Шупашкар хулинчи Мускав кӗперне ҫур ӗмӗр каяллах тунӑ. Унтанпа вӑл япӑхма ӗлкӗрнӗ, каҫса ҫӳреме хӑрушӑ-мӗн. Ҫавна май ӑна юсама йышӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 17–28-мӗшӗсенче тата авӑн уйӑхӗн 23–26-мӗшӗсенче кӗперӗн сылтӑм енӗпе ҫӳрессине чарӗҫ. Анчах варринчен каҫма ирӗк парӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 17-мӗшӗччен тата авӑн уйӑхӗн 26–29-мӗшӗсенче кӗпер юсакансем варринче йӗрсене юсӗҫ, ҫавна май кӗперӗн айккинчи енӗпе машинӑсен кайма юрӗ.
Юсав ӗҫне «Мостотрест» акционерсен обществин Шупашкарти «Мостоотряд-41» фирмине шаннӑ. Кӗперҫӗсен тӗп тӗллевӗ — кӗперӗн япӑхнӑ «ҫӗввисене» юсасси. Ҫав «ҫӗвӗсене» маларах та юсакаланӑ-мӗн-ха, анчах вӗсен ҫӑрисем тахҫанах тутӑхнӑ, асфальтобетон тытӑнса тӑмасть. 2008 ҫултанпа йывӑр тиевлӗ машинӑсене ун урлӑ каҫарма чарнӑ. «Халӗ эпир пӗр фура та иртмессине асӑрхаттаратпӑр», — тенӗ филиалӑн директорӗн пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Павел Мальченко.
46 ҫул каялла эксплуатацие панӑ кӗпере тӑтӑшах юсаса тӑраҫҫӗ пулин те тӗплӗ юсав кирлӗ. Ҫитес виҫӗ ҫуллӑха кулленхи юсавпа ҫырлахӗҫ.
Шыв ресурсӗсемпе тата йӑлари тата производствӑри каяшсене тирпейлессипе ҫыхӑннӑ пӗтӗм тӗнчери курава Шупашкарти предприятисен ертӳҫисем хутшӑннӑ Германире кӑларакан катока куҫ хывнӑ.
Курав ҫу уйӑхӗн 5–9-мӗшӗсенче Мюнхен хулинче иртнӗ. Унта маларах асӑннӑ отрасль валли машина тата оборудовани кӑларакансем пуҫтарӑннӑ. Шупашкарти «Спецавтохозяйство» акционерсен обществи унта Германире кӑларакан ҫӳп-ҫапа пусӑрантаракан катока, тепӗр майлӑ ӑна компактор та теҫҫӗ, куҫ хывнӑ. 38 тонна таякан техника ыттисенчен самай енпе уйрӑлса тӑрать имӗш. Хурҫӑран шӑратса тунӑ унӑн йӗпписем Шупашкар районӗнчи Питтукассинче вырнаҫнӑ ҫӳп-ҫап вырӑнне самай пӗчӗклетессе шанаҫҫӗ. Ҫавӑн пек вӑйлӑ пусӑрӑнтарсан пушар тухас хӑрушлӑх чакмалла-мӗн, рекультивацилессине ҫӑмӑллатмалла иккен.
Катока Германири заводран ятарлӑ авто трэйлерпа кӳрсе килмелле. Шупашкара каток ҫӗртмен 20-мӗшӗнче ҫитмелле.
Паян тутарсем хӑйсен наци уявне — сабантуя — уявланӑ. Вӑл Шупашкарта республика шайӗнче пӗрремӗш хут иртнӗ. Пӗлтӗр суха праҫникне Комсомольски районӗнчи Урмаел ялӗнче ирттернӗ.
Уяв Лакрей вӑрманӗнче ирех пуҫланнӑ. Унта Чӑваш Енри тутарсен пултарулӑх ушкӑнӗсем кӑна мар хутшӑннӑ. Сабантуя «Мишар» ансамбльсӗр пуҫне Тутарстан артисчӗсем ҫитнӗ.
Уява килнисем наци вӑййисене хутшӑннӑ: вӗрен туртнӑ, михӗре чупнӑ… Сабантуйра Мускав, Раҫҫейӗн тӗп регионӗн муфтийӗ Альбир Крганов ыйтнипе алкоголь шӗвекӗсене сутма чарнӑ.
Кӑнтарлахи намаз тумашкӑн ятарла шатер хатӗрленӗ. Хӑшӗ-пӗри вара Лакрей вӑрманӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ мӑсальмансен храмне кӗлӗ тума кайнӑ.
3-мӗш лицейре 10–11-мӗш классенче вӗренекенсем Шупашкарти пулас планетари строительствине сӳтсе явнӑ. Кун пирки лицейӗн директор ҫумӗ Людмила Ильметова «АиФ» хаҫат корреспондентне каласа кӑтартнӑ.
Шкул ачисем планетари проекчӗ тавра калаҫнӑ. Вӗсем унпа паллашнӑ хыҫҫӑн хӑйсен шухӑшӗсемпе паллаштарнӑ. Яш-хӗре проект питӗ кӑсӑклантарнӑ, килӗшнӗ. Ҫавра сӗтелре кашнинех кӑсӑклантаракан ыйтӑва пама май пулнӑ. Унта хутшӑнакансен йышӗнче астрономипе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫей олимпиадин призерӗсем те пулнӑ.
Людмила Ильметова каланӑ тарӑх, планетари проектри пекех пулать-тӑк — питӗ аван. Унта ҫаврака экранпа фильмсемпе кӑларӑмсем курма май пулӗ иккен. Фильмсем динозаврсемпе ҫыхӑннисем пулӗҫ-мӗн. Шкул ачисем планетарире юрӑ-кӗвӗ мероприятийӗсем тата концертсем ирттересси пирки те калаҫнӑ.
Тӗлпулура астрономипе кӑсӑкланакан ҫын та пулнӑ. Вӑл шкул ачисене космос, ҫӑлтӑрсем, астрономи пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл хӑй те планетари строительствипе интересленет-мӗн.
Нумаях пулмасть Лакрей вӑрманӗн малашнехи аталанӑвне сӳтсе явнӑ. Ӑна парк евӗр тума тӗллевленнӗ. Шупашкар администрацийӗн культура управленийӗн пуҫлӑхӗ, Людмила Маркова, «Арх-форма» тулли мар яваплӑ общество Дмитрий Каталымов, архитекторсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Радий Рахимов, Дмитрий Донсков, «Колобок-лэнд» центр тата Лакрей вӑрманӗн ертӳҫисем реконструкци планне пӑхса тухнӑ.
Унпа килӗшӳллӗн Лакрей вӑрманне тӗрлӗ тӑрӑхсем ҫине пайлӗҫ, вӗсене хӑтлӑ сукмаксем ҫыхӑнтарӗҫ. Халӗ унта кӗмелли вырӑн — пӗрре ҫеҫ. Ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ҫиччӗ пулӗ. Ку Ленин проспектӗнче пурӑнакансемшӗн кӑна мар, Гладков урамӗнче, Асанне кукринче кун кунлакансемшӗн те меллӗ пулӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, парк тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсемшӗн канмалли вырӑн пулӗ. Лакрей вӑрманӗн ҫӗнӗ планӗпе килӗшӳллӗн, йывӑҫ-тӗм те нумайрах пулӗ. Халӗ унти 42 гектар лаптӑк ҫинче пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ ҫеҫ — симӗс. Ытти — шывлӑ вырӑн, ҫум-курӑк. Лакрей вӑрманӗнче нумай ҫул ӳсекен юмансем пур. Вӗсене специалистсен пулӑшӑвӗ кирлӗ-мӗн, вӗсене сиплӗҫ. «Арх-фирма» вӑрман лаптӑкне ҫум-курӑкран тасатма сӗннӗ.
Раҫҫейре «Ӗҫе тата хӳтӗленӗве хатӗр» комплекса чӗртсе тӑратма йышӑнчӗҫ. Шкулсенче ӑна кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗртме тытӑнӗҫ. Владимир Путин йышӑннӑ хушӑва пурнӑҫланӑ май 6 ҫултан пуҫласа 70-чченхи кашни ҫыннӑн йӗтре тӗртме, вӗрен тӑрӑх утма, ҫӳллӗ вырӑнтан шыва сикме, граната пеме пӗлмелле.
Чӑваш Енри 30 вӗренӳ учрежденийӗсемшӗн ку комплекс ҫӗнӗлӗх мар темелле. Вӗсем ГТО виҫине ятарлӑ проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ лаптӑксем шутланаҫҫӗ. Ҫав шутра Шупашкарти 38-мӗш шкул та пур. Унта ӗҫлекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, унта вӗренекен 329 ача ишме ҫӳреҫҫӗ, 79-шӗ конькипе ярӑнаҫҫӗ, 51-шӗ тухӑҫри кӗрешӳ мелӗсене алла илнӗ. Пӗлтӗртенпе 100 ытла ача «Шахмат енӗпе пулас вундеркинчӗ» республикӑри юхӑма хутшӑнаҫҫӗ-мӗн. 38-мӗш шкул ачисем ӑҫта хӑҫан тата епле ҫӗнтернисене асӑнса каймӑпӑр.
Ачасене спортпа туслаштарассипе Анатолий Петров вӑй-хал культурин учителӗ йышшисем тӑрӑшаҫҫӗ иккен. Ун шучӗпе, ГТО виҫине атвӑрса питӗ тӗрӗс тӑваҫҫӗ. Ку вӑл ҫамрӑксене тӗрӗс хаклама май парать.
Шупашкарти икӗ аптека тепӗрин хушшинче уяр пирки тавлашу сиксе тухнӑ.
Эмел тавраш сутакансенчен пӗрисем ҫав кӑпшанка хӑйсен хатӗр-хӗтӗрне рекламӑлама усӑ кураҫҫӗ иккен. Вӗҫекен уяр вӗсен конкурентне, Шупашкарти аптекӑсенчен пӗрне те, килӗшнӗ курӑнать. Вӗсем те ӑна реклама тӗллевӗпе усӑ курма тытӑннӑ. Лешсем вара кун ҫине тарӑхсах кайнӑ. «Епле-ха капла? Хамӑр уяра никама та памастпӑр!» тесе монополипе кӗрешекен службӑна ҫӑхав ҫырса та янӑ.
Нумаях пулмасть асӑнӑн служба ку ыйтупа пуҫтарӑннӑ та ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ. Ара, тавлашакан енсем вӑл вӑхӑта мирлешме тивнӗ ӗнтӗ: уяр ӳкерчӗкӗпе хайхи аптека тек усӑ курма пӑрахнӑ.
«Чӑвашавтодор» предприяти пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Волкова пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха хупса хума тата 900 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ. Шупашкарти Ленин район сучӗ айӑплава иртнӗ уйӑхӑн 1-мӗшӗнчех кӑларнӑ-ха. Анчах ваккат ытла ҫирӗп айӑплаҫҫӗ тесе аппеляци ҫӑхавӗ шӑрҫаланӑ. Республикӑн Аслӑ сучӗ йышӑнӑва ылмаштарма килӗшмен, ӗнертенпе айӑплав саккунлӑ вӑя кӗнӗ.
Волков директор (халӗ ун пирки иртнӗ вӑхӑтра каламалла ӗнтӗ) хӑй ертсе пыракан «Чӑвашавтодор» ячӗпе «М–7» ҫулӑн виҫӗ участокне юсасси пирки подряд организацисемпе килӗшӳ тунӑ. Ӗҫне «Чӑвашавтодорах» пурнӑҫланӑ, анчах укҫине ҫав организацисене куҫарса панӑ иккен. Кайран вара «кӗмӗле» пӗрле пайланӑ теҫҫӗ. Волков хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ-мӗн.
Вырӑс православи чиркӗвӗн представителӗсем чӑваш митрополине ыркӑмӑллӑх автолбусӗ панӑ. Нушана лекнисем патне тухнӑ кунах ӑна Варнава митрополит ҫветтуй шывпа сапнӑ.
Чӑваш митрополин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти темиҫе храм ҫумӗнче чиркӗве ҫӳрекенсем килсӗр-ҫуртсӑр тӑрса юлнисене вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫапла — ҫулталӑк ҫурӑ.
Нумаях пулмасть, ӗнер, волонтерсем «Шупашкар» пасарӗпе 2-мӗш мунча хушшинче вырнаҫнӑ лапама тухнӑ. Унта кашни ытларикун тата шӑматкун 100 яхӑн ҫын пухӑнать-мӗн. Пурте — нушана лекнисем, килсӗр-ҫуртсӑррисем. Кашниех апатланас умӗн кӗлӗ вулать.
Апат ҫитернисӗр пуҫне ятарлӑ автобусра медицина пулӑшӑвӗ те параҫҫӗ. Православи тухтӑрӗсем ҫакнашкал пациентсене эрнере пӗр хутран кая мар пахма тӗллевленнӗ. Вӗсем, кӑмӑл пур тӑк, эмелсемпе, укҫан пулӑшма ыйтаҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхӗнче авиамодель спорчӗн «Сывлӑшри ҫапӑҫу» класӗ енӗпе Чӑваш Республикинчи шкул ачисен хушшинче спартакиада иртнӗ.
Тупӑшӑва 5 ушкӑн хутшӑннӑ: Патӑрьелтен, Ҫӗмӗрлерен, Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан тата Муркаш районӗнчен. Муркаш районӗн чысне Юнкӑри «Авиамоделировани» спорт кружокӗн членӗсем хӳтӗленӗ. Ертӳҫи — Юрий Самушков.
Ӑмӑрту аслӑ тата кӗҫӗн ӳсӗмрисен хушшинче иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар команди пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Юнкӑ команди 2-мӗш пулнӑ. Кунсӑр пуҫне Юнкӑ тӑрӑхӗнчи Алексей Тепеев 2-мӗш, Станислав Яргунькин 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Сӑнсем (8)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |