Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче тӑтӑшах хуравланине хӑнӑхрӑмӑр ӗнтӗ. Черетлӗ хуравсене паян каллех вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май вӑл ҫак кунсенче Мускавра пулнине пӗлтернӗ. Унта чӑваш продукцине анлӑрах та нумайрах сутасшӑн.
Олег Николаев патне пӗри хӑйӗн ачине шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентес килменни пирки ҫырнӑ.
Вӑл чӑваш чӗлхине вӗрентмӗҫ-ши тесе кӑсӑкланнӑ.
Олег Николаев хуравланӑ тӑрӑх, тӑван чӗлхе предмет евӗр хӑш чӗлхене вӗренессине кашни хӑй суйлать. Кун пирки шкул директорӗ ячӗпе заявлени ҫырмалла.
ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ГИМС управленийӗн центрӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Алексеев Балти тинӗсӗ хӗрринче каннӑ чухне 12 ҫулти ачана путасран ҫӑлнӑ. Вӑл Калининград облаҫне службӑра тӑракан ывӑлӗ патне отпуск вӑхӑтӗнче кайнӑ.
Вӗсем тинӗсе шыва кӗме кайнӑ, анчах шыв сивӗрех пулнӑран ҫыран хӗрринчех калаҫса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра такам пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ – ача путма пуҫланӑ иккен. Валерий Алексеев пулӑшма ыткӑннӑ. Вӑл ачана ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Ача шыва кӗнӗ чухне канма шутланӑ, ура ҫине тӑма хӑтланнӑ. Анчах ҫав вырӑнта тарӑн шӑтӑк пулнӑран ури ҫӗре перӗнмен. Хӑраса кайнӑ арҫын ача шыва чыхӑнма пуҫланӑ. Ӑна ҫыран хӗррине илсе тухсан медпулӑшу кирлӗ пулман.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫын тӑван мар пӗчӗк ывӑлне тӑтӑшах хӗненӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче ҫак арҫын, Хирпуҫ ялӗнче пурӑнаканскер, пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӑн пӗчӗк ывӑлне хӗненӗ. Ҫав самантсене вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Арҫын 5 ҫулти арҫын ачана аллипе ҫапнӑ, урипе тапнӑ. Халӗ судпа медицина экспертизи ирттереҫҫӗ. Следователь вара арҫынна следстви вӑхӑтӗнче ирӗксӗр хӑварас ыйтӑва татса парать.
Чӑваш Енри 43 шкул ачи «Большая перемена» (чӑв. Пысӑк тӑхтав) Пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра ҫурма финала кӗме пултарнӑ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енӗпе тӗрӗслесе ӑслӑлӑх, укҫа-тенкӗ, вӗрентӳ, ӳнер тата спорт специалисчӗсем ырланине тивӗҫнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн ҫурма финалӗ Чулхулара ҫурла уйӑхӗн 9-20-мӗшсенче иртӗ.
«Пысӑк тӑхтав» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисем, 10 класа ҫӳрекен пурӗ 300 ача, 1-шер миллион тенкӗ укҫана тивӗҫӗҫ. Ӑна аслӑ шкулта вӗреннӗшӗн тӳлеме, вӗренӳ заведение ҫитме ҫул ҫинчи тӑкакланнине саплаштарма, хысна уйрӑмне вӗренме кӗрсен ипотека тӳлеме усӑ курма ирӗк парӗҫ. Кунсӑр пуҫне аслӑ шкула вӗренме кӗнӗ чух ҫав ачасен 5 балл хушӑнӗ. 8-9 классенче вӗренекен 300 ҫӗнтерӳҫӗне 200-шер пин тенкӗ парӗҫ. Ӑна хушма пӗлӳ илме тата тӗрлӗ енлӗн аталанма тӑкаклама юрӗ. Финалистсене, пурӗ 1200 ачана, «Артек» уйлӑха канма кайма путевка парӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн ҫурри тӗлне илсен пирӗн республикӑра 23 ача чӳречерен ӳкнӗ. Шел те, 4 ача ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнипе те пӗчӗккисен кун-ҫулӗ татӑлать. Ун пеккине пирӗн тӑрӑхра 2 тӗслӗхе шута илнӗ.
Ӑшӑ ҫанталӑкра пирӗнтен кашниех шыв-шур хӗрне туртӑнать. Ача-пӑча пушшех те. 4 ача шыва путса вилнӗ.
Тепӗр хӑрушӑ инкек — пушар. «Хӗрлӗ автан» никама та, ниме те шеллемест. Кун пек инкекре 3 ача пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.
Чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чух та асӑрханмалла. Пирӗн республикӑра ачасемпе кӑҫал хальлӗхе ун пек пӑтӑрмах пулса иртмен.
Шупашкарти Ҫӗнӗ хулари шкул ачасене йышӑнма хатӗр. Унта паян хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулнӑ. Ҫавӑн пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Алексей Ладыков хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ шкула сӗтел-пукан кӳрсе килнӗ, бассейна шыв тултарнӑ, спортлапамне хатӗрлесе пӗтернӗпе пӗрех. Вӗренӳ ҫулӗнче ку учреждени 1600 ачана йышӑнӗ.
Ырӑ хыпара вуланисем хушшинче чӑннипех хӑпартланнисем те пур. «Пирӗн вӑхӑтра бассейнлӑ ҫакӑн пек шкул пирки ӗмӗтленме те пултарайман», – палӑртнӑ, сӑмахран, @svetlana.avrora.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑшӗсен ачисем ҫӳп-ҫапа чӳречерен ывӑтаҫҫӗ.
«Хисеплӗ ашшӗ-амӑшӗ, хӑвӑр ачӑрсене ҫӳп-ҫапа витрене пеме хӑнӑхтарӑр тархасшӑн. Урама мар, витрене. Сирӗн витре пурах пулӗ. Паян Совет урамӗнчи 100-мӗш ҫуртри хваттер чӳречинчен шкул ҫулӗсенчи пӗр ача кола кӗленчисене, чипс тата соус хутаҫҫисене урама печӗ. Ашшӗ-амӑшӗ, ачӑрсемпе калаҫӑр!», – тесе чӗнсе каланӑ пӗри.
Шупашкарти шкулсенче студентсем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ҫак ыйтӑва ӗнер И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче иртнӗ «ҫавра сӗтелте» сӳтсе явнӑ.
Аслӑ курссенче вӗренекенсене Шупашкарти шкулсем ӗҫе йышӑнма хирӗҫ мар.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫӗршыв Президенчӗ вӗренӳ ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртме йышӑнчӗ. Аслӑ шкулсенче «Вӗренӳ тата педагогика науки» енпе пӗлӳ илекенсем алла диплом иличченех шкулта ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Анчах вӗсен виҫӗ ҫул вӗренмелле, сессисене лайӑх паллӑсемпе вӗҫлемелле. Кружоксемпе секцисенче хушма пӗлӳ пама иккӗмӗш курс хыҫҫӑнах йышӑнӗҫ.
Шупашкарти шкулсене студентсене ӗҫе илес ыйтупа педуниверситетпа хулари вӗренӳ уппавленийӗн, шкулсен килӗштерсе ӗҫлемелле.
Ача ҫурчӗсенче пурӑнакан Чӑваш Енри тӑлӑхсем ҫуллахи каникула ҫемьесенче ирттернӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 23 ачана ҫуллахи вӑхӑтра ҫемьесем хӑнана йышӑннӑ.
Ача ҫуртӗнче пурӑнакансене каникулта ҫемьене парас йӑла республикӑра унччен те пулнӑ. Унта лексем арҫын ачасемпе хӗрачасем ҫемьери ырӑ хутшӑнусене кураҫҫӗ, кил-тӗрӗшри ӗҫе пурнӑҫлама хӑнӑхаҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫулла пилӗк ача ҫемьере тӗпленнӗ. Ҫак уйӑх вӗҫлениччен тата тепӗр 4 ачана опекӑна илӗҫ. Ачасене хӑналанӑ ҫемьесем ҫавӑн пек тума йышӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче ҫынсем мӗн ҫырнине вуласах тӑрать. Мӗнпур ыйтӑва хӑй хуравлама ӗлкӗреймесен те яваплӑ ведомствӑсем вӗсене сӑнаса тӑнине вӑл маларах пӗлтернӗччӗ. Хӑй те ҫынсен ыйтӑвӗсене тӑтӑш уҫӑмлатать.
Ҫынсем пирӗн республикӑра аквапарк ҫукки пирки те ҫырнӑ. Хусана е Сочине кайма тивнине пӗлтернӗ. Хамӑр патрах тума май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ.
Олег Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Этнослӑ Чӑваш Ен» проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарта аквапарк тумалла. Ӑна республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2025 ҫулчченхи комплекслӑ программине кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ. | ||
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |