Апат-ҫимӗҫ
![]() Паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра апат-ҫимӗҫ хакӗсем пирки те калаҫнӑ. Хаксем мӗншӗн хӑпарни пирки экономика министрӗ Дмитрий Краснов каласа кӑтартнӑ. Кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче Чӑваш Енре инфляци 7,8 процентпа танлашнӑ. Раҫҫейӗпе илес тӗк, кӑшт пысӑкрах (ҫӗршывра – 7,5%). Апат-ҫимӗҫ вӑтамран 8,9 процент хӑпарнӑ, ытти тавар – 8,8 процент. 2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗпе инфляци 8,2-8,5 процентпа танлашма пултарассине калаҫҫӗ. Малтан ку кӑтарту 5,5 процентпа танлашма пултарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Купӑста хакӗ – 2,1, кишӗр – 1,4, ҫӗрулми – 1,3, аш-какай – 1,2 процент хӑпарнӑ. Кӗрпе, пӑрҫа 1,2 процент хакланнӑ. Ҫавӑн пекех макарон хакӗ самай хӑпарнӑ: 14,4 процент. Ҫӑкӑр-булка таврашӗ 13,5 процент хакланнӑ, тип ҫу – 8,9%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |