Ҫак кунсенче коронавирус пирки ӳркенмен ҫын кӑна калаҫмасть пулӗ. Теприсем, хытах шикленсе ӳкнисем, канӑҫа ҫухатнӑ. Ҫавсем чирлесрен ҫеҫ мар, выҫлӑх вӑхӑчӗ ҫитесрен те шикленеҫҫӗ. Сыхланакана Турӑ сыхланине пӗлетпӗр-ха. Анчах шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ тенине те асра тытмалла. Канӑҫсӑрланса кам лавккана, кам аптекӑна васкать.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» предприятире пулнӑ. Республика ертӳҫи Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чӗртавар ҫӗнӗ тыр-пул тухӑҫне пуҫтарса кӗртиччен пурӑнмалӑх та ҫитет. Апла пулсан ҫӑнӑх та ҫителӗклӗ пулӗ, кӗрпе-макарон та.
...Пӗр вӑхӑтра, астӑватӑр-и, тӑвар хакланать терӗҫ, тепрехинче — сахӑр песукӗ, хуратул.
«ПроГород» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх халӑх пасарта кӗрпе туянасшӑн хыпӑнать. Ҫавӑн пекех сахӑр илме пынисем те сахал мар.
«ПроГорода» вырнаҫтарма панӑ видео авторӗ Хевеш пасарӗнче кӗрпе таврашне хӗвӗшсех туянннине виҫҫӗмӗш кун сӑнать. Хӑшӗ-пӗри тавара михӗпех илет.
Коронавирус сарӑлса пынӑҫемӗн халӑх апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме пуҫланӑ. Кунашкал лару-тӑрӑва пасарсенче кӑна мар, апат-ҫимӗҫ сутакан лавккисенче те кураҫҫӗ.
Чӑваш Енре ял хуҫалӑхӗнче туса илекен апат ҫимӗҫ ҫителӗклӗ, хаксем ӳссе кайман. Ҫапла ӗнентерет короновирус сарӑлассине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабра йӗркеленӗ ведомствӑсем хушшинчи ӗҫлӗ ушкӑн.
Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерстви пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗ тӗлӗнчи хаксене тишкернӗ. Хаксене кунсерен, ял хуҫалӑх чӗр таварӗпе апат-ҫимӗҫ саппасне эрнесерен тишкернине пӗлтернӗ.
Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнчипе танлаштарсан пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫ кӑштах хакланнӑ: сахар хакӗ ӳснӗ, 1,7 процент, турӑх — 1,1%, ҫӗрулми — 1,0%, помидор — 1,4%, виноград — 1,8%. Сысна ашӗ 1,0%, чӑх какайӗ 1,2%, тӗтӗмленӗ пулӑ 1,0%, хӑяр 3,5%, пылак пӑрӑҫ 1,7%, мандарин 1,1% йӳнелнӗ.
Ҫав вӑхӑтрах халӑхра лавккасенче апат-ҫимӗҫ пулмӗ тесе шикленекенсем те пур.
Раҫҫейри макарон туса кӑларакан «Макфа» компани Шупашкарти компанирен 10 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. «Коммерсантъ» пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк производитель пирӗн патри компание пӗр пекрех тавар паллипе усӑ курнӑшӑн суда панӑ.
Шупашкарти компани «Вакма» ятлӑ. Вӑл ҫак ятпах макарон туса кӑларать. Ячӗ «Макфа» пекрех. Ҫитменнине, хутаҫӗ те «Макфӑнни» пек симӗс тӗслӗ.
Ҫакӑншӑн Мускаври компани Шупашкарти фирмӑна ку ятпа макарон кӑларттарма чарасшӑн. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку автор правине пӑсни. Суд ларӑвӗ кӗҫех, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, иртмелле.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Традиционная и современная чувашская кухня. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ» ятпа ҫӗнӗ кӗнеке пичетленнӗ.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш ҫӗр ӗҫӗпе аппаланса пурӑннине кура унӑн апат-ҫимӗҫӗ те ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ. Нумай ҫимӗҫе тӑван халӑхӑмӑр ӳсен-тӑрантан хатӗрленӗ. Чӑваш сунара ҫӳренӗ, пулӑ тытнӑ, хурт-хӑмӑр ӗрчетнӗ.
Кӗнекере ҫыртмаллипе салат, яшка, аш-пӑшран тата пулӑран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ, сӗт-ҫупа тӑпӑрчӑран хатӗрлекен апат рецепчӗсемпе паллашма пулать.
«Елчӗкле ӑшаланӑ хур», «Ҫӗнӗ хӑта салачӗ», салат «Салампи» салат, сысна ашӗпе тата ҫӗр улмипе тунӑ хуплу хатӗрлессин вӑрттӑнлӑхсемпе те паллашма та кӑсӑклӑ. Кӗнекене ытти регионти апат-ҫимӗҫ рецепчӗсене те кӗртнӗ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем хӑйсен продукцине 37 ҫӗршыва ӑсатаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтереҫҫӗ.
2019 ҫулта пирӗн тӑрӑхри продукцие аграрисем ют ҫӗршыва 25,6 миллион долларлӑх сутнӑ. Ку вӑл планпа палӑртнинчен 4,9 процент нумайрах. Экспорт калӑпӑшӗ пӗлтӗр 2018 ҫулхинчен 8 процент ӳснӗ.
Агроэкспортӑн тытӑмӗнче 80 проценчӗ тарӑннӑн тирпейленӗ продукци: кондитер изделийӗсем, соус, кетчуп, горчица, сӑра, хӑмла. 20 проценчӗ — чӗртавар: вика, пӑрҫа, йӗтӗн, сар пӑрӑҫ, ыраш, урпа тата ытти те.
Пирӗн республикӑри аграрисем экспорт калӑпӑшне 2024 ҫул тӗлне 46 миллион доллара ҫитересшӗн. 2014 ҫулхипе танлаштарсан агроэкспорт калӑпӑшӗ 2018 ҫулта 3,2 хут ӳснӗ.
Паян Шупашкарта харӑсах виҫӗ ҫӗрте ача пахчисем уҫӑлнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ вӗсенчен пӗрне, «Садовӑй» микрорайонти «Кубик-рубик» 203-мӗш ача пахчине, уҫма хутшӑннӑ.
203-мӗш ача пахчинче ачасене чӑвашла та вӗрентеҫҫӗ иккен. 240 вырӑнлӑ ҫав ача пахчине хута яма хыснаран 175 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Паян уҫӑ учрежденире музыка тата физкультура занятийӗ валли пӳлӗмсем, бассейн, методика, логопед, психолог пӳлӗмӗсем, медицина блокӗ, компьютер класс, LEGO-студи валли пӳлӗм пур.
Ача пахчинче пулса курнӑ Роза Власова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ушкӑнсенче ачасем пысӑк хӑнасене чӑваш наци апачӗпе: хуран куклипе, пӳремечпе — хӑналанӑ.
Унсӑр пуҫне паянах «Ҫӗнӗ хула» тата «Кувшинка» микрорайонсенче те шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене уҫнӑ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн тата Шупашкарти Ленин районӗн прокуратурин специалисчӗсем тӗп хулари «Николаевски» суту-илӳ комлексне тӗрӗсленӗ. Пӗр вырӑнта паллӑ мар тӑрӑхран кӳрсе килнӗ панулми сутнине тупса палӑртнӑ.
Ҫимӗҫ курупки ҫинче маркировка этикетки пулман – ӑна татса илме пултарнӑ, мӗншӗн тесен йӗрсем курӑннӑ. Кунсӑр пуҫне сутуҫӑ кирлӗ документсене кӑтартайман.
Ҫаксене кура панулми партине санкци ҫимӗҫӗсен йышне кӗртнӗ, «Муркаш» полигона илсе тухса тӗп тупнӑ. Пӗтӗмпе – 141 килограмм панулми.
Чӑваш Енре туса кӑларакан мороженӑй Казахстана ӑсанать. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви Федерацин таможня тытӑмӗ хыпарлани тӑрӑх ӗнер пӗлтернӗ.
Раҫҫейрен ют ҫӗршывсене ӑсанакан мороженай калӑпӑшӗ 2019 ҫулта 7,2 процент нумайланнӑ. Ҫакӑнта Шупашкарти «Волга АЙС» предприяти тӳпи те пур. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе Шупашкарти предприяти Казахстана хӑйӗн продукцине 7,3 пин долларлӑх ӑсатнӑ.
Тӑватӑ ҫул каялла пирӗн ҫӗршывран мороженӑя 24 ҫӗршыва ӑсатнӑ, кӑҫал ҫак хисеп 37 ҫӗршывпа танлашнӑ. Пысӑк импортерсенчен пӗри — Казахстан, иккӗмӗш вырӑнта – Монголи, виҫҫӗмӗшӗнче — Украина. Раҫҫей мороженӑйӗ Канадӑпа АПШна та, Китайпа Сенегала та ӑсанать. Мороженӑй туса илекенсем Европӑри ҫӗршывсемпе те туслӑ ҫыхану тытаҫҫӗ.
Шупашкарти кинотеатрсенчен пӗрне пынӑ ҫынна кинозала апатпа кӗртмен. Ҫавӑн пирки республикӑри МИХсенчен пӗринче ҫырса кӑтартнӑ. Кинозала кӗрейменни — асӑннӑ хаҫатӑн журналисчӗ иккен.
Арҫын шухӑшланӑ тӑрӑх, кинотеатрта Потребительсен правине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна пӑсаҫҫӗ. Вырӑнти барта илнӗ апатпа кӗме чармаҫҫӗ иккен. Анчах урӑх ҫӗртен туяннипе ирттермеҫҫӗ. Кинозала кӗрес умӗн хуралҫӑ апата тӗрӗслет.
Журналист кино та курайман, ӑна билет укҫине те тавӑрса паман.
Ҫак хыпара вуланисенчен хӑшӗсем кино пӑхнӑ вӑхӑтра чӑмласа ларнине хурлаҫҫӗ. «Хам пулсан тортпа тата пӗр тарелка яшкапа кайнӑ пулӑттӑм. Кино пӑхнӑ вӑхӑтра начарланса кайӑп тата», — йышши тӑрӑхласа ҫыракан та тупӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |