Чӑваш Енре Раҫҫей пуштин филиалӗн — Федерацин пуштӑ ҫыхӑнӑвӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.
Республика прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, надзор органӗ пуштӑрисем ҫынсене ҫырусене вӑхӑтра ҫитерсе паманнине тӗрӗсленӗ. Прокуратурӑна кун пирки систерекенсем тупӑннӑ. Ҫитменнине тата кунта сӑмах прокуратура хуравӗсем пирки пырать. Вӗсене пуштӑрисем пырса паманнине надзор органне темиҫе ҫын та пӑшӑрханса пӗлтернӗ.
Хуравсене саккас ҫырупах янӑ прокуратура. Апла пулин те адресатсене вӗсене ҫитермен. Алла паман ҫырусене пуштӑрисем прокуратурӑна та каялла тавӑрса паман.
Раҫҫей пуштин филиалӗн — Федерацин пуштӑ ҫыхӑнӑвӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури кӑлтӑка пӗтерме хушса асӑрхаттару ҫырса панӑ.
Чечняри вӑрҫӑна хутшӑнса Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ Евгений Борисова паттӑр ятне тавӑрса пама йышӑннӑ.
Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ултӑ ҫынна астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн, сӗтев панӑшӑн судпа айӑпланӑччӗ. Ҫав шутра Евгений Борисов та пулнӑччӗ. Ӑна 6 ҫул ҫурӑллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑччӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна 10 миллион тенкӗ штраф тӳлемелле тунӑччӗ. Тата ӑна суд Раҫҫей Геройӗн ячӗсӗр хӑварнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн президиумӗ иртнӗ эрнере Евгений Борисовӑн Раҫҫей Геройӗн ятне тавӑрма йышӑннӑ.
Самах май, Раҫҫей Геройӗн ячӗсӗр тӑрса юлнӑ Евгений Борисов ячӗпе иртнӗ ҫулта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Ҫӗнтерӳ кунӗпе салам янине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти вулавӑшсен стенисене паллӑ ҫыравҫӑсен тата поэчӗсен портречӗсемпе илемлетӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ социаллӑ тата культура проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ, "ART-Libraries" проекта пурнӑҫламашкӑн грант ҫӗнсе илнӗ. Ҫапла майпа вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене пурнӑҫа кӗртесшӗн, ҫынсем вулавӑшсемпе кӑсӑкланччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Паллӑ поэтсемпе ҫыравҫӑсен портречӗсене стена ҫине графитти стилӗпе ӳкерӗҫ. Эппин, хулари вулавӑшсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнӗ. Тен, ку ҫамрӑксене вулавӑш тӗнчипе ҫывӑхлатма пулӑшӗ.
Планпа килӗшӳллӗн Шупашкарти Гладков урамӗнчи шкул кӑҫалхи аван уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хута каймалла. Анчах подрядчик ҫав вӑхӑт тӗлне ӗҫне вӗҫлеме ӗлкӗрейӗ-ши?
Шкул строительстви мӗнле пынипе ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин паллашнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, подрядчик укҫа-тенке йӑлтах илнӗ. Анчах ӗҫ вара темӗн чухлех юлнӑ. Хальлӗхе спорт лапамне туса пӗтермен, шалти ӗҫсене те вӗҫлемен, ӑсталӑх класӗсене, апат блокне хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтермен.
Объекта пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчех вӗҫлемелле пулнӑ, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче ачасен парта хушшине лармалла. Ӗҫ мӗншӗн вӑраха тӑсӑлать? Подрядчик ҫакна япӑх ҫанталӑк пулнипе сӑлтавлать. Ӗҫ тӑсӑлсан шкул лицензи илмесӗр юлма пултарать. Кун валли те вӑхӑт самай кирлӗ, специалистсен пӗтӗм территорие пӑхса ҫаврӑнмалла.
Строительсем шкулти ӗҫе ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме шантарнӑ-ха та…
Нумай хутлӑ ҫуртран каллех ача ӳксе шар курнӑ. Ашшӗ-амӑшне шӑна-пӑванран хӳтӗлекен сетка пур чухне тимлӗхе самантлӑха та ҫухатмалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Анчах ҫакна хӑшӗ-пӗри хӑлхана чикмест.
Хальхинче те инкек шӑна-пӑванран хӳтӗлекен сеткӑна пула сиксе тухнӑ. Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртӑн улттӑмӗш хутӗнчен арҫын ача тухса ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра хваттерте амӑшӗ те пулнӑ. Ача чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та шӑна-пӑванран хӳтӗлекен сетка ҫине таяннӑ. Лешӗ чӑтайман, пӗчӗкскер аялалла ӳкнӗ.
Юрать, ача чӗрӗ юлнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ тухтӑрсем ӑна пӑхса тӑраҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫейри общество телекуравӗн (ОТР) журналистне интервью панӑ. Малтанах Михаил Васильевич «Шупашкар: 500 ҫул» парк пирки каласа кӑтартнӑ. Элтепер ӑна студентсем валли хута янине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев студент вӑхӑтӗнче шӑпах ҫав паркра хӗре юратса пӑрахнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл пулас арӑмӗпе паллашнӑ чухнехи саманта аса илнӗ.
Интервьюра тата мӗн пирки калаҫнӑ-ха? Элтепер ялсенче никама кирлӗ мар вырӑнсем сахалланнишӗн савӑннине палӑртнӑ. Кашни ялта тенӗ пекех вӑрҫа хутшӑннӑ ҫынсене халалласа палӑк лартаҫҫӗ.
Юлашкинчен Элтеперпе журналист кӳлмеке кайнӑ, хӑнана ҫав илемлӗ вырӑнпа паллаштарнӑ. Михаил Васильевич ҫакӑнтан ӗҫе велосипедпа каять-мӗн, каялла та ҫаплах килет. Пирӗн Элтепер ӑҫта канма юратнине пӗлес килет-и? Алтайра. Хӗлле вара – республикӑра. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑна туристсем ытларах килме тытӑннӑ. Вӗсене Атӑл, кунти экологи килӗшет-мӗн.
Шупашкарти Грасис урамӗнчи общежити ишӗлме тытӑннӑ. Кирпӗч арканма тытӑнсанах вырӑна полици ӗҫченӗсем ҫитнӗ.
Ку общежити кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ. Грасис урамӗнчи 4-мӗш ҫуртӑн кирпӗчӗ ута уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ишӗлнӗ. Вырӑнта ИӖМ, полици, васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем пулнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Унта пурӑнакансене вӑхӑтлӑха урӑх ҫӗре куҫарма палӑртнӑ. Анчах пурне те мар, йӑтӑнса анма пуҫланӑ стена енчисене ҫеҫ. «Озон» управляющи компанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуртӑн стенине пӗлтӗр ҫирӗплетмелле пулнӑ. Анчах конкурс хӗлле иртнӗ, ҫавна май юсава куҫарнӑ.
Мускав политехника университечӗн Шупашкарти институтӗнче вӗренекен Владимир Сетнеров РФ Президентӗнчен Владимир Путинран тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Мӗншӗн? Владимир кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ тӗп мероприятисене йӗркеленӗ чухне нумай пулӑшнӑ.
Владимир Сетнеров Раҫҫейри чи лайӑх 200 нимеҫӗ (волонтер) йышне кӗнӗ. Ун умӗн унӑн ҫирӗп конкурс витӗр тухма тивнӗ. Шӑпах чи маттуррисем Мускаври Хӗрлӗ тӳремри Ҫӗнтерӳ парадне тата Севастополь хулинчи ҫар-тинӗс парадне йӗркелеме пулӑшнӑ. Ҫавӑн пекех «Вилӗмсӗр полк» пӗтӗм тӗнчери акцие йӗркеленӗ ҫӗре хутшӑннӑ.
Палӑртмалла: Владимир Сетнеровпа пӗрле патриотлӑх мероприятийӗсене Шупашкарти медицина колледжӗн студентки Татьяна Васильева, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн вӗренекенӗ Анастасия Соколова та хутшӑннӑ.
Шупашкар хулинчи Ленин район прокуратуринчен Гагарин урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра пурӑнакансенчен пӗри ҫӑхавпа ҫитнӗ. Вӑл хӑйсен ҫуртӗнче вырнаҫнӑ атӑ-пушмак лавкки шавлать тесе евитленӗ.
Атӑ-пушмак сутакансен ӗҫне прокуратура тӗрӗсленӗ. Чӑн та, лавкка нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансен сывлӑхне сиен кӳрет иккен. Сасӑпа хӑйсен таварне рекламӑланипе ҫуртрисене канӑҫсӑрлантарни пирки унтисем маларах та шалӑп ҫырнӑ. Ун чухне усламҫӑна Ленин район администрацийӗн суту-илӳ секторӗн ӗҫченӗсем апла хӑтланма юраманнине асӑрхаттарнӑ-ха. Анчах пӗр хӑлхаран кӗрсе тепринчен тухса кайнӑ пулинех: хальхинче прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хутсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухса усламҫӑна явап тыттарӗ.
Шупашкар хули Японири Нагасаки тата Китайри Аньхой провинцийӗнчи Хэфэй хулипе ҫывӑхланма ӗмӗтленет. Хуласем хӑш енӗпе тачӑ килӗштерсе ӗҫлесси хальлӗхе паллӑ мар. Анчах ку ыйтӑва ӗнер Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн президиумӗнче хускатнӑ.
Маларах Шупашкар Беларуҫ Республикинчи Гродно, Венгринчи Эгер, Намибинчи Рунду, Кубӑри Санта-Клара хулисемпе юнташланнӑ.
Ҫакна та аса илтерер, Шупашкарта Республика кунӗнче кӑҫал чӑвашла тата вырӑсла кӑна мар, Китай чӗлхипе саламлама Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑччӗ. Шупашкара ун чух Китайран пысӑк делегаци килнӗччӗ. Китай Халӑх Республикинчи Аньхой провинцийӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ те пирӗн патра хӑнара пулнӑччӗ. Вӗсем Республика кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑннӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |