Ҫак кунсенче ҫӗршывӑн тӗп хулинче пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен магистраль тӑвас ыйтупа анлӑ лару иртнӗ. унта Промышленниксен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗн элчисемпе федераци тата регионти влаҫ элчисем хутшӑннӑ. Ҫав шутра — Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та.
Ларура тухса калаҫнисем магистрале туни экономикӑна витӗм кӳрессе палӑртнӑ. Чукун ҫула тӑвас ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра кӑна тӗрлӗ шайри хыснана 174,6 миллирад тенкӗ налук пырса кӗмелле-мӗн. Пуйӑссем чупма тытӑнсан вара 1,53 триллион тенкӗ кӳрессине асӑннӑ. Хушма ӗҫ вырӑнӗ вара 370 пин ытла валли тупӑнмалла. Ҫак цифрӑна строительство ӗҫӗсене тата магистрале тытса тӑнӑ вӑхӑта шута илмесӗр калаҫҫӗ иккен. Пирӗн республика та тупӑш курмалла. Регионта продукци туса илесси 2019–2030 ҫулсенче 271,8 миллиард тенкӗпе танлашасса шанаҫҫӗ. Экономика енчен тупӑш кӳнисӗр пуҫне халӑхӑн пурнӑҫ шайне лайӑх енчен витӗм кӳрессе шанаҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев лайӑх енсен шутӗнче Мускава ҫул хӑвӑртланнине те палӑртнӑ. Халӗ ҫӗршывӑн тӗп хулине Шупашкартан ҫитме 11–12 сехет таран тухса каять пулсан, «Сапсан» чупма тытӑнсан ҫул ҫинчи вӑхӑт тӑватӑ хут чакмалла.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкексене пула вӑрҫӑри пек халӑх тӑкӑнать теҫҫӗ хӑш-пӗр сӑнавҫӑсем. Чӑн та, аварисенче мӗн чухлӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлмасть-ши! Ҫил кастарса вӗҫтерекен машинӑсене светофорсем мӗн тесен те «ҫӑварлӑхлаҫҫӗ».
Ҫак уйӑхра пирӗн республика лаптӑкӗнче тӑватӑ светофор хута янӑ. Вӗсенчен иккӗшне М-7 текен автоҫул ҫинче — вӑл трасса Мускава Ӗпхӳпе ҫыхӑнтарать — вырнаҫтарнӑ. Ҫавсенчен пӗри Муркаш районӗнчи Калайкасси ялӗ патӗнче, тепри — Ҫӗрпӳре. Шупашкара хӗвелтухӑҫ енчен кӗнӗ ҫул ҫинче те халӗ светофор пур. Кунсӑр пуҫне «Ҫӗрпӳ–Чӗмпӗр» трасса ҫинче, Канаш хулинче, вырнаҫтарнӑ.
Шӑматкун Шупашкарти музыка училищинче «Ай, юрлар-и!» ятпа халӑх юррисене шӑрантаракансен регионсем хушшинчи V конкурсӗ иртмелле. Ӑна чӑваш халӑх юррисене пухнӑ Ираида Вдовина юрӑҫ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Конкурса «Музыка вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекен студентсем» тата «Халӑх юррине юратакансем» номинацисемпе хаклӗҫ. Хутшӑнас шухӑша республикӑри 14 районпа 2 хуларан пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Тутарстанра, Пушкӑртстанра тата Самар облаҫӗнче пурӑнакансем кӑмӑл тунӑ. Конкурс комиссине тӑратнӑ дисксем тӑрӑх 40 солиста хутшӑнма ирӗк панӑ. Унта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кунер», Элӗк районӗнчи «Валинке», Тӑвай районӗнчи «Сурпан», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Шувар», «Ямаш» тата «Ҫавал» фольклор ансамблӗсем хӑна евӗр хутшӑнмалла.
Степан Максимов ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗнче асӑннӑ композитор, фольклорист тата педагог ҫуралнӑранпа 121 ҫул ҫитнине асӑнса хор музыкин концерчӗ иртнӗ. Вӑл Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1892-мӗш ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1925 ҫулта Чӑваш Наркомпросӑн професси пайне ертсе пыма тытӑннӑ, тепӗр ҫулхине — музыка шкулне, 1929 ҫулта вара — Чӑваш патшалӑх музыка техникумне (халӗ вӑл Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищи шутланать). Ертӳҫӗре ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӑл музыка теорийӗпе историне, чӑваш музыкине вӗрентнӗ.
Шкул ачисемпе унта ӗҫлекенсем валли Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли Степан Максимов илемлетнӗ халӑх юррисемпе: «Атьӑр, хӗрсем, выляма», «Ан авӑн, шӗшкӗ», «Уй варринче» — пырса ҫитнӗ. Концертра Федор Павлов илемлетнӗ юрӑсем те янӑранӑ.
Ыран, чӳкӗн 22-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ купӑста фестивалӗ иртмелле. Ҫапла-ҫапла. Кӑҫал пуҫласа йӗркелемеҫҫӗ унта ӑна. Пӗр ҫулхине, астӑвасса, Шупашкара пухӑннӑччӗ. Хальхинче вара вӑл каллех ӑна пуҫарса янӑ тӑрӑхра, Куславкка районӗнче, йӗркелӗҫ.
Фестивале хутшӑнас текенсен Кунерти информаципе культура центрне пухӑнмалла. Курмалли-пӑхмалли те пулӗ-ха, ҫапах та купӑстаран хатӗрленӗ тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе пырсан ним мар конкурссене хутшӑнма май килӗ. Тепӗр тесен, пуш алӑпа пыракансем валли те кӑсӑкли пуласса шантараҫҫӗ. Сӑмахран, тӑварланӑ купӑста астивсе пӑхма май килӗ. Ара, ӑна кашни тӗрлӗрен йӳҫӗтет-ҫке. Лайӑх калаҫсан хуҫисем, тен, хӑйсен вӑрттӑнлӑхне те уҫса парӗҫ. Тӗрлӗ сорт паллаштармалли курав та йӗркелӗҫ. Купӑста фестивальне йӗркеленӗ май кӑҫал пӗрре персе икӗ мулкач тытас тенӗ — ҫав кун «Кала, хут купӑсӑм ман» купӑсҫӑсен районти конкурсӗ иртмелле.
Анчах паян мар-ха — виҫ кун каяллах. Инкек пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ паян пӗлтерет.
Шупашкарти 1-мӗш колонире ларакан 22-ри каччӑ хӑй ҫине алӑ хунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл тӗрмери ҫӗвӗ цехӗнче ӗҫленӗ пулнӑ. Унпа пӗрле тӑрӑшакан ҫын смена хыҫҫӑн душ кӗме кайнӑ пулать. Каялла тухсан ӗҫтешӗ сывламаннине асӑрхать. Пуҫне 22-ри каччӑ полиэтилен хутаҫ тӑхӑннӑ, ӑна резинкӑпа туртса ҫыхнӑ-мӗн. Хутаҫра хырӑнмалли, шӑршлӑ кӑпӑк савӑчӗ пулнӑ теҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, тӗрмере ларакана тепӗр ҫын вӗлернин йӗрри-палли курӑнман. Полэтилен хутаҫӗ ҫӗвӗ цехӗнче аплипех иккен, резинки те «дефицит» мар. Каччӑ унччен те хӑй ҫине алӑ хума хӑтланнӑ пулать.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын 115 пин тенкӗ перекетлеме хӑтланса 1,2 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар-ха.
Арҫын тӗлӗшпе суд приставӗсем ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Арҫыннӑн производство сборне 115 пин тенкӗ ытларах тӳлеме тивнӗ. Анчах унӑн вӑл тупрана кӑларса хурас килмен. «Кӗмӗле» перекетлес тесе вӑл суд приставне 40 пин тенкӗ сӗтев пама пӑхнӑ. Ҫапла хӑтланни ӑна суд тенкелӗ ҫине илсе ҫитернӗ. Сӗтев панӑшӑн арҫынна 1 миллион те 200 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ.
Анчах, Турра шӗкӗр, салонти ҫынсем аманман. Инкеке автобус паян, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, лекнӗ. Киров хулинчен Шупашкара килекенскер асӑннӑ облаҫри Советски районта ҫул айккине пӑрӑнса кӗрсе ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Аварие лекнӗ автобусра 15 ҫын ларса пынӑ иккен. Телее, вӗсенчен нихӑшӗ те аманман. Автобуса хӑйне те темех пулман, кӑшт кӑна лапчӑннӑ. Ҫаврӑнса ӳкнӗ транспорта юсама янӑ, ҫынсем тепӗр автобуспа Шупашкара килсе ҫитнӗ.
Пӗр хут кӑна та мар. 2016 тата 2018 ҫулсенче хӑвӑрт утассипе Тӗнче кубокӗ Шупашкарта иртмелле. Кун пирки Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн канашӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ иккен.
Шупашкара сӗнсе ҫӗршывӑн ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн генсекретарӗ Михаил Бутов тухса калаҫнӑ. Сӑмах май, унта Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Мельников та хутшӑннӑ иккен. Икӗ ҫулта пӗрре иртекен ҫак ӑмӑртӑва умлӑ-хыҫлӑ пӗр хулара иртни хӑвӑрт утассипе тӗнче историйӗнче те кӗтменлӗх иккен. Республикӑн Спорт министерстви ҫакна республикӑна шаннипе сӑлтавлать имӗш. Унччен Европа тата тӗнче кубокӗсене Чӑваш Енре ирттернине хӑшӗсем астӑваҫҫӗ-тӗр: Европа кубокне 2003 ҫулта, Тӗнче кубокне 2008 ҫулта йӗркеленӗччӗ. Раҫҫей кубокӗ вара ҫулсерен тенӗ пекех пирӗн патра иртет.
Пурнан пурнӑҫра тем те сиксе тухать. Урамра хирӗҫсен (кунта эпӗ кӳршӗ-аршӑпа е ӗҫре ӑнланманлӑх сиксе тухни пирки каларӑм-ха) киле кӗме пулать. Килте хирӗҫсен ӑҫта каймалла? Чикӗ леш енчи хӑш-пӗр ҫӗршывра кризис центрӗсемпе никама та тӗлӗнтереймӗн. Пирӗн патрах вара ун пеккисем анлӑ сарӑлман. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вара Шупашкарта ун пеккине уҫнӑ.
Тӳррипе, йывӑрлӑхри хӗрарӑмсене унччен пачах та пулӑшман тени тӗрӗс мар пулӗччӗ. Сӑмахран, республикӑн тӗп хулинчи Калинин районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр ҫумӗнче сӗнӳ-канаш панӑ-ха. Кӑҫал кӑна 789 хӗрарӑма пулӑшу кирлӗ пулса тухнӑ. Анчах киле кайма хӑракансен тата ниҫта кайма ҫуккисене унта ҫӗр каҫма хӑварма май пулман.
Кризис станционарӗнче 6 койко-вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Вӗсенчен пиллӗккӗшне халех йышӑннӑ иккен. Вӑхӑтлӑх пурӑнма хӗрарӑмсем валли мӗнпур услови туса панине пӗлтереҫҫӗ: апат пӗҫерме тӗпел пур иккен, апатланмалли, канмалли тата ҫӑвӑнмалли пӳлӗмсем. Кашни хӗрарӑмпа специалистсем: социаллӑ ӗҫ енӗпе тӑрӑшакан, психолог тата юрист — ӗҫлеҫҫӗ иккен. Центрта ҫулталӑкра виҫӗ уйӑх таран пурӑнма юрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |