Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ачасем

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Муркаш муниципаллӑ округӗнче М-7 ҫул ҫинче машина кювета чӑмнӑ. Транспортра ачасем те пулнӑ. Телее, никам та вӑйлах суранланман.

Руль умӗнче 44 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Вӑл юрлӑ ҫул ҫинче руле итлеттереймесӗр кювета чӑмнӑ. Водителе, пассажирсене, ҫав шутра ачасене те, пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫакна Муркаш районӗн прокуратури сӑнаса тӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Персона
"Пятница" телеканалти видео скринӗ
"Пятница" телеканалти видео скринӗ

Етӗрнере пурӑнакан 12 ҫулти Александр Калашников «Пятница!» телеканалпа пыракан «Умнее всех» кӑларама хутшӑннӑ. Вӑл паян 22 сехетре эфира тухӗ.

Александр тухтӑр пулма ӗмӗтленет. Вӑл хӑйӗн йӑхӗнчи ҫак ӗҫе малалла тӑсасшӑн.

Кӑларӑмра ачасем укҫа ӗҫлесе илеҫҫӗ. Тӑватӑ раундра вӗсем балсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Юлашкинчен балсем укҫана куҫаҫҫӗ.

Пирӗн ентеш кӑларӑмра мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илнӗ? Кӑларӑма пӑхсан пӗлме пулӗ. Пӗр япалана ҫеҫ калар: Александр Тина Канделаки телеертӳҫӗн пӗтӗм ыйтӑвне хуравлама тӑрӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/91484
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Л.Н. Толстой ячӗллӗ Чӑваш Республикин ятарлӑ библиотекинче сухӑрсем валли пултарулӑх студийӗ уҫӑлӗ.

Ӑна «Улӑп ачисем» инклюзивлӑ пултарулӑх студийӗ ят панӑ. Унта куҫ япӑх куракан тата пачах курман ачасем чӑваш халӑхӗн пултарулӑхӗпе паллашӗҫ.

 

Статистика
o76.pskovedu.ru сайтри сӑн
o76.pskovedu.ru сайтри сӑн

Кӑҫал 10 уйӑхра республикӑри ҫул-йӗр ҫинче 739 авари пулнӑ. Вӗсенче 112 ҫын вилнӗ, 952-ӗн суранланнӑ.

Статистика савӑнтармасть. Ку ҫивӗч ыйтӑва ҫӗклес тесе республикӑра «Чӗрӗ юл» хӑрушсӑрлӑх эрни иртет. Ӑна ҫул-йӗр ҫинче вилнӗ ҫынсене асӑнмалли куна халалланӑ.

Юлашки 5 ҫулта Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинчи аварире 602 ҫын вилнӗ. Вӗсенчен 20-шӗ - ачасем.

 

Хулара
digitalocean.ru сайтри сӑн
digitalocean.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине банк карточки ҫинчи 50 пин ытла тенки ҫухалнине асӑрханӑ та тӳрех полицие кайнӑ. Кӑштахран йӑлтах уҫӑмланнӑ: 9 ҫулти мӑнукӗ телефонра вӑйӑ вылянӑ иккен.

Ача вӑйӑ валютине тата суперпӑшал илес тесе палламан ҫын мӗн ҫырнине йӑлтах пурнӑҫланӑ. Ҫапла вӑл 52-ри хӗрарӑмӑн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Счет ҫинчи укҫа ҫийӗнчех ҫухалнӑ.

Ачан амӑшӗ кун пирки пӗлсен телефонри вӑййа тасатнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян 17 сехет те 40 минутра Комсомольскинче шкул автобусӗпе ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Автобус салонӗнче 15 ача тата 1 аслӑ ҫын пулнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул автобусӗн рулӗ умӗнче ларнӑ 54 ҫулти арҫын светофор умӗнче чарӑннӑ чухне дистанцие пӑхӑнмасӑр малта пыракан «Тойота» ҫине пырса кӗнӗ. Виҫӗ ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫакӑ паллӑ: ачасем Шупашкартан театрализациленӗ представленирен таврӑннӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Ӑна прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче автобус ачана ҫапса кайнӑ.

Инкек ирхи 10 сехет те 30 минутра «Чебоксарец» магазин тӗлӗнче пулса иртнӗ.

Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, ачапа унӑн тӑванӗ ҫул урлӑ каҫнӑ. 41-мш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫавӑн чухне ачана ҫапса кайнӑ.

Пуҫне суранлатнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/3672
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

10 ҫулти арҫын ача килте пӗчченех пулнӑ чухне ашшӗн пневматика пистолетне тупнӑ. Хайхискер тусӗсемпе унпа выляма, банкӑсене пеме шутланӑ.

Анчах вӑйӑран вӑкӑр тухать теҫҫӗ вӗт. Пуля арҫын ачана шӑп та лӑп ҫамкинчен лекнӗ. Ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем пӗр тӑхтамасӑр ӑна операци тунӑ. Халӗ арҫын ачан сывлӑхе хӑрушлӑхра мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/91170
 

Хулара
ezavi.ru сайтри сӑн
ezavi.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрне Калина ят хунӑ. Ку - питӗ сайра тӗл пулакан ят.

Ҫак ят славян тата грек чӗлхисенчен пулса кайнӑ. Грек чӗлхинчен куҫарсан вӑл «тӗп ҫӗнтерӳҫӗ, лайӑххи» тенине пӗлтерет.

Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче кунашкал ята пӗрремӗш хут регистрациленӗ.

 

Культура
vk.com/chansamble21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chansamble21 сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн вокалпа хореографи студийӗн преподавателӗсем тӗрлӗ халӑх ташшине ташлама хӑнӑхтарӗҫ.

Ансамбль артисчӗсем ташӑри кашни хускану мӗне пӗлтерни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.

Ӑсталӑх сехечӗ Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра иртӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Унта 6-13 ҫулсенчи ачасене йыхравлаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, [45], 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, ... 342
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 22

1860
166
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
1900
126
Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ.
1902
124
Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1912
114
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ.
1935
91
Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ.
1972
54
Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть