Юлашки вӑхӑтра Шупашкарта тата ун ҫывӑхӗнче ӑнланмалла мар шӑршӑ тӑнине кашниех сисрӗ-тӗр. Тислӗк тес, тислӗк шӑрши мар. Пӗр-пӗр савутран тухакан тӗтӗм-сӗрӗм теме те йывӑр. Хулара ырӑ мар шӑршӑпа «киленсе» ывӑннӑ ҫынсем Роспотребнадзора пӗлтернӗ, шӑршӑ саракан предприятие шыраса тупма ыйтнӑ.
Ӗнер Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ «Юрма» агрохолдинг ҫывӑхӗнчи (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ун пек шӑршӑ сапалать тесе пӗтӗмлетнӗччӗ) сывлӑша тӗрӗсленӗ. Лапсара ҫитнӗ. Ӑҫта мӗн чухлӗ сероводород, аммиак, азот диоксичӗ пулнине палӑртма кашни тӑваткал метр пуҫне миҫе миллиграмм тивнине виҫнӗ. Роспотребнадзорта «Юрма» предприятин кайӑк-кӗшӗк тислӗкӗ упранакан Ассакасси ҫывӑхӗнчи территорие эрнесерен тӗрӗсленине пӗлтернӗ. Хальхинче шӑршӑшӑн «Юрма» айӑплӑ маррине палӑртнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал КВНӑн премьер-лигине кӑтартать. Экран умне меллӗрех вырнаҫӑр, мӗншӗн тесен ун чухне «Чӑваш Ен» командӑна та курма май пулӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери КВН фестивалӗ Сочире кӑрлач уйӑхӗнче иртет. Эфира вара ӑна ҫулла кӑлараҫҫӗ. Пирӗн республикӑн команди те эфирта пулӗ.
КВН ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 23 сехетре пуҫланӗ. Шел те, «Чӑваш Ен» 1\4 финала тухайман. Халӗ вӑл Хусанта иртекен Пӗрремӗш лигӑна хутшӑнать.
Сӑмах май, ҫурлан 5-мӗшӗнче телкуравҫӑсем РФ ШӖМӗн «Подъем» командине те курӗҫ. Ку команда утӑ уйӑхӗнче Шупашкарта пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ Игнатьевсене лотерейӑра ӑнӑҫнӑ. Вӗсем хваттер выляса илнӗ!
Валентина Ивановна Игнатьева «Столото» билетне 6 штук туяннӑ. Тӗлӗнмелле те, вӗсенчен виҫҫӗшӗ телей илсе килнӗ. Аслӑ ывӑлӗ Сергей билетсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хваттер выляса илнине ӑнланнӑ.
Ку Валентина Ивановнӑн пӗрремӗш ӑнӑҫӑвӗ мар. 1985 ҫулта та вӑл лотерейӑра хаклӑ парне – мопед – выляса илнӗ. Хальхинче те вӑл ахальтен хутшӑнма кӑмӑл туман. Вӑл хаҫатра лотерейӑра выляса илнӗ ҫынсен историйӗсемпе паллашнӑ. Кун хыҫҫӑн хӑй те билет туянма шухӑшланӑ.
Валентина Ивановна хваттер вырӑнне укҫа илме палӑртнӑ. Унпа пысӑк ҫемйи валли парнесем туянӗ.
«Волга» упрдор пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Дмитрий Филиппов тӗлӗшпе суд пулнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ.
Филиппова темиҫе эпизодпа айӑпланӑ. Вӗсенчен пӗри Ҫӗрпӳ кӗперӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл патшалӑх контрактне 1 ҫул ытларах тӑснӑ, хӑй подрядчиксем унчченхи ӗҫе пурнӑҫламаннине пӗлнӗ. Филиппов организацин расчет счечӗ ҫине аванс тесе 120 пин тенкӗ ытла куҫарма ыйтнӑ. Контракта вара 2013 ҫулта алӑ пуснӑ, вӑл 700 миллион тенкӗлӗх пулнӑ.
Кунсӑр пуҫне 2015 ҫулта Филиппов Чӗмпӗр облаҫӗнчи федераци ҫулне тӗпрен юсама пӗр строительство фирмине палӑртмаллине кӑтартнӑ. Унпа 346 миллион тенкӗлӗх контакт алӑ пуснӑ. Анчах подрядчик ӗҫе вӑхӑтра туман, штраф санкцийӗсене унран шыраса илмен.
Филиппова пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче техника тата ретро-автомобильсен парачӗ иртӗ. Уява ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
ЖКХ предприятийӗсем хула кунне уявлама хатӗрленӗҫ кӑна мар, мероприятисене те хутшӑнӗҫ. Парада коммуналлӑ техника та хутшӑнӗ. Унтах ҫул тӑвакан машинӑсене, ҫӑлав службин техникине, троллейбус управленийӗн машинисене курма май пулӗ.
Малтанлӑха маршрут палӑртнӑ. Парад Шупашкарти аэропортран Юханшыв порчӗ таран кайӗ. Машинӑсем ретпе пӗр пек хӑвӑртлӑхпа пырӗҫ.
Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗн, полицин генерал-майорӗн Сергей Неяскинӑн ячӗпе тав ҫырӑвӗ килнӗ. Шупашкарта пурӑнакан кӑҫал ҫулла полицине Гузовский урамӗнчи ача-пӑча лапамӗнче ҫамрӑк ҫынсен ушкӑнӗ спиртлӑ шӗвексем ӗҫнине икӗ хутчен полицие пӗлтернине каланӑ. Ӗҫекен хӗрсемпе каччӑсем усал сӑмахсемпе хытӑ калаҫнӑ.
«Ҫавӑншӑн эпӗ полицине пӗлтертӗм, 102 номерпе шӑнкравларӑм. Право енчен мера йышӑнма ыйтрӑм. Оперативлӑ дежурнӑй мана сӑпайлӑ итлерӗ, манӑн пӗлтерӗве йышӑнчӗ. Общество йӗркине пӑсакан вырӑна тепӗр 5-10 минутран полици экипажӗ килчӗ. Картишӗнче шӑплӑх пуҫланчӗ. Общество йӗрки йӗркеленчӗ», — тенӗ ҫырура.
Куншӑн ҫыру авторӗ васкавлӑ тата тухӑҫлӑ мера йышӑннӑ полици ӗҫченӗсене тав тунӑ. Хула ҫыннине унӑн телефон пӗлтерӗвне ӑнлантару хучӗсемсӗр йышӑнни савӑнтарнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Раҫҫейри ТОП-25 мэрсен йышне кӗнӗ. Вӑл 17-мӗш йӗркерен 16-мӗшне хӑпарнӑ. Танлаштарӑма информаци коммуникацийӗсен «Рейтинг» центрӗ хатӗрленӗ.
Экспертсем Шупашкарти Мускав кӗперӗн пӗр пайне уҫнине палӑртнӑ. Ӑна, сӑмах май, республика тата федераци хыснисенчи укҫа-тенкӗпе хута яраҫҫӗ. Алексей Ладыков танлаштарӑмра чи лайӑххисен йышне кӗнине Шупашкар экономика кӑтартӑвӗ тӗлӗшпе ӳсни те витӗм кӳнӗ. «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» программӑпа килӗшӳллӗн хулара 27 ҫула юсаҫҫӗ.
Хулан туризм аталанӑвне лайӑхлатакан мероприятисене те экспертсем лайӑх енчен хакланӑ. Танлаштарӑм кӑтартӑвне кадет корпусӗ хута кайни, Республика кунӗ тӗлне ҫӗнӗ пӗлтерӗшлӗ объектсем уҫӑлни те витӗм кӳнӗ.
Шупашкарти Ленин проспектӗнче ҫӗнӗ поликлиника хута яраҫҫӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн порталӗнче хыпарлаҫҫӗ.
Хулари тӗп пульницӑн нумай профильлӗ поликлиникине утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута яма тытӑннӑ. Строительство лапамне ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ҫитнӗ. Вӑл ӗҫ планӗпе паллашнӑ.
Ҫӗнӗ поликлиникӑра 4 тата 5 хут пулать. Унта васкавлӑ пулӑшу, врач умӗнхи пулӑшу, специалистсен уйрӑмӗн, функционаллӑ диагностика уйрӑмӗн тата ытти пӳлӗмсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех гинекологи, сиплев уйрӑмӗсем, кӑнтӑрлахи стационар, хӗрарӑмсен консультацийӗ пулӗҫ.
Шупашкарта каллех ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ку утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 50 минутра Богдан Хмельницкий урамӗнче пулнӑ. Ача иккӗмӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ахӑртнех, вӑл москитлӑ сетка ҫине таяннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче те Шупашкарта ҫакнашкал тӗслӗх пулнӑ. Октябрь: 50 ҫул урамра 5-ри ача тухса ӳкнӗ. 23 сехетре диспетчер службине хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та хваттере кӗрейменнине пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ, алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Унта юлнӑ арҫын ача чӳречерен тухса ӳкнӗ-мӗн.
Иртнӗ эрнере Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем ырӑ мар шӑршӑ кӗнине туйнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ку лару-тӑру пирки пӗлет. Анчах Шупашкар хула администрацийӗ лайӑх мар шӑршӑ ӑҫтан кӗнине уҫӑмлатайман-ха.
Роспотребнадзор специалисчӗсем сывлӑшра аммиак пуррине тупса палӑртнӑ. Анчах унӑн виҫи хӑрушла нумай мар, ҫавна май вӑл халӑха сиен кӳмест.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫак ырӑ мар шӑршӑ хӑш предприятирен тухма пултарнине палӑртнӑ-ха, анчах кун пирки официаллӑ майпа хальлӗхе пӗлтермен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |