Шӑп та лӑп эрнерен Ҫӗнӗ Шупашкарта «Куратор» фильма кӑтартӗҫ.
Ӑна Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳкернӗ. Ҫитес уйӑхра фильма Шупашкарти кинотеатрсенче кӑтартма палӑртаҫҫӗ.
2 сехет те 4 минут пыракан фильма ҫулталӑкран кӑшт сахалтарах ӳкернӗ. Унпа ӗҫлессине пӗлтӗрхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче тытӑннӑ. Кинора культура институтне вӗренсе пӗтернисем тата Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗнче ӑс пухакансемпе преподавательсем, алӑ вӑйӗпе кӗрешекен Шупашкарти спортсменсем тата Чӑваш Енпе Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем ӳкернӗннине пӗлтернӗ кино ӳкерес шухӑша тытнӑ Владимир Синяев.
Шупашкарти Никольски собор вырӑнӗнчи археологи шыравне укҫа-тенкӗ ҫуккине пула чарма пултараҫҫӗ. Кун пирки «Московский комсомолец» (чӑв. Мускав комсомолецӗ) хаҫатӑн регионти кӑларӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать. Хальлӗхе хула администрацийӗ ӑсчахсене укҫа тӳлемен иккен.
Вырӑссен пӗрремӗш патшин асламӑшӗн Мария Шестован вилли пуль тесе шутлакан саркофага ҫулталӑк каялла ҫав вырӑнта тупнӑ. Кӑҫал темиҫе тӗпчев те ирттернӗ. Виле юлашки Романовсен йӑхӗпе ҫыхӑннине палӑртнӑ. Артефактсене малалла тӗпчесси пирки ыйту сиксе тухнӑ имӗш.
Дон ҫинчи Ростоври геофизиксен ушкӑнне, сӑмахран, хула администрацийӗ чӗннӗ-мӗн. Анчах пӗлтӗр ӗҫленӗшӗн те тӗпчевҫӗсемпе татӑлман иккен. Ӑслӑлӑх ӗҫне малалла тӑсма ытлашши пысӑк укҫах та кирлӗ мар имӗш — 60 пине яхӑн пулсан та ҫитет иккен.
Шупашкарта «Шупашкар хурчки» профессилле баскетбол ушкӑнӗ йӗркеленнӗ. Ку вӑл муниципалитетӑн шутланать, хула администрацийӗ ку ушкӑн шанчӑка тӳрре кӑларасса ӗненет, ҫавна май ӑна укҫа хывать.
Республикӑн тӗп хулинче профессилле баскетбол ушкӑнӗ йӗркелес ӗмӗт тахӑҫанах амаланнӑ-мӗн. Анчах маларах тӗрлӗ сӑлтава пула ниепле те пурнӑҫа кӗртеймен. Унта кӗнисен ҫӗршыври вӑйлӑ клубсемпе ӑмӑртӑва тухма тивӗ.
«Шупашкар хурчки» ушкӑн 15 вӑйӑҫран тӑрать. Тӗп пайӗ — вырӑнти спортсменсем. Шупашкар ушкӑнне Питӗрти, Волгоградри, Самарти, Ижевскри, Ӗпхӳри, Сургутри, Мускаври, Вологдӑри тата ытти хулари маттурсем кӗме кӑмӑл тунӑ иккен. Сергей Худаев тӗп тренер ертсе пыракан штаб сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн йыша 6 легионера кӗртнӗ.
Паян Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Геннадий Айхин чӑвашла ҫырнӑ сӑввисене акӑлчанла: шведла тата норвег чӗлхи ҫине куҫарнӑ «Ултӑ сӑвӑ» кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ.
Айхин вырӑсла сӑввисене 50 ытла чӗлхене куҫарнӑ-ха. Нумаях пулмасть унӑн чӑвашла хайлавӗсене те урӑх чӗлхесене куҫарма тытӑннӑ. Шведла куҫарас шухӑша Микаэль Нюдаль тӑлмач тытнӑ. Вӑл сӗннипе ултӑ сӑвва акӑлчанла (куҫаруҫи — Питер Франс), норвегла (Гуннар Вэрнесс) куҫарнӑ. Айхин сӑввин оригиналӗсене тата куҫарӑвӗсене уйрӑм кӗнекепе кун ҫути кӑтартнӑ.
Шупашкарта иртнӗ хӑтлава Микаэль Нюдаль, Питер Франс, Анника Бекстрӑм тӑлмачсем, Гуннар Вэрнесс поэт килсе ҫитнӗ. Мероприятие поэтӑн йӑмӑкӗ, ҫыравҫӑ тата куҫаруҫӑ Ева Лисина, Атнер Хусанкай литературовед тата критик, Борис Чиндыков драматург, публицист, тӑлмач тата ыттисем хутшӑннӑ.
Чӑваш кӑйкӑрӗн, мухтавлӑ Андриян Николаев космонавтӑн, юратнӑ юррине Ходяшевсем ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем тӗнче уҫлӑхне хӑпарнӑ пӗрремӗш чӑваша халалласа лартнӑ палӑк умне тӑрса юрланӑ. Ку вӑл музыка литературин вырӑна тухса ирттернӗ урокӗ пулнӑ.
Ольга Коноплева тата Тамара Матросова педагогсем хӑйсен вӗренекенӗсемпе палӑк патне ҫитнӗ. унта вӗсем ачасене Андриян Николаев ҫинчен каласа кӑтартнӑ, Унтан вӗсем пурте пӗрле пулса Андриян Григорьевичӑн юратнӑ «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» чӑваш халӑх юррине шӑрантарнӑ.
Сӑнсем (4)
Шупашкарта авӑнӑн 9-мӗшӗнче Леонид Черкесов Японири инвесторсемпе тӗл пулнӑ. Ют ҫӗршыв усламҫисем Шупашкарпа паллашма килнӗ. Вӗсем кунта завод хӑпартма шухӑшлаҫҫӗ.
Инвесторсем Японири машиностроени валли кабель продукцине кӑларакан заводран килнӗ. Леонид Черкесовпа тӗл пулсан вӗсем Шупапашкарта ҫӗнӗ производство ярасси пирки калаҫнӑ. Малтанлӑха заводра 150–300 ӗҫ вырӑнӗ пулмалла. Производство нумайлансан унта 2000–3000 ҫын ӗҫлеме пултарӗҫ-мӗн.
Хула мэрӗ проекта ырланӑ, мӗншӗн тесен Япони хальхи технологисемпе мухтанма пултарать тата ӗҫ вырӑнӗсем те пулӗҫ. Делегаци Шупашкарти хӑш-пӗр предприятие ҫитсе курнӑ.
Ҫак кунсенче Шупашкарти Мускав районӗнче вырнаҫнӑ «Созвездие» (чӑв. ҫӑлтӑр ушкӑнӗ) ача пахчинче «Чӑваш пӳрчӗ» пӗчӗк музей уҫӑлнӑ. Унта ачасем тӑван халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркипе тата пурнӑҫӗпе паллашма пултараҫҫӗ.
Музей тӗллевӗ — ачасенче ӑс-хакӑлпа этеплӗх туйӑмӗсене аталантарасси, тӑван халӑхӑмӑр ламран лама пухнӑ пуянлӑха вӗсем патне ҫитересси теҫҫӗ. Халӑхӑн сӑмахлӑхӗпе — ваттисен сӑмахӗсемпе, тупмалли юмахӗсемпе, юмах-халапӗпе тата ыттипе — паллаштарассине те музей йӗркелекенсем пӗчӗкрен пуҫламалла тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Сӑнсем (2)
Юпан 9-11-мӗшӗсенче Чӑваш Енре иртекен «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлӑва тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак уяв тӗлне вӑй-хал культурине халалланӑ открыткӑсем тухӗҫ. Ҫавна май «Спортпа туслӑ Чӑваш Ен» конкурс ирттереҫҫӗ. Унта кашниех хатшӑнма пултарать.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, совет тапхӑрӗнче спорт почта открыткисенче тӑтӑшах тӗл пулнӑ. Раҫҫейре вара ку пӗрремӗш хут пулӗ.
Почта ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем Раҫҫее Шупашкар спорт хули пулма тивӗҫлине кӑтартасшӑн. Ӗҫсене авӑнӑн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Финала тухнисем хӑйсем ӳкернӗ 100 открыткӑна тивӗҫӗҫ.
Палӑртмалла: вӑл «Чун чӗререн!» конкурспа килӗшӳллӗн иртет. Проект тӗллевӗ — открыткӑсенче чӑваш культурин хӑйнеевӗрлӗхне, йӑли-йӗркине, ӳнер пултарулӑхне кӑтартасси.
Хусанта Хальхи ӳнер галерейин графика залӗнче пӗтӗм тӗнчери поэтсен «Юлташсен ҫурчӗ» мини-фестиваль иртӗ. Унта Норвегири, Швецири, Шотландири поэтсем, славян филологсем, тӑлмачӑсем, хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех Хусанти тата Шупашкарти Геннадий Айхипе ҫыхӑнӑ поэтсемпе ӳнерҫӗсем хутшӑнӗҫ.
Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Енре те мероприяти сахал мар иртнӗ. Хусанта иртекен мини-фестиваль ятне Айхин пӗр сӑввин ятне кӑларнӑ. Унта Айхин сӑввисем, тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ сӑввисем янӑрӗҫ. Вӗсене Питер Франс, Микаэль Нюдаль, Гуннар Вэрнесс куҫаруҫӑсем вулӗҫ. Геннадий Айхин «Ултӑ сӑвӑ» кӗнекине хӑтлӗҫ.
Утӑ уйӑхӗпе танлаштарсан ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Енре ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳснӗ. Ҫак енӗпе пӗтӗмӗшле ҫак цифра 19,6 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑл унчченхи уйӑхринчен 12,1 миллион тенкӗ пысӑкрах. Сӑмах май каласан, кунта пӗчӗк усламҫӑсем патӗнче ӗҫлекенсене кӗртмен.
Ӗҫ укҫипе парӑм предприятисен хӑйсен «кӗмӗлӗ» ҫуккипе пухӑннӑ имӗш. Конкурс производстви пуҫарса янӑ предприятисен, ав, тӗслӗхрен, 7,9 миллион тенкӗ илмелли пур-мӗн.
Парӑмлисенчен ҫурри ытла — тирпейлекен организацисем, 28,8 проценчӗ — строительство предприятийӗсем.
Ӗҫ укҫипе парӑм ҫук районсемпе хуласен хисепне шутланӑ та ун пеккисем 19 районпа 3 хула иккен. Уйрӑмах парӑмли — Шупашкар хули. Унти предприятисен ӗҫ укҫи парӑмӗ 12,5 миллион тенкӗпе танлашать. Ҫӗнӗ Шупашкартисене 5,6 миллион тенкӗ тивет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |