Кӑшӑлвирус инфекцийӗ лӑпланманнине кура суйлава пирӗн республикӑра виҫӗ кун: авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса 13-мӗшӗччен — ирттерӗҫ. Ҫав вӑхӑтра вӗренӳ процесне епле йӗркелемеллине республикӑри тӳре-шара ӗнер сӳтсе явнӑ.
Чылай ҫӗрте участокри суйлав комиссийӗсем шкулсенче ӗҫлеҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнас тӗллевпе ҫитес эрнери эрнекунпа шӑматкун ачасене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентӗҫ.
«Суйлав кунӗнче шкулта ачасем ан пулччӑр тесе йышӑну турӑмӑр. Шкул ачисем суйлавҫӑсемпе ан хутшӑнччӑр», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче.
Паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче ачасене шкулта вӗри апатпа тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Унта пысӑк хуласемпе районсенче апатлану комбиначӗсем пуррине, вӗри апата унтан турттарассине Алла Салаева вице-премьер пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах 8 районта йывӑртарах пулма пултарать. Вӗсем ачасене апатлантарас ыйтӑва татса паман иккен-ха.
Ҫак хыпара илтсен руспублика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑмӑлсӑрланӑвне пытарман. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсене вӗри апатпа тивӗҫтерме ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хушнине аса илтернӗ. Ҫак енӗпе йӗркене пӑсакан пуҫлӑхсен явап тытма тивесси пирки асӑрхаттарнӑ.
Чӑваш Енри ача пахчисем унчченхилле ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн паянхи ларӑвӗнче республикӑн вӗрентӳ министрӗ Сергей Яковлев каланӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗнчен пуҫласа хальччен дежурнӑй ушкӑнсем ҫеҫ уҫӑ пулнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх,ачасене шкул ҫулне ҫитменнисен 281 учрежденийӗ йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑпӑрлансен 28 проценчӗ ҫӳренӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ вара хӑрушсӑрлӑхшӑн пӑшӑрханать. Управлени ертӳҫи Надежда Луговская пӗчӗккисем хушшинче ОРВИпе чирлекен сахаллине пӗлтернӗ. Кӑшӑлвируспа чирлекенсем хушшинче пневмонипе, бронхитпа чирлекен нумаййине те асӑнса хӑварнӑ вӑл.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 7550 ача ҫуралнӑ. Кун пирки Юстици енӗпе ӗҫлекен комитет пӗлтернӗ.
Кӑҫал ҫуралнӑ пепкесенчен 140-шӗ йӗкӗреш, 3-шӗ – виҫӗреш. Виҫӗрешсем пурте Шупашкарта ҫут тӗнчене килнӗ.
Маларах эпир кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра пирӗн республикӑра 6536 ача ҫуралнӑ, ҫав шутра – 3367 арҫын ачапа 3169 хӗрача тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫав вӑхӑтра ҫуралнисенчен 35 проценчӗ, е 2276-шӗ, – ҫемьери пӗрремӗш ача, ҫемьери иккӗмӗш ача – 2371, врҫҫӗмӗш ача – 1405, тӑваттӑмӗш е ун хыҫҫӑнхисем – 475.
Чӑваш Енри шкул ачисем Пӗтӗм Раҫҫейри «Помнить – значит знать» (чӑв. Асра тытни пӗлнине пӗлтерет) уҫӑ урока хутшӑннӑ. Кӑҫалхи урока Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине тата Астӑвӑмпа мухтав ҫулталӑкне халалланӑ.
Мероприятие ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин, Раҫҫей ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов хутшӑннӑ.
Мускаври уҫӑ урока Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри Катя тата Ваня Филипповсем кайма тивӗҫ пулнӑ. Ачасем «Добро не уходит на каникулы» (чӑв. Ырӑ каникула каймасть) конкурса хутшӑнса Мускава кайма тивӗҫнӗ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗпе тата тусӗсемпе Милиционерсен палӑкӗ тата Паллӑ мар салтака асӑнса лартнӑ палӑксен патӗнчи территорие тирпейленӗ, курӑк ҫулнӑ, чечек акнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗчӗккисем валли «Путешествие по Чувашии. Чӑваш ҫӗршывӗпе паллашар-и?» кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна Ольга Васильева пухса хатӗрленӗ, проект ертӳҫи – издательство директорӗ Светлана Каликова, художникӗ – Юлия Лутошкина.
Кӗнекен тӗп сӑнарӗсем: Тилӗ, Атнер тата Эльпи – Шупашкар хулинчен республика тӑрӑх тухса каяҫҫӗ. Вӗсем хамӑр тӑрӑхри паллӑ вырӑнсемпе паллашаҫҫӗ. Кашни вырӑна ҫитнӗ хыҫҫӑн ачасен тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлама тивет. Ачасемшӗн ҫӗнӗ, вӗсем пӗлнӗ хӑш-пӗр сӑмахпа ятарлӑ словарь паллаштарать.
Кӗнекере чӑваш матрешкисемпе наклейкӑсемлӗ сӗтел ҫинчи вӑйӑ та пур.
«Россия 2» (чӑв. Раҫҫей 2) телеканалпа «Чӑваш Ен» патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ кӑтартакан «Вести. Интервью» (чӑв. Хыпарсем. Интервью) кӑларӑмра, Алексей Енейкин тележурналист калашле, «чӑваш халӑх пуласлӑхӗшӗн чун-чӗререн ҫунакан чӑн-чӑн чӑваш» Тимӗр Тяпкин пулнӑ.
Журналистпа чӑваш хастарӗ «тӗлӗнсе пымалла хӑвӑрт аталанса пыракан тӗнчере чӑвашлӑха упраса хӑварасси» пирки калаҫнӑ. «Пӗтӗмӗшле илсен, лару-тӑру япӑх мар», — тесе хакланӑ Тимӗр Тяпкин.
Тимӗр Тяпкин ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе чӑвашла калаҫманни пирки пӑшӑрханать. Общество организацийӗсен ҫирӗпрех ыйтмалла тесе те шухӑшлать вӑл. «Чӗлхене упраса хӑварасси пирӗн тивӗҫ. Чи малтан вӑл килтен пуҫланать», — тенӗ хайӗн ачисене чӑвашла калаҫма вӗрентекен Тимӗр Тяпкин.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, 16 сехет те 20 минутра Кӳкеҫ поселокӗнчи Совет урамӗнче 4 ҫулти ача аварие лекнӗ. Печӗкскер ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ та кустӑрма айне пулнӑ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет.
«Киа Рио» иномарка ҫулпа пынӑ. Тӑрук ача сиксе тухнӑ. Водитель чарӑнса ӗлкӗреймен. Ачана ҫийӗнчех пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл суранланнӑ, халӗ пульницӑра выртать.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнчи Ыхракасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ хӑрушӑ аварире тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна чӑвашла ят панӑ. Вӑл — «Телей». Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине 220 вырӑнлӑх тунӑ.
Ҫӗнӗ ача пахчинче шӑпӑрлансене кирли йӑлтах пур. Музыка тата физкультура залӗсем, методика, логопед, тухтӑр, психолог пӳлӗмӗсем, LEGO-студи пӑхса хӑварнӑ. Столовӑя та хальхи вӑхӑт ыйтнине шута илсе тунӑ. Картишӗнче ачасене вылямалли тата уҫӑлса ҫуремелли вырӑнсем пур. Вӗсене тӗрлӗ кӳлепепе илемлетнӗ.
«Телей» ача пахчи Ҫӗнӗ Шупашкарӑн тӑххӑрмӗш микрорайонӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна тума тӗрлӗ бюджетран 126 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ.
Чӑваш Ен Аслӑ судӗнче Красноармейски районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ.
27 ҫулти амӑшне ачисене алимент тӳлеменшӗн РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Алимент парӑмӗллӗ виҫӗ ачаллӑ хӗрарӑма Красноармейски районӗн сучӗ ӗҫлесе юсантарас тенӗ.
Анчах вырӑнти прокуратура айӑплава ытла та ҫемҫе тесе аппеляци мелӗпе республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ.
Алимент тӳлеменшӗн хӗрарӑма унччен явап тыттарнӑ. Унӑн парӑмӗ 461 пин тенке ҫитнӗ. Амӑш прависӗр юлнӑскер тӗпренчӗкӗсем пирки пачах та шухӑшламан тейӗн. Унсӑр пуҫне вӑл ют пурлӑха вӑрласа судпа айӑпланнӑ.
Чӑваш Ен Аслӑ сучӗ хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ.
⠀
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ. | ||
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |