Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Республикӑра

Ҫапла юраманни пирки калаҫнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче. Унта Шупашкарти аэропортӑн кӑҫалхи ӗҫ-хӗлне тишкернӗ.

Предприятин директорӗ Александр Жирнов каласа панӑ тӑрӑх аэропорта тата унтан пурӗ 2 601 рейс тунӑ. Ҫав вӑхӑтра 36 пин ытла пассажир ҫула тухнине шута илнӗ. Шупашкартан Мускава самолётсем эрнере ултӑ хут вӗҫнӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса вунӑ кунта Анталие вӗҫме тытӑннӑ. Кунсӑр пуҫне Сочи, Питӗр, Сургут тата Ӗпхӳ хулисене хутланӑ-мӗн. Самолётсем ҫула тухманни е каярах хускални пулкаланӑ иккен. Анчах аэропорт директорӗ «пирӗн айӑппа мар» тесе ӗнентернӗ. Рейсем йӗркелекен тепӗр предприяти хутшӑннӑ хыҫҫӑн хаксем чӗрӗк пай чухлӗ йӳнелнӗ-мӗн.

Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев рейссем пулмасси пирки малтанах пӗлтерме тата ҫакӑн сӑлтавне уҫӑмлатма чӗнсе каланӑ. Мускавра пӗр рейса тытса чарнӑ чух самолёта Шупашкарта йышӑнманнипе сӑлтавланӑ имӗш. Тӳррипе вара самолёт тата экипаж сывлӑша ҫӗкленме хатӗр пулман.

 

Хулара

Шупашкарти Ленин районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх паян уйрӑм кил-ҫурт талкӑшӗнчи ҫулсене юртан епле тасатнине тӗрӗсленӗ иккен. Ҫурт-йӗрти комуналлӑ хуҫалӑхпа хӑтлӑх пайӗн специалисчӗсем Пушкин, Пасар тата Колхоз урамӗсене ҫитсе курнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен сӑмсисене Дача тӑкӑрлӑкне те чикнӗ тет. Тӗрӗслев ҫул-йӗре йӗркеллех тытнине кӑтартса панӑ имӗш.

Каласа хӑварас пулать, раштавӑн 31-мешӗччен уйрӑм кил-ҫурт таврашӗнчи ҫулсене УММ-1 организаци тасатать. Кайран кам тасатса тӑрасси пирки Ленин районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтермест.

 

Пӗлтерӳ

Раштавӑн 18-мӗшӗнче, Митта Ваҫлейне тытса кайнӑ кун, 14 сехетре Шупашкарта ӑна асӑнма пухӑнӗҫ. Тӗлпулу К. Маркс урамӗн 26-мӗш ҫурчӗ умӗнче пулать. Пурне те йыхравлаҫҫӗ.

Тӗлпулу хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн вулавӑшӗнче 2014 ҫулта Митта Ваҫлейӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвасси тата М. Ваҫлей ячӗллӗ преми лауреачӗсене чысласси пирки пуҫарнӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ.

 

Хулара

Ҫӗннисене мар. Киввисене. Юрӑхсӑра тухнисене пуҫтарӗҫ. Кун пек экологи акцине Шупашкар хулинче ыран ятарласа ирттерме шут тытнӑ.

Асӑннӑ хатӗрсем тавралӑха тата этем сывлӑхне тӗлӗнмелле сиен кӳнине пирӗнтен хӑшӗсем ӑнлансах та каймаҫҫӗ-тӗр. Хулари ҫӳп-ҫап вырӑнӗсене лексен вӗсем йывӑр металл кӑларса выртаҫҫӗ. Сиенлӗ ҫав япала вара шыва лекет. Пӗр батарейка кӑна, сӑмахран, 400 литр шыва тата 20 тӑваткал метр тӑпрана сиенлет иккен. Батарейкӑри кадми текен металл этемӗн кашни органне сиен кӳрет, ферментсен ӗҫне япӑхлатать, ӳпке ракне пуҫарса яма пултарать. Кивӗ телефонсемпе батарейкӑсене ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющи компанийӗсене ҫитерсе пама юрать.

 

Чӑвашлӑх

Раштавӑн 16-мӗшӗнче, 18.00 сехетре, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» ятпа чӑваш тумӗн пысӑк уявӗ иртмелле — кун пирки Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтерет.

Тӗрлӗ енче пурӑнакан чӑвашсен авалхи тата авалхине тӗслӗхшӗн усӑ курса хальхи вӑхӑтра туса хатӗрленӗ ҫи-пуҫне кӑтартса кӑна мар, хӑш пайӗ мӗнрен тӑнине, мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парассине тӗпе хурӗҫ ҫак уявра.

Хутшӑнакансем: Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Элӗк районӗсенчи тата Шупашкар хулинчи фольклор ансамблӗсем, Зинаида Воронова, Татьяна Петрова, Мария Симакова халӑх ӑстисем, «Паха тӗрӗ» фирма, халӑх тум-юмӗн дизайн-студийӗ (ертӳҫи — Людмила Меркулова), СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Лариса Васильева тата ыттисем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/28.html
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинче пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм тӑван амӑшне вӗлернӗ. Ҫакӑншӑн ӑна 9 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние хупмалла тунӑ. Суд ытла та кӑра йышӑну кӑларнӑ тесе вӑл пӗрремӗш инстанцири тӳрен йышӑнӑвне ҫӑхавласа та пӑхнӑ, анчах усси пулман.

Сӑра сакки ҫаврака теҫҫӗ те ӗҫӗ ҫапларах пулса тухнӑ. Кӑҫалхи ҫулла амӑшӗпе хӗрӗ эрех ӗҫсе ларнӑ. Тем пайлайман-ҫке иккӗшӗ — кӗҫӗнни аслине хӗнесе пӗтернӗ. Кайран халат пиҫиххипе пӑвса лартнӑ. Ҫакна 31-ри хӗрарӑмӑн 8 ҫулти хӗрӗ те курнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Суд приставӗсен мӗн кӑна тума тивмест пулӗ! Хӑш чухне вӗсен чирлӗ ҫынна пульницӑна та ҫитерме лекет. Паллаканне леҫнӗ пуль-ха тетӗр-и? Ҫук ҫав. Ют ҫыннах. Суд приставӗ ӑна хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ май илсе кайнӑ. Юрӗ, йӗркипе каласа парар-ха.

Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын ҫынна ерекен формӑллӑ туберкулезпа чирленӗ. Апла пулин те арҫын пульницӑна выртасшӑн пулман. Ҫавна кура ӑна прокуратура тухнӑ тавӑҫа пурнӑҫласа суд хайхине ирӗксӗр сиплеме йышӑну кӑларнӑ. Лешӗншӗн вара ик айкки те тӑвайкки тейӗн — пӗрех пульницӑна кайман. Ҫавна кура арҫынна суд приставӗ туберкулез пульницине ӑсатнӑ. Сӑмах май каласан, суд приставӗсен Калинин районӗнчи пайӗнче ҫавӑн евӗрлӗ ӗҫсем тата тепӗр саккӑр выртаҫҫӗ иккен.

 

Пӑтӑрмахсем

Ку хыпара Ҫӗнӗ ҫул умӗнчхи ӑнӑҫлах мар шӳт вырӑнне йышӑнма кирлӗ мар. Вӑхӑтра штраф тӳлемесен ним те мар шӑпӑр тыттарӗҫ.

Шупашкарти 22 ҫулти арҫын ҫакна ӑнланса илме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Ҫамрӑк кӑҫалхи ҫурла тата авӑн уйӑхӗсенче административлӑ саккуна пурӗ тӑватӑ хутчен пӑснӑ. Штрафӗ ун 2100 тенке ҫитсе кайнӑ. Анчах унпа вӑл вӑхӑтра татӑлма шутламан. 60 кун иртсен арҫын тӗлӗшпе административлӑ тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче — вӑхӑтра тӳлемен штрафшӑн. Мировой судья ӑна тӑхӑр талӑклӑха хупса хумалла тата 50 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ.

Ҫӗнӗ ҫула урам шӑлса кӗтсе илес килмесен штрафпа вӑхӑтра татӑлмалла теҫҫӗ суд приставӗсем.

 

Персона

Ҫапла-ҫапла. Ҫырма мар, футбол выляма. «Российская газета» хаҫатӑн корреспонденчӗ Александр Кузин шӑпӑрлансене футбол выляма вӗрентет.

«Гимнастикӑна е каратэне виҫӗ ҫултанах илеҫҫӗ, футбол выляма вара ҫичӗ ҫултан аслӑраххисене кӑна. Ҫавӑнпа эпӗ пӗчӗккисем валли секци уҫма шутларӑм», — тесе пӗлтернӗ вӑл. Ун патне паян 3 ҫултан пуҫласа 5 ҫулчченхи 18 ача таран ҫӳрет. Вӗсемпе пӗрле — ашшӗ-амӑшӗ те. Александр Шупашкарта зал ятарласа тара илнӗ, кирлӗ инвентарь туяннӑ. Халӗ вӑл пӗчӗкскерсене футбол выляма тӳлевсӗрех хӑнӑхтарать.

 

Вӗренӳ

Шупашкарти 64-мӗш шкулта ачасем кӑна мар, учительсем те пӗр пек ҫи-пуҫ ҫине куҫнӑ. Дресс-код кӗртес шухӑш унти вӗрентекенсем ултӑ ҫул каяллах ҫуралнӑ иккен. Анчах ачасем кам мӗнле пултарать, ҫавӑн пек тӑхӑнса ҫӳренӗ вӑхӑтра вӑл йӑла вырӑнлах мар пек туйӑннӑ.

Вӗрентекенсен тумтирӗ тӗксӗм жилетран, юбкӑран е шӑлавартан (кам мӗн кӑмӑллать, ҫавна суйланӑ) тата ҫутӑ тӗслӗ кӗперен тӑрать. Ҫи-пуҫа хулари ҫӗвӗ ателйисенчен пӗринче ҫӗлеттернӗ. Пысӑкрах фирмӑсем пӗчӗк заказа йышӑнма килӗшмен-мӗн. Эрнере пӗрре, шӑматкунсерен, урӑхла тӑхӑнса килме юрать тесе йышӑннӑ. «Каярах, тен, йӑлӑхтарӗ те-и, анчах хальлӗхе ку тума юратсах тӑхӑнатпӑр», — теҫҫӗ иккен вӗрентекенсем.

 

Страницӑсем: 1 ... 919, 920, 921, 922, 923, 924, 925, 926, 927, 928, [929], 930, 931, 932, 933, 934, 935, 936, 937, 938, 939, ... 1010
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 08

1905
120
Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1962
63
Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ.
1974
51
Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ.
2013
12
Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ