Раҫҫейӗн чи лайӑх хулине палӑртма каллех конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. «Раҫҫей хули» интернет-конкурса пуҫласа 2012 ҫулта ирттернӗччӗ. Ун чухне «наци символӗ» ята Смоленск хули тивӗҫнӗччӗ. Пӗлтӗрхи конкурсра малтисен йышне тӳрех Шупашкар тухнӑччӗ. Уншӑн сасӑлакансем ҫулталӑк тӑршшӗпех йышлӑ пулнине кура ҫӳлти ретре пынӑччӗ.
Кӑҫал та сасӑлава тӗнче тетелӗпе усӑ куракансен хушшинче ирттерме йышӑннӑ. Хальлӗхе Шупашкар малти виҫӗ хула хушшинxе пырать иккен. Юлашки икӗ эрнере вӑл пӗр позицие ҫухатнӑ. Чӑваш Енӗн тӗп хулишӗн хальлӗхе 40 пине яхӑ ҫын сасӑланӑ.
Пӗрремӗш вырӑнта Ӗпхӳ хули пырать. Иккӗмӗш вырӑнта — Майкоп. Шупашкар хыҫҫӑн Калининградпа Красноярск пыраҫҫӗ. Чылай ҫын юратакан Питӗр тата ҫӗршывӑн тӗп хули Мускав малти вунӑ хула йышне те кӗмен.
Пушӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти политехника институтӗнче ҫамрӑксемпе студентсен «Пуҫаруллӑ ҫамрӑк Чӑваш Ен: пултарулӑх тата хастарлӑх» уҫӑ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференципе килӗшӳллӗн пуҫарулӑх проекчӗсен X республика конкурсӗ «Ҫамрӑксен ӑслӑлӑхпа пуҫарулӑх конкурсне хутшӑнакан» («УМНИК» — 2014) программӑпа уҫӑлнӑ.
Ҫамрӑк пуҫаруҫӑсене тата хӑнасене ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов, Шупашкарти политехника институчӗн директорӗ Александр Акимов тата ыттисем саламланӑ. «УМНИК» конкурса хатӗрленӗшӗн тата йӗркеленӗшӗн Шупашкарти политехника институчӗн ӗҫтешӗсене ЧР Вӗренӳ министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Василий Чегулов, Дмитрий Дементьев.
Кӑҫалхи конкурса республикӑри асла шкулсем, предприятисемпе организацисем хутшӑннӑ. Эксперт комиссийӗ 66 пуҫару проектне пӑхса тухнӑ. Шупашкарти политехника институчӗ те, паллах, хутшӑннӑ. Эксперт канашӗ куҫӑн майпа ирткен тура хутшӑнмашкӑн вӗсен 10 ӗҫне суйланӑ. Олег Тупкин «Информаци технологийӗсем» енӗпе, Александр Прокопьев «Хальхи материалсем тата вӗсене тумалли технологисем» енӗпе, Диана Самарская «Пуласлӑхри медицина» енӗпе, Александр Васильев, Павел Вторкин, Андрей Иванов, Дмитрий Михайлов, Андрей Овчинников, Алена Сафейкина, Александр Яковлев «Ҫӗнӗ приборсем тата аппарат комплексӗсем» енӗпе проектсене хӳтӗленӗ.
Чӑваш Енри эмел лавккисенче спиртлӑ препаратсене пули-пулми сутма чарӗҫ. Ҫакна тума мӗн хистенӗ-ха? «Симӗс ҫӗлен» авӑрне лекнисем шӑпах ҫакнашкал эмелсемпе наркӑмӑшланаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫак ыйтӑва ҫавра сӗтелре сӳтсе явнӑ. Унта пысӑк аптекӑсен ертӳҫисене те чӗннӗ. Эрех-сӑрапа туслашнисем укҫа перекетлес тесе аптекӑра спиртлӑ шӗвек туянаҫҫӗ. Пӗлнӗ-пӗлмен препарата кӳпсе лартаҫҫӗ, наркӑмӑшланнӑскерсене пульницӑна илсе ҫитереҫҫӗ.
Чӑваш Республикинче, 2012 ҫулпа танлаштарас пулсан, алкоголизм чирӗпе апӑракансен йышӗ 0,3 процент чакнӑ. Эрех-сӑрапа наркӑмӑшланакансен хисепӗ те пӗчӗкленнӗ. Ҫапах ку ыйту халӗ те ҫивӗч-ха.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Богданова аптекӑсене «фанфуриксене» спиртлӑ мар шӗвексемпе ылмаштарма сӗннӗ. Харпӑр аптекӑсен ертӳҫисене ҫакнашкал проектӑн меморандумне панӑ.
Икӗ пысӑк аптека тетелӗ ҫакнашкал условисене йышӑннӑ. Вӗсем ыттисене тӳре-шарасен пуҫарӑвне шута илме чӗнсе калаҫҫӗ.
Вӑхӑтлӑха. Виҫӗ уйӑхлӑха. Ҫапла тума Шупашкар хулинчи Ленин районӗн сучӗн йышӑнӑвӗпе палӑртнӑ.
Кӑра утӑм тума Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗ «ОЭС» текен тулли мар яваплӑ обществӑна планпа килӗшӳллӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн тӗв тунӑ. Ҫунтармалли-сӗрмелли материал упранакан резервуара промышленноҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑсса усӑ курнӑ иккен. Резервуарӑн усӑ курмалли вӑхӑчӗ тухса кайнӑ. Инкек тавраш пулсан персоналӑн резервуар тӗлӗшпе мӗн тумаллине те палӑртни пулман-мӗн.
Предприяти пирки тӗрӗслевҫӗсем административлӑ саккуна пӑсать тесе пӗтӗмлетнӗ. Кӑлтӑка пӗтерме 90 кун вӑхӑт пур-ха вӗсен…
Чӑваш Енри Хулари 1-мӗш клиника пульници ҫӗнӗ йышши компьютер технологийӗ пуррипе мухтанма пултарать. Вӑл ача кӗтекен хӗрарӑмӑн кӑмӑл-туйӑмне сӑнама пулӑшать.
Ҫӗнӗлӗхпе хӑҫан усӑ кураҫҫӗ-ха? Хӗрарӑм ача ҫуратас умӗнхи тапхӑрта. Уйрӑмах ку варти пепке патологипе ҫуралас хӑрушлӑх пуррисене пырса тивет. Ҫак технологие шӑпах малтан вӗсемпе усӑ курма тытӑнӗҫ. Психофизиологи хатӗрленӗвӗ пулас амӑшне кӗлетке тӗлӗшӗнчен те, кӑмӑл тӗлӗшӗнчен те хатӗрленме пулӑшӗ. Ҫӗнӗлӗх ача кӗтекенскере стреса парӑнтарма пулӑшӗ, тӗрӗс сывлама вӗрентӗ.
Аппарат пулӑшнипе хӗрарӑм организмӗнчи психоэмоци йеркене кӗрет. Занятисем вӑхӑтӗнче профессионал психолог хӗрарӑмӑн психологи шайӗнчи сывлӑхне палӑртӗ.
Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацинче моряксене халалланӑ палӑк проекчӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫакна «ЧР Ҫар-тинӗс флочӗн ветерансен союзӗ» пуҫарнӑ.
— Ҫак палӑк Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫ хунӑ чӑваш морякӗсен ячӗпе пулӗ. Палӑк ҫине пахсан вӑл тинӗс тематикипе ҫыхӑнни тӳрех паллӑ пултӑр. Конкурса хутшӑнакансем умне ҫакнашкал тӗллев лартрӑмӑр, — тенӗ «ЧР Ҫар-тинӗс флочӗн ветерансен союзӗн» председателӗ Владимир Крюковский.
Конкурс ҫӗнтерӳҫине пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнчех палӑртмалла пулнӑ. Анчах комисси членӗсем ӑна кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен тӑсма йышӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра конкурс тӗнче шайӗнчи статуса тивӗҫнӗ. Чехи Республикин ӳнерҫи Мартин Кютер хӑйӗн проектне ярса панӑ. Конкурс комиссине ЧР Ӳнерҫисен союзӗн членӗсем кӗнӗ. Шупашкарти авторӑн ӗҫӗ ытларах балл пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта Мускав ҫынни. Виҫҫӗмӗш вырӑна Питӗрти автор тивӗҫнӗ.
Халӗ проект чи йывӑр тапхӑра — пурнӑҫа кӗртессине — куҫать. Ӳнерҫӗсем ҫакнашкал конкурссем валли фонд тума сӗннӗ.
— Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗсене те хутшӑнса курнӑ май ҫакна калаятӑп: конкурсҫӑсем валли фонд йӗркелесен аван.
Шупашкарта ачасем 34 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. ЧР Тӗпчев комитечӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пржевальский урамӗнчи гаражсем хушшинче асӑрханӑ.
Арҫын ӳчӗ ҫинче ҫӗҫӗпе чикнӗ вырӑнсем пулнӑ. Ку ӑна пусмӑрласа вӗлернине ҫирӗплетет. Кун тӗлешпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.
Следовательсен, полици ӗҫченӗсен тискер ҫак ӗсе кам тума пултарнине кӗске вӑхӑтрах тупса палӑртма май килнӗ. Вӑл — Шупашкарти пурӑнакан 38 ҫулти арҫын. Ҫакскер тӗлӗшпе ҫынна вӗлернӗшӗн 2003 ҫулта пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ.
Халӗ айӑпланакана тытса чарнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче хайхискер хур курнӑ ҫынпа харкашнӑ. Иккӗшӗ те эрех ӗҫнӗ. 38-ти 34 ҫулти арҫынна ҫӗҫӗпе 15 хут чикнӗ. Малтанах вӑл стамескӑпа усӑ курнӑ, унтан ҫӗҫӗ ҫине куҫнӑ. 34-ри арҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Айӑпланакан преступлени йӗрне сирес тесе вилене юр айне пытарнӑ та ҫухалнӑ.
Шупашкарти Калинин районӗнче ейӳ сиен кӳме пултаракан вырӑнсене палӑртнӑ. Ҫак йыша «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи «Ҫар мухтавӗн монуменчӗ» те кӗнӗ.
Администраци пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ейӳ Калинин районӗнче пурӑнакансене самаях сиен кӳме пултарать. Ҫав шутра — районти культура объекчӗсене те.
Калинин район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи монумент патӗнче ҫӗр ишӗлет. Ку вара палӑкшӑн хӑрушӑ. Ҫавӑн пекех Тютчев урамӗнчи 39, 41-мӗш ҫуртсене, Атӑл урамӗнчи 13, 14-мӗш ҫуртсене те хӑрушлӑх пырса тивме пултарать. Хӗвелтухӑҫ поселокӗ патӗнчи, Хӗвелтухӑҫ урамӗнчи 4,6,8,10-мӗш ҫуртсем ҫывӑхӗнче Атӑл енчен ҫӗр ишӗлес хӑрушлӑх пур.
Списока Якимов варӗ, Аш-какай комбиначӗн 7-мӗш линийӗ, Октябрь: 40 ҫул урамӗнчи 1-4-мӗш линисем, Алькеш поселокӗнчи Пионер урамӗ кӗнӗ.
Мэри ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ейӳ ӑнсӑртран пуҫланать, хӑвӑрт вӗҫленет. Анчах вӑл мӗнле пуласса калама ҫук. Администраци ҫынсене ейӳре мӗнле пулмаллине ӑнлантарма тытӑннӑ ӗнтӗ.
Шупашкарта демографи лару-тарӑве лайӑхланать теме пулать. Ав кунта кӑҫал саккӑрмӗш йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Шупашкарти Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем йӗкӗреш ашшӗ-амӑшне саламланӑ. Ачасене кунта пушӑн 26-мӗшӗнче регистрациленӗ.
Арҫын ачапа хӗрача пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ Анастасия ят панӑ. Арҫын ача — Иван. Ҫемьен вӗсемсӗр пуҫне пӗр ача пур. Йӗкӗреш ҫуралсан вара вӗсем нумай ачаллӑ кил-йыш шайне лекнӗ.
Google компани ачасен «Google валли дудл» логотипсен конкурсне «Эпӗ космосра — ҫулҫӳревре» темӑпа ирттерет. Шупашкарти 59-мӗш шкулта 2-мӗш класра ӑс пухакан Ольга Коротина конкурса хӑйӗн ӗҫне тӑратнӑ.
8 ҫулти хӗрача маттур! Оля ҫурмафинала тухнӑ. Унӑн ӗҫӗ хаклав пайташӗсем 30 ӗҫрен суйласа илнисенчен пӗри пулнӑ.
Пӗтӗмпе конкурса пин-пин ӗс килсе ҫитнӗ. Вӗсене ачасен ӳсӗмне кура ушкӑнсем ҫине уйӑрнӑ: 6–9 ҫулсенчисем, 10–13 ҫулсенчисем, 14–17 ҫулсенчисем. Кашни ушкӑнра жюри членӗсем чи лайӑх 10 ӗҫ суйланӑ. Онлайн сасӑлавпа килӗшӳллӗн финала 30 ӗҫрен виҫҫӗшӗ ҫеҫ тухӗ. Сасӑлав конкурс сайтӗнче пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пулӗ.
Кун хыҫҫӑн жюри пӗр ҫӗнтерӳҫе палӑртӗ. Унӑн ятне ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Мускаври Планетарире пӗлтерӗҫ. Логотип авторӗ ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле АПШри штаба кайса килме пултарӗҫ. Тепӗр парне: ҫӗнтерӳҫе вӗренекен класа компьютер класӗ парнелӗҫ.
Асаилтеретпӗр, Оля пирӗн тӑрӑхран ку конкурсра пӗрремӗш ҫӗнтерӳҫӗ мар-ха. Унччен, виҫӗмҫул, Вӑрмар хӗрачи Аннета Прохорова хӑйӗн ӗҫӗпе ҫурмафинала тухнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |