Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш-чӑваш тенипе чӑваш пулайӑпӑр-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.06.2016 07:55 | 6075 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Ҫак статьяна, пӗлсех тӑратӑп, теприсем кӑмӑлсӑрланса йышӑнӗҫ. Анчах чунра пуррине уҫмасӑр чӑтаймастӑп.

Чуна ыраттармалла ҫак калаҫу темиҫе кун каялла пулса иртрӗ. Ҫав самантра паллаканӑмпа чӑвашлӑх ыйтӑвӗ патне те пырса тухрӑмӑр. Тӗрӗсрех, чӑваш чӗлхине тата чӑвашлӑха аталантарма тата упрама кам тата епле тӑрӑшни тавра пулчӗ кӗске калаҫӑвӑмӑр. Тата тӗрӗсрех каласан, тавлашу.

Статья ятне "Чӑваш-чӑваш тенипе чӑваш пулайӑпӑр-и?" тесе ахальтен памарӑм.

Чӑн та, мӗн-ха, вӑл чӑвашлӑх? Мӗн-ха вӑл чӑваш чӗлхишӗн ӗҫлени? Чӑваш та чӑваш тесе кӑшкӑрса-янӑракансем сахал мар тесшӗнччӗ те, тӗрӗс мар пуплетӗп. Нумаях та мар вӗсем. Пӗр ҫынсемех. Ҫавсемех митингсем ирттереҫҫӗ, темле пухусене пуҫтарӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ сӑлтав тупса пӗр-пӗр палӑк умне тӑрса одӑсем вулаҫҫӗ. Чӑвашлӑх темипе вӗсем массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче те хастар: хаҫатра статья ҫыраҫҫӗ, телекуравпа тата радиопа тухса калаҫаҫҫӗ. Чӑваш-чӑваш теҫҫӗ, чӑваш чӗлхи пӗтет теҫҫӗ, ӑна упраса хӑвармалла теҫҫӗ.

Ҫапла, тӗшши пур ҫав сӑмахра. Калаҫни аван. Чӗлхене пуплеме туса панӑ та, вылятмалла ҫав органа. Анчах чӑн пурнӑҫра пирӗн калаҫуран усси пур-и-ха? Хальлӗхе эпӗ ансат, ют чӗлхерен кӗнӗ сӑмахпа каласан, примитивлӑ, темиҫе шухӑша палӑртам-ха.

Чӑвашлӑха упрамалла тесе кӑшкӑракансем хӑйсен ачисене тата мӑнукӗсене чӗрҫи ҫинче сиктернӗ чухне хӑш чӗлхепе пуплеҫҫӗ-ши? Ачисемпе мӑнукӗсене ҫывӑрма вырттарнӑ е лешӗсен чунӗ ыратнӑ чух вӗсене хайхисем хӑш чӗлхепе ҫепӗҫ сӑмах кала-кала лӑпкаҫҫӗ-ши? "Ятланӑ чухне чӑвашлах ятлатӑп", — тенӗччӗ хӑйне тӳрре кӑларма пӑхнӑн ӗҫтешӗмсенчен пӗри. "Ытти чухне мӗншӗн тӑван чӗлхепе шӑкӑлтатмастӑн?" — тесен ача пахчинче те, шкулта та ачасем вырӑсла кӑна калаҫнипе сӑлтавларӗ.

Килӗшмелле унпа. Анчах ӗнентерӳллӗ аргумент мар. Паллаканӑмӑн та ачи хула шкулӗнче вӗренчӗ. Анчах килӗнче вӗсем ялан чӑвашла калаҫатчӗҫ. Вӗсем патне хӑнана кайсан вырӑсла перкелешкелеттӗм те, ҫав ача мана чӑвашлах хуравлатчӗ. "Мӗн аташать-ши ку этем?" — шухӑшланӑ-ши вӑл ман пирки е "Чӗлхине мӗн хуҫать-ши?" — тесе тӗлӗннӗ-ши, пӗлместӗп.

Е, тен, чӑвашлӑха упрани-аталантарни орнаментра тесе шухӑшлаҫҫӗ-ши хӑшӗсем? Ара, чӑваш тӗрриллӗ пӗр-пӗр тумтир уртса халӑх ҫине тухаҫҫӗ те ӗҫӗ-пуҫӗ пӗтнӗ теҫҫӗ-ши? Тепӗр тесен, хурӑмшӑн та пулин чӑваш орнаментне кӑтартни ытти енпе нимех те туман чухне япӑх мар-тӑр.

"Курас килмест ман ун йышшисене. Вӗсем пакӑлтатма кӑна ӑста", — тесе касса татать тӗлӗнсе каймалла хам хисеплекен ҫынсенчен пӗри (ятне каласан, самайӑшӗ пӗлет. Анчах ӑна хирӗҫ вӗскӗртесрен шарламӑп) пӗрремӗшӗсем пирки те, иккӗмӗшӗсем пирки те.

Чӑвашлӑха упрасси ҫинчен сӑмах хускатнӑ май пӗр пӗлӗшӗмпе ҫак сайт патне ҫитсе тухни те аса килет. "Малашлӑхӗ ҫук ун. Кама кирлӗ вӑл? Шӑпӑрлансем ача пахчинче наркӑмӑшланни пирки е Волков (Сӑмах Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волков пирки пырать. — Т.Т.) тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен ҫырни чӑвашлӑх-и?" — хурларӗ-тиркерӗ вӑл.

Ҫук, килӗшместӗп ун пек шухӑшпа. Ҫапса пӑрахатӑп тесен те килӗшместӗп. Чӑваш чӗлхине упрамалла тесе трибуна умне тухса калаҫни ӗҫ туни мар вӑл. Ҫук, калаҫакансем те кирлӗ-ха. Ҫапах та ӗҫне чылай чух урӑххисем тӑваҫҫӗ. Шӑпах Аҫтахар Плотников тата ӑна пулӑшса пыракансем йышшисем. Культура е Пичет министерствинче паллаҫҫӗ-и ҫавсене? Ҫук, паллах. Хӑш ведомство та пулин пӗр пус та пулин укҫа парса пулӑшать-и ҫавсене? Ҫук, паллах. Тава тивӗҫлӗ ятсемпе Хисеп хучӗсене вӗсем илсе лараҫҫӗ-и? Ҫук, паллах. Чӑваш халӑх сайтне пулӑшӑр-ха тесе тӳре-шара умӗнче кӗлмӗҫ евӗр алӑ тӑсса ҫӳреҫҫӗ-и вӗсем? Ҫук, паллах.

Сцена ҫинче те ҫав хастарсем чӑваш чӗлхи пӗтет, ӑна упраса хӑвармалла тесе калаҫнине эп илтмен. Вунӑ ҫул ытла ҫак ӗҫе патшалӑх хыснинчен пӗр пус илмесӗр туса-тытса пыракансен сцена ҫине тухса калаҫма мар, каҫарӑр та, ҫемҫе вырӑнне хыҫса илме вӑхӑт ҫук пулӗ.

Хӑшӗсем малашлӑхсӑр тесе шухӑшлакан тӑватӑ (!) чӗлхеллӗ Чӑваш халӑх сайчӗ вара аталаннӑҫемӗн аталанса пырать. Ун уҫлӑхӗнче паянхи кун тӗлне вуншар сайт йӗркеленнӗ. Ӗненменнисенчен е пӗлменнисенчен ыйтам: Чӑваш халӑх канашлӑвӗ пирки илтнӗ-и эсир? Электронлӑ вулавӑш ӑҫтан тупӑннӑ тесе шухӑшлатӑр? Электронлӑ сӑмахсарсен пуххи тата? Орфографи тӗрӗслемелли хатӗрӗн сайтне кам хута янӑ-ши? Чӑвашла терминсем ӑсталамалли сайт е «Чӑваш тӗнчи» сӑнсен галерейи хӑй тӗллӗн ҫуралнӑ-шим? Чӑвашла сайтсен каталогне (хальлӗхе вырӑсла кӑна пулин те) кам пухнӑ-ши? «СУМ» электронлӑ лавкка та тӳперен татӑлса анман. Халӑх пултарулӑхӗн сайчӗ те (yumah.ru) ӑслӑ-тӑнлӑ Аҫтахар Плотников хуп турттарнӑ чух ӗҫлесе кайман. «Тупмалли юмахсем» вӑйӑ-сайт пирки те ҫавнах каламалла. Чӑвашсен кунне-ҫулне уҫса паракан «Повествование о чувашах» сайт та ҫак тӗнчери куҫа курӑнман вӑйсен хӑвачӗпе ҫуралман. "Ваттисен сӑмахӗсем" сайт та — пӗрчӗн-пӗрчӗн пухса-тӑрмашса, пуҫа ӗҫлеттерсе тунӑ япала. Электронлӑ сӑмахсара Аҫтахар Плотников пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче татах та меллӗрех турӗ — сӑмаха шыранӑ чухне ӑна туллин ҫырмасӑрах темиҫе вариант тупмалли меслет хута ячӗ. Акӑлчанла ку функцие suggest теҫҫӗ, вырӑсла — автодополнение.

...Тӗлӗнсе каймалла ӑслӑ ҫынсем хӑйсене нихӑҫан та ӑслӑ темеҫҫӗ, кӑкӑра та шаккамаҫҫӗ, пуҫа та каҫӑртмаҫҫӗ. Хӑйсем пирки ниҫта та кӑшкӑрса-янӑраса ҫӳремеҫҫӗ. Пӗр вӑхӑтра мана Шупашкар район хаҫатӗнче (редактор тилхепине ун чух тӗлӗнсе каймалла ӑслӑ-тӑнлӑ Борис Чиндыков тытса пыратчӗ) Муркаш районӗнче ҫуралнӑ Виктор Бычков ятлӑ каччӑпа ӗҫлеме тӳр килнӗччӗ. Паян Турцире тӑрӑшакан маттур ҫав ача чӑваш тӗнчишӗн мӗн тунине миҫе ҫын пӗлет-ши?

Е тата юникодпа килӗшсе тӑракан айсарӑма, вырӑсла каласан, шрифтсен раскладкине, шрифта кам йӗркеленине пӗлекен пур-ши тата?

Сӑмахӑма вӗҫлесе ҫапла калас килет: чӑваш-чӑваш тенипех чӑваш пулаймӑпӑр, тӑвансемӗр. Чӑваш чӗлхине упраса хӑвармалла, унсӑрӑн вӑл пӗтет тесе янӑранипех чӗлхемӗр упранса юлаймӗ. Вӑл меслетпе каяс пулсан: "Хырӑм выҫӑ, ҫипуҫ ҫӗтӗк, пӳртӗм тайлӑк", - тесе кӑшкӑрсах ӗҫлемесӗр пурӑнмалла тейӗн. Ҫук ҫав, кӑшкӑрнипех хырӑм та тӑранмасть, ҫипуҫ та питӗ пулаймӗ, шур пӳрт те хӑпарса лармӗ. Тӑван чӗлхемӗр те ҫавӑн пекех. Ӑна тата чӑвашлӑха упраса хӑвараканӗсем хӑйсен ӗҫне куллен кун шӑпӑрт кӑна пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Вӗсене Хисеп грамоти те тыттармаҫҫӗ, кӑкӑрӗ ҫине орден-медаль те ҫакса ямаҫҫӗ, вӗсем валли тава тивӗҫлӗ ятсем те ҫук. Тепӗр тесен, чӑвашлӑха упраса хӑварасшӑн куллен тӑрӑшаканӗсем ят-сумшӑн мар, чун ыйтнипе тӑрмашаҫҫӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#ҫемье, #ачасем, #чӑвашлӑх, #сайтсем, #чӑваш чӗлхи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем