Ӗнер ҫӗрле Шупашкарта пуҫа вырнаҫма пултарайман инкек пулнӑ. Арҫыннӑн ӑссӑрла хӑтланӑвӗ — питӗ тискер.
Ҫӗрле 2 сехет патнелле полицие Фучик урамӗнчи пӗр ҫурт патӗнче пӗчӗк хӗрача виллине тупнине пӗлтернӗ. Ҫакна тума пултарнӑ арҫынна ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав каҫ арҫын пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Хӗрарӑм юлташне ӑсатма кайсан хайхискер ҫывӑракан пӗчӗк хӗрачана, ҫулталӑкрискере, урама илсе тухнӑ та пуҫӗпе асфальт ҫине темиҫе хут ҫапнӑ. Ача сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем ӑна хупмашкӑн ходатайство хатӗрлеҫҫӗ. Арҫын тӗлӗшпе судпа психиатри экспертизи тӑвӗҫ.
Улӑп тӑпри Ҫӗнӗ Шупашкарта та пур. Вал «Антей» лавккана хирӗҫ вырнаҫнӑ иккен. Унашкал асамлӑ вырӑн пуррине пӗлсен Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш шкул ачисем вӗрентекенӗпе пӗрле унта ҫитсе курас тенӗ. «3 г» класра пӗлӳ пухакансем чӑн та вӑй-хӑват илсе таврӑнчӗҫ — ку вӗсене вӗренӳре пулӑшатех тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Халапсене ӗненес пулсан Улӑпсем пысӑк ҫынсем пулнӑ. Улӑп тӑприсем вара вӗсем хӑйсен ҫӑпатинчи тӑпрана силлесен пулса тӑнӑ. Асаилтеретпӗр, Ҫӗнӗ Шупашкар хули чӑваш ялӗсем вырӑнӗнче ӳссе ларнӑ. Ку Улӑп тӑпри вара ӗлӗкхи асамлӑ вырӑнсенчен пӗри.
Хӑй вӑхӑтӗнче «Тимур тата унӑн команди» текен ушкӑнсем пурччӗ. Ку вӑл А. Гайдарӑн ҫавӑн ятлӑ повеҫӗ тӑрӑх йӗркеленӗ пулӑмччӗ. Ачасем ватӑсене пулӑшатчӗҫ, унта-кунта общество ӗҫӗпе аппаланатчӗҫ. Халь те пур-ха ун пеккисем. Анчах урӑхларах хурӑмлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ту пулин пур ҫӗрте те мар.
Элӗкре вара ҫапла ырӑ ӗҫпе аппаланакансем пур. Унти ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнче «Ӑмӑрткайӑк чӗпписем» патриот клубӗ йӗркеленӗ. Ӑна Сергей Иванов ертсе пырать. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май ачасем «Пулӑшу алли» акцие хастар хутшӑннӑ. Ӗнер вӗсем ватӑсем патне ҫитнӗ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем вӗсене пахча, пӳрт-ҫуртра тирпейлесе пулӑшнӑ.
Раҫҫей эстрада юрӑҫи Алсу Шупашкарти чирлӗ ачана сыватмашкӑн укҫа пухма пулӑшать. Халӗ ачана операци тумашкӑн укҫа нумай кирлӗ. Алсу юрӑҫ Инстаграмра ҫак акцие хутшӑннӑ. Вӑл ҫын хурлӑхӗнчен айккинче юлман, репост тунӑ.
1 ҫулти Диана Голицына Шупашкарта пурӑнать. Вӑл остеопетрозпа аптӑрать. Инстаграм вулаканӗсем те марафона хутшӑннӑ, кӑтартнӑ реквизитсене хӑйсен страници ҫине вырнаҫтарнӑ.
Укҫа сахал мар пухмалла — 7 миллион тенкӗ. Анчах пурте массӑллӑ флэшмоб ҫак тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшасса шанаҫҫӗ. Алсу реквизитсене хӑйӗн страници ҫине вырнаҫтарсан пухмачра укҫа хӑвӑртрах хушӑнма тытӑннӑ.
Йӗркелӳҫӗсенчен пӗри каланӑ тӑрӑх, кӑтартнӑ реквизитсем урлӑ пухӑннӑ укҫа халӗ йӑлтах Дианӑна сиплемешкӗн кайӗ. Ытти ача валли хальлӗхе банк куҫарӑвӗсем ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ.
Ӗнер Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Аттепе вулатпӑр!» коворкинг (акӑлчанран куҫарсан ку сӑмах ӗҫе пӗрле пурнӑҫланине пӗлтерет) иртнӗ.
Ку проекта пурнӑҫа кӗртессишӗн вулавӑш Чӑваш Ен Элтепер грантне ҫӗнсе илме конкурса хутшӑннӑ иккен. Ҫӗнӗлӗх ашшӗсем ачисене воспитани парас ӗҫе явӑҫтарас, ҫемьере ашшӗн сумне ӳстерес, ашшӗсемпе ачисене пӗрле вулаттарас тӗллевлӗ иккен.
Проекта пурнӑҫа кӗртме вулавӑшра ачасем валли ятарлӑ вырӑн хатӗрленӗ. Ачасене илӗртме тесе ӑна тетте-кӗнекесемпе, аталантаракан вӑйӑсемпе, трансформер-кӗнекесемпе, музыка тата «калаҫакан» кӗнекесемпе пуянлатнӑ. Коворкинг вырӑнне шыраса тупма хӗн мар. Ӑна «Аттепе вулатпӑр!» тесе ҫырса хуни кӑтартать.
Проекта уҫнӑ кун ашшӗсемпе ачисем кӑна мар, ҫемьепех пыракансем те пулнӑ. Ачасен ашшӗ-амӑшӗ кӑна-и, аслашшӗ-асламӑшӗ те. Ачасем ашшӗсем, кӗнеке тата вулавӑш пирки вуланӑ. Унта халӑх юррин «Веретенце», халӑх ташшин «Катюша» ансамблӗсем, «Эреш» оркестр та пулнӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра кун пек мероприятие Хӗрлӗ Чутайӗнче (юпан 2-мӗшӗнче), Патӑрьелте (юпан 10-мӗшӗнче) ирттермелле.
Йӑлӑмра авӑн уйӑхӗн 26–28-мӗшӗсенче шкул ачисен республикӑри турист слечӗ иртнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗсене IV Туриадӑра тата шкул ачисен XVII спартакиадинче шута илмелле.
Район чысне слетра Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнчи «Ҫамрӑк турист» вӗренӳ пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗ хӳтӗленӗ. Йыша асӑннӑ шкулти В.П. Елизаров вӗрентекен ертсе пырать.
Ҫӗнтерӳшӗн тупӑшу виӗҫ куна пынӑ. Унта республикӑри ял-хуласенчи 15 ушкӑн хутшӑннӑ. Чӑрӑшкасси ачисем пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем «Тӗрӗслевпе туризм маршручӗ», «Тӑваткал», «Туризм», «Йышпа паллаштарни», «Конкурс программи» ӑмӑртусенче мала тухнӑ.
Йышри ачасенчен Ирина Мазеева, Александра Николаева, Эмилия Матвеева, Артем Афанасьев, Владислав Федотов, Никита Карпов, Илья Сумков уйрӑмах палӑрнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ачасен «KinderМУЗ Awards-2014» музыка премийӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Унӑн лауреачӗсем «Ачасен вунни — Яна Рудковскаяпа» музыка клипӗсен финалисчӗсем пулса тӑнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн эстрада уйрӑмӗн вӗренекенӗсем маттурлӑхпа палӑрнӑ. Антон Самойловпа Мария Тихонова ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Ольга Печатнова патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Антон чи лайӑх исполнитель пулса тӑнӑ, Мария Тихоновӑпа юрланӑ дуэт вара куракансен парнине ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесене Филипп Киркоров, Валерия, Глюкоза юрӑҫем, «Ача-пӑча аварийӗ» ушкӑн тыттарнӑ.
Ӗнер Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче СССР спорт маҫтӑрӗн, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ физкультура ӗҫченӗн Вячеслав Красновӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӑвӑрт утакансен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Республика шайӗпе йӗркелекен ҫак тупӑшу йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ӑна кӑҫал 15 хут йӗркеленӗ. Пуҫарасса вара ялта спорт шкулӗ никӗсленӗ хыҫҫӑн пуҫланӑ.
Чӑваш Енӗн тӗрлӗ районӗпе хулинчен пухӑннӑ спортсменсем хушшинче ача-пӑчапа ҫамрӑксен Олимп резервӗн 8-мӗш спорт шкулӗнче хӑвӑрт утма хӑнӑхакансем те пулнӑ. Спортсеменсем 1, 2, 3, 5 километра утассипе тупӑшнӑ.
Канашри 3-мӗш шкулта ачасем апатланмӑшра ӗлӗкхи пек черетре тӑмаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ парса янӑ укҫана кӗсьерен кӑлармаҫҫӗ. Вӗренекенсем апатшӑн укҫа тӳлемеҫҫӗ — терминала пуҫ пӳрнипе перӗнеҫҫӗ ҫеҫ.
Кунашкал идентификаци тытӑмӗпе республикӑри виҫӗ шкул усӑ курать. Кашни ачан апатланмашкӑн хӑйӗн счечӗ пур. Унта мӗн чухлӗ укҫа юлни ашшӗ-амӑшӗн телефонӗ ҫине кунсерен килет. Укҫа счет ҫинчен пуҫ пӳрнипе перӗнсен илӗнет. Апат ҫиес тесен ачан терминал патне кӑна пымалла.
Ыттисем ачан счечӗпе усӑ кураймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен пӳрнен йӗрӗсем шкулӑн даннӑйсен базинче упранаҫҫӗ. Терминал панӑ чекпа ача апат валеҫекен ҫӗре пырать.
Елена Алексеева вӗренекен каланӑ тӑрӑх, вӗсене терминал урлӑ вӑл е ку апата суйлама питӗ килӗшет. Ку интереслӗ-мӗн. Укҫана вара ҫумра йӑтса ҫӳремелле мар.
Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ хулари тӗп вулавӑшра «Классика вулатпӑр» акци пырать. Ӑна нумаях пулмасть хулари 39-мӗш шкулти пиллӗкмӗш «и» класра ирттернӗ. Хӑнана Светлана Асамат сӑвӑҫа, юрӑҫа тата композитора йыхравланӑ.
Светлана Асаматпа кӗскен паллаштарас тӑк, вӑл — чӑваш культуринче паллӑ ҫын, 100 ытла эстрада юррин, 14 кӗнеке авторӗ. Ачасене вӑл хӑйӗн сӑввисемпе паллаштарнӑ. Ача чухне вуланӑ кӗнекесем унӑн пултарулӑхне витӗм кӳнине палӑртнӑ.
Сасӑпа вулама ачасем вырӑссен классикӗн Антон Чеховӑн «Лошадиная фамилия» калавне суйласа илнӗ. Ӑна Светлана Асамат вуланӑ. Тӗлпулура «Чувашские легенды и сказки» кӗнекери хайлавсене те вуланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |