Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Никаноров (вӑл «Сувар-2» предприятие тытса тӑрать) Куславкка районӗнчи тӑхӑр ачаллӑ ҫемьене укҫа парса пулӑшнӑ.
Кӗмӗле вӑл Куславкка хула кунне уявлама пынӑ май уйӑрнӑ. Официаллӑ мероприятисем пуҫланиччен депутат Юпсар ялне ҫитсе килнӗ. Унта Маркидановсем нумай ачаллӑ ҫемйипе тӗл пулнӑ. Вӗсене «халӑх тарҫи» 15 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Тӑхӑр ача амӑшӗ Ирина каланӑ тӑрӑх авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӗсен пилӗк ачине шкула ямалла. Леонид ывӑлӗ пӗрремӗш класа каять, Татьяна хӗрӗ — виҫҫӗмӗшне, Николайпа Константин йӗкӗрешсем — пилӗкмӗшне, Людмила хӗрӗ — вунпӗрмӗшне.
Сӑмах май каласан, нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре 2003 ҫултанпа тӑрать иккен.
Вӑрмар поселокӗнче 145 вырӑнлӑх ача пахчи тӑвасси малалла пырать. Объектра ӗҫсем епле пынипе паллашма паян вырӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин тата унӑн пӗрремӗш ҫумӗ — строительство, ҫул-йӗр тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Тихонов ҫитнӗ.
Халӗ объектра шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ, сантехника ӗҫӗсемпе аппаланаҫҫӗ, территорие хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Стройкӑра 40 ҫын тӑрӑшать иккен. Ӗҫе 60 миллион тенке яхӑнлӑх пурнӑҫланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ хӑвӑртлӑхӗпе тата пахалӑхӗпе кӑмӑллине палӑртнӑ-мӗн.
Кашни халӑх пуян. Укҫа-тенкӗ пирки мар сӑмах — ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ ҫинчен. Кашни халӑхӑн тупмалли юмахсем, юрӑсем, юмахсем, ваттисен сӑмахӗсем тата ыттисем пур.
Чӑвашсен ӗлӗкхи йӑлисенчен пӗри — вӑйӑ. Етӗрне районӗнчи «Шевле» ушкӑнри хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм чӑваш ҫамрӑкӗсен вӑййипе, юррипе ыттисене паллаштарас тӗллевпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ.
Палтайри вӑтам шкул ҫумӗнчи «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи Н.В.Серебрякова ачасене «Ал татмалла», «Ят пӗлмелле», «Тутӑр пухмалла» вӑйӑсем выляма, «Итлӗр кукку сассине», «Ҫирӗк ҫулҫи ҫиле май» юрӑсене вӗрентнӗ.
Кунашкал мероприятисем ачасене тӑван чӗлхемӗре ытларах юратма, хисеплеме, чӑвашлӑх туйӑмне аталантарма пулӑшать.
Сӑнсем (3)
Иртнӗ эрнере «Артек» ача-пӑча уйлӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри аэрокосмос смени уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Енрен Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире вӗренекенсем хутшӑннӑ. Ачасем «CanSat в России» Пӗтӗм Раҫҫейри инноваци проектне хутшӑннӑ. Ку проект вӗҫекен аппаратсем шухӑшласа кӑларакансене пӗрлештерет. Пӗчӗк кӑна хатӗр шухӑшласа кӑларакансем проекта хутшӑнса конкурсра ӑмӑртаҫҫӗ.
Космосм сменине Мускаври, Питӗрти, Калугӑри, Сарӑтури тата Саха (Якути) республикинчи ачасем пуҫтарӑннӑ. Ачасем ракетӑсем вӗҫтереҫҫӗ, спутнкисем пӗлтернине йышӑнаҫҫӗ, телескопсем пулӑшнипе тӗпчевсем ирттереҫҫӗ.
Уйлӑха Юрий Лончаков, Сергей Ревин тата Сергей Рязанский космонавтсемпе пӗрле вӗҫсе кайни те ачасен асӗнче яланлӑха юлӗ.
Тин кӑна Шупашкарта 2-ри ача 9-мӗш хутри чӳречерен ӳксе вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Тепӗр кунхинех, ҫурлан 18-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта инкек пулнӑ.
Женя Крутова урамӗнчи пӗр ҫуртӑн 7-мӗш хутӗнчен 5 ҫулти хӗрача тухса ӳкнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача кухньӑра пӗччен пулнӑ. Чӳрече янахӗ ҫине юнашар ларакан пуканпа усӑ курса хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Лешӗ йывӑрӑша чӑтайман.
Кӑҫал ҫулла тӑватӑ ача чӳречерен ӳксе вилнӗ. Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче 4-ри хӗрача 6-мӗш хутран ӳкнӗ. Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче 1,5 ҫулти хӗрача 10-мӗш хутран ӳкнӗ. Тепрӗр инкек ҫурлан 17-мӗшӗнче пулнӑ.
Ҫурлан 18-мӗшӗнче ЧР Сывлӑх министерстви канашлу ирттернӗ. Алла Самойлова пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ республикӑра Украинӑран килнӗ ҫынсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсенчен 236-шӗ — ачасем.
Республикӑра таркайсене социаллӑ, психологи, медицина пулӑшӑвӗ параҫҫӗ. Ҫӗртмен 30-мӗшӗнчен пуҫласа медицина организацийӗсене Украинӑран килнӗ 1700 ҫын пырса пулӑшу ыйтнӑ. Ача кӗтекен 12 хӗрарӑма шута илнӗ, вӗсенчен 5-шӗ ҫуратнӑ.
Кунсӑр пуҫне, ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, таркайсене ҫирӗплетекен тата инфекци ересрен сыхлакан вакцина тӑваҫҫӗ. Хӗрлӗ шатраран — 134 ҫынна, дифтерипе столбнякран — 78 ҫынна, В сарамакран — 17 ҫынна вакцинациленӗ. Ытти чир-чӗртен те вакцина тӑваҫҫӗ.
Каникул вӗҫленсе пырать. Ӑна ачасем асра юлмалла ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗрисем кӳлӗ хӗррине вӑлта йӑтса чупаҫҫӗ, теприсем пахчара ашшӗ-амӑшне пулӑшаҫҫӗ. Муркаш ачисем вара ача-пӑча вулавӑшӗнче «Симӗс кӗнеке» кӗнекепе паллашнӑ.
5-мӗш класа куҫнӑ шӑпӑрлансем эмел курӑкӗсем пирки вулас пӗлнӗ, вӗсем ҫинчен хывнӑ сӑвӑсемпе тата халапсемпе паллашнӑ.
Вулавӑш ӗҫченӗ ачасене эмел курӑкӗсене епле уйӑрмаллине, вӗсемпе мӗнле усӑ курмаллине каласа кӑтартакан кӗнекесемпе те паллаштарнӑ. Юлашкинчен ачасем усӑллӑ курӑксенче вӗретнӗ чей ӗҫнӗ.
Сӑнсем (8)
Ҫурлан 14-мӗшпе 27-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи «Детский отдых» (чӑв. Ачасен канӑвӗ) ТМЯП кану базинче республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи пултаруллӑ шкул ачисем «Шевле» уйлӑхра канаҫҫӗ. Кунта Шупашкар хулинчи, Муркаш, Йӗпреҫ, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тата Етӗрне район ачисем лекнӗ.
Ачасен канӑвӗ кӑсӑклӑ иртет. Вӗсене тӗрлеме, ташлама, чӑваш апат-ҫимӗҫне пӗҫерме вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак маттур ачасемпе «Тантӑш» хаҫат редакцийӗн журналисчӗсем, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн актёрӗсем тӗлпулусем ирттерӗҫ. Паллах, кӑсӑклӑ экскурсисемсӗр ачасен канӑвӗ иртмӗ.
Уйлӑха ҫурлан 15-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ: «Несӗлсен ҫӗрӗ ҫинче» паллашу саманчӗ иртрӗ, ачасем уйлӑх йӗркипе паллашрӗҫ, отрядсене ятсем пачӗҫ, уйлӑх логотипне суйларӗҫ, стена ҫинчи хаҫатсем кӑларма шантарчӗҫ.
Пӗрремӗш кунхине ачасем валли ятарлӑ концерт йӗркелерӗҫ.
Пӑтӑрмах пирки ҫыракан массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ахаль те нумай та, ҫапах та ку ӗҫ шӑв-шав ҫуратнисен шутне кӗнӗ май ун пирки асӑнмасӑр иртеймӗпӗр.
Инкекӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи Вӑрӑмту ялӗ патӗнче пулса иртнӗччӗ. «Мерседес» урапапа (машинӑпа) пыракан 27 ҫулти Шупашкар хула ҫынни хирӗҫ ҫул ҫине сиксе тухса пӗр ҫемье ларса пыракан урапапа тӑрӑннӑччӗ. Инкекре упӑшкипе арӑмӗ вилнӗ, вӗсен икӗ ачи пульницӑна лекнӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнче суд пулса иртнӗ. Инкеке лектернӗ арҫынна хупса хуман пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче ун чухне шӑв-шав та ҫӗкленнӗччӗ темелле.
Ӗнер вара ку ӗҫпе тепӗр хутчен суд пулса иртнӗ. Тӗпчев пынӑ вӑхӑтра арҫынна хупма йышӑнман пирки район прокуратурин республикӑн Аслӑ судне аппеляци представленийӗпе ҫитме тивнӗ.
Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьепе пырса ҫапӑннӑ арҫын суда пыман пирки икӗ хутчен суд ларӑвне куҫарма тивнӗ. Сӑмах май каласан, 27-ри водитель руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Ҫул-йӗр правилине вӑл унччен те пӑснӑ пирки ӑна маларах та явап тыттарнӑ пулнӑ.
Ҫурлан 17-мӗшӗнче Шупашкарта каллех инкек пулнӑ. Нумай хваттерлӗ ҫурт чӳречинчен тепӗр ача ӳкнӗ.
Пӑтӑрмах Шумилов урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ иккӗри ывӑлне асламӑшӗпе хӑварса лавккана тухнӑ. Асламӑшӗ ачана тӗпелте хӑварса тепӗр пӳлӗме кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Асламӑшӗ кухньӑна таврӑнсан мӑнукне тупайман, чӳрече ҫинчи москитлӑ сетка та пулман.
Хӗрарӑм мӑнукне ҫӗр ҫинче тупсан васкавлӑ медпулӑшӑва чӗннӗ. Анчах ачана ҫӑлма май килмен — вӑл пульницӑра вилсе кайнӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ача пӗчӗк сӗтел-пуканпа усӑ курса чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Лешӗ йывӑрӑша чӑтман.
Халӗ следстви пырать. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |