Китая пуҫласа чӑваш эрех-сӑрине ӑсатнӑ. Пирӗн республикӑра ют ҫӗршыва ял хуҫалӑх продукцине ӑсатассине илсен, Китай малти вырӑн йышӑнать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа унта 9, 6 АПШ долларӗллӗх 64,2 тонна апат-ҫимӗҫ ӑсатнӑ. Асӑннӑ цифра пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 9,8 процент нумайрах.
Китая печени, ӑсатасси, сӑмахран, 83 хут ӳснӗ, вафли таврашне унчченхинчен 1,3 хут нумайрах сутнӑ. Ытти кондитер изделийӗпе пӗрлех чӑх какайӗ те Китая ӑсанать.
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрах, кӑҫал Шупашкарти ликёрпа водка савучӗн продукцине те ӑсатнӑ.
Шупашкар хулинче «Поделись урожаем» (чӑв. Тухӑҫа парнеле) акци иртет. Ӑна тӗп хулари Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр йӗркеленӗ.
Асӑннӑ учрежденире «Тӗрӗс апаталану – вӑрӑм ӗмӗр никӗсӗ тата усӑллӑ йӑла» проект пурнӑҫланать. Кӑҫал кӑна мар-ха. Ытти ҫул та ӑна йӗркеленӗ.
Хальхи вӑхӑтра пахчасенче улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ пулса ҫитнӗ. Ҫуркунне ытларах акса-лартса хӑварас килет, кӗр ҫитсен тухӑҫ йӑтӑнса тӑрать, тирпейлесе те пӗтереймӗн. Хулара ялти пек картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх усрамастӑн-ҫке — ҫынна ҫиме питӗ нумаях та кирлӗ мар. Ҫавӑн пек шухӑшлакан пахчаҫӑсем ытлашши пахча ҫимӗҫе теприсене кӑмӑлтан параҫҫӗ.
Социаллӑ ӗҫченсем пахча ҫимӗҫе пӗччен пурӑнакан, дачӑра ӗҫлеме пултарайман е пахча ҫук ваттисене ҫитерсе параҫҫӗ.
Паян пирӗн республикӑра пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене 2022 ҫул валли ҫирӗплетӗҫ.
1997 ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ «Раҫҫей Федерацийӗнчи пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе ҫинчен» саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, асӑннӑ виҫене ҫулталӑкра 1 хутчен, халӑхӑн вӑтам тупӑшне кура, тишкерсе йышӑнаҫҫӗ. Унччен потребитель карҫинккине кура кварталта пӗрре палӑртнӑ.
Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе 10158 тенкӗ пулӗ, ӗҫлекенсем валли – 11072 тенкӗ, пенсионерсем валли – 8736 тенкӗ, ачасем валли – 10130 тенкӗ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ паян иртмелле. Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ. Мероприятие онлайн-мелпе трансляцилӗҫ.
Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнче туристсене чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйлӗҫ. Иркутск облаҫӗнчи Залари районӗнче чӑваш наци кухнин гастрономи туризмне ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри чӑваш хастарӗ Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ҫӗпӗр тӑрӑхӗпе паллашнӑ май Иркутск облаҫне ҫитсен чӑвашсен культурипе паллашма май килӗ. Тӗрӗссипе, унта тӑватӑ халӑх культурипе паллаштаракан туризм маршрутне хатӗрленӗ. Тагна ялӗнче ялти лару-тӑрӑва лексе унти лӑпкӑлӑхпа киленейӗн, чӑваш халӑх культурипе те паллашайӑн.
Шупашкарта 180 килограмм панулмине тӗп тунӑ. Кун пирки Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Чӑваш Енри транспорт прокуратури ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче суту-илӳ вырӑнӗнче 182,2 килограмм панулми тупнӑ. Ун ҫинчи этикеткӑсем ҫинче нимӗнле маркировка та пулман. Ҫакӑ курӑннӑ: панулмисене татнӑ. Анчах документсем пулман.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн вӗсене туртса илнӗ, 182,2 килограмм панулмине тӗп тунӑ.
Кӑнтӑр Корейӑри разведка служби Сеулти правительствӑна Ҫурҫӗр Корейӑн ертӳҫисем инкек тӳсекен халӑх хушшинче сых ятне упранӑ риса валеҫме пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Кун ҫинчен NRК кӑларӑм пӗлтернӗ.
Кӑнтӑр Корейӑри разведка пӗлтернӗ тӑрӑх, ДКХРти хӑрушла шӑрӑх ҫанталӑк тата тыр-пул ӑнманни ҫӗршыва выҫлӑх патне ҫитернӗ. Типӗ ҫанталӑка пула рисӑн пысӑк лаптӑкӗсем пӗтнӗ. Апат-ҫимӗҫ тӗлӗшпе ҫурҫӗрте кӗркунне лару-тӑру тата та япӑхланӗ.
Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх ДКХР ертӳҫи Ким Чен Ын ҫӗршыври хальхи лару-тӑрӑва вӑрҫӑри нушапа танлаштарнӑ. Политик пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗршыв хальхи вӑхӑтра хӑйӗн историнчи чи йывӑр тапхӑра тӳссе ирттерет. Ҫӗртмен 16-мӗшӗнче республикӑра выҫлӑх хӑрушлӑхӗ пирки пӗлтернӗ, ун сӑлтавне ака планне пурнӑҫлама чӑрмантарнӑ 2020 ҫулхи тайфунпа ҫыхӑнтарнӑ. Унсӑр пуҫне апат-ҫимӗҫ тӗлӗшӗнчен лару-тӑрӑва кӑшӑлвирус та йывӑрлатнӑ. Ким Чен Ын халӑхпа партие ҫӗнӗ «йывӑр похода» тухма чӗннӗ.
Асӑннӑ терминпа пӗрремӗш хут 1990-мӗш ҫулсенче, ДКХР-та экономика кризисӗ йывӑрланнипе ҫыхӑннӑ выҫлӑх алхаснӑ чухне усӑ курнӑ. Чи ансат мелпе шутланӑ тӑрӑх, ун чухне ҫӗршыври йывӑр лару-тӑрӑва пула ДКХР-та пурӑнакан халӑхӑн 15% таран пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкарта ҫулсерен Регионсен хушшинчи наци кухнисен «Тарватлӑ Чӑваш Ен» фестиваль иртет. Унта кафесемпе ресторансем хутшӑнаҫҫӗ, хӑнасене чӑвашсен апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма сӗнеҫҫӗ.
Фестиваль чылай ресторанпа кафене хавахалантарнӑ. Нумайӑшӗ чӑвашсен апат-ҫимӗҫне хатӗрлеме тытӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен хӑш-пӗр кафе-ресторанра наци апатне ҫиме май пур.
Фестивале Шупашкарти кӑна мар, хӑш-пӗр районти кафесем те хутшӑнаҫҫӗ.
Чӑвашстат утӑ уйӑхӗн 20-16-мӗшесенче республикӑра апат-ҫимӗҫ хакӗсем мӗнле улшӑннине тишкернӗ.
Мӗн йӳнелнӗ-ха? Панулми, чӑх какайӗ, ҫӗрулми, помидор, хӑяр. Тинех кишӗр хакӗ чакнӑ. Нумаях пулмасть вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчен пирӗн патра чи хакли пулнине палӑртнӑччӗ.
Сахӑр, рис, макарон, чӑх ҫӑмарти, сысна ашӗ, вермишель вара хакланнӑ.
Станислав Убасси журналист чӑваш апат-ҫимӗҫне Шупашкарта тата Чӑваш Енре тутанса пӑхма май ҫукки пирки Фейсбукра ҫырнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, журналист пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта — 100 ытла ресторан-кафе. Вӗсенчен иккӗшӗ кӑна чӑвашла ятлӑ — «Ехрем хуҫа» тата «Юлташ». Станислав Убасси ӳркенмесӗрех тӗрлӗ ҫӗре шӑнкӑравласа пӑхнӑ та пӗр 50 ресторан-каферен пӗринче те наци апачӗ ҫук тесе пӗлтернӗччӗ.
Ҫак йӗркесен авторӗ паян Шупашкарти ресторансенчен пӗрин менювне чӑваш апатне кӗртнине асӑрхарӗ. Апат-ҫимӗҫе уйӑрса кӑтартнӑ май «Чувашская национальная кухня» тесе ҫырнӑ. Асӑннӑ категорире — тӑватӑ тӗрлӗ апат.
Паян, Пӗтӗм Раҫҫейре уявлакан Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшассипе ҫыхӑннӑ хушӑва алӑ пуснӑ.
Документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫул ҫитмен сакӑр е унран та ытларах ача ӳстерекен ҫемьесене 150 лаша вӑйӗнчен пӗчӗкрех двигательлӗ автомбильшӗн транспорт налукӗ тӳлеттермӗҫ. Ку йышӑну кӑҫалтан вӑя кӗрӗ.
Республикӑра паракан амӑш капиталне ҫитес ҫултан нумай ачаллӑ ҫемьесем автотранспорт туянма усӑ курайӗҫ. Унсӑр пуҫне нумай ачаллисене шкулта апат тӳлевсӗр ҫитерессине те пӑхса хӑварнӑ.
Маларах асӑннӑ тӗллевпе республика хыснинчен 120 миллион тенкӗ ытла уйӑрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |