Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе «хӗрӳ лини» ирттернӗ. Ҫак мелпе 37 ҫын усӑ курнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ, 29 ҫын, Шупашкартан шӑнкӑравланӑ. Ытти хулапа района илсен, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Вӑрнарпа Шупашкар районӗсенче пурӑнакансем шӑнкӑравланӑ.
Ҫынсем пурӗ 44 ыйту панӑ. Халӑха ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшушӑн тӳлес ыйту ытларах кӑсӑклантарать иккен. Шӑнкӑравсем тӑрӑх инспекторсем халӑха ҫурт-йӗр фончӗн тӑрӑмне техника тӗлӗшӗнчен тӗрӗслесе тата нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑрасси канӑҫсӑрлантарнине те асӑрханӑ.
Ҫынсене калаҫтаракан ыйтусен шутне управляющи компанисем ӑшӑ энергийӗ пирки информацие, кабель телекуравӗ вырнаҫтарни саккунлипе саккунсӑрри пирки пӗлтерменнине те, вӗри шыв вӗри маррине тата ытти хӑш-пӗр ыйтӑва кӗртмелле.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ултӑ кун хушшинче ултӑ ҫын пушарта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пӗтӗмпе вара вут-ҫулӑм 18 хутчен алхаснӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрта кун пек инкексен шучӗ сахалтарах пулнӑ иккен — пурӑ 16 хут. Ун чух виҫҫӗн вилнӗ.
Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, икӗ пушар тухнӑ. Вӗсенчен пӗри Шупашкарти Мускав проспектӗнчи кафесенчен пӗринче пулнӑ. Вут-ҫулӑм ирхи виҫӗ сехетре хыпса илнӗ. Кухньӑра ӗҫлекенсем фритюрницӑра ҫӗрулми ӑшаланӑ иккен. Ҫатма хӗрнӗ вӑхӑтра вӗсем айккинелле пӑрӑннӑ. Шӑпах ҫав самантра ҫу хыпса илнӗ. Ҫулӑм шӑршине cиссе пушарнӑйсене чӗнсе илнӗ, кафери ҫынсене урама кӑларнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче вара ҫав кун 52 ҫулти арҫын пушарта вилнӗ. Унӑн виллине пушара сӳнтерекенсем тупнӑ. Пӳрт пӗтӗмпех кӗлленнӗ. Пушар сӑлтавне палӑртассипе ҫӑлавҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын эрех сыпкалама тата пирус туртма юратнӑ-мӗн.
Шупашкарти Мускав районӗ предприяти-организацисенчи, учрежденисенчи хор коллективӗсен ӑмӑртӑвне иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех ирттернӗ пулнӑ. Халӗ ҫав конкурс малалла тӑсӑлассине пӗлтереҫҫӗ. Кӑҫал ӑна икӗ хутчен: Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне «Патриотла юрӑсем» ятпа, Хула кунӗ вӑхӑтӗнче «Чӑвашла юрӑсем» темӑпа — йӗркелӗҫ.
Пӗлтӗрхи пирки каласан, унта хутшӑнма ача пахчисемпе шкулсенчи 17 коллективпа пӗрлех «Афанасьевский» ТОС членӗсем хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Малтан асӑннисенче хӗрарӑмсем ытларах пулнӑ тӑк, юлашкинчен калани арҫынсем йышлипе уйрӑлса тӑнӑ. 4-мӗш лицей ушкӑнӗнче те арҫын пулнӑ-ха. Кунта усал ересрен тесе шӳтлесе те илнӗ теҫҫӗ хӗрарӑмсем. Арҫынсем шкулсемпе ача-пӑча пахчисенче сайра та хорта вӗсем мӗншӗн сахаллине ӑнланма пулать ӗнтӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн хальхи ӳнер центрӗнче (Президент бульварӗ, 1) Валерий Бобковӑн «Мир глазами художника. Чернобыльская зона» (чӑв. «Ӳнерҫӗ куракан тӗнче. Чернобыль зони») персоналлӑ куравӗ ӗҫлет. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫӗ 65 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.
Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх вернисажа уҫнӑ май курма килнисене ӳнерҫӗ хӑй кӗске экскурси ирттерчӗ. Кӑсӑклӑ пулӑмсем пирки те каласа пачӗ — сӑмахран, хӑш-пӗр ӳкерчӗксене Чернобыль тӑрӑхӗнчен 1-мӗш пай илсе тухма чарнӑ иккен. Вӗсен йышне «Славься, Отечество наше свободное!» (чӑв. Мухтавлӑ пул эс, Ирӗклӗ Тӑван ҫӗршывӑм!) акварель, «Город Припять. Улица Спортивная» (чӑв. Припять хули. Спорт урамӗ) ӳкерчӗк кӗнӗ. Чернобыль тӑрӑхӗнчи ӳкерчӗксемсӗр пуҫне куравра ӳнерҫӗ чикӗ леш енче тунисемпе те — Италире, Австралире, Швецире — паллашма пулать.
Валерий Бобков 1948 ҫулта Улатӑрта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче пӗлӳ пухнӑ. Чернобыльте АЭС сирпӗнсен унти инкеке сирме хутшӑннӑ.
«Чӑваш Республикин РТПЦ» РТРС уйрӑмӗ раштавӑн 26-мӗшӗнче Шупашкарта цифрӑллӑ телекурава хута янӑ. Хальлӗхе вӑл тӗрӗслев шайӗнче ӗҫлет. Ӑна DVB-T2 стандартри 46 ТВК (670–678 МГц) канал ҫинче тытма пулать. Паянхи куна пӗрремӗш мультиплексӑн каналӗсемпе кӑна тивӗҫтереҫҫӗ-ха.
Телекурава цифрӑлла парса тӑма 250 Вт хӑватлӑ HARRIS UAX-250DV передатчикпа усӑ кураҫҫӗ. Вӑл пурӗ 457 пин ҫын пурӑнакан лаптӑка ярса илет иккен.
2009 ҫулта йышӑннӑ федераллӑ тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн 2015 ҫул тӗлне кашни ҫынна тӳлевсӗр 20 каналран сахал мар тивӗҫтермелле. Сӑмах май, цифрӑлла телекуравӑн пӗрремеш мультиплекса пурӗ 10 телеканал тата 3 радио кӗрет. Вӗсен йышӗнче «Пӗрремӗш канал», «Раҫҫей-1», «Раҫҫей-2», «НТВ», «Пиллӗкмӗш канал», «Раҫҫей-К», «Раҫҫей-24», «Карусель», «Раҫҫейӗн обществӑлла телекуравӗ», «Центр ТВ» телеканалсем пур. Ҫавӑн пекех «Вести ФМ», «Радио Маяк», «Раҫҫей радиовӗ» радиостанцисем кӗнӗ.
Шупашкарти политехника институчӗн директорӗ Александр Акимов техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор Европӑри ӑслӑлӑхпа промышленноҫ палати ҫирӗплетнӗ Пахалӑх дипломне тата ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ҫӳллӗ шайри наградӑна ӑна «педагогикӑри тата ӑслӑлӑхри пысӑк пахалӑхлӑ ӗҫсемшӗн» панӑ. Маларах ун пеккине Л.М. Рошаль тата Л.А. Бокерия, Е.И. Чазов профессорсем тата ҫӗршыври ытти хӑш-пӗр паллӑ ҫын тивӗҫнӗ иккен.
Ҫӳлерех асӑннӑ палатӑн Раҫҫейри тата СНГри элчелӗхне 1992 ҫултах йӗркеленӗ. Вӑл ӑслӑлӑхри, культурӑри, производствӑри, вӗрентӳри ҫитӗнӳсене палӑртса патшалӑх тата уйрӑм ҫынсем енчен пулӑшассипе ҫине тӑрать иккен.
Кунта сӑмах Шупашкарти шкулсем пирки пырать. «Хӑрушсӑр шкул» программӑна пурнӑҫласа пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан мӗнпур шкула видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ иккен. Чӗлхесӗр «хуралҫӑсем» вӗренӳ учрежденине кӑна мар, ун тавралли территорие те пӑхса тӑраҫҫӗ. Камерӑсем халь пулса иртекен самантсене ӳкернисӗр пуҫне маларах сӑнарланине те упраҫҫӗ иккен.
Ҫитес ҫул вара Шупашкарти шкулсем тавралли картасене ылмаштарма тытӑнасшӑн. Территорие пырса кӗнӗ ҫӗре шлагбаумсемпе турникетсем вырнаҫтарасшӑн иккен. Ҫавсем ачасене шкулта сыхлама-асӑрхама питех те кирлӗ-мӗн.
«Ҫуртне-йӗрне хӑпартни пирки вӗҫӗмех пӗлтереҫҫӗ. Камсем тӑваҫҫӗ-туянаҫҫӗ-ши ӑна?» — тет те пӗр пӗлӗшӗм, вӑй-хал ҫитерекенсем пурах ҫав ӗнтӗ. Пӳрт купалакансем те, хваттер туянакансем те ҫук мар.
Чӑвашстат пӗлтернине ӗненсен кӑҫалхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче республикӑра 660,1 пин тӑваткал метр чухлӗ хӑпартса лартнӑ. Асӑннӑ ведомство пӗлтерни ҫине таянса республикӑн Экономика министерстви хыпарланинче сӑмах уйрӑм ҫурт-йӗр е нумай хутли пирки пынине ӑнланма ҫук, мӗншӗн тесен уйӑрса кӑтартман.
Пӗлтӗрхи вунпӗр уйӑхрипе танлаштарсан, Канаш хулинче — 3 хут; Ҫӗнӗ Шупашкарта 2,2 хут; Шупашкарта икӗ хута яхӑн (91,9 процент) ытларах хута янӑ-мӗн. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӳсӗм — 31,9 процент; Пӑрачкавра — 23,8 процент, Патӑрьелӗнче — 23,4%; Комсомольскинче — 22%; Ҫӗмӗрле хулинче — 11,9%. Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Ҫӗпрӳ. Хӗрлӗ Чутай, Элӗк районӗсем те танлаштаруллӑ тапхӑртинчен ирттернӗ.
Республикӑн тӗп хулине ҫӗнтерӳшӗн 5,55 миллион тенкӗ премипе хавхалантарнӑ. Тупрана Шупашкар «Раҫҫейри чи хӑтлӑ хула (ял) тӑрӑхӗ» конкурсра иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗпе ҫӗршывра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн тивӗҫнӗ.
Конкурса ҫӗршывӑн регионсен аталанӑвӗн министерстви йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ, тӗрӗсрех, ултӑ, ушкӑнпа ирттернӗ. V категорире (кунта 3 пинтен пуҫласа 5 пин таран ҫын пурӑнаканнисене кӗртнӗ) Елчӗк ял тӑрӑхӗ III степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Ӑна та укҫан премипе — 800 пин тенкӗпе — чысланӑ.
Паян республикӑри тата муниципалитетсен чи лайӑх тӳре-шарине чысланӑ. Конкурса хутшӑнса ҫӗнтерме пултарнисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.
Патшалӑх ӗҫченӗсен хушшинчи ҫакӑн пек ӑмӑрту республикӑра кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Унта 19 патшалӑх органӗнчен 25 ҫын хутшӑннӑ. Муниципалитетсенче тӑрӑшакансем вара кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Хальхине 48-ӑн хутшӑннӑ.
Республикӑн патшалӑх служащийӗсенчен ЧР Вӗренӳ министерствин шкул ҫулне ҫитменнисен тата пӗтӗмӗшле вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Тамара Возняк пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗшӗнче — Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствин учёт пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Николаева, виҫҫӗмӗшӗнче — Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин ӗҫ сыхлав пуҫлӑхӗ Кирилл Милюхин.
Муниципалитетсенче ӗҫлекен тӳре-шараран Шупашкар район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн тӗп специалисчӗ Ольга Степанова ҫӗнтернӗ. Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫ йӗркелӗвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Николаева иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑн харӑсах икӗ ҫынна тивӗҫнӗ: Элӗк район администрацийӗн аталану, культура тата архив ӗҫӗн секторӗн ертсе пыракан специалистне Лилия Никифоровӑна тата Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумне Лилия Тарасовӑна.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |