Иртнӗ шӑматкун ветеран йӗлтӗрҫӗсемпе спортӑн ҫак енне юратаканcем республика Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнӑ.
Ӑмӑрту Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче иртнӗ. Сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах унта Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр хулисенчи, Шупашкар, Куславкка, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Красноармейски районӗсенчи тата Мари Элти 120 ҫын йӗлтӗр сырса пухӑннӑ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре ҫӗршывра та халиччен ирттермен спартакиада йӗркелӗҫ. Унта ветерансем хутшӑнӗҫ. Вӗсем спортӑн тӗрлӗ енӗпе тупӑшӗҫ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннисен хастарлӑхне ҫула кура 12 ушкӑна пайласа палӑртнӑ. Хӑйсен ушкӑнӗнче Джамалия Баранова, Николай Федоров, Владислав Васильев (Шупашкар районӗ), Наталья Кузьмина, Александр Антонов, Валерий Матвеев (Шупашкар), Сергей Павлов (Канаш хули), Юрий Мануйлов (Куславкка районӗ), Виктор Серенков (Улатӑр хули), Николай Алексеев (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Михаил Ямолкин, Александр Антонов (Мари Эл) палӑрнӑ.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче «Росинка» физкультурӑпа спорт центрӗнче «Чемпионсен каҫӗ» иртнӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта иртнӗ ҫулхи спорт сезонне тишкернӗ. Мероприятие спорт федерацийӗсемпе организацийӗсен ертӳҫисене, пултаруллӑ спортсменсемпе тренерсене йыхравланӑ. «Чемпионсен каҫне» Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
Михаил Васильевич иртнӗ ҫула республика спорт енӗпе тивӗҫлипе вӗҫленине палӑртнӑ. Спортпа тата физкультурӑпа туслисен шучӗпе пӗлтӗр Чӑваш Ен Раҫҫейре малта пыракан виҫӗ регион шутне кӗнӗ.
Физкультурӑпа спорта аталантарассине пысӑк тӳпе хывнисенчен пӗрисем тӗрлӗ хисепе тивӗҫнӗ. Европа шайӗнче ҫӗнтерекен йывӑр атлетсене хатӗрлекен, Етӗрне районӗнчи «Присурье» (чӑв. Сӑрҫум) спорт комплексӗн тренер-преподавателӗ Зиновий Неопалимский «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ» пулса тӑнӑ.
Раҫҫейӗн Олимп комитечӗн Фэйр плэй (акӑлчанран ӑна «ултавсӑр вӑйӑ» тесе куҫарма пулать) Раҫҫейри комитечӗн дипломӗпе Шупашкарти Олимп резервӗн сӗтелҫи теннис тата ухӑран перессипе спорт шкулӗн трнерне Галина Малована наградӑланӑ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗренекен студентсем ӗнер ҫул-йӗр инспекторӗсене «ҫаврӑннӑ». Унччен вара вӗсене ӗҫ йӗрки пирки ӑнлантарса панӑ. Ӑна ӑша хывас тесе вӗсем ҫул-йӗр инспекцийӗн службӑна тӑракан ӗҫченӗсемпе танах ирхи ҫичӗ сехетрех ӗҫ вырӑнӗнче пулнӑ.
Унтан вӗсем Алексей Федоровпа Андрей Васильев полици лейтенанчӗсемпе ҫула тухнӑ — инкек пулнӑ вырӑна ҫитнӗ. Пӗр кунлӑх йӗрке хуралҫине ҫаврӑннӑ ҫамрӑксем — 2–4-мӗш курссенче вӗренекен Валерий Храмов, Петр Гусильщиков, Владимир Ишмуратов. Вӗсем ӗнер Пӗтӗм Раҫҫейри «Студентсен десанчӗ» акци иртнӗ май хутшӑнни пирки Шалти ӗҫсен министерствин персс-служби хыпарлать.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли Культура ҫулталӑкне ҫӗнӗ музыка инструменчӗпе — арфӑпа — уҫать. Ыран филармонинчи пӗчӗк залра унӑн хӑтлавӗ иртмелле. Арфӑпа паллашас текенсене кӑнтӑрла иртни пӗр сехете йыхравлаҫҫӗ.
Музыка инструменчӗсен вылявӗпе, классика кӗввипе киленесси ҫакӑнпах вӗҫленмӗ-ха — 14 сехет те 30 минутра ачасемпе ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ «Органӑн асамлӑ сасси» концерчӗ чӗнет.
Ӗнер, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарти Б.Хмелницкий урамӗнчи ҫӑвара вырнаҫнӑ вилтӑпри умӗнче чӑваш халӑхӗн чаплӑ сӑвӑҫине, пултаруллӑ поэтне Петӗр Хусанкая аса илчӗҫ. Пухӑннисем хушшинче Атнер Петрович Хусанкай, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Николай Плотников, Владимир Степанов, Александр Кузнецов, Владимир Милютин тата ыттисем пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех кӑҫал ачасем те килчӗҫ — вӗсем Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуласа пачӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Владимир Васильевич Степанов иртнӗ ҫулсенче кам килнине палӑртрӗ, вӑл вӑхӑтсенче ҫанталӑк епле пулни пирки те пӗлтерчӗ.
Кам мӗн картса пырать пулӗ те, карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен компанисенчен пӗри Пичет кунне уявланӑ кун Олимп факелӗпе миҫе ҫын сӑн ӳкерӗннине ҫирӗп шута илсе пынӑ. Ҫакӑн пирки хыпарланинче 150 ҫын ытла тесе пӗлтернӗ. 2 сехет хушшинче ҫавӑн чухлӗ ҫын факела тытса фото ӳкерӗннӗ иккен.
Кунсӑр пуҫне компанихӑйӗн ҫӗнӗ меслечӗсемпе, 4G-модемсемпе тата планшетсемпе паллаштарнине пӗлтерет.
Шупашкарӑн магистраль ҫулӗсемпе пысӑк тиевлӗ машинӑсем ҫӳрени ҫулсерен ытларах чӑрмав кӳрет тесе шухӑшлаҫҫӗ хула администрацийӗнче.
Ҫапла шухӑшланипе унта Депутатсен хула пухӑвӗ ҫумӗнче ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Халӑх «тарҫисемсӗр» пуҫне йыша хула администрацийӗнче тӑрӑшакна тӳре-шара, ҫул-йӗр инспекторӗсем кӗнӗ.
Ыйтӑва татса памалли майсене сӳтсе явнӑ май «хулан тӗп урамӗсне йывӑр тивелӗ машинӑсем кӗртес мар, уйрӑмах — кӑнтӑрла», — текен шухӑша та асӑннӑ. Ҫавӑн йышшисене хӑш урампа ярасси пирки те сӳтсе явасшӑн. Ӗҫ ушкӑнӗн черетлӗ ларӑвне ҫитес эрнере ирттерӗҫ.
Республикӑн Информаци политикин министерстви кадастр инженерӗсене, геодезистсене, спутник хатӗрӗ усӑ куракан ытти организацие референц станцийӗсен тытӑмне тӗрӗслесе тата хакласа пӑхма сӗнет.
Пӗлтӗр пирӗн республика ГЛОНАСС/GPS спутник тытӑмӗн тӗрӗсрен те тӗрӗс кӑтартакан сетьлӗ регионӗсен йышне кӗнӗ. Сеть виҫӗ референц станцийӗнчен тӑрать. Вӗсене Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче вырнаҫтарнӑ. Ун йышшисем Чӑваш Енре ҫичӗ штук пулмалла. Вӗсене Куславккара, Улатӑрта, Етӗрнере тата Патӑрьелте тӑвасшӑн. Референц станцийӗсен ҫӗр чиккисене, куҫман ытти пурлӑх тӗлне тӗп-тӗрӗс кӑтартаҫҫӗ иккен. Геодезистсене ӳкерсе тӑкакланнине те вӑл чакарма пулӑшмалла.
Референц станцийӗн сечӗпе ӗҫлеме мобильлӗ спутник приемникӗ, ӑна ровер теҫҫӗ, кирлӗ пулать. Ытти хӑш-пӗр япалана та шута илмелле-ха паллах. Ун пирки Информаци политики хӑйӗн сайтӗнчи информацире аван ӑнлантарса панӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнчи кӗске информацире пӗлтернӗ тӑрӑх, курнӑҫура «Чӑваш Енри экономика проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессине, инфраструктура проекчӗсене аталантарассине Раҫҫейӗн регионти банкӗсен ассоциацийне явӑҫтарассине. Патшалӑхпа уйрӑм ҫын килӗштерсе ӗҫлессин механизмӗсене аталантарссине сӳтсе явнӑ».
Regnum информаци агентстви Аксаков политик вара «тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнине» пӗлтернине хыпарлать. Сӑмахран, Шупашкар 550 ҫул тата Чӑваш Ен 100 ҫул тултарнине уявлама Мускавран укҫа уйӑрас ыйтусене сӳтсе явнӑ имӗш. Республика кунне уявласси тата ҫав вӑхӑтра тӗп хуламӑрта экономика форумӗ ирттересси пирки калаҫнӑ-мӗн. Уявсем пирки кӑна калаҫаҫҫӗ текенсене лӑплантарар: ҫук, ытти ҫинчен те сӑмахланӑ — пӗчӗк бизнеса тӗкӗ кӳрессин, монохуласене пулӑшассин, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсене.
Шупашкарти 122-мӗш ача-пӑча пахчинче «Ҫӑлтӑрпа зарядка» ирттернӗ. Шӑпӑрлансемпе тӗлпулӑва хӑвӑрт утассипе тӗнче чемпионки Алина Иванова пынӑ. А. Иванова — ҫӑмӑл атлетикӑпа СССРӑн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ, 1992 ҫулта XXV Ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ, марафон турнирӗсенче Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, Европӑра ҫӗнтернӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Шӑпӑрлансене спортсменка спортри ҫитнӗнӳсем пирки каласа панӑ, медальсемпе тӗрлӗ наградӑна кӑтартнӑ. Ачасем спортсмена кӑмӑлтан итленӗ, пӗрле сӑн та ӳкерӗннӗ. Унтан вӗсем «ҫӑлтӑрпа» зарядкӑна тӑнӑ.
Сӑнсем (7)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |