Кӑҫал авӑн уйӑхӗн васкавлӑ медпулӑшу паркне ҫӗнетнӗччӗ. Ун чухне 39 урапа Шупашкара, Ҫӗнӗ Шупашкара лекнӗччӗ. Вӗсене хыснари укҫапа туянмаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ ҫӗнӗ урапасен уҫҫине тыттарнӑ. Вӗсем Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Канаш, Тӑвай районӗсенче, Канаш хулинче ӗҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх министрӗ Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, вӗсем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ. Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Федоров автомобильсем сахал ҫӗмӗрӗлнине, вырӑна 20 минутра ҫитнине палӑртнӑ. «Пӑкӑсем» пулнӑ чухне ҫеҫ кӑшт кая юлаҫҫӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ урапасем хӑтлӑ, ӑшӑ. Вӗсене кондиционерсемпе тата сигнал тытӑмӗпе тивӗҫтернӗ. Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн ҫӗнӗ автомобилӗсене Ҫӗмӗрлене тата Улатӑра яма палӑртнӑ.
Хальхи вӑхӑтра хваттер тара парса пурӑнакансем питӗ нумай. Республикӑра ун йышшисем 2,8 пин ытла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗр пӳлӗмлӗ хваттершӗн уйӑхне вӑтамран 7,7 пин тенкӗ ыйтаҫҫӗ, иккӗллишӗн — 10 пин тенкӗ. Ку цифрӑсене ҫак эрнери правительство ларӑвӗнче асӑннӑ.
Республикӑн Стройминӗн специалисчӗсем тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳсене 1,9 пин ытла асӑрханӑ иккен. Ҫав шутран 80 проценчӗ Шупашкара пырса тивет, 17 проценчӗ — Ҫӗнӗ Шупашкара. Кунсӑр пуҫне ҫурт-йӗре сехетлӗхе, талӑклӑха тара паракансем йышлӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫынсем ҫапла майпа услам туса пурӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем налук тӳлемеҫҫӗ. Налук тӳлес пулсан хула администрацийӗн хыснине ҫулталӑкне 80–100 миллион тенкӗ таран хушма укҫа кӗмелле.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн шучӗпе ку енпе мунципалитет влаҫӗсен управляющи компанисемпе тата ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсемпе пӗрле пулса ӗҫлемелле. Депутасен те ку енпе хастартарах пулмалла. Тара паракансем пирки пӗлтерме шанчӑк телефонӗсем туни те пӑсас ҫук.
Халӑх тетелӗсенче общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсен ячӗсене тӗрӗс мар ҫырнине хӗрӳ сӳтсе явма тытӑннӑ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ҫитес вӑхӑтра тӳрлетме шантарнӑ.
Шупашкарсем нумаях пулмасть «Русский драмМатический театр» тата «Больница скорой медЕцинской помощи» чарӑнусем тупӑннине асӑрханӑ. Чарӑну ячӗсене улӑштарасси РФ Президенчӗ Владимир Путин килнипе ҫыхӑннӑ-ха. Анчах унччен ятсене вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ тӑк халӗ — пӗр чӗлхепе ҫеҫ. Ҫитменнине, йӑнӑш ҫырнӑ.
Татьяна Ильина журналист та кунпа кӑмӑлсӑр. Унӑн шухӑшӗпе, ку — килпетсӗр. Пирӗн республикӑра икӗ патшалӑх чӗлхи-ҫке-ха. «Путин 2006 ҫулта Чӑваш Ене килнӗ чухне ӑна чӑвашла юрлани килӗшнӗччӗ. Халӗ те икӗчӗлхелӗхе хирӗҫ пулмӗччӗ ахӑртнех», — тенӗ Татьяна Ильина.
Шупашкарти ЖКХ чарӑну ячӗсене тӳрлетме шантарнӑ. «Тавах асӑрханӑшӑн», — тенӗ вӗсем.
«Гелий Иванов — пирӗн ентеш, медицина службин подполковникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ — ҫак кунсенче 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать», — тесе пӗлтерет «Пурнӑҫ ҫулӗпе» Элӗк район хаҫачӗ.
Гелий Иванов 1934 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Кураккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Хирлеппуҫӗнчи ҫичӗ класлӑ шкулта пӗлӳ пухнӑ. Малалла пӗлӗвне Гелий Иванович Элӗк вӑтам шкулӗнче тӑснӑ. 1951 ҫулта алла аттестат илнӗ ҫамрӑк Питӗрти (ун чухне Ленинград пулнӑ) С.М. Киров ячӗллӗ ҫарпа медицина академине ҫул тытнӑ. 1957–1959 ҫулсенче тинӗс ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ.
Элӗк ен каччине суйласа илни професси тӑван тавралӑхран аякка илсе ҫитерет. 1959 ҫултанпа Гелий Иванович Балти флочӗн шыв айӗнчи кимӗсем ҫинче ӗҫлеме пуҫлать. 1966 ҫултанпа Юрмала хулинче «Майори» санаторире аслӑ диетолог пулса тӑрӑшать. 1972–1980 ҫулсенче вӑл Калининградри тинӗс ҫарӗн аслӑ училищинче вӗрентет.
80-мӗш ҫулсенче Гелий Иванов Чӑваш Ене таврӑнать. Шупашкарта тухтӑр пулса ӗҫлет, тӗп хулан 1-мӗш пульницинче профсоюз комитетӗнче вӑй хурать.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра автобус тӗрӗслевӗ пырать. Сусӑрсене турттарма меллӗ автобуса хӗснӗ газпа ҫӳреттереҫҫӗ-мӗн. Ӑна Шупашкарти 15-мӗш маршрутпа ҫула кӑларнӑ.
Автобус хӑйне епле кӑтартнине икӗ эрне сӑнӗҫ. Хальлӗхе ҫур эрне ытларах кӑна иртнӗ-ха.
Газпа чупакан техника ҫутҫанталӑка сиен сахал кӳрет тесе ырлаҫҫӗ. Топливо хакӗ те кун пек самай йӳнӗрех ларать-мӗн.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра автомобиль транспортне газ моторӗ ҫине куҫарассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ун йышшисем хальлӗхе республикӑра – 18 автобус.
Сӑнсем (5)
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн РФКП фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннӑ ҫынсем ыйтнипе РФ Президентне Владимир Путина телеграмма янӑ.
Дмитрий Евсеев унта авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемпе тӗлпулу ирттерме, вӗсене ҫурт уйӑрса парас ыйтӑва уҫӑмлатма ыйтнӑ.
Телеграммӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче авариллӗ ҫуртри ҫынсем митинг ирттернӗ. Вӗсем ҫурта аркатма тытӑннӑ хыҫҫӑн йывӑрлӑхра-мӗн. Вӗсем Владимир Путин юпа уйӑхӗнче Шупашкара килнӗ май тӗлпулу ирттерме ыйтнӑ.
Авӑнӑн 26-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнчери ядерлӑ хӗҫ-пӑшала пӗтерессишӗн кӗрешмелли кун, Нью-Йоркри ПНО штаб-хваттерӗнче «Тӗнче валли — ӳнер — 2012» конкурс ҫӗнтерӳҫисен ӗҫӗсен куравӗ пулнӑ. Унта пирӗн ентешӗн ӗҫӗ те лекнӗ.
2012 ҫулта ҫав конкурса 92 ҫӗршыври 6,5 пин ачан ӗҫӗ ҫитнӗ. Чи лайӑх 12 ӗҫре пирӗн ентешӗн те пулнӑ. Вӑл — Шупашкарти 12-мӗш шкулта вӗренекен Евгений Угольников. Унӑн ӗҫӗ 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ, ӑна ПНО ҫулсерен кӑларакан календаре кӗртнӗ.
Конкурсра ачасене тӗнче тетелӗнче хӗҫ-пӑшалпа кӗрешессине хирӗҫ видеофильм пӑхма сӗннӗ, унтан хут ҫине хӗҫ-пӑшалсӑр тӗнчене мӗнле курнине ӳкерме каланӑ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнче Раҫҫей ачисем валли экскурси ҫулҫӳревӗ ирттернӗ.
Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Аттепе вулатпӑр!» коворкинг (акӑлчанран куҫарсан ку сӑмах ӗҫе пӗрле пурнӑҫланине пӗлтерет) иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ун йышши мероприятисенчен пӗри ҫывӑх вӑхӑтра Хӗрлӗ Чутайӗнче йӗркелессине те ун чух каланӑччӗ. Ҫапла вара виҫӗм кун ку мероприятие хӗрлӗ чутайсем ирттернӗ.
Аса илтеретпӗр, «Пиншер вулакан ашшӗ» авто-флешмоба Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ йӗркелет. Ӑна валли вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ.
Юпан 2-мӗшӗнче авто-флешмоб Чутай тӑрӑхне ҫитнӗ. Йышра Чӑваш Республикинчи хӗрарӑмсен канашӗн пайташӗ Галина Белгалис ҫыравҫӑ, Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн чи вулакан ашшӗ Александр Кузьмин, чӑваш эстрада юррисен «Эмине» ансамблӗн солисчӗ Евгений Николаев, маларах асӑннӑ вулавӑшӑн ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ.
Хӗрлӗ Чутайӗнчи культурӑпа кану центрӗнче вулакан ашшӗсем, асламӑшӗсем, ачасем, библиотекарьсем пухӑннӑ. Мероприятие хутшӑннӑ вырӑнти район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов вулас йӑлана ачасене хӑнӑхтармаллине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарти Мускав районӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 2538 ачана шута илнӗ. Нумаях пулмасть, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Анголӑран Чӑваш Ене вӗренме килнӗ арҫынпа хӗрарӑм хӑйсен 1-мӗш ачине регистрациленӗ.
Вӗсем — И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем. Ҫак кунсенче кун ҫути курнӑ хӗрачана Карла ят панӑ. Ҫамрӑксене ача ҫурлани ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑсӑр пуҫне Мускав район администрацийӗ саламлӑ открытка тыттарнӑ.
Юпан 1-мӗшӗнче призыв пуҫланнӑ. Кӑҫал унчченхи пекех 12 уйӑх хӗсметре тӑрӗҫ. Анчах, ЧР Ҫар комиссариачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи призывниксен уйрӑмлӑхсем те пур.
Республикӑн ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин полковник каланӑ тӑрӑх, аслӑ пӗлӳллӗ яшсем ахаль призыва суйлама е контракт мелӗпе кайма пултараҫҫӗ. Иккӗмӗш мелпе 2 ҫул хӗсметре тӑмалла.
Контракт мелӗ кӑшт уйрӑлса тӑрать. Ӑна пухмалли пункт Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 10-мӗш А ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта йӑлтах ӑнлантарса параҫҫӗ.
Кӑҫалтан республикӑри аслӑ шкулсенче ҫар кафедринче ҫар ӗҫне вӗрентме тытӑнӗҫ. Ку Чӑваш Енре темиҫе ҫул пулман, ҫавӑнпа тепӗр ҫӗнӗлӗх кунти яшсене пырса тивмест. Аслӑ шкулта ҫар кафедринче хатӗрленнӗ яшсем ятарлӑ сбора лекме пултараҫҫӗ. Виҫӗ уйӑхран вӗсем экзамен тытаҫҫӗ. Ӑнӑҫлӑ тытсан вӗсене саппаса яраҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа — ҫар билечӗ илеҫҫӗ те салтака каймаҫҫӗ.
Кӑҫал ҫара Чӑваш Енрен 1204 каччӑ кайӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |