи эстрада тата хор уйрӑмӗсенче вӗренет. Хӗрачан педагогӗ — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Диляра Стулова. Музыка шкулне ачана аслисем 3 ҫултах илсе ҫӳреме тытӑннӑ. Солист евӗр хӗрача сцена ҫине 4 ҫулта тухнӑ. Дарья Моранькова тӗрлӗ конкурса хастар хутшӑнать.
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхине Комсомольскинче канализаци ҫӑлкуҫӗнче ача виллине тупнӑ. Тӗрӗссипе, вӑл йӗркеллӗ пепке те пулса ҫитеймен. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 24-25 эрнесенче ҫеҫ. Ҫапла пӗлтерет Следстви комитечӗ.
Ҫакӑ паллӑ: варта аталанса ҫитеймен ачана вӗлернӗ йӗрсем ҫук. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттереҫҫӗ.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти нумай ачаллӑ ҫемьере чутах пысӑк инкек пулман. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ.
Ҫемье Кӗремечке урамӗнче пурӑнать. Ашшӗ-амӑшӗ тата виҫӗ ачи харпӑр ҫуртра сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ. Аслисем те Васкавлӑ медпулӑшу пульницин токсикологи уйрӑмӗнче выртаҫҫӗ. Вӗсен сывлӑхӗ питех йывӑр мар.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗтӗм тухмалли вырӑн хупланса ларнӑ. Ҫавна май килте газ пухӑннӑ. Хальлӗхе ҫурта газ пымалла мар тунӑ.
Паян 13 сехеторе Ҫӗнӗ Шупашкарта 15 ҫулти арҫын ача физультура урокӗ хыҫҫӑн вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Арҫын ача кадет лицейӗнче вӗреннӗ. Вӑл 2005 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан сывлӑх енчен кӑлтӑксем пулнӑ. Вӑл мӗншӗн вилнине судпа медицина экспертизи палӑртӗ. Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Шкула следовательсем тата криминалистсем ҫитнӗ.
Вӗрентекенсен айӑпӗ пур-и? Ҫакна следстви палӑртӗ. Ҫавӑн пекех арҫын ача сывлӑхне пӑхса тӑнӑ поликлиникӑна тӗрӗслӗҫ.
Паян ир-ирех, 6 сехетре, васкавлӑ медпулӑшу ача ҫуратма хатӗрленнӗ хӗрарӑм патне ҫитнӗ. Арӑмӗ ҫӑмӑлланма хатӗрленни пирки упӑшки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти бригада кӑтартнӑ адреспа хӑвӑрт, 8 минутран, ҫитнӗ. Вӗсем ҫитнӗ тӗле хӗрарӑм ҫуратма пуҫланӑ ӗнтӗ. Фельдшерсен вӑхӑт юлман – хӗрарӑма вырӑнтах пулӑшма тивнӗ. Тепӗр 9 минутра тухтӑрсем алӑра сывӑ ачана тытнӑ. Вӑл ҫуралсанах кӑшкӑрса янӑ.
Хӗрарӑма ҫӑмӑлланма Мария Лысова тата Иван Орлов фельдшерсем пулӑшнӑ. Иван ӗҫленӗ вӑхӑтрах ЧПУра тухтӑра вӗренет.
Чӑваш Енри виҫӗ шкулта ачасем кӑшӑлвируспа чирлине тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ чирпе аптӑракансене Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенче шута илнӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн оперштабӑн ларӑвӗнче Роспотребнадзор управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Вера Головач пӗлтернӗ.
Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Лукшин каланӑ тӑрӑх, COVID-19 тупӑннӑ ачасенчен пысӑк пайӗ карантин вӑхӑтӗнче каникулта пулнӑ. «Вӗсен карантин вӑхӑчӗ паян-ыран вӗҫленӗ», – тенӗ эрнекун министр ҫумӗ. Апла пулсан ачасем тунтикун шкула кайма пултарӗҫ.
Ачасем кӑшӑлвируспа чирлине тупса палӑртнӑ шкулсенче дезинфекци ирттернӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 99-мӗш ҫуртран 25-мӗш хутран сикни пирки пӗлтернӗччӗ. Телее, 11 ҫулти арҫын ача подъезд умӗнче ларакан ГАЗель ҫине ӳкнӗ. Ҫакӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Ачана тӳрех пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ӑна Шупашкарта, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, операци тунӑ. Тепӗр кунхине вӑл тӑна кӗнӗ, калаҫнӑ.
Ҫак ача халӗ хӑйне мӗнле туять-ши? Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑйне лайӑхрах туйма тытӑннӑ. Унӑн сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, психологсем ӗҫлеҫҫӗ. Инкек хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшне те психологӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Шупашкарти шкулсенче мина хунӑ тесе каллех хӑратакан тупӑннӑ. Хальхинче те ун пек хыпара хулари темиҫе шкула ҫитернӗ. Кун пирки паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗ Александр Малов пӗлтернӗ.
Вырсарникун, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти 28 шкулӑн электрон адресӗ ҫине такамсем ҫырусем ӑсатнӑ. Вӗсенче вӗренӳ учрежденийӗсенче мина хуни пирки хыпарланӑ.
Яваплисем ҫийӗнчех ура ҫине тӑнӑ. Турра шӗкӗр, нимле мина та пулман.
Сирпӗтмелли хатӗр хуни пирки кӑҫал хулари шкулсене пилӗк хутчен хӑратнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче 5-мӗш гимназин А корпусӗнчен, 17-мӗш тата 20-мӗш шкулсенчи ачасене эвакуацилеме тивнӗ, нарӑс уйӑхӗнче — 23-мӗш шкулта вӗренекенсене.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пугачёв ҫарӗ Кӑрмӑша тытса илнӗ. | ||
| Орлов Пётр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |