Ҫитес вырсарникун тӑвайсем кӗрхи ярмӑрккӑна йыхравлаҫҫӗ. Ҫав кун унти культурӑпа кану центрӗ умӗнчи лапамра «Кӗр парни — 2014» кӗрхи ярмӑрккӑ иртмелле. Унта пахча ҫимӗҫсӗр пуҫне улма-ҫырла хунавӗ те сутма палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра ун пек фестивальсене тӗрлӗ район центрӗпе хулара йӗркелеҫҫӗ. Ҫурлан 23-мӗшӗнчен тытӑнса ӑна Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче, 30-мӗшӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Шупашкарта «Кӗр парни» пирки пӗлтернӗ.
Унта вырӑнта туса илекен ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗрехпе туянма май туса парассине шантараҫҫӗ. Кӗр ярмӑрккине йӗркелекенсем ҫакӑ икӗ еншӗн те усламлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ: сутакансенчен вырӑн укҫи илмеҫҫӗ, туянакансем продукцие туса илекентен тӳрремӗнех туяннине кура йӳнӗрехпе калаҫса татӑлма май килет. Ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне сутма Шупашкарта виҫӗ тӗп вырӑн тата 14 хушма лапамсем йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑрта — 6-шар вырӑн, Ҫӗмӗрлере — 4, Канашра — 1.
Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗрентекенсен хорӗ зонӑри конкурсра ҫӗнтернӗ. Конкурс нумаях пулмасть иртнӗ. Унта ҫӗмӗрлесемсӗр пуҫне Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗнсенчи, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисенчи вӗрентекенсем хутшӑннӑ.
Ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрессишӗн тар тӑкакансем конкурсра виҫӗ номинаципе тупӑшнӑ. Конкурс условине пӑхӑнса кашни хор коллективӗн чӑваш композиторӗсен е чӑваш халӑх юррине, вырӑс композиторӗсен е вырӑс халӑх юррине тата педагогика сӗмӗллӗ юрӑ шӑрантарма тивнӗ.
Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне интонаци тасалӑхӗ, юрлас пултарулӑх, художество сӑнарне уҫса парас тата ытти енпе хакланӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗрентекенсен хорӗ чӑваш юррипе зонӑра ҫӗнтерсе республикӑри конкурса хутшӑнма тивӗҫнӗ. Ӑмӑртӑва Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи вӗрентекенсем «Кӗрекере ларса савӑнар» юрӑпа хутшӑннӑ. Хора ертӳҫӗ тата концертмейстер пулса Тӑванкассинчи культура учрежденийӗн ертӳҫи М.Я. Тихонов ертсе пынӑ.
Зонӑри ӑмӑртура ҫӗнтернисем Шупашкарта юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртекен финала кайӗҫ.
Ӗнер Шупашкарти «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче Сӗт фестивалӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш ҫул иртекен мериоприятие республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ирттерет.
Фестиваль ача-пӑчашӑн та, аслисемшӗн те кӑсӑклӑ пултӑр тесе тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Сӑмахран, ҫынсем 72,5 процентлӑ услам ҫӑва тата 2,5 процентлӑ турӑха ас тивсе пӑхма пултарнӑ.
Мероприятие республикӑри сӗт-ҫу туса илекенсемпе пӗрлех тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ. Кашни ӗнерен 7 пин килограмм сӗт суса илнӗ дояркӑсене вара Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Тав хучӗсем тата сехет парнеленӗ.
Пӗрисем вараланӑ хыҫҫӑн теприсене тирпейлесе ҫӳресси кӑмӑллах мар та, анчах нимӗн те тӑваймӑн. «Симӗс хула» обществӑлла экологи организацийӗ ҫавӑн пек ырӑ ӗҫ пурнӑҫлать те. Авӑнӑн 30-мӗшӗнче вӑл «Пӗчӗк юханшывсен таса пуласлӑхӗ» проекта пурнӑҫласа «Ҫырансене хӳтӗлетпӗр» акци ирттерет.
Ҫав кун хастарсем Шупашкарти Трусиха тата Кӑкшӑм юханшыв ҫыранӗсене тирпейлӗҫ. Акцие кӑмӑл пуррисене пурне те йыхравлаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8-927-867-61-38 е alekseev-fedor@mail.ru электрон почтӑпа ҫырса яма юрать.
Ҫак эрнере Чӑваш Енӗн Обществӑн сӑнав комиссийӗн ертӳҫи Николай Косыев тата «Хулканпа хӗҫ» правӑна сыхлакан организаци ертӳҫи Алексей Глухов Шупашкарҫывӑхӗнчи арҫынсен 4-мӗш колонийӗнче пулнӑ.
Тӗрмере вӗсем тӗрӗслекенсем чылай чух кӗмен вырӑнсене пӑхнӑ та лару-тӑру кӑмӑла пӑснӑ-мӗн. Айӑпланнисем те правӑна хӳтӗлекенсене хӑйсен пурнӑҫӗ пирки самай евитленӗ-мӗн. Отрядсенчен пӗринче хӑнкӑласем чупаҫҫӗ иккен, тепринче чӳрече рамине алран кайтӑр тенӗ пек лартнине кура витӗр ҫил кастарать иккен. Ҫывӑрмалли вырӑнсем те начар-мӗн.
Алексей Глухов шучӗпе, 4-мӗш колони тӑрӑмӗ ытла та начаррине кура ӑна хупмалла кӑна. Учреждени тӗнчери стандартсене тивӗҫтермест иккен, йӗрке тума вара ытла та тӑкаклӑ-мӗн.
Ҫак эрнере асӑннӑ хастарсем хӗрарӑмсен Ҫӗрпӳри 7-мӗш колоние ҫитме палӑртнӑ. Ахӑртнех, кайса курнӑ та пулӗ.
Авӑнӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче урамсене, тӳремсене, хула хуҫалӑхӗн объекчӗсене ят паракан комиссин ларӑвӗ иртнӗ.
Ларура 10 ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Вӗсен йышӗнче — хулари пӗр урама ӑслӑлӑх чӑваш фольклористикине пуҫараканӗн Гурий Комиссаровӑн ятне парасси, пӗр урама совет ӑсчахӗн Владимир Челомейӑн ячӗпе хисеплесси. Ку ыйтусене чылайӑшӗ хирӗҫ пулман. Ветерансен союзӗн председателӗн ҫумӗ Андриян Николаевӑн ҫӗнӗ палӑкне лартасси пирки сӑмах пуҫарсан вара ӑна хӗрӳ сӳтсе явнӑ.
Алексей Албутов каланӑ тӑрӑх, вӑл — палӑк мар. Ӑна мӗншӗн урам вӗҫне лартнине ӑнланаймасть. Палӑксене урам пуҫламӑшне вырнаҫтармалла-ҫке. Вӑл халӑхпа ыйтӑм ирттернӗ. Чылайӑшӗ ҫак палӑка кама халалланине пӗлмест иккен. Хӑшӗ-пӗри ӑна пӗр-пӗр байкера халалланӑ тесе шухӑшлать. Алексей Албутов каланӑ тӑрӑх, Гагарин палӑкне пӑхма кӑмӑллӑ. Вӑл ЧР Культура министерствине пӗрре мар ҫак ыйтупа ҫитнӗ-мӗн, анчах усӑсӑр.
Комисси пайташӗсем ку палӑк культура еткерӗ пулнине, ӑна ахаль кӑна аркатма май пулманнине пӗлтернӗ. Комисси Шупашкарти Карл Маркс урамне улӑштарма сӗннӗ.
Авӑнӑн 26-мӗшӗнче Шупашкарта ӑсталанӑ тракторсен «Кулибин XXI» курав конкурс иртнӗ. Мероприятие трактор историйӗн ҫумӗнче йӗркеленӗ, машиностроительсен кунне халалланӑ.
Куравра ҫӗнӗлӗхсемпе, ял хуҫалӑхӗшӗн усӑллӑ модельсемпе паллашма май пулнӑ. Унта хатшӑнакансен йышӗ ҫулсерен хушӑнать. Хӑшӗ-пӗри опытлӑ изобретатель те пулнӑ ӗнтӗ.
Курава Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗн студенчӗсем те хутшӑннӑ. Вӗсем Николай Ермаков вӗрентекенпе пӗрле «Багги» хӑвалакан автомобиль ӑсталанӑ. Унӑн двигателӗ — Жигулирен, вӑл бензинпа ӗҫлет.
Конкурса пӗтӗм тӗнчери James Dyson Awards 2014 конкурсӑн финалисчӗ Алексей Смиронов та килнӗ. Кашниех вӑл ӑсталанӑ хатӗрпе паллашма пултарнӑ. Куравра ытларах ҫынсем хӑйсем ӑсталанӑ тракторсем пулнӑ. Изобретательсем тӗрлӗ хуларан килнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене эрне вӗҫӗнче палӑртӗҫ. Вӗсен укҫапа тата Дипломпа хавхалантарӗҫ. Чи лайӑххисене трактор историйӗн музейне вырнаҫтарӗҫ.
Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ хулари тӗп вулавӑшра «Классика вулатпӑр» акци пырать. Ӑна нумаях пулмасть хулари 39-мӗш шкулти пиллӗкмӗш «и» класра ирттернӗ. Хӑнана Светлана Асамат сӑвӑҫа, юрӑҫа тата композитора йыхравланӑ.
Светлана Асаматпа кӗскен паллаштарас тӑк, вӑл — чӑваш культуринче паллӑ ҫын, 100 ытла эстрада юррин, 14 кӗнеке авторӗ. Ачасене вӑл хӑйӗн сӑввисемпе паллаштарнӑ. Ача чухне вуланӑ кӗнекесем унӑн пултарулӑхне витӗм кӳнине палӑртнӑ.
Сасӑпа вулама ачасем вырӑссен классикӗн Антон Чеховӑн «Лошадиная фамилия» калавне суйласа илнӗ. Ӑна Светлана Асамат вуланӑ. Тӗлпулура «Чувашские легенды и сказки» кӗнекери хайлавсене те вуланӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн экономика министрӗпе Владимир Аврелькинпа тата Шупашкар хула пуҫлӑхӗпе Леонид Черкесовпа хулари общество апатланӑвӗн тата суту-илӳ предпрятийӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ.
Михаил Игнатьев вӗсенче Чӑвашра туса илекен апат-ҫимӗҫ пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ. Ӑна вӑл лавккасен сентрисем ҫинче, кафесемпе ресторансен менюнче шыранӑ.
Тӗп хулари Гагарин урамӗнчи «Парус» тата Константин Иванов урамӗнчи «Евразия» кафесене Элтепер ырланӑ. Унти апат-ҫимӗҫ те паха имӗш, ассортимент та анлӑ-мӗн. «Смак-Гурмэ» суту-илӳ ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Александр Никоноров апат-ҫимӗҫрен 80-а яхӑн проценчӗ — Чӑвашра туса илни.
«Россия» ресторанпа ҫавӑн ятлӑ хӑна ҫуртне ҫитсен Михаил Васильевич территорие хӑтлӑх кӳме сӗннӗ. Официантсем апата епле ҫимӗҫрен хатӗрленине те пӗлсех кайман курӑнать.
«Мега-Галакси» суту-илӳпе кану комплексӗнче Михаил Игнатьев волонтерсем официант евӗр ӗҫлеме хатӗррипе хатӗр маррине тӗрӗсленӗ.
Тӗрӗслеве пӗтӗмлетнӗ май Элтепер потребитель пасарӗнчи лару-тӑрӑва тӗрӗслесси влаҫ органӗсен тӗллевӗсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ.
Раҫҫейри топ-500 шкул йышне Чӑваш Енри 6 шкул кӗнӗ. Вӗсем 2013–2014 вӗренӳ ҫулӗсенче палӑрнӑ: ППЭ-ре тата олимпиадӑсенче.
Шупашкарти 3-мӗш лицей 485-мӗш вырӑн йышӑннӑ, 5-мӗш гимнази — 486-мӗш. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази 487-мӗш вырӑна тухнӑ, 4-мӗш лицей — 488-мӗш. 4-мӗш гимнази 489-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ, Шупашкарти 1-мӗш гимнази — списокра 490-мӗш.
Шупашкарти 3-мӗш лицей Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкулсен йышӗнче 22-мӗш вырӑна тухнӑ. Кунта Шупашкарти 6-мӗш гимнази тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази лекнӗ. Ку танлашӑма (рейтинга) предмет оимпиадин кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн тунӑ.
Ҫак списока ялти шкулсем те кӗнӗ: Элӗкри И.Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫри 1-мӗш шкул, Патӑрьелти 1-мӗш шкул, Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкул тата Вӑрнарти 2-мӗш шкул.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |