Ӗнер, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн чылай хулисенче коррупцие хирӗҫ митингсем иртнӗ. Шупашкарти халӑх пухӑвӗнче чӑваш ялавӗ курӑнманни пирки эпир ӗнер хыпарланӑччӗ.
Ҫав вӑхӑтрах, пире хыпарланӑ тӑрӑх, Самар хулинче кӑсӑклӑ пулӑм пулса иртнӗ. Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ хулари Уй урамӗнче (выр. Полевая) вырӑнти Навальный штабӗн нимеҫисене (волонтерсене) тытса чарнӑ. «Парк Гагарина» (чӑв. Гагарин паркӗ) кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх пилӗк ҫамрӑка йӗрке хуралҫисем хула тӳри-шари йӗркеленӗ халӑхсен туслӑхӗн парадне лекме хӑтланнӑшӑн чарнӑ. Вӗсен чӑваш ялавӗ тата темиҫе плакат пулнӑ: «Вольный народ» (чӑв. Ирӗклӗ халӑх), «Угнетенный народ» ( чӑв. Пусмӑрланӑ халӑх). Ҫамрӑксене Октябрьски РОВДна илсе кайнӑ, кайран вара протокол ҫырмасӑр ирӗке янӑ.
Каласа хӑварас пулать, Самарти митинга халӑх ытларах пухӑннӑ. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх митинга пурӗ 2–3 пин ҫын хутшӑннӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Туркай Шупашкар хула администрацине официаллӑ мероприятисем вӑхӑтӗнче чӑвашла баннерсем ытларах кирлине палӑртакан ҫырупа тухнӑ. Тӳре-шара поэт ыйтӑвне илтнӗ: ытларах та анлӑрах усӑ курма шантарнӑ.
Валерий Туркай ҫу уйӑхӗнчи уявсем вӑхӑтӗнче чӑвашла баннерсем сахаллине асӑрханӑ, ҫакӑ халӑх поэтне тивӗҫтермен.
Маларах эпир «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне чӗлхе саккунне пӑсакансене явап тыттаракан саккуна ыйтса ҫыру хатӗрленине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ун чухне чӑваш парламенчӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ ун пек саккуна хатӗрлесе Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан органӗсене пӑхса тухма ярса панӑ тесе хуравланӑччӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Мускаври Кремльте Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннӑ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ те тӗп документсенчен пӗрне, ҫӗршыв гражданинӗн паспортне, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парассине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти 53-мӗш шкулта 7-мӗш класс пӗтернӗ Софья Морозована Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин паспорт панӑ.
Ҫӗршыв ертӳҫи Шупашкар пикине тата унпа паспорт илнӗ ытти ачана «14 ҫула ҫитнӗ ҫӗре эсир нумай пултарнӑ», — тесе ырланӑ. Софья Морозова кадет шкулӗнче вӗренме май килнишӗн Раҫҫее тав тунине палӑртнӑ. Пике, чӑн та, кадет класӗнче вӗренет. Олимпиадӑсенче, ытти енпе те вӑл хастар, вӗсене яланах хутшӑнать.
Республкӑн тӗп хулинчи Чапаев ячӗллӗ скверта паян влаҫрисем ирӗк панӑ коррупцие хирӗҫ митинг иртрӗ. Влаҫри ҫынсем улшӑнманнине тата ҫӳлти тӳре-шара укҫа нумай вӑрланине хирӗҫ ирттернӗ халӑх пухӑвӗ палӑртнинчен кӑшт каярах, 14 сехет тӗлнелле пуҫланчӗ. Ытларах митинга ҫамрӑк ҫынсем килни курӑнчӗ. Ҫавӑн пекех карчӑксем пурччӗ, ашшӗ-амӑшӗпе килнӗ ачасем.
Митинга ҫынсем Раҫҫей ялавӗсене тата плакатсем илсе пынӑ. Аса илтеретпӗр, паян, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, Раҫҫей кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Шел те, Чӑваш халӑх корреспонденчӗ ялавсем хушшинче Чӑваш Республикин ялавне курмарӗ. Халӑх илсе пынӑ плакатсенче вара Навальный штабӗ укҫа вӑрланишӗн айӑпланакансен сӑнӗсене курма май пурччӗ. Ятарласа хатӗрленисем те пурччӗ. Вӗсем хушшинче «Сам иди в бизнес» (Бизнеса ху кай), «Малыш, не лезь в политику» (Шӑпӑрлан, политикӑпа ан ҫыхлан), «Молчать — поддерживать режим» (Шӑп тӑр — режима майлӑ пул), «Молчание — золото Медведева» (Шӑп тӑни — Медведев пурлӑхӗ) тата ыттисене курма пулатчӗ.
Шупашкарти митинг Навальный ирттерекен пӗтӗм Раҫҫейри акцийӗн пайӗ шутланать. Навальный сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейре паян пурӗ митинга 187 хулара тухнӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Мускаври Кремльте Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннӑ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ те тӗп документсенчен пӗрне, ҫӗршыв гражданинӗн паспортне, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парӗҫ. Чыслӑ та сумлӑ йыша Чӑваш Енрен Шупашкарти пике лекнӗ.
Кремльте паспорт илме тӑван республикӑмӑрӑн тӗп хулинче, Шупашкарти 53-мӗш шкулта 7-мӗш класс пӗтернӗ Софья Морозована ӑсатнӑ. Пике кадет класӗнче вӗренет. Ӑна республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерствинче пултаруллӑ тесе ырлаҫҫӗ. Математика, литература, истори, обществознани предмечӗсене уйрӑмах кӑмӑллаканскер пӗрле вӗренекенсене те яланах пулӑшать тесе каланӑ. Шкулти, хулари, республикӑри олимпиадӑсене, конкурссемпе конференцисене вӑл тӑтӑшах хутшӑнса пынӑ.
Пулла кайнӑ арҫынна темиҫе кун каяллах шырама пуҫланӑ. Шел те, ҫак кунсенче унӑн виллине тупнӑ. Кун пирки арҫыннӑн хӗрӗ Ксения пӗлтерет.
Шупашкарта пурӑнакан Вадим Филиппов Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗ ҫывӑхӗнчи утрава икӗ кунлӑха пулла кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхине вӑл арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ. Каҫхине вара ҫыхӑнӑва тухман.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вӗсем утрав ҫине арҫынна шырама кайнӑ. Унта вӑлтине, киммине тупнӑ, утрава пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах тӑванне тупайман. Кун хыҫҫӑн вӗсем полицие шӑнкӑравланӑ.
Каярахпа ҫав арҫынна вӑлта выртнӑ ҫӗртен инҫех мар тупнӑ. Анчах вӑл сывламан ӗнтӗ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, ашшӗ путса вилнӗ.
Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнчи артефактсем.
Ӗнтӗ такамсене хальхи Шупашкар гербӗ килӗшми пулнӑ. Чӑваш тӗнчипе нихӑш енчен те ҫыхӑнман ҫынсем пире ҫӗнӗ герб парнелес хӑрушлӑх пур. Хальхи герб, тен, чӑнах та, — хӑшпӗр енчен, — ӑнӑҫсӑртарах пулӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех эпӗ хам Чӑваш Ен гербӗ те ӑнӑҫсӑртарах тесе шутлатӑп. Анчах та ӑна ҫӗнетес ӗҫе епле пулсан та аякри ҫичӗ ютсене ("специалистсене") шанса парас марччӗ. Епле пулсан та хамӑр чӑваш вӑйӗпех тума тӑрӑшасчӗ ҫак ӗҫӗ. Чӑн малтанах хамӑрӑн тымарсене аса илес пулать. Ҫапла вара эпӗр кирек епле пулсан та Атӑлҫи Пӑлхар тӗнчи патне пырса тӑрӑнатпӑр. Эпир илсе кӑтартакан ӳкерчӗк те ҫавнах ҫирӗплетет. Енчен те ҫӗне герб тӑвасах тесен, ҫав артефактсем ҫине таянмалла.
Эппин, ҫав ӳкерчӗкри "зеркала" текен вырӑна сӑнӑр-ха, тархасшӑн! Аялти сылтӑм кӗтессе пӑхӑр! Ҫиелти куҫкӗскин тӳнтер енче тӑватӑ вӗҫенкайӑка ӳкернӗ. Паянхи тӗпчевҫесем вӗсене тӑрнасем тесе шутлаҫҫӗ.
Раҫҫей кунне халалласа Чӑваш Енре чылай мероприяти ирттереҫҫӗ. Шупашкарти Ӳнер музейӗ ку уява маларах хатӗрленнӗ. Унта халӑхсене туслӑхне халалласа курав уҫӑлнӑ.
«Халӑхсен туслӑхне халалласа» ятлӑ курав ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Пӗтӗм тӗнчери курава Атӑлҫи, Сири, Украина ӳнерҫисен ӗҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Экспозицие живопиҫ, графика, сӑн ӳкерчӗк кӗреҫҫӗ. ЧР Культура министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, курава Сирири паллӑ ӳнерҫӗсенчен пӗри Ахмед Ибрагим та хутшӑнать. Вӑл Европӑра чылай курав ирттернӗ.
Шупашкарта ача ярӑнчӑкран ярӑнса чутах вилмен. Юрать, ӑна ҫӑлма май килнӗ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ку кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ рай онӗнчи ача пахчинче 11 сехетсенче пулнӑ. Ача ярӑннӑ чухне сумки ҫакланса ларнӑ, ҫавна май чутах сывлӑш ҫитменнипе вилмен. Ҫакна иртен-ҫӳрен те курнӑ. Воспитательсем, нянечкӑсем ача патне ыткӑннӑ, ҫӗр ҫинче выртакан ачан чӗрине массаж тунӑ. Воспитательсенчен пӗри макӑрсах янӑ.
Пилӗк минутран васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Ачана часрах илсе кайнӑ. Ачан ашшӗ те часах вирхӗрхӗнсе ҫитнӗ. Телее, ача сывах, пульницӑра выртать. Халӗ следстви пырать.
Раҫҫей Федерацийӗн обществӑлла палати чи ыркӑмӑллӑ 10 хула ятне пӗлтернӗ. Вӗсен шутне Шупашкар та кӗнӗ. Танлаштарӑма ҫуркунне пӗтӗм Раҫҫейӗпе иртнӗ «Ырӑ ӗҫсен марафонӗ» экологи акцийӗ тӑрӑх йӗркеленӗ. «Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хула ҫыннисем экологи мероприятийӗсене ыттисенчен ытларах йӗркеленӗ», — обществӑлла палатӑн пресс-службинче ҫапла пӗлтернӗ.
Чи ыркӑмӑллӑ хула шутне Питӗр хули йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Мускав облаҫӗнчи Химки хули. Виҫҫӗмӗш — Кронштадт. Шупашкар ҫиччӗмӗш йӗркене тивӗҫнӗ. Мускав вара — саккӑрмӗш кӑна. Унсӑрӑн пуҫне чи ырӑ кӑмӑллӑ хуласен йышне Хусанпа Чӗмпӗр (4-мӗшпе 5-мӗш вырӑнсем), Чулхула (10-мӗш вырӑн) кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Андрей Трофимович, педагог, чӑваш шкулӗсем валли пӗрремӗш вӗренӳ кӗнекисене хатӗрлекенӗ вилнӗ. | ||
| Элле Николай Алексеевич, республикӑра театр ӗҫне йӗркелекенӗ, тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |