Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Ҫурт-йӗр

Пурте мар та, анчах чӗрӗк пайӗ. Кун пирки Чӑваш Енри Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков Коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен республикӑри координаци канашӗн ларӑвӗнче каланӑ иккен. Сӑмахӗ унта ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри ыйтусене сӳтсе явнӑ май сиксе тухнӑ-ха.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тытса тӑракансен кӑҫалхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен лицензи илмелле пулать. Заявкӑсене кӗркуннех пухма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав хута управляющи компанисемпе ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсен ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен илсе ӗлкӗрмелле. Управляющи компанисемшӗн паха ҫав хута париччен асӑннӑ организацисен ертӳҫисем квалификаци экзаменне епле тытнине те тӗпе хурассине ӗнентереҫҫӗ. Правӑна сыхлакан органсенче управляющи компанисен тӗлӗшпе ӗҫсем пуррипе ҫукки те кӑсӑклантармалла. Правӑна пӑсасси вӑл сферӑра сайра вӗҫӗмех тӗл пулать. Кӑҫалхи 7 уйӑхра кӑна 47 преступление тытса чарма май килнӗ. 13 ҫын тӗлӗшпе сӗтевле 18 ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчесе пӗтернӗ ӗҫсене илсен, управляющи компанисем 11 миллион тенкӗлӗх ытла шар кӳнӗ.

Олег Бирюков шучӗпе компанисен 20–25 проценчӗ лицензи илеймессе те пултарать.

 

Пӑтӑрмахсем Инкек вырӑнӗ
Инкек вырӑнӗ

Паян Шупашкарта краҫҫынлӑ цистерна тӳнсе кайнӑ.

Груз турттаракан пуйӑс Шупашкарти Гремячево текен район тӗлӗнче КамАЗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Инкекӗ паян ирхи 9 сехет те 50 минутра пулнӑ. Цистернӑсенчен пӗри рельс ҫинчен тухса кайса тӳнсе кайнӑ, унтан краҫҫын юхса тухнӑ. Анчах нумаях мар. Пӗр 100 литр пек теҫҫӗ. КамАЗ водителӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.

Краҫҫын юхса тухнӑ вырӑна ятарлӑ хатӗрпе ҫийӗнчех сиенсӗрлетнӗ иккен, ҫавна май вӑл чӗрӗлсе каяс хӑрушлӑх ҫук.

Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.

 

Чӑвашлӑх «Шевлере» канакасем
«Шевлере» канакасем

Ҫурлан 14-мӗшпе 27-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи «Детский отдых» (чӑв. Ачасен канӑвӗ) ТМЯП кану базинче республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи пултаруллӑ шкул ачисем «Шевле» уйлӑхра канаҫҫӗ. Кунта Шупашкар хулинчи, Муркаш, Йӗпреҫ, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тата Етӗрне район ачисем лекнӗ.

Ачасен канӑвӗ кӑсӑклӑ иртет. Вӗсене тӗрлеме, ташлама, чӑваш апат-ҫимӗҫне пӗҫерме вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак маттур ачасемпе «Тантӑш» хаҫат редакцийӗн журналисчӗсем, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн актёрӗсем тӗлпулусем ирттерӗҫ. Паллах, кӑсӑклӑ экскурсисемсӗр ачасен канӑвӗ иртмӗ.

Уйлӑха ҫурлан 15-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ: «Несӗлсен ҫӗрӗ ҫинче» паллашу саманчӗ иртрӗ, ачасем уйлӑх йӗркипе паллашрӗҫ, отрядсене ятсем пачӗҫ, уйлӑх логотипне суйларӗҫ, стена ҫинчи хаҫатсем кӑларма шантарчӗҫ.

Пӗрремӗш кунхине ачасем валли ятарлӑ концерт йӗркелерӗҫ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх Ҫӗнӗ почта уйрӑмӗ уҫнӑ хыҫҫӑн
Ҫӗнӗ почта уйрӑмӗ уҫнӑ хыҫҫӑн

Кирек епле уяв умӗн те пӗр-пӗр объект уҫма тӑрӑшаҫҫӗ те, Шупашкар 545 ҫул ҫитнине уявланӑ май тӗп хуламӑрта ҫӗнӗ почта уйрӑмӗ уҫӑлнӑ. 24-мӗш номерлӗскерте таможня тӗрӗслевӗн вӑхӑтлӑх зони вырнаҫнӑ.

Таможньӑн тӗрӗслев зони вырнаҫнӑ почта уйрӑмӗсем Шупашкарта тек ҫуккине шута илсен вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑни каламасӑрах паллӑ.

Халӑхсем хушшинчи посылкӑсене пӑхтарас тесен ӑна илекенсен маларах тавара вӑхӑтлӑх упрамалли склада, вӑл вара Шупашкра хӗрринче вырнаҫнӑ, ҫитме тивнӗ. Ӳлӗмрен клиентсем кӑмӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ. Ҫак шухӑша Раҫҫей почтин Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ Владимир Тимофеев палӑртнӑ.

Ҫӗнӗ уйрӑма уҫнӑ май ҫӗнӗ почта открыткисене те кӑтартнӑ. Шупашкарӑн 550 ҫулхине, Чӑваш АССРӗн 100 ҫулхине халалласа Раҫҫейӗн почти вырӑнти тематикӑллӑ открыткӑсем, конвертсем тата маркӑсем кӑларма палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн художество музейӗпе, ӳнер шкулӗсемпе тата республикӑра пурӑнакансемпе пӗр шухӑшлӑ пулса кӑҫал кӑна маркӑсӑр 50 тӗрлӗ открытка кӑларнӑ.

 

Сывлӑх

Ҫурлан 16-мӗшӗнче Шупашкарта тата Канашра «Донорсен шӑматкунӗ» черетлӗ акци иртнӗ. Шупашкарта ӑна Хула кунне халалланӑ.

ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун юн памашкӑн 100 ытла ҫын килнӗ. Анчах сывлӑх енчен хавшак пулнӑран вӗсенчен 90-шӗ ҫеҫ донор пулайнӑ. Акцие хутшӑннисем пулӑшнипе плазма тата сахал вӑхӑт упранакан юн компоненчӗн банкӗсем тулнӑ. Вӗсем вара республикӑри медицина организацисенче питӗ кирлӗ. Акци кунӗнче 46 литр юн хатӗрленӗ.

Чӑваш Енре ҫитес «Донорсен шӑматкунӗ» юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫурлан 17-мӗшӗнче Шупашкарта каллех инкек пулнӑ. Нумай хваттерлӗ ҫурт чӳречинчен тепӗр ача ӳкнӗ.

Пӑтӑрмах Шумилов урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ иккӗри ывӑлне асламӑшӗпе хӑварса лавккана тухнӑ. Асламӑшӗ ачана тӗпелте хӑварса тепӗр пӳлӗме кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Асламӑшӗ кухньӑна таврӑнсан мӑнукне тупайман, чӳрече ҫинчи москитлӑ сетка та пулман.

Хӗрарӑм мӑнукне ҫӗр ҫинче тупсан васкавлӑ медпулӑшӑва чӗннӗ. Анчах ачана ҫӑлма май килмен — вӑл пульницӑра вилсе кайнӑ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ача пӗчӗк сӗтел-пуканпа усӑ курса чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Лешӗ йывӑрӑша чӑтман.

Халӗ следстви пырать. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх Лариса Долинӑпа Михаил Игнатьев
Лариса Долинӑпа Михаил Игнатьев

Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 545 ҫул (кун пирки тӗпчевҫӗсенчен хӑшӗсем урӑхларах шухӑшлаҫҫӗ те, анчах официаллӑ йышӑннӑ тӑрӑх вӑл ҫавӑн чул ҫулта) ҫитнӗ май паян Шупашкарта паллӑ эстрада тата джаз юрӑҫи Лариса Долина пулнӑ. Раҫҫейӗн халӑх артисчӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ пултарулӑх ҫыннипе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Тӗлпулӑва вӑл, сӑмах май, тӗрленӗ чӑваш кӗпи тӑхӑнса пынӑ.

Долина пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ май Михаил Васильевич джаз юрӑҫи совет тата Раҫҫей эстрадине аталанма пысӑк тӳпе хывнине, ҫынсене чылай ҫул чун ӑшшине парнеленине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ен Элтеперӗ Лариса Долина юрлани ҫынсенче чи лайӑх туйӑма — юрату, шанчӑклӑх, ҫепӗҫлӗх, ырӑлӑх — ҫуратать тесе шухӑшлать иккен.

Долина Шупашкар питӗ килӗшнине пӗлтернӗ. Регионсенче юрлама ӑна Мускавпа Питӗртинчен ытларах килӗшнине те пытарман вӑл. Каҫхи тӑхӑр сехетре вӑл Шупашкрати Хӗрлӗ тӳремре концерт кӑтартнӑ. Ӑна Наци телекуравӗ тата республикӑн влаҫ органсӗен официаллӑ порталӗ тӳрӗ эфирта трансляциленӗ.

 

Хулара ЧР Наци вулавӑшӗ
ЧР Наци вулавӑшӗ

Чӑваш наци вулавӑшӗ ыран, Хула кунӗнче, пурне те «Литература картишне» чӗнет. Вӑл 17 сехетре вулавӑш умӗнче Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче пуҫланӗ.

Картишре кашниех хӑйӗн валли киленӗҫ тупма пултарӗ. Кашнинех алла кӗнеке тытма май пулӗ. Унтах «Шӑккалатри поэзи» акци, «Тӗкпе ҫырни» ӑсталӑх класӗ, мини-вулавӑш, экспресс сасӑлав, кӗнеке куравӗ иртӗ.

«Литература картишӗнче» «Отпуска — кӗнекепе» турист палаткинче канма та май пулӗ. Юратнӑ сӑввине вулакансене пылак парнепе чыслӗҫ. Унтах электрон вулавӑшпа паллашма пулать. Кашниех пичет е электрон кӗнекешӗн сасӑлама пултарӗ.

 

Персона Алексей Васильева чысланӑ самант
Алексей Васильева чысланӑ самант

Ҫурлан 14-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче «Общество йышӑнӑвӗ» премин ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. «Ҫулталӑк ҫынни» ята Шупашкарти 4-мӗш пушар чаҫӗн аслӑ лейтенанчӗ Алексей Васильев тивӗҫнӗ.

Кӑҫалхи акан 30-мӗшӗнче 22 сехет те 07 минутра пӗр хваттерте пушар тухнине пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна 8 минутранах ҫитнӗ. Подъездра тӗтӗм сарӑлнӑ. Ҫынсем чӑннипех те хӑрушлӑха лекнӗ.

Урама тухма май пулман. Ҫынсем чӳречесенчен, балконсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Алексей Васильев хӑраса ӳкнӗ ҫынсене лӑплантарнӑ. Хӑй ҫӑлав хатӗрӗпе усӑ курса 5 ҫынна урама кӑларнӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ — ачасем.

 

Хулара Намибирен килнӗ делегаци
Намибирен килнӗ делегаци

Ҫурлан 13-мӗшӗнче Шупашкара Намиби Республикинчи делегаци ҫитнӗ. Вӗсем Хула кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑнӗҫ.

Намибирен килнисем чи малтанах «Промтрактор» АУО предприятие ҫитсе курнӑ. Унта вӗсем промышленноҫ тракторӗсене тата ял хуҫалӑх техникине кӑларнипе паллашнӑ. Заводри хатӗр продукцие те курнӑ.

Делегаци республикӑри ял хуҫалӑх тата промышленноҫ предприятийӗсене ҫитсе курӗҫ, ЧР Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 890, 891, 892, 893, 894, 895, 896, 897, 898, 899, [900], 901, 902, 903, 904, 905, 906, 907, 908, 909, 910, ... 1031
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть