Шупашкарпа Канаш хушшинче ҫӗнӗ йышши электропуйӑс ҫӳреме тытӑннӑ. Халӗ вакун питӗ хӑтлӑ. Хытӑ ларкӑч вырӑнне — ҫемҫе кресло. Телевизор тата wi-fi та пур.
Билет хакӗсем вара ҫавсемех юлнӑ. Ҫулсерен Чӑваш Енре хулаҫум пуйӑсӗсемпе 75 пин ҫын усӑ курать.
Вакунри ҫӗнӗ интерьера тунӑ чухне дизайнерсем пассажирсен кӑмӑлӗсене тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ. 30 ҫулти вакун халӗ ҫӗнӗ пекех курӑнать: урайӗнче — кавир, чӳрече ҫинче — карӑ.
Халӗ вакунри кашни пассажир тӗнче тетелне тӳлевсӗр кӗме пултарать. Анчах ҫӗнӗлӗхе те хӑнӑхмалла-мӗн. Зинаида Клеверова пассажир ав хура аттипе таса вакуна кӗме шикленнӗ. Ара, варалас килмест-ҫке-ха. Ҫавӑнпа чылайӑшӗ кивӗ вакунрах каять.
Дача сезонӗ вӗҫленсен тепӗр вакуна вӗҫертӗҫ. Ҫапла ҫӗнни ҫеҫ тӑрса юлӗ. Билет хакӗ ӳсмӗ. Халӗ Шупашкартан Канаша ҫитмешкӗн 264 тенкӗ-мӗн. Пуйӑс унта 2,5 сехетре ҫитет.
Паянтан Шупашкарти Ленин район администрацине Николай Прокопьев ертсе пыма тытӑнӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ.
Николай Прокопьев ӗҫ биографине Канашри савутсенчен пӗринче 1968 ҫулта штамповщкран тытӑннӑ. Механик та пулса ӗҫленӗ, Чулхулари чукун ҫулӑн Хусанти уйрӑмӗнче электромеханикра тӑрӑшнӑ. 1987 ҫулта ӑна Шупашкарти станцин вокзал пуҫлӑхне шаннӑ. 2004 ҫулчченех ҫавӑнта тӑрӑшнӑ вӑл. Кайран Прокопьев «Савва-техника» тулли мар яваплӑ обществӑн филиалӗн управляющийӗ пулса тӑнӑ. 2004–2008 ҫулсенче «Орион» тулли мар яваплӑ обществӑра пай пуҫлӑхӗнче, пуҫлӑхра тӑрӑшнӑ. 2008 ҫулта ӑна шӑпа Шупашкар хулин Ленин район администрацине илсе ҫитернӗ. Унта вӑл унта пуҫлӑх ҫумӗнче тимленӗ
Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн вырӑнӗ унччен ҫав должноҫре ӗҫленӗ Владимир Филиппова транспорт тата ҫул-йӗр министрне лартнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем тепӗр ҫӗнӗ шоу хатӗрлеҫҫӗ — хальхинче вӑл Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.
Питӗ пысӑк шоура сире ҫӗнӗ программа кӗтет. Сирӗн умра «Янташ» ушкӑн тата ытти паллӑ артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ.
Билетсене культура керменӗн кассинче, «Детский мир» лавккара тата билет салатакансенчен туянма май пур.
Пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ.
Хӑйсен таварне е фирмине рекламӑлас тесе пиар-менеджерсем мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ. Шупашкарта, ав, пӗрисем сӑра сӗтелӗ умне ҫарамасланнӑ хӗре тӑратнӑ. Чӑн-чӑн ҫынна мар-ха, рекламӑра. Ҫавӑн пек рекламӑна фирма утӑ уйӑхӗнче тӗрлӗ тӗслӗ экранпа кӑтартнӑ.
Видеороликра стриптиз ташлакан хӗр сӑнӗ пулнӑ, унсӑр пуҫне купальникпа ташлакансене те кӑтартнӑ, тепри вара сӑра сӗтелӗ умӗнче купальникпа саркаланса тӑнӑ. Кун пек рекламӑна ватти-яшши — пурте — курайнӑ.
Монополипе кӗрешекен службӑн эксперт канашӗ пӑхса тухнӑ та кун пек рекламӑна ырламан. Халӗ ку рекламӑна сарма пӑрахнӑ пулин те малтан кӑтартнишӗн яваплисен административлӑ майпа явап тытма тивет-тӗр, мӗншӗн тесен ку енпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пресс-служби республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев юпан 12-мӗшӗнче Филипп Киркоров юрӑҫпа тӗл пулни пирки хыпарлать. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Шупашкара «Другой» (чӑв. Урӑхла) шоу-программӑпа килнӗ.
Михаил Игнатьев паллӑ юрӑҫа ӑшӑ кӑмӑллӑ чӑваш ҫӗрӗ хапӑл иккенне палӑртнӑ. Филипп Киркоров концерчӗ Шупашкарта Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен кунне лекнине палӑртнӑ. «Чӑваш Енре пурӑнакансен 42 проценчӗ ялта пурӑнать, эсир пирӗн пата килни — аграри регионӗшӗн парне», — тенӗ Игнатьев.
Унтан Михаил Васильевич Киркорова Шупашкарта юпан 9–11-мӗшӗсенче Пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвӗ иртни, унта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хутшӑнни пирки каласа кӑтартнӑ. Форума хутшӑннисем тата мероприяти хӑнисем ӑна йӗркеленине пысӑка хурса хакланине асӑнса хӑварнӑ.
Киркоров вара хӑйне юратакансене лайӑх шоупа савӑнтарассине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 500 вырӑнлӑх зал-и е 100 пинлӗх стадион-и — унӑн коллективӗ яланах тулли йышпа сцена ҫине тухса халӑха савӑнтарать иккен.
Сӑнсем (6)
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ куракан патне ҫӗнӗ проект ҫитерессишӗн тӑрӑшать. Вӑл Светлана Дорожко ҫамрӑк режисерӑн «Спящая Красавица» (чӑв. Ҫывӑракан пике) ятлӑ спектаклӗ пулӗ. Вӑл кунти ҫын мар, ӑна спектакль лартма Санкт-Петербургран Чӑваш Ене чӗнсе илнӗ.
Спектакле Питӗрти театр академине вӗренсе пӗтернӗ Евгения Терентьева художник-постановщик капӑрлатать. Хӑй вӑл Шупашкартанах, маларах Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ.
Театрта ҫамрӑк йыш сцена ӗҫне ҫӗнӗ варкӑш кӗртсе куракана тыткӑнласса шанаҫҫӗ.
Премьерӑна юпан 19-мӗшӗнче кӑтартасшӑн. Спектакль лартма театр Раҫҫейӗн Культура министерствин грантне ҫӗнсе илнӗ.
Бокс енӗпе экс-чемпион Николай Валуев Шупашкарта пулни пирки унччен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Вӑл кунта тинех хӑйӗнчен ҫӳллӗрех ҫынна тӗл пулнӑ-мӗн.
Николай Валуев «Твиттерта» сенсациллӗ сӑнӳкерчӗке «Ҫыхӑнура» халӑх тетелне кӑларса хурасси пирки пӗлтернӗ. «Тепӗр темиҫе минутран сенсациллӗ сӑнӳкречӗк кӑларса хурӑп», — ҫырнӑ вӑл.
Николай Валуев 2 метр та 13 сантиметр ҫӳллӗш. «Шупашкар хурчкисем» баскетбол командинче 19-мӗш номерпе вылякан Алексей Бауэр унран 7 сантиметр ҫӳллӗрех. Алексей 220 сантиметр ҫӳллӗш, 104 килограмм йывӑрӑш.
Алексей Бауэр — спорт мастерӗн кандидачӗ, Пӗрремӗш лигӑн чемпионӗ.
Пирӗн ентеш Алексей Григорьев, Мускавра пурӑнаканскер, «Физрук» паллӑ телесериал лапамӗнче ӗҫлет-мӗн. Анчах актер ролӗнче мар. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ӑна сериал килӗшнӗ, ҫавӑнпа вӑл иккӗмӗш сезона ӳкернӗ чухне ӳкерӳ лапамӗнче администратор пулса ӗҫлеме шухӑшланӑ.
Алексей пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш сезона ҫу уйӑхӗнче ӳкерме пуҫланӑ. Йӑлапа килӗшӳллӗн, Федор Струков режиссер турилкке ҫӗмӗрнӗ. Ванчӑксенчен пӗрине Дмитрий Нагиев хӑйӗн валли асӑнмалӑх илнӗ-мӗн. Алексей ӳкерӳ вӑхӑтӗнче Нагиевӑн хваттерӗнче те пулса курнӑ.
Ӳкерӳ хӑвӑрт тата ҫӑмӑллӑн пынине пӗлтернӗ Алексей. Вӑл каланӑ тӑрӑх, сериала кӗркунне кӑтартма пуҫламалла. Анчах вӑл унӑн вӑрттӑнлӑхӗсем пирки калама пултараймасть — килӗшӳ тунӑ-ҫке-ха.
Шупашкарта вырнаҫнӑ «Республиканский центр восстановительной медицины и реабилитации» (чӑв. Республикӑн юсану медицинипе тӳрленӳ центрӗ) Сывлӑх центрне 2009-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗнче хута янӑ. Ҫак ҫулсенче кунта ҫӗршер ҫын сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ, сипленнӗ. Центра ҫӗнӗ йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ, ку врачсен ӗҫне самаях ҫӑмӑллатать. Кунти ӗҫченсем республикӑри чылай районта пулса халӑха пулӑшу панӑ.
Ӗнер, юпан 10-мӗшӗнче, 12 ҫынран тӑракан медицина ӗҫченӗсен ушкӑнӗ Хӗрлӗ Чутай районне пӗрремӗш хут килсе ҫитнӗ. Хӗрлӗ Чутайри пульницӑн тӗп тухтӑрӗ ушкӑна район центрӗнчен чи аякра вырнаҫнӑ Штанаш ял тӑрӑхне янӑ, мӗншӗн тесен ку тӑрӑхри халӑхӑн, уйрӑмах ватӑ-вӗтӗн райцентра тухса кӗме чӗр нуша: яла кунне икӗ хутчен ҫеҫ автобус ҫӳрет, каҫа юлсан Чутайрах ҫӗр каҫма тивет.
Штанашри офиса Чутайран тухтӑр эрнере темиҫе хутчен килсех тӑрать-ха, Чутайри тухтӑрсен ушкӑнӗ те ятарлӑ графикпа ҫӳрет, ҫапах та кирлӗ чухне анализсем пама Чутаях тухма тивет.
Шупашкартан тухтӑрсем ятарласа ял халӑхӗн сывлӑхне тӗрӗслеме килессине пӗлсен Штанашри медицина офисне халӑх чылайӑн пуҫтарӑнчӗ.
Юпан 6-мӗшӗнче «Атӑл» кинотеатрта «Куратор» фильмӑн премьери пулнӑ. Ӑна Владимир Синяев режиссер ӳкернӗ, Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗн студенчӗсем тӗп рольсене вылянӑ.
Фильмра Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн студенчӗсем, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем те хутшӑннӑ. Куратор рольне техникум вӗрентекенӗ Владимир Купцов вылянӑ.
Тулли метражлӑ фильм — колледж студенчӗсем тата вӗсен наставникӗсем пирки. Ӑна ҫулталӑк каяллах ӳкерме тытӑннӑ.
Фильма курнӑ 200 ҫын ӑна лайӑх хак панӑ. Ҫитес вӑхӑтра унпа ыттисем те паллашма пултарӗҫ-тӗр. Ӑна Чӑваш Енри телеканалсенчен пӗринче кӑтартасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |