Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӗлхине вӗрентмесен те пӳлӗмне хӑварнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.12.2016 12:59 | 2617 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Леонид Таймасов профессор
Леонид Таймасов профессор

Ача чухне вӑл ҫар летчикӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах шӑпа ӑна педагогикӑна илсе килнӗ. Иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче вӑл 60 ҫул тултарнӑ. Сӑмахӑм — Шупашкарти кооператив институчӗн проректорӗ Леонид Таймасов пирки.

Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшра ҫуралса ӳснӗскер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Тӑван ял шкулӗнче директор та пулнӑ, хӑй вӗреннӗ университетра преподавательте тӑрӑшнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Профессор. 2007 ҫултанпа кооператив институтӗнче ӑслӑлӑх енӗпе проректорта ӗҫлет.

Философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, асӑннӑ аслӑ шкулта ӗҫлекен Эрбина Никитина Чӑваш халӑх сайчӗ валли унпа хатӗрленӗ интервьюра Таймасовӑн пур енлӗ кӑмӑлне уҫса пама тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра проректор аслӑ шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентмесен те чӑваш чӗлхипе культурин пӳлӗмне упраса хӑварнине пӗлтернӗ. Тата проректор Валерий Андреев ректорпа тата ялтан килнӗ ачасемпе тӑван чӗлхепе калаҫма юратнине палӑртнӑ. Аслӑ шкул программинчен чӑваш чӗлхине кӑлӑхах кӑларса пӑрахнӑ тесе шухӑшлать Леонид Таймасов. Ытти регионтан вӗренме килнисем те чӑваш халӑхӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ тет вӑл. Историе вӗрентнӗ чух Леонид Таймасов чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе те кӑмӑлтан паллаштарать.

#чӑваш чӗлхи, #кооператив институчӗ, #вӗренӳ, #ачасем, #ҫамрӑксем, #Вӑрнар районӗ, #чӑвашлӑх, #Мӑн Явӑш, #ЧПУ, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ru.chuvash.org/news/2351.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем