Раҫҫейре «Раҫҫейри тутӑсем» наци конкурсӗ пӗрремӗш хут старт илнӗ. Ӑна РФ ЯЛ хуҫалӑх министерстви йӗркеленӗ.
Конкурса хутшӑнма 79 регионти 500 ытла бренд заявка панӑ. Чӑваш Ен чысне тӑватӑ ҫимӗҫ хӳтӗлӗ. Вӗсем – «Ҫӗрпӳ пӗремӗкӗ» (Ҫӗрпӳ райповӗ), «Чӑваш шӑрттанӗ» (Етӗрнери аш-какай комбиначӗ), «Чӑваш пылӗ» (Канаш районӗнчи «Мелилотус», «Чӑваш Енри качака сӗчӗ» (Шупашкар районӗнчи» «Ялти картиш»).
Конкурс сакӑр номинаципе иртет, унта пӗчӗк тата вӑтам предприятисем ҫеҫ хутшӑнаяҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем Ял хуҫалӑх министерстви пулӑшакан комплекслӑ программӑна кӗрӗҫ.
Чӑвашсен ҫимӗҫне ҫӗнтермешкӗн пулӑшар. Конкурс сайтӗнче сасӑлав раштавӑн 2-мӗшӗччен пырать.
Чӑваш Енри шкулсенче пӗр пек меню пулмалла. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче «Шкулсенче вӗри апатпа тивӗҫтересси» семинар-практикума пӗтӗмлетнӗ. Семинар кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче Шупашкарта иртнӗ. Унта пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче шкул директорӗсем, поварсем, районсемпе хуласенчи вӗрентӳ пайӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ.
Республикӑн мӗнпур шкулӗнче Роспотребнадзор ырланӑ пӗр пек меню пулмалла. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетнӗ семинар-практикума хутшӑннисем. Ун пек семинарсене ӳлӗмрен кашни кварталта пӗрре ирттересшӗн.
Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлесе хисепе тивӗҫнисемпе, агропромышленноҫ комплексӗн хастарӗсемпе ӗҫлӗ тӗл пулу ирттернӗ.
Калаҫӑва Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хутшӑннӑ.
Регион ертӳҫи ветерансене нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тата отрасль аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ. «Отрасль аталанса пынӑ май эпир ялти халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне тата та ӳстерме пултарӑпӑр», – тенӗ республика ертӳҫи.
Сергей Артамонов ҫӗрулмине тирпейлемелли комплекс тӑвассине, объекта «М-12» трасса тӑрӑхӗнче вырнаҫтарма палӑртнине хыпарланӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен шучӗ ӳссех пырать. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче иртнӗ оперштаб ларӑвӗнче палӑртнӑ. Унта Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская, сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ ӳсни хӑрушсӑрлӑх мерисене ҫителӗксӗр пӑхӑннипе ҫыхӑннӑ: маскӑсемпе перчеткесем тӑхӑнманни, пӗр-пӗринпе ҫума-ҫумӑн тӑни (ларни), сывлӑша сиенсӗрлетменни.
Олег Николаев обществӑлла апатлану предприятийӗсенче банкетсем, туйсем ирттерме тата ҫын вилсен асӑнма пухӑнма тытӑнса тӑма сӗнсе каланӑ.
«Эпир ресторансемпе кафесене хупасси пирки каламастпӑр, халӑх йышлӑ пухӑнакан мероприятисене ирттерме тытӑнса тӑма сӗнетпӗр», – тенӗ республика ертӳҫи.
Ҫӗрпӳ районӗнче «Моя планета» (чӑв. Манӑн планета) телеканалӑн ӗҫченӗсем «Студия вкусов» программа валли сюжет ӳкернӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнасем чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе райпо ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе паллаштарнӑ.
Телеканалӑн сайтӗнче ку программа пирки ҫапларах хыпарланӑ: Антон Зайцев документлӑ фильма телекухньӑпа шайлаштарать. Эфира 40 ытла фильм тухнӑ. Ертӳҫӗ Вьетнамра крокодил, Австралире кенгуру тата ытти нумай ҫӗршывра тӗрлӗ апат ас тивсе пӑхнӑ. Халӗ, ав, вӑл чӑваш апатне хаклӗ.
Паян Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерци техникумӗнче «Ҫамрӑк профессионалсем» VII наци чемпионачӗн финалӗнче юниорсем хушшинче ҫӗнтернӗ пике апат пӗҫерессин ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ. Ача епле пӗҫернине пӑхма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пырса ҫитнӗ.
Шупашкарти 64-мӗш вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен ача пӗҫернӗ пулӑран вӗри апат тата тӑпӑрчӑран курага тата апельсин хуппи ярса хӑпарту пӗҫернӗ.
Ача епле хатӗрленине общество апатланӑвӗн предприятийӗсенче тата шкул апатланӑвӗн комбиначӗсенче ӗҫлекен ӑстасем хутшӑннӑ. Дарья хатӗрленӗ тӑпӑрчӑ хӑпартӑвӗ Элтепере те килӗшнӗ. Вӑл ӑна шкул менюне кӗртме республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине сӗнессине пӗлтернӗ.
Станислав Убасси журналист чӑваш апат-ҫимӗҫне Шупашкарта тата Чӑваш Енре тутанса пӑхма май ҫукки пирки Фейсбукра ҫырнӑ.
Чӑваш апатне ӗне ҫисе янӑ-шим? Ҫапларах пуҫ ватать журналист. Ку темӑна вӑл Марина Карягина тележурналиста хускатма сӗннӗ иккен.
«Хӑнасем наци апачӗ тутанса пӑхасшӑн. Вӑл та наци палли. Музейсем-палӑксем ҫеҫ мар», — тесе шухӑшлать Станислав Убасси. Республикӑра наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлекенсен конкурсне те ирттернӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви наци апат-ҫимӗҫӗпе паллаштаракан кӗнекесем те час-часах кӑларать.
Журналист палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта — 100 ытла ресторан-кафе. Иккӗшӗ кӑна чӑваш ятлисем — «Ехрем хуҫа» тата «Юлташ». Унран та ытларах. Ячӗсем — нумайӑшӗн акӑлчанла. Станислав Убасси ӳркенмесӗрех тӗрлӗ ҫӗре шӑнкӑравласа пӑхнӑ. Пӗр 50 ресторан-каферен пӗринче те наци апачӗ ҫук тесе пӗлтернӗ. Журналист чӑваш апатне хатӗрлеме колледжсенче вӗрентменнине, шкулсемпе ача пахчисен менювӗнче тӑван халӑхӑмӑр апачӗ ҫуккине те палӑртнӑ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем тӑван халӑхӑмӑрӑн апат-ҫимӗҫне хатӗрлеме вӗрентнӗ. Унта наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлессипе ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ. Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗннисем пылпа салат туса кӑтартнӑ.
«Диалог культур «Вкус Байкала» (чӑв. «Байкал тути» культурӑсен диалогӗ) наци культурисен фестивалне Иркутскри тата Иркутск облаҫӗнчи вунӑ ытла наципе культура пӗрлешӗвӗ хутшӑннӑ.
Азербайджансем иҫӗм ҫулҫи ярса долма хатӗрленӗ, эрменсем — лаваш, бурятсем — буузы, беларуҫсем — калдун, казахсем – тулӑ ҫӑнӑхӗнчен ҫӑкӑр, корей ҫыннисем — ролла, поляксем – бигус, таджиксем — плов, тутарсем — бэлиш т.ыт.те.
Чикӗ леш енне агропромышленность продукцине ӑсатассипе иртнӗ эрнере пирӗн республика ҫӗршывра та палӑрнӑ. Ҫӑнӑхран хатӗрленӗ кондитер изделийӗн тата ҫу культурисен экспорт калӑпӑшӗпе Чӑваш Ен Раҫҫейри регионсем хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ; чӑх ашӗпе – 11-мӗш; шӑккӑлатпа – 13-мӗш.
Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхри аграрисем 17,4 АПШ долларӗллӗх продукци ӑсатнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 26 процент нумайрах. Ҫӑнӑхран хатӗрленӗ кондитер изделийӗсен калӑпӑшӗ 48 процент ӳснӗ. Асӑннӑ продукци Чӑваш Енрен Китая, Грузие, Казахстана, Украинӑна, Японие, Азербайджана тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршыва ӑсанать. Сӗт-ҫу тата аш-пӑш продукцине, тӗпрен илсен, Китай туянать. Ҫу культурисем Германие, Бельгие, Польшӑна, Румыние каяҫҫӗ.
Паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче ачасене шкулта вӗри апатпа тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Унта пысӑк хуласемпе районсенче апатлану комбиначӗсем пуррине, вӗри апата унтан турттарассине Алла Салаева вице-премьер пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах 8 районта йывӑртарах пулма пултарать. Вӗсем ачасене апатлантарас ыйтӑва татса паман иккен-ха.
Ҫак хыпара илтсен руспублика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑмӑлсӑрланӑвне пытарман. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсене вӗри апатпа тивӗҫтерме ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хушнине аса илтернӗ. Ҫак енӗпе йӗркене пӑсакан пуҫлӑхсен явап тытма тивесси пирки асӑрхаттарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |