Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Хӗрачана ҫӑлӑр, вӑл шыв айне каять!» - Ҫӗмӗрлере Сар юханшывӗ хӗрринче канакансем ҫапла кӑшкӑрнине илтнӗ. Дмитрий Галкин тӳрех сиксе тӑнӑ та шыва чӑмнӑ.
Сӑрта юхӑм вӑйлӑ, ачана шалалла та шалалла илсе кайнӑ. Хӗрачана ҫӑлма амӑшӗ, асламӑшӗ те ишнӗ. Анчах вӗсем ӗлкӗреймесен те пултарнӑ. Дима ача патне ишсе пынӑ, вӑл вӑхӑталла пӗчӗкскер шыв айне кайнӑ. Каччӑ ӑна хыпашласа тупнӑ та ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Юрать, хӗрача шыв ҫӑтса ӗлкӗреймен.
Кирлӗ пулсан Дмитрий ӑна пӗрремӗш медпулӑшу парӗччӗ, мӗншӗн тесен вӑл – пулас онколог. Телее, ачана пулӑшу кирлӗ пулман. Амӑшӗпе асламӑшӗ ачана ҫӑлнӑшӑн каччӑна тав тунӑ.
Паян Дима ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать, 21 ҫулти каччӑна хула администрацийӗ Тав хучӗ панӑ.
