Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрне спектакль лартма 6 миллион тенкӗ панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 29.11.2017 11:11 | 1999 хут пӑхнӑ
Культура
«Четыре солдата в поисках мира» спектакль саманчӗ.
«Четыре солдата в поисках мира» спектакль саманчӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрӗ Алекс Бьерклундӑн «Четыре солдата в поисках мира» драми тӑрӑх лартнӑ спектакле куракан умне кӑларма хатӗрленет. Ку спектакле театр труппи «Пӗчӗк хулари театрсем» федераци проектне хутшӑнса ҫӗнсе илнӗ грант укҫипе лартать.

Сӑнав театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Проворов палӑртнӑ тӑрӑх, театра федераци хыснинчен 5 миллион та 506 пин тенкӗ панӑ, республика та укҫа уйӑрнӑ: 611800 тенкӗ. Ҫак нухратпа театр хальхи йышши ҫутӑ тата сасӑ хатӗрӗсем, сцена эффекчӗсем валли ытти оборудовани, декораци тата тум туяннӑ.

Асӑнса хӑварар, ҫак спектакле театр артисчӗсем Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Чикмере, Чулхулара тата Чӗмпӗрте кӑтартасшӑн. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫитес ҫул Раҫҫейри пӗчӗк хуласен театрӗсен фестивальне хутшӑнасшӑн.

#хысна, #спектакльсем, #проектсем, #грантсем, #фестивальсем, #театрсем, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар, #Етӗрне

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ru.chuvash.org/news/3049.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2917.5.3173
2017.11.29 14:20
Agabazar
Алекс Бьерклунд хăй драмине хăш чĕлхепе çырнă? Шет вырăсла?
Спектакль хăш чĕлхепе пулать?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем