Канашри 3-мӗш шкулта автохула уҫӑлнӑ. Йӑлтах чӑнни пек — светофор, паллӑсем, ҫул-йӗр правилисем.
Ачасем урокра мар чухне вӑйӑ евӗр йӗркелесе ҫул-йӗр правилисене, паллӑсене вӗренеҫҫӗ. Кашниех хӑйне ҫуран ҫӳрекен, водитель, инспектор пек туйма пултарать. Автохулана вырӑнтан вырӑна куҫарма пулать.
Автохула ҫул ҫинчи чи хӑрушӑ вырӑна — ҫул хӗресленнӗ тӗле — сӑнлать. Кунашкал автохула чи малтан Шупашкарти пӗр ача пахчинче уҫӑлнӑ. Канашра вӑл — иккӗмӗш.
Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулта вӗренекенсем авӑн уйӑхӗнче Совет Союзӗн Паттӑрне Павел Иванова халалласа мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Нумаях пулмасть кашни класра класс сехечӗ иртнӗ. 10-мӗш класра вӗренекенсем радиохаҫат хатӗрленӗ. Унта — паллӑ ентешӗ пирки.
Вӗренекенсем Павел Ивановӑн хӗрӗпе Альбина Адамовӑпа тӗл пулнӑ. Альбина Павловна хальхинче те шкул музейне кӗнекепе пуянлатнӑ.
Шкул администрацийӗ йӗркеленипе ачасем Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ тӑрӑха — Иваново ялне — кайса килнӗ. Кадет класӗнче вӗренекенсем Василий Михайловпа тӗл пулнӑ. Вӑл Павел Иванов ҫуралнӑ килте пурӑнать. Кадетсем ӑна Герой ятне тивӗҫлипе упранӑшӑн тав тунӑ.
Юлашки ҫулсенче ҫул-йӗр ҫинче инкек шучӗ ӳсни вӑрттӑнлӑх маррине пӗлтернӗ май Элӗк район хаҫачӗ аварисем транспортӑн пысӑк магистралӗсенче мар, пӗчӗк ҫулсем ҫинче, чарӑнусем ҫывӑхӗнче пулса иртнине хыпарлать.
Асӑннӑ районти Юнтапа вӑтам шкулӗ федераци пӗлтерӗшлӗ автоҫул ҫывӑхӗнчех вырнаҫнӑ. Вӗренекенсен кулленех ҫул урлӑ каҫса ҫӳреме тивет. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗнче тӑтӑшах право сехечӗсем иртеҫҫӗ-мӗн. Кунсӑр пуҫне «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн ҫамрӑк инспекторӗ» кружок темиҫе ҫул ӗнтӗ ӗҫлет иккен. Унта кӗҫӗн тата вӑтам классенче пӗлӳ илекенсене явӑҫтараҫҫӗ. Малтанхи вӑхӑтрах ӑна директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Елена Александрова ертсе пынӑ пулсан, халӗ ӑна ачасене тракторпа тата ҫӑмӑл машинӑпа ҫӳреме хӑнӑхтаракан Виталий Максимова шаннӑ.
«Пулас инспекторсем тӑтӑшах ҫул ҫӳрев хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсемпе курнӑҫаҫҫӗ, калаҫусем ирттереҫҫӗ. Чи кӗҫӗннисемпе ҫул ҫинче хамӑра мӗнле тытмаллине вӑйӑ урлӑ вӗренетпӗр. Ӳкерчӗксен конкурсӗсене ирттеретпӗр, пӗчӗк калавсем ҫыратпӑр, ҫул ҫинче сиксе тухма пултаракан тӗрлӗ саманта тишкеретпӗр», — каласа панӑ педагог.
Республикӑра пӗр кунра икӗ ача наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. Иккӗшӗ те — йӗкехӳре наркӑмӑшне пула. Пӗр пӑтӑрмах Вӑрнар районӗнче пулнӑ, тепри — Шупашкарта.
Икӗ тӗслӗхре те ашшӗ-амӑшӗ тимсӗрлӗхне пула ачасем шар курнӑ. Аслисем йӗкехӳресене пӗтерес тесе наркӑмӑш хурса тухнӑ. Ачасем вара ӑна тупнӑ. Пӗри наркӑмӑша ҫӑвара хыпма ӗлкӗрнӗ, тепри аллине ҫеҫ тытма ӗлкӗрнӗ. Анчах вӑл ӑна ҫӑтма та пултарнӑ.
Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ. Кирлӗ процедурӑсене тунӑ. Хальлӗхе ачасен сывлӑхӗ йӗркеллех.
АВН | 21 |
Кӗркуннехи вӑрманта ҫав тери хитре. Йӗри-тавра хӗрлӗ, сарӑ ҫулҫӑсем выртаҫҫӗ. Ҫул хӗрринчех ватӑ юман ӳсет. Йывӑҫ айӗнче — мӗн чӳхлӗ йӗкел! Эпир, Ҫӗнӗ Шупашкарти виҫҫӗмӗш шкулта виҫҫӗмӗш «г» класра вӗренекен ачасемпе, йӗкел пуҫтарма тухрӑмӑр. Тӗкӗрҫ ращщинче ӗҫлекенсем йӗкел пуҫтарма чӗнсе акци-конкурс иртереҫҫӗ. Ҫав конкурса хутшӑнса, лайӑх ҫанталӑкпа килленсе, эпир шӑматкунхи куна усӑллӑ ирттертӗмӗр тесе шутлаҫҫӗ ачасемпе вӗсен вӗрентекенӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хули 54-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Историпе культура центрӗ умӗнче пӑчкӑпа касакансен Пӗтӗм тӗнчери 1-мӗш фестивалӗ иртнӗ. «Химик» культура керменӗ умӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче ачасем асфальт ҫине пурӑпа ӳкерсе тупӑшнӑ. Уявра ал ӑстисен тата вырӑнти предприятисем кӑларакан ҫакӑр таврашӗсен ярмӑркки иртнӗ. Кӑнтарла иртни 3 сехетре «Рок-Актив» рок-фестиваль иртнӗ. Унта ҫамрӑк юрӑҫем хутшӑннӑ. Каҫхине А.Г.Николаев ячӗллӗ тӗп стадионта «Мистер Твистер» ушкӑн юрланӑ.
Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта пулса иртнӗ ҫак пӑтӑрмах пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ачасемпе кӑра тытнӑ вӗрентекеншӗн аванмарланнипе республикӑн Вӗренӳ министерстви педагогран шар курнӑ ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен каҫару ыйтнине те каланӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, пуҫламӑш классене вӗрентнӗ ҫамрӑк вӗрентекен урокра шавласа ларакан пӗр ача тутине скотчпа ҫыпӑҫтарса хунӑ. Урок ыйтсан пӗлмесен ҫамка ҫине «2» лартса панӑ, пӗррехинче вӑл пӗтӗм класса урок тӑршшӗпех ура ҫинче тӑратнӑ.
Ӗнерхи хыпарта хаяр педагог ӗҫленӗ шкул ертӳҫине тата унӑн пуҫламӑш класс енӗпе ӗҫлекен ҫумне явап тыттарма пултарассине хыпарланӑччӗ. Паян, ав, республикӑн прокуратури вӗсене ӗҫрен хӑтарнине, шкул ертӳҫин воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумне дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнине пӗлтерчӗ. Кӑра вӗрентекен пирки ӗҫе прокуратура тӗпчевҫӗсене пуҫиле ӗҫе пуҫарас ыйтӑва татса пама ярса панӑ.
Ҫак шухӑша ӗнер Xӑваш Ен Элетперӗ Михаил Инатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ чух палӑртса хӑварнӑ. Унта ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ май вӑл Кирилловсемпе Аверкиевсен нумай ачаллӑ ҫемйисене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тыттарнӑ. Ҫапла телей лекнӗскерсем малашне Строительсен урамӗнче пурӑнма тытӑнӗҫ.
Михаил Васильевич Чӑваш Енре тата ҫӗршывра нумай ачаллисене пулӑшнине палӑртнӑ. «Ҫирӗп ҫемье — пирӗн общество никӗсӗ. Хӑсен тӗслӗхӗпе ачӑрсене ыранхи куна шанчӑкпа талпӑнма пулӑшнӑшӑн тав тӑватӑп», — тенӗ Элтепер.
Ҫапла ӗнентерет информаци агентствисенчен пӗри Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкулта пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки. Ку шӑв-шав пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, пуҫламӑш классене вӗрентекен ҫамрӑк педагог 2012–2014-мӗш ҫулсенче ачасемпе хӑйне кӑра тытнӑ иккен. Пӗррехинче вӑл урокра шавласа ларакан ачан тутине скотчпа ҫыпӑҫтарса хунӑ. Тепрехинче мӗнпур класа ура ҫине тӑратса урок ирттернӗ имӗш. Урок пӗлмесен ачасен ҫамки ҫине хӗрлӗ чернилпа «2» тесе ҫырса хуни те вӗрентекеншӗн йӑлана кӗнӗ япала пулнӑ иккен.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче кӑра педагог шкултан каяссине пӗлтернӗ иккен, кӑштахран кун пирки заявлени те ҫырса панӑ, анчах вӑхӑт иртсен шухӑшне улӑштарнӑ. Ҫак хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑна ҫитнӗ, хӑйсен тӗпренчӗкӗсене хаяр вӗрентекентен хӳтӗлеме ыйтнӑ.
Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ те, Каҫал тӑрӑхӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахшӑн вырӑнти тӳре-шара та, Вӗренӳ министерствинче тӑрӑшакансем те пӑшӑрханнине пӗлтернӗ. Чӑвашсен «Пӗр ӗне пӗтӗм кӗтӗве варалать» текен каларӑш пур та, пӗр вӗрентекен республикӑри пӗтӗм педагога чыссӑрлатать тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Комсомольски районӗнчи 1-мӗш шкул вӗрнтекенӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна вӗренекенсенчен ытлашши ҫирӗп ыйтнӑшӑн айӑпласшӑн.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, 27 ҫулти хӗрарӑм 2012–2014 ҫулсенче ачасене ӳт-пӳ тата психика тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ. Тӗслӗхрен, вӑл пӗр ачана пӗтӗм класс умӗнче ҫӑварне скотчпа ҫыпӑҫтарнӑ. Лешӗ дисциплинӑна пӑснӑ-мӗн. Тӑватӑ ачан ҫамки ҫине «2» паллӑ час-часах ӳкернӗ. Кусем киле панӑ ӗҫсене пурнӑҫламан-мӗн. Пӗррехинче 2-мӗш класс ачисене ҫав хӗрарӑм урок вӑхӑтӗнче тӑрса ҫыртарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ачасене кун пирки аслисене каласа кӑтартма чарнӑ. Лешсем хӑранипе итленӗ. Анчах аслисем кун пирки пӗлсен прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |